Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Воспитательная работа / Конспекты / Сценарий праздника "Предновогодняя волшебная встреча" (на чувашском языке)
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Воспитательная работа

Сценарий праздника "Предновогодняя волшебная встреча" (на чувашском языке)

библиотека
материалов

Авторсем: Анисимова Елена Леонидовна, Николаева Елена Николаевнаăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар, 6-мĕш гимнази)

«Çĕнĕ çул умĕнхи асамлă тĕл пулу» уяв сценарийĕ

(«Предновогодняя волшебная встреча»)

Тĕллевсем:

  1. Вĕренекенсен чăваш чĕлхине юратас, вĕренес туртăмне аталантарма тăрăшасси, ытти халăх çыннисене хисеплеме хăнăхтарса пырасси.

  2. Ваттисене сума сумаллине, ырă пулмаллине, çынсем хушшинче харпăр хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентесси.

  3. Вĕренекенсене Медюкова Н.Н. çыравçăпа тĕл пулма, канашлама май туса парасси. Унăн юмахĕсене вуласа пĕлнине, ăнланнине тĕрĕслесси, вулас, пĕлес кăмăла ÿстересси, шухăшлав ăслайĕсене туптасси.

  1. Ачасен астăвăмĕпе тимлĕхне аталантарасси, тавра курăмне ÿстересси.

Кирлĕ хатĕрсем: экран, проектор, презентаци, асамлă арча, Медюкова Надежда Николаевна çырнă кĕнекесем, парнесем.

Тĕп сăнарсем: Асамçă, Юр пĕрчи, Хĕл Мучи, Афонюшка упа çури, Миронушка упа çури, Кушак аçи, Айсулу, Кыш Бабай.

(Асамçă «Юр пĕрчи» ятлă юрă юрласа тухать. Юр пĕрчисем ташлаççĕ. Пĕр юр пĕрчи Хĕл Мучин арчине кĕрсе ӳкет, парнелĕх Н.Н. Медюковăн кĕнекине илет.)

Асамçă: Юр пĕрчи, Хĕл Мучин арчинчен мĕнле парне илтĕн?

Юр пĕрчи: Кĕнеке. Епле хитре ӳкерчĕксем кунта! Тавтапуç, Хĕл Мучи.

Асамçă: Ку кĕнекене Медюкова Надежда Николаевна çырнă. Кĕнеке ячĕ «Снегурочка с луны». Пирĕн шкулти ачасем Надежда Николаевнăн ытти кĕнекисемпе те паллашнă. Вĕсем хушшинче Раиса Сарпи чăвашла куçарнă «Вĕçесчĕ» кĕнеки пур. Юмахсем, калавсем тăрăхвĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсем тунă: ӳкерчĕксем, алă ĕçĕсем, кĕнеке рекламисем.

Асамçă: Калавĕсем пурте интереслĕ, тарăн шухăшлă. Вĕсем ырра вĕрентеççĕ. Акă тата мĕн тĕлĕнтерет – кĕнекесенчи ӳкерчĕксене Надежда Николаевна хăех ӳкернĕ. Мĕн тери пултаруллă, талантлă вăл!

Хĕл Мучи: Кĕнекесен авторĕпе ачасем тахçанах паллашасшăн.

Асамçă: Çĕнĕ çул уявĕнче ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ. Пирĕн уявра паян кĕтнĕ хăна – хисеплĕ Надежда Николаевна!

Юр пĕрчи: Хĕл Мучи, кĕнекере Çĕнĕ çулпа çыхăннă юмахсем пур-ши?

Хĕл Мучи: Тем тĕрлĕ калав та, юмах та пур унта. Вулама кăна ан ӳркен. Пĕр юмахĕ уйрăмах асра. Икĕ упа çури çинчен.

Асамçă: Хаклă ачасемпе хăнасем, сирĕн паян юмахсенчи сăнарсемпе тĕл пулма май пур. Эпĕ, Асамçă пулнă май, мĕн пултарнине пĕтĕмпех сирĕншĕн тăвăп. Тархасшăн, кĕтсе илĕр. Сирĕн умăрта «Йӳçĕ пыл» юмахри упа çурисем!

(Асамçă асамлă патакĕпе сулать те «Йӳçĕ пыл» сценка пуçланать.)

(Икĕ упа çури çырла пуçтараççĕ.)

Афонюшка: Эпĕ пĕр çырла тупрăм!

Миронушка: Эпĕ те тупрăм! Манăн нумайрах! Сана та парам-ха кăштах. Эпир юлташсем-çке.

Афонюшка: Пĕлетĕн-и, тусăм, эпĕ Хĕл Мучи патне кайăп, ăна пулăшăп.

Миронушка: Эпĕ вара вăрман сыхлама кунтах юлăп.

Афонюшка: Сывă пул, тусăм, тепре тĕл пуличчен!

Миронушка: Сывă пул!

(Иккĕшĕ те икĕ еннелле каяççĕ.)

Асамçă: Питĕ аван пурăнать упа çури Хĕл Мучи патĕнче. Ᾰна пулăшать, ачасене савăнтарать. Анчах та тăванĕсене, юлташĕсене саламлама манать. Çапла çул хыççăн çул иртет. Афонюшка та ватăлать. Те ватăлнине пула, те тăванĕсене, юлташĕсене нумай вăхăт хушши курманнине пула, унăн чунĕ тăван енне туртăнать.

(Афонюшка сцена çине тухать, Миронушкăна тĕл пулать.)

Афонюшка: Миронушка!

Миронушка: Афонюшка! Эх, миçе çул хушши пĕр-пĕрне курмарăмăр!

Афонюшка: Эпĕ сана валли те, аттепе анне валли те Хĕл Мучи патĕнчен парнесем илсе килтĕм!

Миронушка: Ах…(пуçне пĕкет)

Афонюшка: Эсĕ мĕншĕн кăмăлсăр?

Миронушка: Ачи ашшĕне аса илет, халăх вара ăна пытарса килет.

Асамçă: Афонюшка ашшĕ-амăшĕ текех çĕр çинче çуккине пĕлчĕ, хăйĕн йăнăшне ăнланчĕ, чунтан-чĕререн кулянчĕ.

Афонюшка: Ах, ăçта-ши ачалăх? Тавăрасчĕ ăна.

Асамçă: Атьăр-ха, пурте пĕрле - Афонюшка та, Миронушка та, эпир те, аслăраххисем - вăхăтлăха та пулин ачалăха таврăнар!

(Асамçă асамлă патакĕпе сулать те упа çурисемпе пĕрле сцена çинчен тухса каять.)

«Ачалăх» юрă янăрать

Асамçă: Хисеплĕ Надежда Николаевна, сире сăмах парар. Тархасшăн.

(Ачасем çыравçăна ыйтусем параççĕ.)

Асамçă: Тавтапуç сире, Надежда Николаевна.

(Хĕл Мучи арчи тавра Кушак аçи çӳрет.)

Асамçă: Хĕл Мучи, сан асамлă арча тавра такам çӳрет. Тен санран парне кĕтет?

Хĕл Мучи: Кам пытанать-ха унта? Кил-ха ман пата кунта!

Кушак аçи: Эпĕ «Моряк кушак» юмахран килсе çитрĕм. Кунта уяв пулни çинчен илтрĕм.

Хĕл Мучи: Парне илес тесен мана малтан ташă-юрăпа савăнтармалла е сăвă каламалла. Эсĕ мĕн тума пултаратăн?

Кушак аçи: Сăвă калама пултаратăп.

«Ёлка» ăвă калать)

Вăрăм чăрăш, ешĕл чăрăш

Тĕлĕнтермĕш çутăлать.

Мĕнешкел вăл çĕклентерĕ

Пирĕн çамрăк кăмăла.

Ёлка, ёлка, симĕс ёлка,

Йăлтăр симĕс теттисем.

Хĕл Мучи ĕнтĕ пурне те

Парса тухрĕ парнесем.

Юрлама та, ташлама та

Ăста эпир, ачасем.

Чаплă пултăр пирĕн ёлка,

Пурте, пурте килĕрсем.

Хĕл Мучи: Маттур! Акă сана пĕчĕк парне.

Асамçă: Ачасем, эсир мĕнле сăвăсем пĕлетĕр? Хĕл Мучие савăнтарăр.

(Ачасем сăвăсем калаççĕ)

Хĕл Мучи: Тавах сире, ачасем, савăнтартăр мана.

Асамçă: Хĕл Мучи, ачасем сана валли юрă та хатĕрленĕ.

Хĕл Мучи: Итлесе пăхар.

«Çĕнĕ çул ёлки» юрă

Кĕвви Г.Хирбюн Сăмахĕсем И. Малгайăн

Ёлка, ёлка, чаплă ёлка!

Хĕл Мучи паян ирех

Савăнма чĕнет пире.

Мĕн тери пуянлăх унăн:

Илсе килнĕ парнесем,

Темĕн тĕрлĕ çимĕçсем.

Килĕр, килĕр, карталанăр,

Ачасем вăй выляма,

Сăвă-юрă калама.

Çĕнĕ çулшăн çĕнĕ юрă

Юрлăр, юрлăр, ачасем,

Çĕнĕ пурнăç калчисем.

Хĕл Мучи: Маттур, ачасем, эсир Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕр. Çĕнĕ çул уявне тĕрлĕ çĕрте уявлаççĕ. Сăмахран, ман пек Хĕл Мучи тутарсен те пур. Эпир унпа мĕн ĕлĕкрен туслă.

Асамçă: Ачасем, Надежда Николаевнăн пĕр юмахĕнче тутарсем Хĕл Мучине мĕнле чĕннине астăватăр-и?

Ачасем: Кыш Бабай!

Асамçă: Тĕрĕс. Вырăссем тата Хĕл Мучие мĕнле чĕнеççĕ?

Ачасем: Дед Мороз!

Хĕл Мучи: Маттур, ачасем. Пирĕн, кашни Хĕл Мучин пулăшакансем, мăнуксем пур. Манăн та Юр Пике пур. Эсир «Уйăх çинчи Юр Пикесем» («Снегурочки с луны») юмаха вуланă, пĕлетĕр.

Асамçă: Атьăр «Уйăх çинчи Юр Пикесем» юмаха аса илер.

(Асамçă патакĕпе сулать, «Уйăх çинчи Юр Пикесем» сценка пуçланать. Юр Пикепе Хĕл Мучи, Кыш Бабайпа Айсулу тухаççĕ.)

Юр Пике: Салам пурне те!

Айсулу: Салам алейкум!

Хĕл Мучи: Турă сыхлатăр сире!

Кыш Бабай: Аллах саксалын!

Хĕл Мучи: Пикесем, хăнасене хăвăрпа паллаштарсамăр, тархасшăн.

Юр Пике: Эпĕ Юр Пике.

Айсулу: Эпĕ Айсулу.

Юр Пике: Эпир тахçан Айсулупа юнашар ялта пурăннă.

Айсулу: Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, туслă пулнă.

Юр Пике: Эпĕ тăван мар аннепе ÿсрĕм. Ăна ĕçпе те, сăмахпа та юраймарăм. Пĕррехинче вăл мана çĕрле шыв ăсма ячĕ. Çырмара тухатмăшсем тапăнчĕç. Çăлăнăç шыраса эпĕ уйăхран пулăшу ыйтрăм. Уйăх мана хăй патне илчĕ.

Айсулу: Эпĕ Юр Пикен тăван мар амăшне пулах асамат кĕперĕ пултăм.

Юр Пике: Кашни Çĕнĕ çул уявне эпир çĕр çине анатпăр, Хĕл Мучипе Кыш Бабая пулăшатпăр. Ачасене саламлатпăр, вĕсене савăнтаратпăр.

Кыш Бабай: Эпир вара мăнуксене çĕр çине анасса чунтанах кĕтетпĕр. Хисеплĕ ачасем, хăнасем, сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей сунатпăр!

(Айсулу ачасене, хăнасене тутарла саламлать.)

Кыш Бабай: Пирĕн сирĕнпе сывпулашма вăхăт. Айсулупа иксĕмĕре тутар ачисем кĕтеççĕ. Чипер юлăр!

(Айсулу тутарла сывпулашать.)

Хĕл Мучи: Сывă пулăр! Çĕнĕ çул уявне эсир те хаваслă ирттерĕр!

Юр Пике: Хĕл Мучи, манăн хĕр тантăшсем ташă ташласа парасшăн.

Хĕл Мучи: Эх! Эпир ташша пит кăмăллатпăр. Хавас-хавас. Тархасшăн!

Асамçă: «Уйăх çинчи Юр Пикесем» юмаха аса илтĕмĕр. Халĕ ытти юмахсене, калавсене аса илер-ха. Экран çине тухакан сăнарсем хăш юмахран пулнине каламалла.

(Слайдсем çинче юмахри сăнарсем)

Хĕл Мучи: Маттур, ачасем, эсир кĕнекери сăнарсене аван ас туса юлнă. Ӳкерчĕкĕсем епле илемлĕ. Ас туса юлмасан майĕ те çук.

Асамçă: Чăн та, юмахри сăнарсене эсир лайăх ас туса юлнă. Хайлавсен тĕп шухăшĕсене эсир мĕнле ăнланнине пĕлес килет пирĕн. Экран çинчи юмахăн тĕп шухăшне уçса паракан ваттисен сăмахне суйласа илĕр.

(Экран çинче юмах ячĕ, ӳкерчĕкĕ тата 3 ваттисен сăмахĕ)

Хĕл Мучи: Вĕренекенсем питĕ маттур. Кĕнекесене юратса, ăнланса вуланă. Тĕрлĕ ĕç тунă. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене палăртса хăварăпăр.

(Медюкова Н.Н. сăмах илет, юмахсем тăрăх тĕрлĕ творчествăлла ĕçсем туса çĕнтернĕ ачасене саламлать, парнесем парать.)

Асамçă: Асамлă тĕл пулу вĕçленсе пырать. Тавтапуç пирĕн пата хăнана килнĕшĕн. Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр. Юлашкинчен, хаклă хăнасем, сире валли уяв парни – юрă.

«Çĕнĕ çул теттисем» юрă

1.Юр Пике юрă юрлать,

Хĕл Мучи çумра ташлать.

Шур сухалне ачашлать,

Çĕнĕ çулпа саламлать.

Эпир пурте телейлĕ.

Пулĕç пире парнесем.

Чăрăш çинче илемлĕ

Йăлтăр-йăлтăр теттисем.

Çĕнĕ çул теттисем (2 хут)

Илĕртеççĕ пире йăл кулма, выляма.

Çĕнĕ çул теттисем (2 хут)

Илĕртеççĕ пире юрлама, савăнма.

2. Куками юрă юрлать,

Кукаçи çумра ташлать.

Пур вăйпа авкаланать,

Кукамине юратать.

3. Шăллăмпа эпир пĕрле

Савăнатпăр Çĕнĕ çулпа.

Мĕншĕн тесен çулсерен

Вăй хушатпăр çулсерен.

Асамçă: Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр сире! Тепре тĕл пуличчен!

7



Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Автор
Дата добавления 13.04.2016
Раздел Воспитательная работа
Подраздел Конспекты
Просмотров198
Номер материала ДБ-028534
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх