Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015

Опубликуйте свой материал в официальном Печатном сборнике методических разработок проекта «Инфоурок»

(с присвоением ISBN)

Выберите любой материал на Вашем учительском сайте или загрузите новый

Оформите заявку на публикацию в сборник(займет не более 3 минут)

+

Получите свой экземпляр сборника и свидетельство о публикации в нем

Инфоурок / Другое / Другие методич. материалы / Сценарий внеклассного мероприятия "Çĕн пÿрт ĕçки"
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Сценарий внеклассного мероприятия "Çĕн пÿрт ĕçки"

библиотека
материалов

Çĕн пÿрт ĕçки

Сцена çинче çамрăк мăшăр, упăшкин ашшĕпе амăшĕ сĕтел çине ĕçме-çиме: пуçламан çăкăр, чăкăт, икерчĕ, куркасене витререн сăра ярса лартаççĕ.

Хăнасем юрласа кĕреççĕ:

Çĕн пÿрт ĕçки терĕç те/2 хут

Перн килмесĕр çтан чăтас?

Çĕн пÿрт ĕçки терĕç те/2 хут

Юрламасăр çтан чăтас?

1-мĕш хăна: Çĕн пÿрт ĕçки ячĕпе сире чунтан саламлатпăр, савăт-сапа парнелетпĕр.

2-мĕш хăна: Вучахри вутти ан сÿнтĕр

3-мĕш хăна: Кукăль-пÿремечĕ, апат-çимĕçĕ пиçсех тăтăр

4-мĕш хăна: Сĕтелĕ ялан тулли пултăр

5-мĕш хăна: Хăнисем килсех тăччĕр.

Килтисем: Çапла пултăр.

Амăшĕ: Атьăр, иртĕр тĕпеле

Ашшĕпе амăшĕ турăш умне пырса тăраççĕ, сăхсăхма тытăнаççĕ, пурте сăхсăхаççĕ.

Амăшĕ: Çĕнĕ пÿртре перекетпе, тăнлă-сывлăхлă пурăнмалла пултăр.

Ашшĕ: Никĕсĕ çирĕп пултăр, тăрри питĕ пултăр.

Хăнасем лараççĕ. Ларнă хушăра çамрăк мăшăра пĕрер курка сăра тыттарса кĕреке умне пуçĕсене чиктерсе тăратаççĕ.

Ашшĕ: Ну, ачамсем, кайăк-кĕшĕк те чĕпписене ÿстерсен мăшăрпа хăйĕнчен уйăрать. Сире те мăшăр туса çукпа уйăртăм. Çукран пурлă пулăр.

Амăшĕ: Таса пĕр турă ячĕпе: уй амăш перекечĕ, кил амăш перекечĕ, карта амăш перекечĕ, кĕлет амăш перекечĕ, ĕне пÿрт перекечĕ сыхласа пурăнтăр. Пĕр пĕрчĕ вырăнне пин пĕрчĕ пултăр. Пĕр сум вырăнне çĕр сум хутшăнтăр. Кĕрекĕр тулли пултăр. Пиллĕхсем сире пулччăр.

Пиллесе пĕтернĕ хыççăн çамрăк мăшăр ашшĕпе амăшне тав туса куркасене ĕçсе пушатать:

Ачи: Атте, тав сана

Арăмĕ: Анне, тав сана

Ачи ашшĕпе амăшне сăра тултарса парать. Ашшĕ çамрăк мăшăрăн куркисене çĕнĕ сăра тултарать. Тав туса пĕтернĕ хыççăн сĕтел хушшинчи çынсем (пĕр еннелле тайăнса): урпи çакăн пек тайăнса пултăр!,- теççĕ.

Çамрăк мăшăр хăнасене сăра ĕçтерет.

Хăнасем юрă юрлаççĕ

Тăвансене шыра-шыра, вăрман витĕр тухрăмăр.

Вăрман витĕр тухнă чухне шĕшкĕ тĕмми куртăмăр.

Татас терĕм мăйăрне самай пиçсе çитнине

Çумра пурак пулмарĕ, ман татасси пулмарĕ.


Тăвансене шыра-шыра, уй-уй урлă каçрăмăр.

Уй-уй урлă каçнă чухне тулă пусси куртăмăр.

Вырас терĕм туллине самай пиçсе çитнине

Çумра çурла пулмарĕ, ман вырасси пулмарĕ.


Тăвансене шыра-шыра, хир-хир урлă каçрăмăр.

Хир-хир урлă каçнă чухне çутă кÿлĕ куртăмăр.

Тытас терĕм пуллине самай карас ятлине

Çумра валта пулмарĕ, ман тытасси пулмарĕ.


Тăвансене шыра-шыра, ял- ял витĕр тухрăмăр.

Ял - ял витĕр тухнă чухне макаçина кĕтĕмĕр.

Илес терĕм эрехне самай москоовскине

Çумра укçа пулмарĕ, ман илесси пулмарĕ.


1-мĕш хăна: Ваççа, тăсса яр-ха купăсна. Купăс çеммипе юрлар.

  1. Пирĕн твансем нумай мар

Сăр хĕрринчен пуçласа

Сăр хĕрринчен пуçласа

Атăл хĕрне çитиччен

Ой, садра, пахчара

Сарă кайăк йăвара

Сарă кайăк йăвара

Эпир кунта хăнара.

Ой, пахчи сад пахчи,

Йĕри-тавра улмуççи

Йĕри-тавра улмуççи

Пирн тăвансем чун уççи.

  1. Квакал ишет кÿлĕре

Хуплу пиçет кмакара

Хуплу пиçнĕ майĕпеле

Килсе курас терĕмĕр.

  1. Хăмла ÿсет пахчара

Сăра йÿçет каткара

Сăра йÿçнĕ майĕпеле

Килсе курас терĕмĕр.




Автор
Дата добавления 07.11.2016
Раздел Другое
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров51
Номер материала ДБ-329788
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх