Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / ИЗО, МХК / Конспекты / Сценарий внеклассного занятия по изобразительному искусству для учащихся 5-6 классов ко Дню Матери (на чувашском языке)

Сценарий внеклассного занятия по изобразительному искусству для учащихся 5-6 классов ко Дню Матери (на чувашском языке)

  • ИЗО, МХК

Поделитесь материалом с коллегами:

6-7 классемпе ÿнер кружокĕнче ирттермелли заняти сценарийĕ (Аннесен кунĕ е мартăн 8-мĕшĕ тĕлне ирттерме юрать)


ТЕМА: «Амăшĕ- пурнăç пуçламăшĕ».

Тĕллевĕсем:

1.Амăшĕн сăнарне уçса паракан тĕнчипе паллă ÿнер ăстисен ĕçĕсемпе паллашасси.

2. Чăваш ÿнерçисен ĕçĕсене тишкерсе амăш сăнарне уçса парас уйрăмлăха палăртасси.

3. Маларах илнĕ пĕлÿ çине таянса ачасене тĕрлĕ материалсемпе (картон, пластик, пусма) типтерлĕн ĕçлес тата инструментсемпе (хачă, клей пистолечĕ) асăрхануллă ĕçлес ăсталăха малалла аталантарасси;

4. Ачасен сăнарлă шухăшлавне, тавракурăмне, илем туйăмне ÿстересси, тĕрлĕ енлĕн аталантарасси.

5. Литература, музыка, ÿнер витĕмĕпе усă курса аннесене хисеплемелли çинчен аса илтересси, вĕсене юратма, упрама вĕрентесси

6. Аннесем валли парне хатĕрлесси.

Усă курмалли хатĕрсем:
компьютер, экран, проектор, А4 форматпа пичетленĕ амăшсен сăн ÿкерчĕкĕсем,
презентаци: «Амăшĕ- пурнăç пуçламăшĕ» (Унта «Владимирская бого­матерь» турăш репродукцийĕ, Рафаэлĕн «Сикстинская мадон­на», Н.В.Овчинниковăн «Чувашская мадонна», В.Нагорновăн «Анне-Пирĕшти» палăкĕн ÿкерчĕкĕсем пулмалла).

Кĕвĕсем, сăвăсем: Дж.Каччини. Аве Мария, «Богородица, Дева, Радуйся!» кĕлĕ, «Аннеçĕм» юрă (Сăвви Раиса Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн).

Материалсем пе инструментсем:

Сутăн илнĕ йывăç фоторамка, клей пистолечĕ, рама шаблонĕ, А 4 форматлă тĕслĕ картон.

Чечек тума пластик кĕленчĕрен хатĕрленĕ детальсем, чечек варри валли шăрçа е шултра пенопласт, сÿтĕлмен симĕс пусмаран хатĕрленĕ çулçăсем.

Заняти юхăмĕ.

1. Занятии темипе çыхăнтарса хатĕрленĕ литература, музыка, ÿнер ĕçĕсемпе паллаштарасси

Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл- чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттури тĕнчере.   Анне… Çак тăватă сас паллире ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Мĕн чухлĕ юрă, сăвă, калав хывнă-çырнă аннесем  çинчен.

Тăван аннене суйламаççĕ

                            Суйлас пулсан та ăна,

                            Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

                            Тăван аннеçĕм, сана! – тенĕ Р.Сарпи поэтесса.
Ÿнер тĕнчинче мĕн авалтан упранса пыракан юратнă темăсемпе сăнарсем пур. Кашни ăру çав темăна хăйне евĕр ăнланса, аталантарса пырать, анчах нихăçан та асран кăлармасть. Акă вĕсенчен чи пысăк та пĕлтерĕшлисенчен пĕри - «Ача амăшĕ». Ĕмĕртен ĕмĕре ку тема ÿнер, литература, музыка ăстисене пăлхатнă, хавхалантарнă. Юратса пурнăç панă аннесем пуриншĕн те çав тери çывăх-çке. Çавăнпа этемлĕхе пĕрлештерсе тăракан Турамăш сăнарĕ çуралнинчен те пĕрре те тĕлĕнмелли çук. Чăвашсем те Амăшне час-часах турăпа танлаштарнă.

Акă пирĕн умра ача амăшне кăтартакан чи авалхи те илемлĕ сăнарсенчен пĕри— «Владимирская Богома­терь» турăш. Ку турăша Турамăшĕ пурăннă вăхăтрах 12-мĕш ĕмĕрте Лука апостол ÿкернĕ теççĕ. Турăш хăвачĕ темиçе хут та Руçе - Раççее тăшмансенчен хÿтĕлеме пулăшнă, хирĕçекенсене мирлештернĕ.

Тимлĕн пăхар-ха çак турăш çине. Ачи амăшĕн пичĕ çумне çав тери ачашшăн сĕртĕнет. Çавăнпа ĕнтĕ амăшĕн сăнĕ юратупа тулса таçтан шалтан ырă туйăмпа çуталса тăрать. Амăшĕ тата ачи! Авалхи ÿнерçĕ сăрăсен тĕсĕсене те ятарласах суйланă ĕнтĕ: сарă, хĕрлĕ, хăмăр, кĕрен, ылтăн тата вĕсен сĕмĕсем. Мĕн тери лăпкă, ăшă! («Богородица, Дева, Радуйся!» кĕлĕ янăрать)

hello_html_m7d250818.jpg

Амăшĕн сăнарне пирĕн пата уççăн илсе çитерекен тепĕр сăнар – итали ÿнерçи Рафаэль Санти (1483-1520 гг.) çырнă «Сикстинская мадонна» е «Сикст мадонни». Кам-ха вăл мадонна? С.И.Ожегов словарĕ ăнлантарнă тăрăх, католиксен тĕнне ĕненекенсемшĕн те Мадонна тени Турамăш тенипе танах. Çирĕм çулхи Рафаэль, хăй те çамрăклах амăшĕсĕр тăрса юлнăскер, ачипе амăшĕн сăнарне кăтартакан чылай картина çырать («Мадонна со щеглом», «Мадонна Конестабиле», «Мадонна в зелени», «Мадонна – садовница», «Мадонна в кресле»). Çапах та чи çутă, таса сăнар «Сикстинская мадонна» пулса тăрать.
hello_html_6e570366.jpg

Çамрăк та илемлĕ херарăм ачине лăпкăн та манаçлăн йăтса утать.Унăн сăнĕнче таса юрату туйăнса тăрать, мăнаçланать те вăл ачипе, унăн пуласлăхĕшĕн хăрать те. Çак Библи сюжечĕпе çырнă картина Турамăш сăнарне пирĕн умра çав тери çÿллĕ шая çĕклет, амăшĕн юратăвне мухтать Ачи унăн - Иисус Христос. Унăн пулăслăхне пĕлсе тăрса амăшĕ ăна чĕри çумне ачашшăн тытса хÿтĕлет, çав хушăрах унран ĕмĕрлĕхех уйрăлассине те туять. Ачин куçĕнче те пăлхану курăнать. Кашни амăшĕ çапла ачине вăхăт çитсен хăй ытамĕнчен уйăрать, пурнăçра савăнăçпа йывăрлăха уйăрма тата чăтса ирттерме вĕрентет.

Ялан тенĕ пекех çветуйсене ÿнерçĕсем хăйне евĕр ÿкереççĕ, вĕсен пуçĕ, кĕлетки тавра асамлă çутă курăнса тăрать. Кунта вара Турамăшĕ çутă пĕлĕт тăрăх вĕçнĕ пек çăмăллăн утать, ахаль хĕрарăм пек курăнать. Анчах ун умĕнче пурте хисепленине, пăхăнса тăнине кăтартаççĕ.

Çак картина витĕмĕ пирки калас пулсан, тепĕр пулăма аса илмесĕр иртсе каяс килмест. Çирĕммĕш ĕмĕрччен чиперех упраннăскер, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕтме те пултарнă-çке вăл. 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Германинчи Дрезден хули çине акăлчан тата америка çарĕсем çав тери нумай бомба тăкнă. Хулана тĕппипе аркатнă теме те юрать. Çакăнти чаплă керменсемпе картина Галерейи чул купи пулса юлнă, ĕмĕртенпе упраннă чылай шедевр яланлăхах çухалнă. Çийĕнчех совет специалисчĕсем шырав ĕçĕсем ирттермен пулсан, «Сикст мадоннине» те текех никам та кураймастчĕ. Картинăна ытти шедеврсемпе пĕрле ăнсăртран чул кăлармалли штольнăра тупаççĕ. Çак çăлав ĕçĕсене хутшăннă совет салтакĕ Л.Волынский çапла аса илнĕ: «Сăрламан чусран тунă ещĕке уçсан пирĕн ума пĕлĕтсем тăрăх çара уран утакан ачаллă хĕрарăм тухса тăчĕ. Ку картин умне чĕркуçленсе ларас килчĕ…». (Дж.Каччини. Аве Мария янăрать)


Калăр-ха, ачасем, çак картинăна сăнанă май мĕнле туйăмсем çуралчĕç сирĕн чунра?

Мĕн çинчен шутлатăр эсир?

Çак икĕ ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ мĕнре?

Çапла, ««Владимирская Богома­терь» турăш та, «Сикст мадонни» картина та ача амăшĕн мăнаçлă илемне, савăнăçĕпе хуйхине мухтаса кăтартаççĕ. Анне вăл- пурнăç пуçламăшĕ, кил çути, çемье ăшши.


2. Вăйă: «Ваттисен сăмахне каласа пĕтер»

Атьăр-ха, чăвашсен аннесем çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене аса илетпĕр. Ваттисен сăмахĕнче авалтан упранса юлнă пурнăç чăнлăхĕ упранать.


  1. Анне вăл хĕвел те, уйăх та,… çÿл тÿпери çăлтăр та.

  2. Анне кăмăлĕ… хĕвелтен ăшăрах.

  3. Анне апачĕ…пылтан тутлă.

  4. Амăшне йĕртекен…ыр кураймĕ.

  5. Амăшĕ йÿçĕ çисен те…ачисем пылак çинĕ.

  6. Амăшĕ ачине çуратнă чух…çунат парать.

  7. Амăш çумĕнче ачи…шăнмасть.

  8. Амăш сĕчĕпе кĕменни…качака сĕчĕпе кĕмест.

  9. Анне ăшши…пурне те çитет.

  10. Аннерен çывăх тăван…çук.


Çапла, аннерен çывăх тăван çук.

«Анне! Çак ят чи çывăх,

чи чаплă çĕр çинче.

Пурăнать вăл  ĕмĕр сывă

кашни çын чĕринче,» - çапла çырнă А.Воробьев поэт. Чăнах та, кам-ха манĕ тăван амăшне? Никам та мар, вăл-çке пире ачашласа ÿстернĕ, ăс панă.

Ачасем, эпир сирĕнпе темиçе ĕмĕр витĕр пирĕн пата çитнĕ ÿнер ĕçĕсене тишкертĕмĕр. Эсир мĕнле шутлатăр, паянхи чăваш ÿнерçисене ача амăшĕн сăнарĕ хавхалантарса пырать-и? Паллах.

Паян эпир сирĕнпе Раççей тата Чăвах халăх художникĕн, Николай Васильевич Овчинниковăн пысăк пултарулăхĕн пĕчĕк пайĕпе паллашатпăр. Николай Васильевич 1918 çулта Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Мишули ялĕнче çуралнă. Унăн ĕçĕсем тĕнчери 39 çĕр-шыври музейра упранаççĕ. Çак паллă ÿнерçĕшĕн те ача амăшне халалланă тема ют пулман. Хăй чăваш пулнăран, чăваш хĕрарăмĕн, хĕрупраçĕн сăнарĕсене сахал мар калăпланă вăл, куракан патне этемлĕхĕн черчен пайĕ епле ĕçчен те пултаруллине, сăпайлă та çаврăнăçуллă пулнине çитерме тăрăшнă. Акă пирĕн умра Николай Васильевич Овчинниковăн «Чăваш мадонни» («Чувашская мадонна»).

hello_html_6cdfba86.png

Ку картинăна курсан тÿрех чуна ăшă пулса каять. Чи малтанах, ÿнерçĕ усă курнă тĕссем-сăрăсем куракан çине çапла витĕм кÿреççĕ. Кайран вара мĕн ÿкернине асăрхатпăр. Йĕтем çинче типнĕ тырă çÿллĕ ылтăн хум пек курăнса выртать. Çакăнтах çамрăк амăшĕ ларать. Тĕрленĕ шурă кĕпе тата тутăр çыхнăскер, ача ĕмĕртет. Хĕвелпе тата ĕçпе пиçĕхсе тĕксĕмленнĕ аллипе ачине епле ачашшăн та çемçен тытать вăл. Ачи çине куç илмесĕр юратса пăхать. Çак самантра пĕтĕм тĕнче шăпланнă темелле. Тырă аламалли машина та шавламасть, йĕтем çинчи халăх та йывăç кĕреçисене хăварса канма кайнă. Мĕн чухлĕ символ ку картинăра! Ача- этем пуласлăхĕ, пурнăç тăсăмĕ, ылтăн тырăпа тулнă йĕтем – тулăх пурнăç, тăнăçлăх, ăшăлăх, лăпкăлăх. Çакăн çинчен ĕмĕтленмест-и-ха кашни çын, кашни чăваш? Кашни амăшĕ ачине çапла ырă тулах пурнăç, телей сунать. Чăнах та мадонна тесех калас килет ку сăпайлă чăваш хĕрарăмне.

Çуркуннепе анне сăнарĕ

                                       Мана пĕр евĕр туйăнать.

                                       Телей сунса, аннемĕр мар-и

                                       Çурхи кун пек пире лăпкать.

                                  

                                       Çут хĕвелпе анне сăнарĕ

                                       Мана пĕр евĕр туйăнать.

                                       Ытарайми аннемĕр мар-и

                                       Пире вăй – хал парса тăрать.

 

                                       Çĕр – шывпала анне сăнарĕ

                                       Мана пĕр евĕр туйăнать.

                                       Çĕр – шывăм пек аннемĕр мар-и

                                       Пире вăй –хал парса тăрать.

                                                           (П.Афанасьев).

 

Калăр-ха ачасем, чăваш хĕрарăмне, амăшне халалланă тата мĕнле ÿнер ĕçĕсене пĕлетĕр эсир?


hello_html_605aa7d7.jpg

Шупашкарта пĕтĕм Чăваш Республикин символĕ «Анне-Пирĕшти» монумент пур. Вăл çÿллĕ вырăнта Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче вырнаçнă. Скульптура наци тумне тахăннă хĕрарăма сăнлать, аллисене вăл сарса тытнă. Хăйĕн ачисене кĕтсе илнĕн е çупарланăн туйăнса тăрать вăл. Постамент çине вырăсла тата чăвашла «Килĕшÿпе юратура пурăнакан ачамсем пиллĕхлĕ» тесе çырнă . Ку ĕçĕн авторĕ - Владимир Нагорнов скульптор. Монумента 2003 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă, унăн çÿллешĕ - 46 метр. Çакăн пек символа чăвашсем ахальтен суйласа илмен. Халăх сăмахлăхĕнче çапла ваттисен сăмахĕ сыхланса юлнă: «Анне Кепе, унпа вăрçма юрамасть». Чăваш мифологинче Кепе – Турă е Турра ăраскал валеçме пулăшаканĕ пулса тăрать. Амăшĕ - этемлехĕн пуçламăшĕ, унăн чи ырă йăли-йĕркине, кăмăл-сипетне, тăван чĕлхене упраканĕ. Анне – Турăпа тан.

3.Кану саманчĕ. Юрă «Аннеçĕм» (Сăвви Раиса Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн). (Ура çине тăрса юрă çеммипе лăпкă ташă хусканăвĕсем туса канса илетпĕр)

4. Практика ĕçĕ

Хамăр аннесем умĕнче эпир яланах парăмра. Вĕсен юратăвĕ пире яланах пулăшса, вăй парса пырать. Паянхи кун эпир те хамăр аннесене савăнтарма чĕререн юратса парне хатĕрлĕпĕр.

Мĕнле парне юратаççĕ-ха пирĕн аннесем? Паллах, чечек кăмăллаççĕ! Эпир паян чечексемпе анне сăнÿкерчĕкне лартмалли рамкăна илемлетĕпĕр. Аннесем – мĕн тери хитре вĕсем! Чечек ăшĕнче вара – пушшех илемлĕ курăнĕç. Хамăр ĕçе тирпейлĕ тума тарăшăпăр.


Ĕç йĕрки:

  1. Сăн ÿкерчĕкне илемлетме килĕшекен шаблон формине суйласа илетпĕр. Шаблона тĕслĕ картон çине хурса йĕрлетпĕр, ытлашши пайне касса кăларса илетпĕр.

hello_html_m131846bb.gifhello_html_m52fdacb9.gifhello_html_34237a4d.gif


Фоторамка шаблонĕсем тата пулас чечексене вырнаçтармалли тĕслĕхсем.


  1. Чечексем вырнаçтармалли вырăнсене палăртса хуратпăр.

  2. Клей пистолечĕпе асăрханса ĕçлемелли йĕркене аса илнĕ хыççăн пластик кĕленчĕрен хатĕрленĕ детальсенчен чечексем пуçтарма пуçлатпăр.

  3. Чечексем хушшине çулçăсем вырнаçтаратпăр.

  4. Хатĕр картон рама айне анне ÿкерчĕкне вырнаçтаратпăр, иккĕшне пĕрле сутăн илнĕ йывăç рама ăшне кĕртсе лартатпăр.

  5. Курав йĕркелетпĕр.

7. Пĕтĕмлетÿ тăватпăр.

Ачасем, хăвăр ĕçсене хак парăр. Килĕшеççĕ-и вĕсем сире? Мĕн ытларах килĕшет? Ĕçĕн хăш тапхăрĕ йывăртарах пулчĕ? Хăшне çăмăллăнах пурнăçларăр? Пĕтĕмĕшле паянхи заняти мĕнле туйăмсем çуратрĕ? Мĕнле шутлатăр, сирĕн парнесем аннесене савантарĕç-и?

Мĕн тери илемлĕ те кăмăллă çынсем – пирĕн аннесем. Эсир капăрлатнă рамкăсем вара вĕсен сăнне пушшех илем кÿреççĕ. Паянхи занятинче мĕн çĕнни пĕлтĕр? Пирĕн аннесене чăваш мадоннисем теме пулать-и?

Юрататăп анне куллине,

Ăшшан-ăшшăн куçран пăхнине.

Ыр сăмах, пил парса суннине,

Тĕнчере чи хитри эс – анне! – тенĕ чăваш поэчĕ В.Круглов.


Анне-пирĕн пурнăçăн пуçламăшĕ. Апла пулсан, аннесене уявра кăна мар, кашни кун пулăшса пымалла, савăнăç кÿме тăрăшмалла. Ун чух кăна вĕсем яланах илемлĕ те çамрăк пулĕç.














Автор
Дата добавления 23.11.2016
Раздел ИЗО, МХК
Подраздел Конспекты
Просмотров5
Номер материала ДБ-384142
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх