Инфоурок Всеобщая история Другие методич. материалыСочненисен пуххи «Ытарайми аннеçĕм»

Сочненисен пуххи «Ытарайми аннеçĕм»

Скачать материал

  Манăн та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне пур. Анне мана çут тĕнчене киличченех хăйĕн варĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿренĕ, ырă-сывă çуратас тесе упраса-сыхласа пурăннă. Кашни кун юратса анне хăй кăкăрĕн сипетлĕ те ăшă сĕчĕпе мана тĕрек панă, кăмăллă та ăшă куçĕпе ачашшăн çупăрланă йăвашшăн-çепĕççĕн пуплесе йăпатнă. Эпĕ кăшт çеç нăйкăшма пуçласанах вăл ман пата чупса пынă, юрă юрласа, сăпка сиктерсе лăплантарнă, çитернĕ, тасатнă, çунă… Çулталăка çитсен ура çине тăратса, вылятмăш-такмак каласа пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Калаçма вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ, ача садне çÿреме пуçласан манăн кашни усĕмшĕн-пултарулăхшăн чунтан савăннă, мана татах та ăслăрах та илемлĕрех тăвассишĕн çуннă. Хитре кĕпе-тумтир, капăр тетте-пукане, ăслă кĕнеке илсе парса савăнтарнă. Шкул çулне çитсен ăслă-тăнлă çын пултăр тесе пĕтĕм вăй-халне парать пире анне. Пирĕн мĕнле те пулин татса парайман ыйту çуралсан анне патне чупатпăр, канаш-сĕнÿ ыйтатпăр. Анне пире тĕрĕс хурав шыраса тупма пулăшать.

  Анне пурри--телей. Анне пурри--ăраскал. Хама çуратса ÿстернĕ аннерен пахи никам та çук. Пурнăç парнелекен, ăс паракан, ĕçе хăнăхтаракан, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшакан хаклă çыннăм умĕнче пуçама таятăп. Хмăн пурнăсăмри чи хаклă çыннăма нихăçан та асран кăлармастăп.

                                                                                             Убаськина Кристина  (9 класс)

 

 

 

 

  Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук та пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине,  мĕн пирки ĕмĕтленнине мĕншĕн куляннине, савăннине, мĕн ыратнине пĕтемпех пĕлет анне. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать. Ϋссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.

Манăн та çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Надя ятлă. Унăн куçĕсем симĕс тĕслĕ, çÿçĕ хăмăр. Манăн анне çут тĕнчене икĕ хĕр парнеленĕ. Вăл пире иксĕмĕре те пĕр пекех юратать, Пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме вĕрентет, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр.

  Манăн та анне пекех çепĕç, çăпайлă, ăслă, ĕçчен, ырă кăмăллă, хитре çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл - пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен хакли никам та çук. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.

                                                                                                 Абрамова Лиана (9 класс)

 

 

  Çĕр çинче кашни çыннăн, палах, хăйĕн амăшĕ пур. Вăл сана çуратнă, хĕвел çутине кăтартнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анне вăл – чи çывăх çын, хĕвел ăшши, чăн-чăн юрату, сана çуратакан, упракан, пулăшакан. Пĕтĕмлетсе каласан, анне – пурнăç тыткăчи.Пĕчĕкренех вăл пире йывăр самантсенче пулăшса пырать, хăйĕн ăшшипе çупăрласа упрать, çутипе чунри «хура пĕлĕтсене» хăваласа ярать. Эсĕ йăнăш турăн пулсан та, вăл сана яланах каçарĕ, ăнланĕ.

  Манăн аннене Алевтина Александровна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ мĕн çут тĕнчене килнĕренпех вăл манпа пĕрле пулма тăрăшать. Юратса, пулăшса, тĕрĕс сĕнÿсем парса пурăнать. Çавăншăн эпĕ ăна чунтанах тав тăватăп, Хăш чухне кÿрентернишĕн, ăнланма тăрăшманнишĕн каçару ыйтатăп.

Хăш-пĕр хĕрарăмсем хăйсен ачисене пăрахса хăвараççĕ е çураличченех вĕлереççĕ, эрех-сăра авăрне путаççĕ, ачисене пач пăхмаççе. Эпĕ манăн анне çавăн пек пăсăлнă çын пулманнишĕн, анне тивĕсне çĕре ÿкерменнишĕн питĕ хытă хĕпĕртетĕп.

  Аннеçĕм, ытарайми аннеçĕм, эпĕ сана чун-чĕререн юрататăп.

                                                                                          Иванова Кристина (9 класс)

 

 

 

 

 

  Анне… Çак  кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм, вăй хăват. Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать.

  Анне – чи çывăх çын. Тин çуралнă пепке те кăпăшка аллисемпе унăн кăкăрĕ еннелле туртăнать. Амăшĕ вара хăйĕн мĕн пур чун ăшшине, юратăвне ăна парнелет, ачине телейлĕ тăвассишĕн нимĕн те шеллемест, пурнăçри йывăрлăхсенчен хÿтĕлет. Пепки пĕрремĕш хут «анне» тесе каланă чух унран телейли те çук.

  Анне -- пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ. Анне… Чи çепĕç те ăшă сăмах. Анне пире çуратнă, чĕкеç чĕлхи парнеленĕ, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Çумра анне пулсассăн яланах уяв, тĕнче те илемлĕ, тÿпери хĕвел те ăшшăнрах пăхнăн туйăнать. Чун-чĕринчи мĕн пур ырăлăха пире параççĕ-çке вĕсем, кунсерен телей пиллеççĕ. Çавăнпа эпир анне çуначĕ айĕнче ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр.

                                                                                        Вахмистрова Кристина (8 класс)

 

 

 

  Анне… Эх, çав тери çепĕç, ытарайми сăмах. Çак сăмах чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăм çуратать. Куç умне ун сăн-сăпачĕ, ăшă йăл кулли тухса тăрать.

  Анне – пирĕн телей, тăнăçлăх, юратнă çын, Вăл пире пурнăç парнеленĕ, утма, калаçма вĕрентнĕ, тавралăхпа паллаштарнă, ĕçе явăçтарнă, ăс-тăнпа хÿтлĕх панă.

  Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл – аннене юратни. Çак туйăм ыттисене – çĕр шыва, çуралса ÿснĕ вырăна, тăван киле, юлташсене – юратма, хисеплеме, упрама хавхалантарса тăрать.

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп. Кунсем, çулсем иртсе пынă май аннене пĕрре те ватăлтарас килмест.  Аннене манăн çак сăмахсене калас килет: «Аннеçĕм, каçар мана… Тен, кÿрентернĕ эп сана, тен, хăш-пĕр чух ăнланман… Сан ыр ятна çĕре ÿкермĕп. Эс вĕрентнине асран кăлармăп. Аннеçĕм, тавах сана çуратнăшăн, сăпкара сиктернĕшĕн, ÿстернĕшĕн, вĕрентнĕшĕн, хĕрхеннĕшĕн, пилленĕшĕн, йывăр вăхăтра ăнланнăшăн. Тавах!»

  Анне кулнине курсанах – манăн чунра хĕвел. Аннепе тĕнче те илемлĕрех. Унпа калаçса ларнă чух манăн калаçас килсе тăрать, сăмах юхать, чун савăнать.

  Анне, эсĕ манăн тăван кĕтес çути. Анне… Аннем… Аннеçĕм… Манăн сансăр пурнăç çук. Эсĕ манăн телейĕм.

                                                                                    Матюшкина Марина (8 класс)

 

 

 

 

 

  Анне пирĕн çут тĕнче, пирĕн ачалăх, çитĕнÿ… «Анне» сăмаха илтсенех чун çемçелет, юратупа тулать. Çак тĕнче анне çинче тытăнса тăрать.

  Манăн аннене Лариса тесе чĕнеççĕ. Унăн сăн-пичĕ илемлĕ. Куçĕсенче – пурнăç, савăнăç та, хурлăх та пур. Вăл хăйĕн ачисемшĕн савăнать, кулянать. Аннепе вăрçăнса илни те пулать, вăл пире ăнланмасть тесе те шутлатпăр, анчах вăл пирĕншĕн тăрăшать. Пире лайăх, ырă, сăпайлă çынсем тăвассишĕн çунать.

  Кашни çыннăн, чĕрĕ чунăн амăшĕ пур. Аннесĕр эпир никам та мар. Пире аннесем пĕчĕккĕ чух сăпкара сиктереççĕ, ÿстереçсĕ, ăс-тăн параççĕ. Чирлесен аннесем пирĕншĕн пăшăрханаççĕ, хуйха путаççĕ.

  Ытарайми аннеçĕм, эсĕ манăн чи лайăххи. Чи маттурри, чи илемли, чи ăсли. Эпĕ сана чун-чĕререн юрататăп, тав тăватăп. Аннеçĕм, эсĕ манăн тĕнчере пĕрре!

                                                                                        Тимошкина Юлия (8 класс)

 

  Кашни çын аннерен пуçланса кайнă.Анне пире çак пысăк тĕнчене çуратса ярать кăна мар, вăл хăйĕн ăшшипе пире çитĕнтерет. Çав вăхăтра ăс пама тăрăшать, тĕрлĕрен ĕçе явăçтарать, çынсемпе сăпайлă пулма, йĕркеллĕ калаçма, ват çынсене хисеплеме т. ыт. те вĕрентет.

  Ултă-çичĕ çула çитсен кашни ача шкула каять. Анне шкулта ăнланман темăсене ăнлантарса парать, яланах пулăшса пырать. Пире нихăçан та шкула выçă кăларса ямасть. Яланах таса та тирпейлĕ тăхăнтартма тăрăшать. Йывăр самантсенче анне яланах пирĕн çумра. Эпир чирлесессĕн хăвăртрах сыватма тăрăшать.

  Анне алли минтертен те çемçерех, сăн-пичĕ хĕвелтен те ăшăрах та хитререх, куçĕсем çăлтăртан та çутăрах, сасси кайăк сассинчен те илемлĕрех, унăн сăмахĕ темле саккунран та пысăкрах. Анне ылтăнран та хаклăрах.

                                                                                            Макаров Сергей (7 класс)

 

 

 

 

 

 

  Анне… Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрать çак сăмах, анчах кашни çыншăн чи хакли. Пĕчĕк ачасен те пирвайхи сăмахĕ «анне».

  Анне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ канашсем парса пулăшать. Вăл çумра чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, эпир унпа нихăçан та нимĕнрен те хăрамастпăр. Анне савăннă чухне эпир те мĕн тери савăнатпăр, хурланнă чухне савăнас килмест.

  Анне пире Тăван çĕр шыва юратма, ырă çын пулма вĕрентет. Çамрăккисемпе те, ваттисемпе те сăпайлă пулма хистет. «Ваттисене хисеплеменни хăвна хисеплеменниех пулать»,-тет . Анне пире мĕнле пулсан та çер шыва юрăхлă çын тума тăрăшать.

  Мĕншĕн аннесене ватăлмалла, пиртен уйрăлмалла тунă-ши? Атьăр-ха, ачасем, хамăр аннесене юратма,хисеплеме вĕренер. Тен, çавăн чухне вĕсем час ватăлмĕç, пире ăшă кулă парнелесе ытларах пурăнĕç.

                                                                                   Албуткин Станислав (7 класс)

 

  Аннерен çывăххи, хакли никам та çук пулĕ тĕнчере. Анне çумĕнче чунра ăшă та лăпкă. Анне пире çуратса ÿстерет, тумлантарать, çуса тасатать, тăрантарать. Манăн аннен алли питĕ ăста. Вăл чĕнтĕр те, чăлха-нуски те, кофтăсем те çыхать, тĕрĕ тĕрлеме те пултарать. Пушă вăхăтра та пĕрре те ахаль лармасть, яланах мĕнле те пулин алă ĕçĕпе тăрмашать. Анне ача садĕнче ĕслет, ачасене пăхать. Эпĕ аннене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Навус  тасататăп, выльăхсене шаратăп. Çуллахи вăхăтра аннепе пĕрле утă пуçтаратпăр, çум çумлатпăр, çимĕçсене шăваратпăр. Кĕркунне çитсен çĕрулми  кăларса пуçтаратпăр, кишĕр-кăшман  кăларса йăтатпăр.

   Анне пире питĕ хытă юратать. Эпир те ăна питĕ хытă юрататпăр.

                                                                                Кудряшов Александр (7 класс)

 

 

 

 

 

 

   Анне маншăн чи Сывăххи, чи юратни, чи хисепли.Кашни ачанах пĕрремĕш сăмахĕ вăл – анне.Анне манна çуратнă, калаçма, утма вĕрентнĕ. Эпĕ чирлесен те, йывăр самантсенче те юнашар пулма тăрăшать. Анне ман çине яланах савăнса пăхать, сывă та ăслă, сывлăхлă çын пуласса шанать. Эпĕ аннене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп.

  Манăн анне Ирина ятлă. Вăл район центрĕнче шалти ĕçсен пайĕнче 25 çул ĕслет. Аннене ĕçре те, килте те хисеплеççĕ.Чунне парса тăрăшса ĕçленĕшĕникĕ медаль илме тивĕçлĕ пулнă, хисеп грамотипе те наградăланă.

  Манăн анне çепĕç, вашават, сăпайлă, ĕçчен. Эпĕ ăна юрататăп, хисеплетĕп,сывлăх сунатăп. Анне пурри вăл – пирĕн телей. Пирĕншĕн унран хакли. Пахи никам та çук. Аннесĕр ача -- телейсĕр. Аннен ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Анне çумра пулсан яланах ăшă.

                                                                                         Тарасов Николай (6 класс)

 

 

 

 

 

  Чи çывăх çын вăл пирĕн – ытарайми анне. Çак сăмаха эпир мĕн пĕчĕкренех калатпăр. Вăл пире пурнăç панă.

  Манăн аннене Фролова Альбина Сергеевна тесе чĕнеççĕ. Унăн куçĕсем хăмăр, çăлтăрсем пекех илемлĕ, тутисем йăл кулаçсĕ. Çÿçĕ хăмăр, кĕске.  Манăн анне ача сачĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Вăл питĕ ĕçчен. Алă ĕçне те тума маçтăр. Эпĕ ăна яланах пулăшма тăрăшатăп. Анне питĕ тутлă пĕçерет,вăл хатĕрленĕ апат поварăннинчен те тутлăрах.

  Манăн анне чи çепĕççи, хитри, ăсли,ырри. Эпа чун-чĕререн юрататăп, вăл та мана питĕ юратать.

                                                                                                 Фролова Карина (6 класс)

 

 

 

 

 

 

 

 

  Манăн аннене юдмила Николаевна тесе чĕнеççĕ. Вăл ял библиотекинче ĕçлет. Вулакансемпе кăмăллăн калаçать. Ăна тăтăшах сцена çинче курма пулать.

Кил хушшинчи еçсене пурнăçлама пире те хутшăнтарать. Йăмăксемпе эпир мĕн пултарнă таран тăрăшса ĕçлетпĕр.Çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлетпĕр, уншăн вăл пире мухтать. Эпир чирлесессĕн вара анне пире сыватассишĕн чуне парать. Куç хупмасăр ларнă каçсем те тем чухлех пулнă. Анне пире сывă ÿстерессиш тăрăшать. Çавăнпа та пирĕн аннене яланах итлемелле, хисеплемелле.

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп.

                                                                           Ежов Алексей ( 6 класс)

 

 

 

 

 

 

 

  Манăн аннене Наталия Ивановна тесе чĕнеççĕ. Вăл тĕлĕнмелле хитре çын. Анне йăлтăртатса тăракан хăмăр çÿçлĕ, яланах ырă та ăшă куçлă, хитре йăл кулăллă тата асамлă сасăллă.

  Анне маншăн чи хаклă çын. Вăл ман çине йăл кулса пăхнă чух манна та питĕ савăнтарать. Манăн анне питĕ ăста çын. Вăл ăшă алса нуски çыхать, питĕ тутлă пĕçерет, кил-çуртра тирпей-илем тытать, килти пур çыншăн та тăрăшать. Анне питĕ ырă çын, çынна яланах пулăшма хатĕр. Кирлĕ чухне хаваслă пулма та пĕлет.

  Эпĕ аннене чун-чĕререн юрататăп, яланах ăна пулăшма тăрăшатăп. Манăн ăна пĕрре те кÿрентерес килмест, кашни кунах савăнтарас килет.

Пушă вăхăтсенче эпир аннепе пĕрле кĕнеке вулатпăр, шашкăлла вылятпăр, хĕлле йĕлтĕрпе те ярăнатпăр, пĕрле ăшшăн калаçса ларатпăр. Манăн аннеçĕм чи шанчăклă юлташ, хамăн вăрттăнлăхсене ăна каласа паратăп. Анне вăл пин хуйхăран сыхлама,пин хутчен те пулăшма пултарать.

  Çакă лайăх пурнăçа та мана анне парнеленĕ.

  Манăн аннен ĕçĕ те ырă ĕç. Вал шкулта тата ача сачĕнче ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕ ăна хăйсен чи хаклине – ачисене—шанса параççĕ. Анне хăйĕн ĕçне те тăрăшса пурнăçлать.

  Эпĕ пĕлетĕп, анне кашни ачашăн чи хаклă çын. Çакна ваттисен сăмахĕ те çирĕплетет: «Çывăх çынсем нумай пулсанта, анне – чи çывăххи».  Çавăнпа та упрасчĕ аннене ĕмĕрех.

                                                                            Адитдатов Николай ( 5 класс)

 

 

 

  Манăн аннене Светлана тесе чĕнеççĕ. Вăл 38 çулта. Анне хитре кĕлеткеллĕ, çутă хăмăр куçлă, тĕттĕм хăмăр çÿçлĕ.Вăл питĕ ĕçчен, тирпейлĕ, ырă кăмăллă хĕрарăм. Анне эпир тăнă çĕре тутлă апат пĕçерсе хурать. Эпир чирлесен тĕрлĕ курăксемпе чей вĕретсе ĕçтерсе сиплет. Анне мана  килĕ вăхăтра тĕрлĕрен сĕнÿ парать, йывăр чухне пулăшать. Вăл пирĕншĕн пăшăрханать, ырми-канми ĕçлет. Манăн анне тутлă кукăльсем пĕçерме юратать. Çуллахи вăхăтра пĕрре те ахаль лармасть. Хĕлле вали пахча-çимсрен тĕрлĕрен салатсем тăвать, помидор, хăяр тăварлать, варении пĕçереть. Пирĕн пахчара темиçе вĕлле пур. Анне хурт-хăмăр пăхма юратать. Вĕсене пăхсан чунĕ йăпаннине калать анне. Вĕлле хурчĕсемпе калаçать, вĕсене çăвĕпе пăхать. Кашни çулах пире çĕнĕ пыл çитерет.

  Эпĕ аннене хисеплетĕп, чĕререн юрататăп. Мухтанатăп эпĕ хамăн аннепе.

                                                                                        Дубинина Ирина (5 класс)

 

 

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп. Вăл тĕнчере чи хитри, чи лайăххи. Унран çывăх çын çук та пулĕ маншăн çак пурнăçра.

  Манăн аннене Алина Ивановна тесе чĕнеççĕ. Вăл шкулта ĕçлет. Хăйĕн ĕçне вăл питĕ кăмăллать. Пире, ачисене.питĕ юратса ÿстерет. Кашни кун ĕçе çÿрет пулин те вăл килти ĕçсене те тума ĕлкĕрет. Пире тутлă апат пĕçерсе çитерет, килти выльăх-чĕрлĕхсене пăхать, пÿрт-çурта тирпейлет. Анне чи юлашкинчен çывăрма выртать, ирхине чи малтан тăрать. Эпĕ ăна мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп.

  Манăн ăна нумай çул пурăнма сывлăх сунас килет. Нихăçан та ан чирлетĕр. Манăн ăна ватлăхра пăхса пурăнасчĕ.

                                                                                         Ананьева Ангелина (5 класс)

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Сочненисен пуххи «Ытарайми аннеçĕм»"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по корпоративной культуре

Получите профессию

Копирайтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Çĕр çинче кашни çыннăн, палах, хăйĕн амăшĕ пур. Вăл сана çуратнă, хĕвел çутине кăтартнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анне вăл – чи çывăх çын, хĕвел ăшши, чăн-чăн юрату, сана çуратакан, упракан, пулăшакан. Пĕтĕмлетсе каласан, анне – пурнăç тыткăчи.Пĕчĕкренех вăл пире йывăр самантсенче пулăшса пырать, хăйĕн ăшшипе çупăрласа упрать, çутипе чунри «хура пĕлĕтсене» хăваласа ярать. Эсĕ йăнăш турăн пулсан та, вăл сана яланах каçарĕ, ăнланĕ. Çавна май хĕрарăмсен уявĕ тĕлне Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче  «Ытарайми анне сăнарĕ» ятпа чăвашла çырнă сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Ертсе пыраканĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Селиверстрова Э.И. пулчĕ.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 976 материалов в базе

Скачать материал

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 01.03.2015 3537
    • DOCX 90 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Селиверстрова Эльвира Ильинична. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 9 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 28023
    • Всего материалов: 20

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

История: теория и методика преподавания в образовательной организации

Учитель истории

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 167 человек из 57 регионов
  • Этот курс уже прошли 771 человек

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к проведению ВПР в рамках мониторинга качества образования обучающихся по учебному предмету "История" в условиях реализации ФГОС ООО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 87 человек из 41 региона
  • Этот курс уже прошли 540 человек

Курс повышения квалификации

Организация проектно-исследовательской деятельности в ходе изучения курсов истории в условиях реализации ФГОС

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 47 человек из 23 регионов
  • Этот курс уже прошли 399 человек

Мини-курс

Возрастные кризисы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 29 человек из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 18 человек

Мини-курс

Создание и продвижение сайтов для достижения максимальных результатов

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 31 человек из 15 регионов

Мини-курс

Вероятность и статистика в рамках обновленного ФГОС

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе