Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Текст к уроку по теме "Любовь к родине"

Текст к уроку по теме "Любовь к родине"

  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Тăван çĕр-шыва юратни.

Тахçан авал Сурами хули çине час-часах тăшмансем тапăннă. Çавăнпа та грузинсем ун йĕри-тавра крепоç тума шутланă. Нумай тар тăкнă вĕсем, анчах та пĕр стена ишĕле-ишĕле анса тарăхтарнă.

Пĕр ватă мучи вара çапла каланă:

- Енчен те пĕртен-пĕр ывăллă амăшĕ ывăлне стена ăшне чикме килĕшсен тин крепоçа туса пĕтерме пулать.

Ывăлĕ те, амăшĕ те тупăннă. Каччă стена варрине тăрсан вара амăшĕ куляннипе чул пула пуçланă.

- Мĕнле вăй çитертĕн эсĕ çапла тума? – ыйтнă амăшĕнчен Мучи.

- Манăн ывăлăн икĕ анне: Тăван çĕр-шыв тата эпĕ. Паян унран тепĕр амăшĕ пулăшу ыйтрĕ.

Мучи стена тăвакансене чарнă, каччăна хăтарнă та çапла каланă:

- Пирĕн хушăмăрта çакăн пек ывăлсемпе амăшĕсем пур чухне пирĕн çĕр-шыва никам та çĕнтереймĕ. Ку стена вунă хут ишĕле – ишĕле анĕ, анчах та вун пĕрмĕш хутĕнче эпир ăна парăнтаратпăр.

Сурами крепоçĕ тахçанах ишĕлсе аннă ĕнтĕ, анчах та унăн пĕр стени паянхи кун та ларать.

Выберите курс повышения квалификации со скидкой 50%:

Автор
Дата добавления 13.10.2015
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров140
Номер материала ДВ-059346
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх