Предпросмотр материала:
Тěрěслев ěçěсем
Урок 4 Çырса илни.
Ун юлташě -сунчăк.
Илемпи çумăртан хăрамасть. Унăн юлташ пур.Вăл сунчăк ятлă. Çумăр çума пуçлать. Илемпи сунчăкне алла илет.
Урок 14 Диктант.
Çил мěнле пулать?
Çил сывлăш куçнипе пулать. Ашă сывлăш çÿлелле хăпарать.Ун вырăнне сивě сывлăш пырса йышăнать. Çапла пуçланать çил.
Çулталăкěпех çил вěрекен вырăнсенче çил арманěсем те лартаççě.
Урок 22 Диктант.
Шупашкар.
Шупашкар-илемлě хула. Хулара фабрикăсемпе заводсем нумай. Чечек клумбисем, садсем илем кÿреççě хулана. Автобуссемпе троллейбуссем нумай. Поезд сасси илтěнет. Тÿпере самолет вěçет.
Урок 30 Диктант.
Пыл хуçисем.
Ачасем вăрман уçланкнче чечек пухаççě. Тунката умěнче пыл хурчěсем хěвěшеççě.
Юнашара çăка ÿсет. Ун çумěнче-лутра йывăç. Варри-хăвăл. Унта пыл хурчěсем кěре-кěре- тухаççě. Еçлеме пěр самантлăха та чарăнмаççě
Çырса илни.
Урок 37 Кампур.
Слава шкултан таврăннă. Çул синче вăл йытă çури тупнă. Йытă çури хурлăхлăн нăйкăшнă
Ача йытă çурине килне илсе кайнă. Ăна вăл Кампур ят панă. Пăхма пуçланă. Халě Кампур пысăк йытă. Вăл Славăна питě юратать.Ăна шкула çитичченех ăсатса ярать.
Урок 53 Диктант.
Çăлтăрсем чěнеççě.
Паян Андриянăн техникумра юлашки экзамен. Ĕç кěтет ăна. Çакăн çинчен ěмěтленет Андриян. Емěтěн çуначěсем асамлă.
Тÿпере тăрă. Çăлтăрсем çиçеççě. Хăйсен илемне кăтартаççě. Вěсем хăйсем патне чěнеççě.
Урок 59 Çырса илни
Надя Павлова.
Надя ача чухнех балерина пулма ěмěтленнě. Вăл ташлама питě юратнă.
Шкулта ташă кружокне çырăннă .Вěрену çулě вěçěнче ташă кружокне Пермьри хореографии училищинчен хăнасем килнě. Вěсем турех Надьара пысăк талант асăрхаççě.
Виççěмěш класс пěтерне хыççăн Надя Пермь хулине пуçтарăнма пуçланă Вěсем унта ашшěпе пěрле кайнă.
Училищěне вěренме кěме пине яхăн ача пынă. Вěсенчен темиçе ачана суйласа илмелле. Надя экзаменсене пите аван тытнă. Ана вěренме илнě.
Çулсем иртнě .Надя училищěрен вěренсе тухнă. Вал 15 çултах тěнчипе паллă балерина пулса тăнă.
Урок 64. Диктант.
Ирхине.
Ăшă çил вěрет. Симěс чăрашсемпе хырсем хулен хумханаççě. Сарă хěвел курăнчě. Симěс курăк çинче чěрě сывлăм ялтăрать. Шăрăх кун çывхарать.
Хирте сарă тулă хумханать.
Урок 83 Диктант.
Йытằ çури.
Альма пěчěк ачасене питě кằмаллать. Кунěпех выляма хатěр вăл вěсемпе. Кайри ури çине тăрса тăрăх сикет. Малти урине алă пана пек пама пěлет. Ачасемшěн- хаклă чěр чун хура сăмса.
Çырса илни.
Урок 89. Тăвайккинче.
Ачасем урамра юр тăвайкки купаларěç.Кайран шыв сапрěç те апат çиме килěсене саланчěç.
Костя ачасемпе пěрле ěçлемерě. Чуречерен вěсем ěçленине варттан пăхса ларче.
Тăвайкки патěнче никам та юлмарě. Коля тăркăч тăхăнчě те тăвайкки патне тухрě.
Шыв сапнă юр шăнма ěлкернě. Костя ниепле те тăвайкки тăррине хăпараймаре.Вара вăл тăвайккине хăйăр сапса тухрě. Халě çăмăлланах хăпарчě.
Ярăнса анма пуçларě те… Аяла çитичченех чикеленсе кайрě. Сăмсине катрě. Тăркăч хăйăр тăрăх шумасть иккен.
Изложени.
Урок 96 Ташă ăсти
Нина ачасене пуçтарчě. Ял çыннисене концерт лартса пама сěнчě Ачасем хаваспах килешрěç. Тăрăшса хатěрленчěç.
Кěтнě кун çитрě.Юля сăвă каларě. Валя юрă юрларě Аля фокуссем кăтартрě. Аркаш чаваш ташшисем ташларě.
Шкул пěтернě хыççăн Аркаш малалла вěренчě. Аслă пěлÿ илчě. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблěнче ěçлеме пуçларě. Чěкеç пек çăмăллăн ташлать вăл. Пултарулăхне кура ăна Чăваш Республикин тава тивěçлě артисчě ятне пачěç.
Урок 101 Диктант.
Коля.
Коля – тирпейлě ача. Вảл шкулта та лайảх вẻренет. Унằн кằсйинче шурả сảмса тутảрẻ. Коля кẻсьене ытлашши япала чикмест.Çавảнпа унан кẻсйи яланах таса.
В каталоге 7 300 курсов по разным направлениям