Инфоурок Начальные классы КонспектыУрок чувашского языка в 4 классе в русскоязычной школе по теме « Йывăҫ- ҫут ҫанталăк пуянлăхě»

Урок чувашского языка в 4 классе в русскоязычной школе по теме « Йывăҫ- ҫут ҫанталăк пуянлăхě»

Скачать материал

 

Урок  чувашского языка в 4 классе в русскоязычной школе по теме

« Йывăҫ- ҫут ҫанталăк пуянлăхě»

Урок тĕллевĕсем:

Сапăрлăх тĕллевĕ:

1. Хамăр тăрăхри йывăç ячěсене аса илсе, çирěплетсе хăварасси.

2. Çут çанталăк илемне, йывăçăн çын пурнăçěнчи пěлтерěшне куçпа курма, ăна сăнама, чунпа туйма, пур чĕрĕ чуна, ÿсен-тăрана, çутçанталăка упрама вěрентесси.

 3. Çут çанталăка юратма хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

Ачасен калаçу  чĕлхине, пуплевне тата шухăшлавне малалла аталантарасси.

 Куçару хăнăхěвěсене аталантарасси

Илемлĕх тĕллевĕ:

Кайăксен , çут çанталăк сассине  итлеме, вăрман илемне курма вĕрентесси.

Урокра усă курмалли хатěрсем: мультимеди хатĕрĕ, ЧР Хĕрлĕ кĕнеки, диск «Звуки природы», компьютер, видеопроектор, экран, сасă колонкисем, текст, Чăваш Республикин карти, Чăваш Республикин вăрманĕ çинчен видиосюжет,Абрамова В.Г. «Чăваш чěлхи  4 класс», кроссворд, ватман листи, клей, кăранташсемпе сăрăсем.

 

Урок юхăмě:

1.                  Урока йěркелени. Пěр-пěрне сывлăх сунни.

Çут çанталăк сас-чĕвне итлени

 

 

2.                  Фонозарядка. 

 Вĕрентекен: Ачасем, кайăксен сассисене итленě май сирěн мěнле шухăшсем ҫуралчěҫ? Çут çанталăк пирĕн пурнăçа илем кÿрет.Мĕн тери савăнса итлетпĕр эпир кайăксен юррине, шыв шăнкăртатнине, вăрман шăплăхне. Чун тулли уй-хирĕпе, шыв-шурĕпе киленетпĕр.Пирĕн вара çут çанталăка упраса хăвармалла. Çут çанталăк пĕтсен этем те пĕтет, пурнăç та пĕтет! Апла пулсан мĕн çинчен калаçăпăр-ши паянхи урокра? Вăрмансене епле упраса хăварасси çинчен пулĕ пирĕн урок.

Тупмалли юмах: Ҫулла тăхăнать, хěлле хывăнать (Вăрман)

-Сана вăрманта килĕшет-и?

-Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?

-Вăрманта сывлăш уҫă-и?

 

2.      Кластер туни: Тупнă сăмахсенчен предложенисем туни.

Вăрман,кайăксем

,кăмпасем,чěр чунсем чунсем,ҫырласем,уҫă сывлăш,хӳтлěх,пуянлăх,йывăҫсем
 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 


Вěрентекен    йывăç ячěсене вырăсла калать, ачасем ушкăнпа чăвашла калаççě: Дуб-юман;      клен- вěрене;    береза-хурăн;  осина- ăвăс;    черемуха- çěмěрт;    сосна-хыр;    орешник-шěшкě;       рябина- пилеш;     калина-палан.

Вěрентекен:  Çак йывăçсем пурте пирěн вăрмансенче ÿсеççě. Вăрман пире строительство материалě, мěн чухлě мăйăр, кăмпа, çырла, эмел курăкě парнелет, çынсене хăйěн илемěпе савăнтарать.Çавăншăн вăрмана пирěн тав тумалла. Ăна упраса хăварас тесен унăн пурнăçне лайăх пěлмелле.

Эпир паян урокра  «Присурский» заповедникне ҫитсе курăпăр. Унтан хамăр курнă йывăҫсем ҫинчен хаҫат кăларăпăр. Халлěхе вăл таса ватман листи анчах-ха. Урок вěҫěнче вăл тулли пулмалла. Сирěн килте «Ман юратнă йывăҫ» темăпа ӳкерчěксем туса килмеллеччě. Ӳкерчěксем хатěр-и? (Ачасем ӳкерчěкěсене ҫěклесе кăтартаҫҫě). Апла пулсан, экскурсипе «Присурский» заповедникне  васкар!

3.«Присурский» заповедникě» презентаципе ěçлесси:

- Заповедникре мěнле йывăҫсем ӳсеҫҫě?

Партăсем ҫинче йывăҫсен ӳкерчěкěсем выртаҫҫě. Кашни ача пěрер ӳкерчěк суйласа илет. Ӳкерчěк айне йывăҫ ятне ҫырса хурать.

-Хăш йывăҫсем ҫулҫăллисем?(юман, пилеш, ăвăс, хурăн)

-Хăш йывăҫсем лăсăллисем? (лиственница, хыр, чăрăш)

3.                  Кану саманчě.

Ура çине тăрăпăр,

Алăсене çěклěпěр.

Пěрре-иккě ал çупса

Тапăртатса илěпěр.

Пěрре мала ярса пусса

Хыçалалла утăпăр.

Хуçкаланса илěпěр те

Шăппăн кăна ларăпăр.

 

4.                  Словарь ěҫě:

Юманлăх – дубрава

Вăраххăн ÿсет – медленно растет

Ӗрчетме тăрăшаççĕ – стараются размножать

Тымар - корень

Сулхăн – тень, прохладно

Хÿтĕлеме тытăнать - начинает защищать

Карта - забор

Хапха - ворота

Юпа - столб

Пичке - бочка

 

5.                  Текстпа ěҫлесси – «Сăваплă йывăҫ»- юман.

Юман – ҫирӗп те усӑллӑ йывӑҫ. Вӑл 400-500 ҫул таран пурӑнать. Чӑваш ҫӗршывӗнче авал юманлӑх йышлӑ пулнӑ. Халӗ вӗсем сахалланнӑ. Ҫавӑнпа вӑрман ӑстисем юман ӗрчетме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫӗршер гектар юман лартаҫҫӗ.

   Юман малтанлӑха питӗ вӑраххӑн ӳсет, ытларах тымара каять. Ҫамрӑк юман пуринчен те хӑрать: ӑшӑран та, сивӗрен те, ҫилрен те, сулхӑнран та. Ҫӳллӗ курӑк айӗнче ӳсеймест, унта ӑна сулхӑн. Уҫӑ вырӑнта ӑна кӑнтӑрла ытлашши шӑрӑх, каҫсерен сивӗ. Вӗтӗ йывӑҫ хушшинче кӑна юман хӑйне лайӑх туять. «Юман кӗрӗкпе, анчах ҫара пуҫӑн ӳсме юратать», - теҫҫӗ ҫавӑнпа вӑрман ӑстисем. Ӳссе ҫитсен вара юман хӑй ытти йывӑҫсене хӳтӗлеме тытӑнать.

   Юманӑн усси пысӑк. Ӗлӗк юманран карта е хапха юписем тунӑ. Халӗ вӑл юпасене тимӗр-бетонран тӑваҫҫӗ. Катка-пичке те ӗлӗкрех юманран тунӑ. Юман каткара купӑста, хӑяр, помидор лайӑх упранать, тути пӑсӑлмасть. Юманӑн хуппи те усӑллӑ. Унпа эмель вырӑнне те усӑ кураҫҫӗ.

   Юманлӑхра шӑрӑх вӑхӑтра та сывлӑш нӳрӗ. Пӗр гектар юман вӑрманӗ ҫулсерен сывлӑшри 50 тонна тусана тасатать.

1)Ыйтусемпе ěҫлени:

-Юман мĕнле йывăç?

- Вăл миçе çул пурăнать?

- Чăвашсем юманран мĕн-мĕн тунă?

- Юманлăхра сывлăш уçă-и?

- Пĕр гектар юманлăх мĕн чухлĕ сывлăша тасатать?

-Йывăҫ мěнле пайсенчен тăрать?

Тымар -- корень

Вулли – его (ее) ствол

Хуппи—его (ее) кора

Туратсем—ветви

Çулçăсем—листья

Чечексем—цветы

Çимĕçсем—плоды

2)Предложенисем тăвасси: Юманăн мěн пур? 

 

 

4. Учебник тăрăх ěҫлени. 158-159- мěш станицăри  3-7 хăнăхтарусемпе ěҫлесси

(Автор Г.В.Абрамова «Чăваш чěлхи» 4 класс)

 

 

 

Ачасем «Юман» темăпа синквейн тăваҫҫě:

 

 

 

5. Грамматика материалěпе ěҫлени.

А) сăмахсем ҫумне –па, -пе аффикс хушасси, кампа?, мěнпе? ыйтусем лартма вěренесси: йывăҫ…(-па),ҫимěҫ…(-пе), калпак…(-па), ҫын…(-па), атте..(-пе), пăши..(-пе), пăрăнтăк..(-па);

Ă) Хăш сăмахсем ҫумне кампа? ыйту лартма пулать?  (ҫынпа, аттепе)

 

6.      Пуç  ватмăш шутласси.

1. …(йывăҫ)- вырăсла «дерево» пулать

2. …(хурăн) – хитре те шурă кěпеллě йывăҫ.

3. …(тирек) мамăкě çулла урамсене «шап-шурă» тăвать.

4. …(çăка) чечекěнче пыл нумай.

5. …(йăмра) кашни чăваш ялěнчех ӳсет.

6. …(вěрене) вăрри мăшăр çунатлă.

7. …(çěмěрт) çырли вар виттипе аптранинчен пулăшать.

8. Ывăл ачасене çирěп сывлăхлă пулччăр тесен … (Юман) ят параççě.

9. Çулла … (палан) çырлисем симěс те йÿçě, кěркунне вара хěрлě тěслě те кăвасак пылак тутăллă

10. … (мăйăр) – шěшкě ҫимěҫě.

11 . … (йěкел) – юман ҫимěҫě.

 

1

    ç

2

    у

3  т

 4  ç

5

     а

6

     н

7

     т

8

     а

9

     л

10

     ă

11

     к

 

Çут çанталăк пирĕн пурнăçа илем, савăнăç кÿрет. Эпир вара мĕнпе тавăратпăр? Чĕр чунсене вĕлеретпĕр, вăрмансене касатпăр, шурлăхсене типĕтетпĕр, вăрманти пушар та ытларах çынна пула пулать. Тĕрлĕ ÿсен-тăран, чĕр чун Çĕр çинчен çухалнă. 540 ÿсен-тăрана Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.Халĕ эпир вăрманта çÿремелли йĕрке йышăнăпăр, вěсене хут листисем ҫине çырса хурăпăр.

 

1. Йывăç тураттисене ан хуç!

2.Вăрманти, уйри, улăхри чечексене ан тат!

3. Кайăк йăвине ан тыт!

4. Кăткă йăвине ан ват!

5. Кăвайт ан чĕрт!

6.Вăрманта шăп çÿре, чĕр чунсене, кайăксене ан кансĕрле!

 

Мĕн тума пултаратпăр-ха эпир?

Йывăçсем лартмалла, çÿп-çапа тасатмалла, чечексем лартмалла. Сирĕн савăтсенче çĕр пур, халĕ эпир чечек вăррисем акăпăр. Çанталăк ăшăтсан шкулти клумбăсем çине кăларса лартăпăр. Пирĕн Пăрачкав районěнче Республика кунне ирттереççě: çавăнпа та пирěн хамăр шкул территоринче тирпей кÿмелле: апла пулсан чечексем акăпăр,йывăçсем лартăпăр. (чечек вăррисем акни).

7.      Урока пěтěмлетни.

Пěтěмлетÿ.  Вăрман пек пуянни çук. Вăрман пуянлăхěшěн пурин те тăрăшмалла. Упрасчě вăрмана, сыхă тăрасчě, кÿрентерес марччě, йывăç тураттисене хуçас марччě.

1. Çут çанталăка сыхласси пирĕн тĕп тĕллев.

2. Кашни çын хăйĕн тавра тасатма пултарать.

3. Этем çут çанталăк пайĕ, çут çанталăк  пĕтсен этем те пĕтет.

4. Çыннăн хăйĕн  сывлăхне упрамалла.

Ачасем ватман листи ҫине йывăҫ ӳкерчěкěсене, уйрăм  хут листи ҫине ҫырнă сěнӳсене ҫыпăҫтараҫҫě, вăрман ҫинчен синквейн тăваҫҫě.

 

8.      Ачасен ěçне хакласси.

Ачасем, маттур. Урокра пурте питě аван ěçлерěр.Тавтапуç сире.

- Урокра мěн çěнни пěлтěр? Мěн килěшрě?

 

9. Килте тумалли ěç.  Вăрман çинчен калакан ваттисен сăмахěсене тупмалла.

 

Список использованных источников
Абрамова Г.В. Методические указания к учебнику чувашского языка для 4 класса русской школы: книга для учителя. – Чебоксары: Издательсткий центр Чувашского республиканского института образования, 2010. – 159 с.
Абрамова Г.В., Голанцева Р.А. Программа по чувашскому языку для I-IV классов русской школы. – Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2008. – 107 с.

Волков М.К., Печников О.И. Методика обучения чувашскому языку как неродному. – Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2008. – 256 с.

Абрамова Г.В. «Чувашский язык»: учебное пособие по чувашскому языку для 4 класса русской школы.- Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2013.- 239 с.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок чувашского языка в 4 классе в русскоязычной школе по теме « Йывăҫ- ҫут ҫанталăк пуянлăхě»"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Агроном

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 176 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 22.04.2017 1312
    • DOCX 808.3 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Волкова Валентина Владимировна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 7 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 1448
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы теории и методики преподавания в начальной школе в соответствии с ФГОС НОО

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 390 человек из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 218 человек

Курс повышения квалификации

Особенности реализации ФГОС НОО для слепых и слабовидящих детей

72/108 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 24 человека

Курс повышения квалификации

Методика повышения техники чтения у младших школьников с ОВЗ

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 103 человека из 28 регионов
  • Этот курс уже прошли 414 человек

Мини-курс

Развитие предметно-практических действий, игровых навыков и математических представлений у детей раннего возраста

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Коррекционно-развивающая работа и оценивание в образовании для детей с ОВЗ

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 57 человек из 32 регионов
  • Этот курс уже прошли 37 человек

Мини-курс

Психология и педагогика в работе с детьми: эмоциональные и зависимые расстройства

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 52 человека из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 23 человека