1602965
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
Добавить материал и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
ИнфоурокДругоеКонспектыУрок чувашской литературы на тему"М.Фёлоров "Арçури" поэма"

Урок чувашской литературы на тему"М.Фёлоров "Арçури" поэма"

ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону N273-ФЗ «Об образовании в Российской Федерации» педагогическая деятельность требует от педагога наличия системы специальных знаний в области обучения и воспитания детей с ОВЗ. Поэтому для всех педагогов является актуальным повышение квалификации по этому направлению!

Дистанционный курс «Организация работы с обучающимися с ограниченными возможностями здоровья (ОВЗ) в соответствии с ФГОС» от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (72 часа).

Подать заявку на курс
библиотека
материалов

Урок теми: Михаил Федоров. «Арçури» поэма пахалăхĕ,

жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем.


Урок тĕсĕ: хайлава тишкермелли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Михаил Федоров пултарулăхĕпе хавхаланса ачасене халăхшăн усăллă çын пулма, пурнăçа юратма, хаклама вĕрентесси;

Пĕлÿ тĕллевĕ: «Арçури» поэмăна тишкернĕ чух жанр уйрăмлăхĕпе тытăмне, илемлĕх мелĕсене палăртасси;

Илемлĕх тĕллевĕ: çын ĕçпе илемлине кăтартасси;

Аталантару тĕллевĕ: шухăш енчен текста çыхăнуллă пайсем çине уйăрма, автор тунă сăнлăхсене каласа пама вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ:

Тÿр килли – йĕрĕх (название духа, домашний бог).

Пихампар – авалхи чăвашсен выльăх-чĕрлĕх турри.

Чуман лаша – наян лаша.

Хăямат – шуйттан.

Йÿтиччен – ватăличчен.

Йăвă – çăра.

Йытă вилĕмĕ – сарăмсăр вилĕм.

Чике тăршшĕ ларт – ултала.

Йĕп чиксен те куç курмасть – питĕ тĕттĕм.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, ыйту-хурав, проблемăллă калаçу, илемлĕ вулав, артист вуланине итлесси, компьютерпа слайдсене пăхасси, вĕсем тăрăх çĕнĕлĕхсене пĕлсе пĕтĕмлетÿсем тăвасси.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: учителĕн, ачасен, артистăн вулавĕ, калаçăвĕ, ыйтусене хуравласси, текстри илемлĕх мелĕсене тупса çырасси, текстпа ĕçлени, сăнара пахалакан сăмахсене тупасси, синквэйн тăвасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Михаил Федорович Федоров портречĕ, компьютер, слайдсем, Михаил Федоров. - Арçури. Шупашкар,1984; П.Н.Метин, А.И.Мефодьев. Литературăпа халăх сăмахлăхĕн ăнлавĕсем. Шупашкар, 1997; Чăваш литературин классикĕ Михаил Федоров. Шупашкар,1998;Чувашский язык и литература: теория и методика. Чебоксары, 2004

Киле ĕç: 1) «Лапка-лапка юр çăвать..» сыпăка е хăвра килĕшнĕ ытти вырăнсене пăхмасăр калама вĕренесси.


Урок юхăмĕ:


Класа йĕркелесси.

Урок темипе, вĕренÿ тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Урок эпиграфĕ: «Михаил Федоров «Арçури» ятлă кĕске поэмăра халăхăн ĕлĕкхи саманари пурнăçне, пуян чунне пурне те курăнмалла кăтартнă»

Михаил Сироткин, паллă тĕпчевçĕ, профессор


I. Çĕнĕ тема. Михаил Федоров. «Арçури» поэма пахалăхĕ, жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем.

1) Маларах ачасене килте çыравçă пурнăçĕпе паллашма, «Арçури» поэмăна вулама, палăртнă ыйтусемпе тухса калаçма хушнă пулнă.

-Михаил Федоров çуралнă вырăн пирки мĕн калама пултаратăр?

-Кам та пулин сирĕн хушăра Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă-и?

-Хурапха ялĕ вырăсла мĕнле пулать?

-Хурапхасем Михаил Федорович Федоров çинчен «пĕчĕк ăстаран пысăк çын пулать» тени тÿрре тухнă-и?

-М. Федоров ăçта тата хăçан çуралнă?

-М. Федоровпа пĕр çулта çуралнă чăваш халăхĕн паллă çынни кам?

-Сыравçă ачалăхĕ тата шкулта вĕреннĕ тапхăрĕ пире мĕншĕн кăсăклантарать?

-М. Федоров пурăннă тапхăр мĕнле пулăмсемпе палăрса тăрать?

-Литература ĕçне тытăнма ăна кампа паллашни пулăшнă?

-М.Федоров вил тăпри ăçта упранать?

-Чар хули ăçта вырнаçнă, халь вăл мĕн ятлă?



2) Урокри тĕп ыйтусем:

а) Мĕншĕн классикăлла хайлавсем кивелмеççĕ?

ă) Мĕншĕн «Арçури» хайлава юмах та мар, баллада та мар, лиро-эпикăлла поэма теççĕ?

Классика – литературăпа искусство тĕсĕсене илемлĕхпе шухăш тĕлĕшĕнчен сăнарлă, ăста йĕркеленĕ, пултарулăхра вăй хуракансемшĕн тĕслĕх пулса тăракан сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă, сăнлăх тата ытти ÿнерсен хайлавĕсем.

«Арçури» поэмăн тĕп пĕлтерĕшĕ – юмах-халап формипе чăваш хресченĕн пурнăçне реализмла ÿкерсе сăнлани. Унăн тĕп шухăшĕ вăл чухăн хресчен, шиклĕ чунлă пулин те ырă чунлă пулса юласси, çитмен пурнăçран хăтăласси, ыр вилĕмпе вилесси çинчен шутлани.

Поэма халăх сăмахлăхĕнчи «Тухман çын тухсан тăман тухать тет» эпиграфпа пуçланать. Паллах, çанталăк пулăмĕсем çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнман. Тăман тухасси, çил алхасасси, çумăр çăвасси хăйсен йĕркипе пулса пыраççĕ. Пулас япала

Тухман çын тухсан та, тухмасан та пурĕпĕр пулать. Эпиграф кунта вулакана чăн пурнăçран тĕшмĕшлĕх тĕнчине куçарма кирлĕ.


3) «Арçури» поэмăна çырнин историйĕ.

- «Арçури» поэмăна миçемĕш çулта çырнă?

- Поэмăна пĕрремĕш хут хăçан тата мĕнле кĕнекере пичетленĕ?

Паллă ĕнтĕ, малтанхи чăваш çыравçисем вырăс литературинчен вĕренсе пынă. Вырăс поэчĕсене, писателĕсене чăвашла куçарнă, вĕсем евĕрлĕрех хайлавсем çырма тăрăшнă. М.Ф.Федоров та çав çулпах пынă. Ăна уйрăмах А.С.Пушкин хайлавĕсем килĕшнĕ. Çак туртăма пула вăл «Бесы» поэмăна чăвашла куçарма пуçăнать. Ĕç йывăр пырать. Вара М.Ф.Федоров чăвашсем арçури пирки каланисене асра тытса хресченĕн йывăр пурнăçĕ çинчен çĕнĕ хайлав шăрçаласа хурать.

Поэмăна хăш çул çырни пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. М.Я.Сироткин ăна 1879 çулта хайланă тесе палăртать. Д.Ф.Филимонов çырнисене 1884 çула асăнни тĕл пулать. Г.И.Комиссаров шучĕпе вара 1891 çулта çырнă. Пĕрремĕш хут поэма 1908 çулта Чĕмпĕрте «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» кĕнекере пичетленнĕ.

4) «Арçури» поэмăна Ефим Никитин артист вуланине итлесси.

5) Ыйтусене хуравласси:

-Текстра автор тунă сăнлăха куç умне кăларса ят парăр:

а) Хĕвел анса пырать.Хĕветĕр лаша кÿлсе пĕчченех вăрмана тухса каять.

ă) Ыр çанталăк пăсăлать. Хура вăрманĕ хумханать. Ыраш улăмĕ çитернипе лаши утаймасть.

б) Йĕп чиксен те куç курмасть. Хĕветĕр Арçурипе тĕл пулать.

в) Хĕветĕр вилĕм çинчен, çемйи çинчен шухăшлать.

г) Арçури сăнĕ улшăнса пыни. Тарăн вара çитсессĕн таркăн салтак, Виснер хĕрне çитсессĕн вилнĕ карчăк, çурма çула çитсессĕн çурхи сурăх пулса тăни.

д) Çанталăк лăпланать, чун шикленми пулать.

е) Çитмен пурнăç пирки шухăшлани.

II. «Арçури» хайлава тишкересси.

1) «Арçури» хайлавăн жанрĕ.

Михаил Федорович Федоров «Арçури» жанрне палăртман. Тĕпчевçĕсем XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ку хайлава баллада теме пуçланă. Тĕрĕссипе вăл лиро-эпикăллă кĕске поэма, мĕншĕн тесен автор кунта чăн пурнăçри пулăмсене те сăнласа парать.

Поэма – поэзин чи кăткăс жанр форми. Лирикăллă тата лиро-эпикăллă поэмăсен тĕсĕсем пулаççĕ. Поэмăра пулни-иртни эпикăлла каласа панин никĕсĕ пулса тăрать, вăл халăх шухăш-ĕмĕтне кăтартать.

Сăвăпа, юптарупа танлаштарса поэмăра темиçе (пĕрре çеç мар) ĕç е пулăм пулни, пурнăçа анлăн сăнлани, геройсем нумаййи, вĕсен характерĕсене пысăк планпа, аталанура кăтартни пур.

Силлабика – сăвă йĕркелес мел; ун никĕсĕнче – кашни йĕркерех сыпăксен шучĕ пĕрешкел пулни; ку мелпе ытларах чăваш поэзин классикĕсем К.Иванов, М.Федоров тата ыттисем те çырнă.

2) Хайлав тытăмĕ.

Ĕç пуçламăшĕ – каç пулсан Хĕветĕр пĕчченех вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайни.

Ĕçĕн чи хĕрÿ саманчĕ – тĕттĕм вăрманта Хĕветĕр арçурирен хăраса ÿкни, хăрăк турат пуçтарайманни.

Ĕç вĕçленни – Хĕветĕр вăрмантан тухса тарсан лăпланни, арçури мĕнрен пулни çинчен тата пурнăç пирки те шухăшлани.

3) «Арçури» хайлаври талккăш (карта-схема).

hello_html_2db29823.jpg

Хĕветĕрĕн чăн маршрутне палăртма пулать. Унăн тăршшĕ 14-15 çухрăм: Хурапха (хайлавра ăна асăнман) → Ителмес ялĕ (халĕ Çатракасси) → Тăвар вăрри (варианчĕ Тарăн вар). Унтан каялла çаврăнса килме çур талăк ытларах кирлĕ (хайлавра вăл «хĕвел ансан» тенинчен пуçласа «хĕвел тухăç хĕрелет» таран).

Хайлавра Хĕветĕр чăннипе, çак самантра пулма пултарайман топонимсем те тĕл пулаççĕ. Виснер, Хурăншур, Урхас Кушăк, Чиперуй топонимсем – янăравлă, илемлĕ сăмахсем. Автор вăл вырăнсене лайăх пĕлнĕ, çÿренĕ.

Поэт геройĕ анлă талккăшра (çул çинче, вăрманта, уйра) пурнăçăн тĕрлĕ енне курать: тÿсет, хăрать, савăнать, çĕнтерет. Çак анлă талккăшри геройăн вилме юрамасть: «киле çитсе тăрасчĕ, ыр вилĕмпе вилесчĕ». Кил сăнарĕ хайлавра – хупăнчăклă, вăл геройшăн тупăк тейĕн, килĕнчи çынсем те чăн пурнăç хурлăхне кураççĕ. Чăваш ĕмĕрне çапла курать автор.

4) Поэмăри илемлĕх мелĕсем

  • « Арçурие » М.Федоров чăваш сăвви-юрришĕн характерлă 7 сыпăклă виçепе, силлабикăпа усă курса çырнă. Чăваш юрри-сăввине çывăх çаврасем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем час-часах тĕл пулаççĕ:

  • Хĕвел тухăç хĕрелет,

  • Ыр çанталăк пăсăлать ( сăнлав )

  • Пуян вилет – мул юлать,

  • Ыр çын вилет – ят юлать ( ваттисен сăмахĕ )

  • Аллитераци

  • Ассонанс

  • Эпитет: « хура вăрман », « хура хĕр »

  • Танлаштару: « ват çын пекех шур сухаллă »

  • Сăпатлантару: « хура пĕлĕтсем чупаççĕ »


5) Поэмăри тĕп сăнар.

Хĕветĕр – поэмăри тĕп сăнар. Вăл çити-çитми пурнăçпа пурăнакан хресчен. Çемйи пысăк, ачисем вакă, «халиччен суха тытайман». Тен, çавăнпах хĕллехи сивĕре çунтарма вутă хатĕрлеймен. Каçа хирĕç вăрмана «хăрăк турат пуçтарма» тухса каять. Анчах çул çинче тĕттĕм пулса килет, Хĕветĕр шикленсе ÿкет, куçне тĕрлĕ усал-тĕсел курăна пуçлать. Çакă ĕнтĕ унăн тĕттĕмлĕхĕпе, тĕшмĕшлĕхĕпе çыхăннă.Хĕветĕре çул çинче вилесси хăратать, килех çитсе ÿкесшĕн вăл, «ыр вилĕмпе вилесчĕ» тет. Çав вăхăтрах ачи-пăчине тăлăха хăварасси хăратать ăна: «Кам ачашлĕ ачана? Кам хĕрхенĕ хĕрĕме?» Çапах Хĕветĕр çитес тенĕ çĕре çитет. Ир енне вăл килнелле çул тытать. Тул çутăлнăçем унăн чунĕ те лăпланать, хăрама пăрахать.

6) Поэмăри арçури сăнарĕ.

Арçури – мифла сăнар. Халăхра мĕн авалтан ун пирки тĕрлĕ халап-юмах çÿрет. Н.И.Ашмаринăн словарĕнче вăл вăрманта е çырмара пурăнни çинчен асăннă. Арçури хăй вилĕмĕпе мар, сарăмсăр вилнисен чунĕсенчен пулать иккен. Çĕр айне пытарман вилесенчен те пулма пултарать. Е тата хĕр качча тухмасăр ача çуратрĕ, ăна вăрмана е çырмана пăрахса хăварчĕ пулсан. Арçури çынсене хытă хăратать, кăтăклать, чирлеттерет имĕш, анчах вĕлермест.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче те арçури çинчен калакан халапсем нумай. Çав мифсенчи арçури çынна ырă та, усал та тума пултарать.

Арçури сăнарĕ автора мĕн тума кирлĕ пулнă-ши? М.Ф.Федоров хăйĕн поэминче XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн пурнăçне сăнлать. Арçури ăна хайлаври тĕп сăнара, Хĕветĕре, уçса пама кирлĕ пулнă. Автор ун пирки вăл çапла-çапла çын пулнă тесе тÿрремĕн каласа памасть, герой ĕçĕ-хĕлне арçурипе тĕл пулни урлă сăнлать, хак парать. Хĕветĕр чухăн кăна мар, тĕшмĕшлĕ те. Усал-тĕсел пирки халăх хушшинче çÿрекен тĕрлĕ сăмах-юмаха ĕненет, мĕншĕн тесен çут çанталăкри пулăмсене наука вĕрентнĕ пек ăнланмасть.

7) Поэмăри ытти сăнарсем.

Поэма сюжечĕ Хĕветĕрпе тата арçурипе çыхăннă. Çавăн пекех ытти сăнарсене те асăрхама пулать. Вĕсен шутĕнче: Карчăк Микули, Лавраç пичче, Кирилле, Энтри. Хĕветĕр пекех, вĕсем те ĕçсĕр лармаççĕ. Карчăк Микулин арăмĕ чирлĕ, «хĕл-çавĕпех хĕн курать», çавăнпа вăл Ишеке Микул тура пуççапма кайса килесшĕн. Тĕрлĕ пурнăçпа пурăнакансем пур.

8) Арçури евĕр сăнарсем ытти халăхсен пур-ши?

Арçурие çывăх мифла сăнарсем пур халăхăн та пур. Вĕсем илемлĕ литература хайлавĕсенче ÿкерĕнсе юлнă. Тутар халăх поэчĕ Габдулла Тукай çырнă «Шурале» Михаил Федоровăн «Арçурине» çывăх. Тĕрлĕ халăх çыннисен тĕнче курăмĕ, шухăшлавĕ, ырăпа усала пĕр евĕрлĕрех пăхас туртăм ĕлĕк-авалах пулнă. Çав туртăм халĕ те пур. Пирĕн – арçури, славянсен мифологинче – щур (чур), див, вырăссен – леший, тутарсен – шурале, авалхи грексемпе римлянсен – пан (фавн), сатир, силен тата ытти усалсем.

III. Урокра вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.

1) Поэмăн содержанипе ĕçлемелли ыйтусем

1.Поэма мĕнле эпиграфпа пуçланать?

2.Хĕветĕр мĕншĕн вăрмана хĕвел ансан кайнă?

3.Поэмăри ĕçсем ăçта пулса иртнĕ?

4.Хĕветĕрĕн çемйинче миçе çын?

5.Хĕветĕр хăш ял вăрманĕнче арçури пурăнать тесе шухăшлать?

6.Хăравçă Хĕветĕре халапсенчи арçури мĕнле-мĕнле курăнать?

7.Поэмăри çак ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене каласа пĕтерĕр:

Йĕп чиксен те…

Пуян вилет…

Тăлăх турат пуличчен…

2) Тест.

1.« Арçури» поэмăри тĕп сăнар кам?

а) арçури

ă) Якур пичче

б) Хĕветĕр

2. Килтен тухас умĕн Хĕветĕр хĕвне мĕн чикет?

а) çĕçĕ

ă) çăкăр

б) пашалу

3.Хĕветĕр вăрмана мĕн тĕллевпе тухса каять?

а) вутăлăх хăрăк турат пуçтарма

ă) кĕреçе аврилĕх касма

б) туратлăх хурама касма

4. Карчăк Микули мĕншĕн Хĕветĕрпе пĕрле вăрмана каяймасть?

а) пасара каймалла пулнипе

ă) Ишекелле каймалла пулнипе

б) армана каймалла пулнипе

5.Хĕветĕр килтен тухса кайсан çанталăк мĕнлерех улшăнать?

а) ыр çанталăк пăсăлать

ă) уяртса ярать

б) çумăр çума пуçлать

6.Хĕветĕрĕн лаши мĕншĕн ывăнать?

а) çанталăк улшăннипе

ă) ыраш улăм çинипе.

б) çул япăх пулнипе

3) Арçури сăнарĕ тăрăх кластер тăвасси.


hello_html_me52f7fb.gif

Синквэйн тăвасси:

Япала ячĕ: Арçури

2 паллă ячĕ: Мăйракаллă, хăрушă

3 глагол: Вĕрет, сурать, пусмăрлать

Предложени: Арçури вăрманта çынсене аташтарать

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ е паллă ячĕ + япала ячĕ: Мифологилле сăнар

Киле ĕç: 1) «Лапка-лапка юр çăвать..» сыпăка е хăвра килĕшнĕ ытти вырăнсене пăхмасăр калама вĕренесси.











Курс профессиональной переподготовки
Специалист по охране труда
Курс профессиональной переподготовки
Библиотекарь
Почему учителям и воспитателям следует проходить курсы повышения квалификации и профессиональной переподготовки в учебном центре «Инфоурок» ?

• Огромный каталог:  677 курсов профессиональной переподготовки и повышения квалификации;
• Очень низкая цена, при этом доступна оплата обучения в рассрочку – первый взнос всего 10%, оставшуюся часть необходимо оплатить до конца обучения;
• Вы можете начать обучение уже сегодня (группы формируются ежедневно);
• Курсы проходят полностью в дистанционном режиме (форма обучения в документах не указывается);
• Возможность оплаты курса за счёт Вашей организации.
• Дипломы и Удостоверения от проекта «Инфоурок» соответствуют всем установленным законодательству РФ требованиям. (Согласно ФЗ «Об образовании в Российской Федерации» от 2012 года).
Найдите материал к любому уроку,
указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:
также Вы можете выбрать тип материала:
Общая информация

Вам будут интересны эти курсы:

Курс повышения квалификации «Подростковый возраст - важнейшая фаза становления личности»
Курс профессиональной переподготовки «Маркетинг: теория и методика обучения в образовательной организации»
Курс профессиональной переподготовки «Экскурсоведение: основы организации экскурсионной деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Клиническая психология: организация реабилитационной работы в социальной сфере»
Курс повышения квалификации «Экономика и право: налоги и налогообложение»
Курс повышения квалификации «Организация практики студентов в соответствии с требованиями ФГОС технических направлений подготовки»
Курс повышения квалификации «Организация практики студентов в соответствии с требованиями ФГОС юридических направлений подготовки»
Курс профессиональной переподготовки «Управление сервисами информационных технологий»
Курс профессиональной переподготовки «Разработка эффективной стратегии развития современного вуза»
Курс профессиональной переподготовки «Организация технической поддержки клиентов при установке и эксплуатации информационно-коммуникационных систем»
Курс повышения квалификации «Актуальные вопросы банковской деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Управление информационной средой на основе инноваций»
Курс профессиональной переподготовки «Управление корпоративной информационной безопасностью: Администрирование и эксплуатация аппаратно-программных средств защиты информации в компьютерных системах»
Курс профессиональной переподготовки «Стратегическое управление деятельностью по дистанционному информационно-справочному обслуживанию»
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.
Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.