565450
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 5.520 руб.;
- курсы повышения квалификации от 1.200 руб.
Престижные документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ ДО 70%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО сейчас!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности № 5201 выдана ООО "Инфоурок")

ИнфоурокНачальные классыКонспектыУрок чувашской литературы и изо

Урок чувашской литературы и изо

библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.

Урок теми: Юр пĕрчи ӳкеретпĕр (ИКТпа усă курса ирттернĕ урок)


Урок тĕсĕ: хутăш (литература вулавĕ тата рисовани)


Пĕлӳ тĕллевĕ:

1. Ачасене кĕнеке вулама хăнăхтарасси.

2. Сăвва ăнланса, пултаруллă вулама хăнăхтарасси.

3. Вуланă сăвăсене ӳкерчĕкпе кăтартса пама вĕрентесси.


Аталантару тĕллевĕ:

1.Ачасен пуплевĕнчи сăмахĕсен йышне ӳстерессине малалла аталантарасси

2.Ачасен сăнарлăх чĕлхине, шухăша уçăмлă та витĕмлĕ уçса парас пултаруллăха аталантарасси.


Сапăрлăх тĕллевĕ:

Илеме курма, туйма, чун-чĕрепе илемлĕ пулма вĕрентесси.


Кирлĕ хатĕрсем:

В. Эктел сăнӳкерчĕкĕ; авторăн кĕнекисен выставки; медиапроектор;экран, хĕлле çинчен ӳкерчĕксем; гуашь, киçтĕк, шурă хут, кăранташ.


Ăнланман сăмахсем:

Пустав (хутаç),ӳнерçĕ (художник), ĕшеннĕ (ывăннă), нар питлĕ ( хĕрлĕ питлĕ).



Урок юхăмĕ.

1.Хатĕрленӳ саманчĕ.

Урока ларма шăнкăрав пуличчен икĕ минут юлсан учитель ачасем урока хатĕррине тĕрĕслесе илет. П.Чайковский композиторăн «Времена года» кĕввине ярать.


2.Урока пуçлани.

Учитель:

- Сывлăх сунатăп, ачасем. Урок пуçлатпăр. Эпĕ сире Петĕр Ҫăлкуç çырнă сăвăпа паллаштарасшăн.(1 слайд)


Ытарми илемлĕх пур

Шартлама хĕл кунĕсен.

Ташласа çăвать пек юр

Ҫӳллĕ-çӳллĕ тӳперен.

Юрласа çил вĕрнĕ пек

Туйăнать куллен пире,

Ҫак асамлă илемпе

Киленетпĕр чĕререн.


-Паянхи урокра мĕн çинчен калаçассине тавçăрса илтĕр-и? (ачасен хуравĕсем)


-Тĕрĕс. Ҫак сăвă хĕлле çинчен пулчĕ.Кашни кунах эпир çут çанталăкпа киленсе пурăнатпăр. Мĕн авалтанах çынсем çут çанталăка хисепленĕ, уйрăмах хĕл илемĕпе киленнĕ. Ун çинчен калавсем, сăвăсем çырнă, ӳнерçĕсем ӳкерчĕксем ӳкернĕ. Эсир экран çинче те асамçă хĕлĕн илемне курма пултаратăр.(2 слайд)




3. Ҫĕнĕ материалпа ĕçлени.

Учитель:

- Паян эпир сирĕнпе Василий Петрович Эктелĕн хĕл çинчен çырнă сăвисемпе паллашатпăр. Вулав урокĕнче сирĕнпе Василий Эктел çинчен калаçнăччĕ. Халĕ ун çинчен аса илер-ха.


- Кам вăл Василий Эктел? ( Ачасен хуравĕсем)


-Тĕрĕс. Василий Петрович Эктел (Сидоров) Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче 1950-мĕш çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче, учитель çемйинче çуралнă.Ҫак ялтах пĕлӳ илнĕ, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвă çырма юратнă. Вăл сăвăç çеç маар, ӳнерçĕ те. Доска çинче эсир Василий Петровичăн автопортретне курма пултаратăр.


- Ачасем:эсир унăн мĕнле сăввисене пĕлетĕр. (Ачасем пĕлекен сăввисене калаççĕ: Малтанхи юр, Юр пике, Хĕл Мучи, Асамат кĕперĕ тата ыттисем )


Учитель:

- Василий Эктел ачасем валли çакăн пек кĕнекесем çырнă. «Тĕлĕнтермĕшсем»: «Чи хитри». Унăн хăй вĕреннĕ тăван шкулĕ ( Лаш-Таяпари вăтам шкул) çинчен çырнă кĕнеки те пур. Вăл «Тăван шкултан – инçе çула» ятлă.


- В.Эктел çут çанталăка питĕ юратнă. Ҫакă унăн сăввисенче палăрать. Мĕн калать-ха Эктел хĕллехи уйăхсем çинчен «Ҫулталăк паллисем» сăввинче, итлесе пăхар-ха? (Ачасем сăвă калаççĕ)


Раштав.

Вун икĕ уйăха, тăван, ал сул:

Талăксенчен пуçтарăнчĕ çулталăк.

Раштав пуставĕ хулăн. Тӳрĕ çул

Пăр айĕнчи çăлкуç пĕрех пăралĕ.


Малтах шыв çулĕ, тăрса юлĕ чул,

Ӗмĕр иртмест тесе,туссем, кам калĕ?

Хĕл шурă тумпала çĕре витет,

Ман çӳç валли те кĕмĕлĕ çитет.


-Раштав - çулталăк вĕçĕ тата хĕлле пуçламăшĕ.


Кăрлач.

Тавра шап-шурă, лăпкă та уяр;

Уй-хир ĕшеннĕ хыççăн ыйхăланнă.

Шур кĕрĕк уртса янă юмансар,

Васкавлă юхан шыв шăнса пăрланнă.


-Кăрлача хĕл патши теççĕ. Мĕншĕн çапла –ши? (Ачасен хуравĕсем)

-Кăрлач уйăхĕнче вăйлă сивĕсем пуçланаççĕ. Ҫанталăк лăпкă та уяр, таврара шап-шурă юр.


Нарăс.

Ҫĕр кĕскелет. Ӳлет тулта тăман-

Ҫилсем çĕкленĕ шур çунатлă парăс.

Кайăксене шеллет хура вăрман-

Вĕсемшĕн ырах мар нар питлĕ нарăс.

- Нарăс –чарсăр çил-тăман уйăхĕ. В.Эктел те хăйĕн сăввинче çапла çырать «Ӳлет тулта тăман».


4. Физкульминутка

Юр пĕрчисем сывлăшра вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.

(ачасем алăсемпе юр пĕрчисем вĕçнĕ пек тăваççĕ)

Ҫĕре шап-шурă тумпа витеççĕ.

(юр сарнă пек тăваççĕ)

Лăпкă çĕр çине выртаççĕ.

(кĕрсе лараççĕ)


Учитель:

-Ачасем эпĕ сире тупмалли юмах калатăп: эсир тупсăмне тупма тăрăшăр.


Шурă-сĕт мар,

Кăпăшка – мамăк мар.(Юр)


-Тĕрĕс, ачасем. В.Эктел çырнă «Юр» сăвăна итлесе пăхар-ха.

Вĕлтĕр –вĕлтĕр вĕлкĕшеççĕ лĕпĕшсем.

Шурă чĕнтĕр пĕркенеççĕ урамсем.

Ушкăн лĕпĕш анса ларчĕ ал çине,

Сивĕ сĕлтĕш пулса тарчĕ çĕр çине.

Лĕпĕш мар –мĕн, вĕлтĕр- вĕлтĕр юр çăвать.

Эп каларăм –шăллăм пĕлтĕр- хĕл ларать.


-Сире сăвă килешрĕ-и? (ачасен хуравĕсем)


-Сирĕн умăра çак сăвăна итленĕ чухне мĕнле ӳкерчĕк тухса тăчĕ?(ачасен хуравĕсем)


-Ачасем, юр пĕрчисем тĕрлĕрен пулаççĕ. Халĕ экран çине пăхатпăр. Унта тĕрлĕ юр пĕрчисем кăтартнă. Вĕсем кашни хăйне евĕр илемлĕ. Юр пĕрчисем пĕчĕк кристалсенчен

( пайсенчен) тăраççĕ. Сывлăшра вĕçнĕ чухне вĕсем пĕр-пĕрин çумне çыпçăнаççĕ те, тĕрлĕ формăллă юр пĕрчисем пулса тăраççĕ.


5. Урок темине ăнлантарни.

-Паян эпир сирĕнпе юр пĕрчи ӳкерме вĕренетпĕр. Ҫут çанталăкра пĕр пек юр пĕрчи тĕл пулмасть. Пирĕн те юр пĕрчисем тĕрлĕрен пулĕç.


1) Юр пĕрчи тума пирĕн икĕ тӳрĕ йĕре хĕреслĕ туртмалла.

2)Халĕ тата икĕ йĕрне эпĕ кăтартнă пек туртатпăр.

-Малалла эсир кашни хăвăр юр пĕрчине ӳкерме пуçлатăр. Мĕнле илемлетесшĕн, çапла илемлететĕр.


6.Ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлени.


7. Ачасен ĕçĕсене хаклани.


8.Ачасен ӳкерчĕкĕсен выставкине туни.

-Ачасем, сăнăр-ха. Чăнах та, кашни ачан юр пĕрчийĕ тĕрлĕрен пулчĕ. Вĕсем пурте хăйне евĕрлĕ, илемлĕ.


9. Урока пĕтĕмлетни.

-Паянхи урокра сире мĕн асра юлчĕ?


10.Урока вĕçлени.

-Ачасем, эсир паян питĕ маттур ĕçлерĕр. Пурин те илемлĕ юр пĕрчисем пулчĕç, пурте тăрăшрĕç.

-Манăн урока çакăн пек сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.


Хĕл илемĕ –шурă юр.

Кунсерен пĕр вĕçĕм çурĕ.

Капăрланчĕç ялĕ, хирĕ

Витнĕçем мерчен кавирĕ.

Урамра ав ырă пулăм-

Янăрарĕ вăйă-кулă.






Общая информация

Номер материала: ДВ-418145

Вам будут интересны эти курсы:

Курс повышения квалификации «Использование мини-проектов в школьном: начальном, основном и среднем общем и среднем профессиональном естественнонаучном образовании в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Сетевые и дистанционные (электронные) формы обучения в условиях реализации ФГОС по ТОП-50»
Курс повышения квалификации «Профессиональная компетентность педагогов в условиях внедрения ФГОС»
Курс повышения квалификации «Средства педагогического оценивания и мониторинга в работе учителя в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Психолого-педагогические аспекты профессиональной компетентности педагогических работников в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Методика обучения игре детей с особенностями развития в рамках реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Мотивационное сопровождение учебного процесса младших школьников «группы риска» в общеобразовательном учреждении»
Курс повышения квалификации «Содержательные аспекты профессионального и личностного развития педагогических работников в рамках реализации профессионального стандарта»
Курс повышения квалификации «Организация и проведение культурно-досуговых мероприятий в соответствии с ФГОС НОО»
Курс профессиональной переподготовки «Теория и методика преподавания иностранных языков в начальной школе»
Курс профессиональной переподготовки «Теория и методика обучения информатике в начальной школе»
Курс повышения квалификации «Техники креативного мышления как инструмент формирования общих компетенций по ФГОС»
Курс профессиональной переподготовки «Теория и методика преподавания в начальных классах компенсирующего и коррекционно-развивающего вида»
Курс профессиональной переподготовки «Оказание психолого–педагогической помощи лицам с ОВЗ»
Курс повышения квалификации «Формирование и развитие ключевых компетенций школьников в интересах устойчивого развития региона»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Онлайн-конференция Идет регистрация