Инфоурок Другое Другие методич. материалыУрок "Гласные буквы в чувашском языке"

Урок "Гласные буквы в чувашском языке"

Скачать материал

Урокăн технологи картти

Предмет, класс

Чăваш чĕлхи, 5-мĕш класс

Урок теми

Уçă сасăсем, вĕсен мăшăрлăхĕ

Урок тĕллевĕсем

пĕлÿ

аталантару

сапăрлăх

чăваш чĕлхинчи уçă сасăсем [о] сасăсăр пуçне мăшăрлă пулнине кăтартасси

 

хытă уçă сасăсемпе çемçе уçă сасăсене уйăрма, Уçă сасăсемпе, сас паллисемпе пуплевре (калаçура, çырура) тĕрĕс усă курма хăнăхни.

 

хамăр тăрăхри йывăç ячĕсене пĕлесси, йывăçсене лартса ÿстермелли, упрамалли çинчен калаçасси; 

 

Урок тĕсĕ

Содержанийĕ тăрăх – фонетика урокĕ

Тĕллевĕ тăрăх – хутăш урок

Форми тăрăх – вĕрентÿ урокĕ

Урокра кирлĕ курăмлăх хатĕрĕсем

темăпа хатĕрленĕ презентаци, вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран,  хытă хутран тунă йывăç кÿлепи, хутран тунă симĕс, сарă, хăмăр çулçăсем, текстомаркерсем.

 

Словарь ĕçĕ.

Йывăç ячĕсем

 

Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕ

 

Мелсемпе, меслетсем

Вĕрентекен ĕçĕ

Вĕренекенсен ĕçĕ

1

Класа урока йĕркелесси

 

Диалог

- Сывлăх сунатăп, ачасем! Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.                                  Ачасем шăпланчĕç парта хушшинче.

 

- Сывлăх сунатпăр сире те!

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав,

 Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

 

2

Ачасене кăсăклантарни

 

1. Фонетика саманчĕ. Тутасене çемĕçтерни.

2.Пуплев саманчĕ.

 

[а о у ы и] тесе виçĕ хут çăвара май çитнĕ таран уçса калатпăр.

 

 

Ра-ра-ра. Эп ларатăп урокра.

Ла-ла-ла. Вĕренетĕп чăвашла.

Хе-хе-хе. Килĕшет мана чĕлхе. Ре-ре-ре.Пирĕн чĕлхе пит хитре.

Калаççĕ.

3.

Килти ĕçе тĕрĕслесси

.Ыйту-хурав.

 

- Хăш сас паллисемпе пуçланаканнисем нумайтарах?

- Хăшĕсемпе пуçланаканнисем сахал?

- Хăш сас паллисемпе пуçланаканнисем пачах çук?

Хуравлаççĕ.

Тетрадьсене пуçтарса илеççĕ.

4

Çĕнĕ темăна ăнлантарасси.

 

1. «Çулçă пуçтар» вăйă.

 

- Доска çинче çулçăсем çыпăçтарнă. Вĕсем çинче çырнă сасăсене çил арпаштарса пĕтернĕ. Сирĕн вĕсене каласа пăхмалла та, мĕнле каланине кура  икĕ ушкăна уйăрмалла.

Çулçăсене  йывăç кÿлепи икĕ енне вырнаçтараççĕ.

 

 

2. Ыйту-хурав.

- Çак икĕ ушкăнри сас паллисем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- [а э ы и  у ÿ ă ĕ о] сасăсене калăр. Çак сасăсене каланă чух тута мĕнле (хупă е уçă) пулать? - Халĕ [в с т п м] сасăсене калăр. Вĕсене каланă чух тута мĕнле (хупă е уçă) пулать?

 

 

 

 

Сасăсене калаççĕ. Хуравлаççĕ.

 

Ачасем пуплеври сасăсем икĕ ушкăна уйрăлнине аса илсе çирĕплетеççĕ

 

 

3. Теори материалне ăнлантарни.

ИКТпа усă курни

- Сăмахсене вулăр, танлаштар-ăр.

Пар     пыр        пур     пăр

                                                  Пер     пир        пÿр      пĕр

 

Сăмахсене вулаççĕ, танлаштараççĕ.

 

 

 

 Ыйту-хурав. Класпа ĕçлени

- Сăмахсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ-и?

- Хăш сăмахĕсем çемçен илтĕнеççĕ?                                    

- Хăш сăмахĕсем хыттăн илтĕнеççĕ?

- Сасăсене мăшăрлатса вулăр: [а - э], [ы - и], [у - ÿ], [ă - ĕ]. Вĕсем пирки мĕн калама пулать?

Хуравлаççĕ.

 

 

Калаççĕ.

 

 

Мăшăрлатса вулаççĕ.

Уçă сасăсем мăшăрлă. Пĕрисем – хытă, терписем – çемçе

 

 

 

- Чăваш чĕлхинче мĕнле уçă сасă мăшăрсăр? ([о]сасă). Вăл мĕнле сăмахсенче çеç тĕл пулать?

- Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче

 

Малтанхи пĕтĕмлетÿ

4. Таблица туни.

ИКТ

Слайд кăтартать

Ачасем таблицăна тетрадь çине ÿкереççĕ. Çырса хураççĕ:  [а  ы   у  ă  о] - хытă уçă сасăсем.  [ э  и   ÿ  ĕ ] – çемçе уçă сасăсем.

 

 

 

5. Кĕнекепе ĕçлени.

- Правилăсемпе кĕнекере вуласа паллашар.

Правилăсемпе вуласа паллашаççĕ.

5

Вĕреннине çирĕплетни

 

1. Кĕнекери хăнăхтарусемпе ĕçлени.

 

Тĕрĕслесе пырать.

1)143-мĕш хăнăхтару

 

Сăмах вĕççĕн тăваççĕ.

 

 

 

кашни ача

пĕччен ĕçлени

 

2)144-мĕш хăнăхтару

 

Çырса тăваççĕ.

 

 

2. «Çемçе е хытă» вăйă. Ушкăнпа ĕçлени.

ИКТ

- Сăмахсене, сассисем хытă е çемçе пулнине кура, икĕ ушкăна уйăрăр.

 

Сăмахсене I ушкăн хыттисене суйласа  илет, II ушкăн – çемçисене.

 

 

 

3.  Кану саманчĕ.

 

Çилĕ вĕрчĕ пит çине,, (алăсемпе пит еннелле суллатпăр)

Силлентерчĕ йывăçне.. (алăсем çÿлте, хамăр сылтăмалла, сулахаялла тайăлатпăр)

Çилĕ вĕрчĕ, вĕрчĕ, вĕрчĕ, (алăсемпе майпенрех суллатпăр)

 Йывăç ÿсрĕ, ÿсрĕ, ÿсрĕ. (çÿлелле кармашатпăр).

 

Сăвва калаççĕ, хусканусене тăваççĕ.

 

 

4.«Пирĕн тăрăхри йывăçсем» слайд пăхни. Калаçу.

- Йывăç – пирĕн пурнăç илемĕ. Ахальтен: «Кашни çын хăй пурнăçĕнче йывăç лартмалла», - темен ваттисем. Паянхи кун эпир урамра тĕрлĕ йывăç куратпăр. Вĕсене танлаштаратпăр, хитрелĕхĕпе савăнатпăр, йывăçсем çут çанталăкра питĕ кирлине ăнланатпăр. Хамăр тăрăхри йывăç ячĕсене пĕлетпĕр-и-ха эпир?

Ваттисем каланă: «Йывăçа лартма часах та, уссине курма часах мар». Чăн та, йывăç уссине куриччен вăхăт нумай иртет. Вĕсем сывлăша тасатаççĕ, тĕрлĕ йывăç хăйне май усă кÿрет. Йывăçран хут тăваççĕ, сĕтел-пукан, мунчала тата ытти япала ăсталаççĕ. Çырма хĕррисене лартса вĕсем çĕре ишĕлме памаççĕ. Йывăç - вĕçен кайăксен пурăнмалли вырăнĕ. Кашни çын çулсерен йывăç лартса хăварма тăрăшать. Эпир те çав шутрах. Тĕрĕс-и, ачасем?

Эпир лартнă йывăçсем

Ÿсчĕр хăвăрт кашласа.

Вĕсем çинче кайăксем

Ларччăр юрă юрласа.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Ачасем калаççĕ. 

 

 

5.Словарь ĕçĕ. ИКТ

Йывăç ячĕсем: чăвашла-вырăсла, ÿкерчĕк. Слайд кăтартать

Тетраде çыраççĕ

 

Вĕрентекен тĕрĕслевĕ

6.Çыру ĕçĕ.

«Кашни çын хăй пурнăçĕнче йывăç лартмалла» ваттисен сăмахне çырса илĕр. Кăвак текстомаркерпа хытă уçă сасăсене, симĕс текстомаркерпа çемçе уçă сасăсене йĕрлемелле.

Ваттисен сăмахне çырса илеççĕ. Кăвак текстомаркерпа хытă уçă сасăсене, симĕс текстомаркерпа çемçе уçă сасăсене йĕрлеççĕ.

6

Киле ĕç пани

Ăнлантару

1). 149-мĕш хăнăхтарăва çырса тумалла.

2). «Кĕрхи хурăнсем» сăвва пăхмасăр калама вĕренмелле.

 

Киле ĕç çыраççĕ

7

Урок темине пĕтĕмлетсе хаклани. «Кăмăл йывăççи» рефлекси.

1.«Пуплеври сасăсем»  «çупкамлă» кластер туни. 

 

-Урокра мĕн пĕлтĕр?

Тĕрĕслет

Доска умĕнче кластер тăваççĕ.

 

 

2. «Кăмăл йывăççи» рефлекси.

Хытă хутран тунă йывăç кÿлепи çине симĕс, сарă е хăмăр çулçăсем çыпăçтармалла. (Симĕс çулçă урок усăллă, сарă – эпĕ маттур ĕçлерĕм, хăмăр – ним те ăнланмарăм тенине пĕлтерĕ).

 

Çулçăсене çыпăçтараççĕ

 

 

3.Хаклав,  урокшăн тав туни

Ачасен ĕçне хаклать.

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок "Гласные буквы в чувашском языке""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Системный администратор

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 656 252 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.01.2016 824
    • DOCX 78.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Ванюшина Ирина Васильевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Ванюшина Ирина Васильевна
    Ванюшина Ирина Васильевна
    • На сайте: 8 лет и 2 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 6979
    • Всего материалов: 8

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 33 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 152 человека

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5900 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 284 человека из 67 регионов
  • Этот курс уже прошли 847 человек

Мини-курс

Психология развития личности: от мотивации к самопониманию

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 85 человек из 29 регионов
  • Этот курс уже прошли 31 человек

Мини-курс

Эффективные стратегии продаж: воронка, агрегаторы и мессенджеры

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Практические навыки трекинга и менторства

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе