Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Начальные классы / Конспекты / Урок математики "Закрепление изученного" (3 класс)

Урок математики "Закрепление изученного" (3 класс)

  • Начальные классы

Поделитесь материалом с коллегами:

Математика

3 класс

Урок теми: Вĕренине çирĕплетни

Тĕллевсем: Хутласси тата пайласси таблицăсене вĕреннине çирĕплетесси; вĕреннĕ йышши

задачăсене аса илесси; уравненисем шутлассине çирĕплетесси.



Урок йĕрки.


I.Урока хатĕрлесси.

Ырă кун пултăр, ачасем. Парта хушшине ларăр, пĕр-пĕрин çине пăхăр, хăнасем çине пăхăр, йăл кулса илĕр те пĕрне-пĕри ыр сунăр.

II.Килти ĕçе тĕрĕслесси.(задачăна иртнĕ урокра панă).

Арăслан чирленĕ те килĕнчен тухайман. Çавăнпа вăл чĕр чунсене хăнана чĕнме пуçланă. Виççĕмĕш кунне вăл хăнана тилле чĕннĕ. Тилĕ хăнана пынă, анчах пÿрте кĕмен.

  • Мěншĕн кĕместĕн?-ыйтнă арăслан.

  • Эпĕ санăн килÿ патне пыракан йĕрсем нумай куратăп, - тенĕ те тилĕ каялла кайнă.

  • Тилĕ тĕрĕс тунă-и?

(Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ. Унтан пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.)

  • Тилĕ арăслан килĕ патĕнче мĕн асăрханă?(йĕрсем)

  • Вĕсем ăçталла каяççĕ?(арăслан килне кĕреççĕ)

  • Кĕрекен йĕрсем пур пулсан тата мĕнле йĕрсем пулмалла?(тухаканнисем)

  • Вĕсем пур-и? (çук) Мĕншĕн?(арăслан вĕсене çисе янă)


Пĕтĕмлетÿ: кирек мĕнле текста та питĕ тимлĕ вуламалла.Кашни сăмаха курма тăрăшмалла. Çакă математикăра кирек мĕнле ĕç тунă чух кирлĕ.

  1. Актуаллă пĕлĕве палăртасси.

  1. -Паян мĕнле число?(27.10)

- Вăл мĕнле хисеп? (икĕ цифрăллă, мăшăрсăр)

-27 мĕнле хисепсенчен пулнă?

-Мĕнле хисепсен произведенийĕ 27 пулать?

- Çав хисепсемпе 4 пĕртанлăх тăвăр.

3*9=27

9*3=27

27:3=9

27:9=3

- Çак выраженисемпе задачăсем тăвăр.

-Паянхи урок мĕнле темăпа çыхăннă?(хутласси, пайлассисене аса илесси, задачăсем шутласси).

  1. Ăсра шутласси.

«Математика сукмакĕ».

-Математика çĕршывĕнчи сукмака такăрлататпăр. Питĕ асăрхануллă пулăр, пĕрин хыççăн тепри пырăр, сукмакран ан пăрăнăр.

10:2*6:3*2:5*4:8*6:4*8:6:4*9:3=3

«Ухăран пересси»

Вhello_html_m56e84e6e.gifиçĕ ача ухăран перессипе ăмăртнă. Вĕсенчен кашниех 5 хутчен пенĕ.

hello_html_667b6182.gifhello_html_m532e7378.gif


Женя Рома Петя



-Женя миçе очко пуçтарнă? Рома? Петя?

-Кам мала тухнă?

Физкультминутка

  1. Тема тăрăх ĕçлесси.

1.Уравненисене пăх та кирлĕ паллă ларт: (* е :)

х?4=12 12?х=4 х?12=4

(х пĕлтерĕшне пĕл)

  1. Кĕнекепе ĕçлесси.(53 с., поля çинче)

Хăш фигура ытлашши? Мĕншĕн?

  1. Ребуса шутлăр. (задача)

  2. Тавçăруллă Математик сире кинона чĕнет. Каятпăр — и? (утнă пек тăваççĕ)

-Вырăнсене йышăнăр. Кинора эпир калаçнине илтместпĕр. Мĕн курнине шутлăр.

(Ачасем сценка кăтартаççĕ)

-Амăшĕ лавккара канфет туянать. Сутуçă ăна 14 канфет парать. Амăшĕ киле каять. 3 ача ларать. Амăшĕ кашнине 2-шер канфет парать. Ыттисем хутаçрах выртаççĕ.

  • Мĕн курнине каласа парăр.

  • Ăна задача теме пулать-и? Мĕн çитмест?

  • Задача валли ыйту лартăр. (Амăшĕн миçе канфет юлнă?)

Кĕске условине тетрадь çине тата доска çине çырасси.

Пулнă- 14 к.

Панă-2-шер к. 3 ача

Юлнă-?

Задачăна анализласси.

-Амăшĕн миçе канфет юлнине пĕлес тесен, вăл миçе канфет илнине пĕлмелле тата

миçе канфет ачасене панине пĕлмелле.

Миçе канфет илни паллă, миçе панине пĕлместпĕр, анчах 3 ачана 2-шер панине пĕлетпĕр. Апла мĕн пĕлме пулать?

  • 1-мĕш действипе мĕн пĕлетпĕр?(амăшĕ миçе канфет панă)

  • 2-мĕш действипе мĕн пĕлетпĕр?( амăшĕн миçе канфет юлнă)

  • Пĕри доска умĕнче шутлать, ыттисем тетрадь çинче)

1) 2*3=6(к)-панă

2)14-6=8(к)-юлнă

  • Задачăна выраженипе çырăр.

  • Ĕнтĕ хутаçра миçе канфет юлнине тĕрĕслĕпĕр. Пĕтĕмлетÿ?

  • Хирĕле задача тăвăпăр. (доска çинче кĕскен çырни)

Пулнă- ?

Панă-2-шер к. 3 ача

Юлнă-8 к.

2*3=6(к)

6+8=14(к)

V. Вĕреннине çирĕплетни.

1. Чĕрĕ ÿкерчĕксем тăрăх задачăсем тăвасси.

  • Тимлĕ пулăр.

(хатĕрленнĕ ача тухать те икĕ урипе те 3-шер хут урипе тапать).

-Чĕрĕ ÿкерчĕксем тăрăх задача тăвăр.

  • Мĕнле действипе шутламалла?

  • Мĕншĕн тĕрлĕ действи каларăр?(+ е *)

  • Тетрадь çине шутланине хутлассипе çырăр.

VI. Рефлекси.

  • Çавăн евĕр ĕç.(икĕ ача тухаççĕ те черетпе 4-шар хутчен алă çупаççĕ)

VII. Вĕреннине пĕтĕмлетни.

  • Урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?

  • Мĕнле темăсене аса илтĕмĕр?

  • Мĕнле ĕç сирĕншĕн йывăр пулчĕ?

  • Хăвăра мĕншĕн ырлама пултаратăр?

VIII.Киле ĕç парасси.

  • с.52 №1 -пурте шутламалла

  • 3-тавçăрулăха тĕрĕслеме харпăр хăй ирĕкĕпе.

  • Ÿкерчĕк тăрăх ĕç

IX.Урока вĕçлесси.









Выберите курс повышения квалификации со скидкой 50%:

Автор
Дата добавления 26.10.2015
Раздел Начальные классы
Подраздел Конспекты
Просмотров145
Номер материала ДВ-099319
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх