Инфоурок Другое КонспектыУрок на тему "Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре"

Урок на тему "Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре"

Скачать материал

Предмет: чăваш литератури

Класс: 6 класс

Урок теми: Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре

Урок тĕсĕ: пуплеве аталантармалли урок

Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ: çемьери çывăх çынсен чун-чĕрине ăнланма, вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, кирлĕ чухне пулăшма, чĕнĕве палăртма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. Иртнĕ урокра вуланă «Юра асламăшĕ» хайлава тĕпе хурса хамăрăн асанне, кукамай çинчен калаçасси; 2. Хайлаври Юра тунă йăнăшсем çинчен аса илсе пурнăçра çав йăнăшсене тума юраманнине ăша хывасси.

Аталантару (илемлĕх) тĕллевĕ: ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси, проблемăллă ыйтусем тупма хăнăхтарасси, харпăр хăй шухăшне калассине аталантарасси, тěпчев ěçне явăçтарасси;

Урок  мелĕсемпе меслечĕсем:

- вĕрентекен сăмахĕ;

- юрă итлени;

- ыйту – хурав;

- эпизодсене суйласа вуласси;

- тĕп сăнара хак пани;

- презентаци пăхни;

- калав-сочинени  итлени;

- сăвва илемлĕ вулани;

- харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калаттарасси;

- «асамлă чечекпе» ĕçлени;

- ушкăнпа пĕтĕмлетÿ туни;

- синквэйн çырасси;

- хĕвеллĕ кластер туни;

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: 1) палăртуллă вулава аталантарасси;

                                                             2) панă ыйтăва туллин хуравласси;

                                                             3) уйрăмшарăн калаçма хăнăхтарасси;

                                                             4) çыхăнуллă калав йĕркелеме вĕреннине

                                                                 аталантарасси;

Литература теорийĕ: тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;

                                       тĕп шухăш – автор пире мĕн каласшăн пулни;

                                       проблема – хайлавра хускатнă çивĕч ыйту;                                      

Словарь ĕçĕ: 1. Ăнлантармалли сăмахсем:

                        ырханкка – начар, имшер, хыткан;

                        ват супнă – ватă çынна каланă киревсĕр сăмах;

                        хистет – хушать;

                        тĕрке – çыхă;

                        аяк пĕрчи – ребро;

                       2. Çырма вĕрентмелли сăмахсем:

                         çан-çурăм – кĕлетке, ÿт-пÿ, пÿ, кÿлепе;

                         пархатарлă ĕç – лайăх ĕç;

                         вирхĕнсе тухать – васкаса тухать;

                         урам тăрăх вĕçтерет – урам тăрăх чупать;                

Ĕç хатĕрĕсем: мультимедиа проекторĕ, слайдсем; таблицăсем

Курăмлăх хатĕрĕсем: А. Николаев портречĕ, кĕнекесен выставки,  ачасем хатĕрленĕ презентацисем тата çырнă сочиненисем, ваттисен сăмахĕсем, «асамлă чечек».

Урок эпиграфĕ: Асаннесен пилĕ пурнăç парать.

                                                                 Ваттисен сăмахĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Урок юхăмĕ

I.1. Урока йĕркелесси

Кĕрхи хĕвел куллипе, ăшă кăмăлпа паянхи урока пуçлăпăр.

2. Проблема ситуацине палăртасси

- Ачасем, эсир юрă итлĕр, юрăпа пĕрле ÿкерчĕксем тухса пырĕç. Юрăпа ÿкерчĕксем сирте мĕнле кăмăл-туйăм çуратĕç? Кам çинчен пулĕ-ши юрă?

(«Асаннеçĕм, асанне» юрă янăрать, ÿкерчĕксем тухса пыраççĕ)

Аттепе анне юратнă,

            Мана пěчěкрен.

Асанне те ыйăх татнă,

Эпě ÿсиччен.

                  Хушса юрламалли

Асаннеçěм, асанне,

Савнă асанне.

Вěренеп сан пек пулма

Ěçе юратма!

 

Ирхине ěçе каятчěç

Аттепе анне

Кунěпех санпа юлаттăм

Эпě асанне

                Хушса юрламалли

 

Выляса та ывăнаттăм

Эпě кунěпе

Çывăрма санпа выртаттăм

Эпě асанне.

               Хушса юрламалли

 

(Ачасен хуравĕсем)

3. Урок темине палăртасси

Халĕ, ачасем, урок темине палăртăр? (Ачасен хуравĕсем)

4. Юрăри асанне эсир тин вуланă мĕнле хайлаври асаннене аса илтерет? (Ачасен хуравĕсем)

Çулсем иртнĕçемĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай сăнарĕ кашни çын пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне юнашар мар чухне вĕсем яланах пирĕнпе пĕрле.

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

II. 1. Аса илер-ха, ачасем, Юра мĕнле йăнăшсем тăвать, асламăшĕпе хăйне мĕнле тыткалать? (Ачасен хуравĕсем)

    2. Сире Юра асламăшĕпе хирĕçни, «ват супнă» тени килĕшрĕ-и? (Ачасен хуравĕсем)

    3. Мĕншĕн килĕшмерĕ-ха? Мĕнлерех çын-ха вăл Юра асламăшĕ? (Ачасен хуравĕсем)

 

          «Юра асламăшĕн характеристики» таблица  (1№ хушса пани)

Тĕп сăнар характеристики

Юра асламăшĕ

сăн-сăпачĕ

çитмĕл урлă каçнă;

ĕмĕт-шухăшĕ

чĕре ăшшине юратнă мăнукĕсене парасси, вĕсенчен чăн-чăн çын тăвасси;

кăмăлĕ

ырă кăмăллă, таса та уçă чунлă, пуриншĕн те каçарать;

тыткаларăшĕ

мĕн вăй çитнĕ таран пурне те пулăшма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче тăрать;

ĕçĕ-хĕлĕ

мăнукĕшĕн пăшăрханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех тăрать, выльăх-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе çăвать, урай сĕрет, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне çÿрет, чи кайран çывăрма выртать;

     Эпĕ те сирĕн шухăшсемпе килĕшетĕп, мĕншĕн тесен маншăн та, сирĕншĕн те – асанне, кукамай – иккĕмĕш анне. Вĕсем пĕтĕм чĕре ăшшине пире параççĕ, пиртен чăн-чăн çын тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

   4. Кам пулăшнипе Юра хăйĕн йăнăшне ăнланса илчĕ? (кĕске содержани)

   5. Эсир пурнăçра Юра пек йăнăш тумастăр-и? (Ачасен хуравĕсем)

Кану саманчĕ.

Атьăр, тăрăр, юлташсем,

Асанне патне васкар.

Вăрман урлă та каçар,

Çырма урлă та сикер.

Асаннен икерчи

Ак çакăн пек çÿллĕ пуль…

Ак çакăн пек лутра пуль…

Ак çакăн пек сарчăк пуль…

Ак çакăн пек пĕрĕнчĕк пуль.

III. 1. Асаннесем патне кайса килтĕмĕр. Айтăр-ха вĕсем çинчен калаçар. Килте сирĕн асанне, кукамай çинчен презентаци е сочинени çырмалла пулнă. Халĕ пире Костя хăйĕн кукамăшĕ çинчен тунă презентаципе паллаштарать. (презентаци пăхатпăр) (2№ хушса пани)

      2. Костя кукамăшĕ, Матросова Таисия Петровна, пирĕн патра паян хăнара. Халĕ ăна сăмах парăпăр. (пил парать)

          Пиллĕ çын телейлĕ теççĕ. Эсир паян, чăнах та, телейлĕ. Ачасем, çак пил сăмахĕсене яланах асра тытăр, асанне-кукамай пилĕ пурнăç парать.

       3. Костя тав сăмахĕ калать:

Тавтапуç сана, кукамай,

Пăхса ÿстернишĕн.

Тавтапуç сана, кукамай,

Чунтан юратнишĕн.

Йывăр вăхăтра ялан

Мана пулăшнишĕн.

Пĕлменнине ыйтсассăн

Тĕрĕс каланишĕн. (чечек  çыххи тухса парать)

     4. Халĕ Костя Гурьев та кукамăшĕ çинчен каласа парать. (3№ хушса пани)

     5. Таньăн та асламăшĕ пур. Халĕ ăна итлесе пăхар. (4№ хушса пани)

Пурне те пысăк тав. Ачасем, çакна яланах асра тытăр:

Асаннен çемçе алли

Пуçăмран шăлать.

Унăн ăшă куçĕ

Юратса пăхать.

Эсир лайăх вĕренсен

Асаннен чĕри хĕпĕртет.

Эсир ырă ĕç тусан

Куçĕ савнăçпа çиçет.

Акă мĕн сире калатăп:

Асанне-кукамая ан манăр нихăçан.

Юратма та упрама ыйтатăп:

Пурнăç лайăх асанне-кукамай пулсан!

     6. Ваттисен сăмахĕсем те çакнах вĕрентеççĕ. Халĕ ушкăнра ĕçлесе илĕпĕр. Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем йĕркелĕр.

Пузырек для мыслей: облако: тытать,                    пÿрт
Асатте                     ăшши.
кил хушши             асанне -
 

 

 

 

 


Пузырек для мыслей: облако: хисепле,
ватă
хăв та
пулăн.
Ватта
Пузырек для мыслей: облако: Ватă
çын - 
çын.
тăватă
 

 

 

 

 

 

 

 

 

IV. 1. Камсем çинчен калаçрăмăр-ха эпир? (хурав)

Мĕнлерех çынсем-ха вĕсем асаннесем? Асаннесем мĕнле çын пулнине пĕлме пире çак «асамлă чечек» пулăшĕ. (Пĕрерĕн тухатпăр та чечек çеçкине туртса кăларатпăр, унта мĕн çырнине сасăпа вулатпăр, çавăнтах çыпăçтарса хăваратпăр)

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 


(Асанне: «Чи хитри», «Чи тараватли», «Чи ěçченни», «Чи ырри», «Чи кăмăлли», «Чи ăсли»)

2. Синквэйн çырасси

Япала ячĕ                                         асанне

Икĕ паллă ячĕ                                ĕçчен, ватă

Виçĕ глагол                         юратать, каçарать, парать

Предложени                  Ватă асламăшĕ чун-чĕре ăшшине мăнукне парать.

Синоним (метафора)                     пÿрт ăшши

3. Хĕвеллĕ кластер туни 

 

              

                                                                  каçарать

                                           пулăшать                            юратать

Овал: Асанне мĕн тăвать?
 


                           ěçлет                                       çа

                                                                                     тăрăшать

                            

                                            

                                          ăнланать                            çитерет

 

      V.        1. Юрă сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренмелле;

2. «Çулсем иртсен…» калава малалла тăмалла, Юрăн малашлăхне кăтартса пама тăрăшмалла;

3. Асанне, кукамай патне тав çырăвě çырмалла;

 

 

                        

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Хушса пани

                                                                                                         1№ хушса пани

 

                       

                                «Юра асламăшĕн характеристики» таблица 

Тĕп сăнар характеристики

Юра асламăшĕ

сăн-сăпачĕ

çитмĕл урлă каçнă;

ĕмĕт-шухăшĕ

чĕре ăшшине юратнă мăнукĕсене парасси, вĕсенчен чăн-чăн çын тăвасси;

кăмăлĕ

ырă кăмăллă, таса та уçă чунлă, пуриншĕн те каçарать;

тыткаларăшĕ

мĕн вăй çитнĕ таран пурне те пулăшма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче тăрать;

ĕçĕ-хĕлĕ

мăнукĕшĕн пăшăрханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех тăрать, выльăх-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе çăвать, урай сĕрет, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне çÿрет, чи кайран çывăрма выртать;

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Юратнă кукамай

 

        Пирĕн кукамай çĕр çинчи чи ырă çын. Ун çумĕнче яланах ăшă, шанчăклă. Çут çанталăкĕ кукамая çепĕç кăмăл, ырă чун, ĕçчен алă панă. Манăн кукамай хирти чечек пулнă пулсан чи илемлĕ чечек пулнă пулĕччĕ. Тÿпери çăлтăр пулнă пулсан чи çутă çăлтăр пулнă пулĕччĕ. Унăн илемлĕ те ăшă кулли хĕвел пек туйăнать.

      Юратнă кукамай хамăр ялтах пурăнать. Ăна Валентина Германовна Шишкова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1949 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралнă. Малтан колхозра фермăра ĕçленĕ. Вара 1970-мĕш çулта лавккаçа вĕренме кайнă. Вĕренсе тухнă хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кивĕ Вĕренер лавккинче ĕçленĕ. «Ĕçне кура хисепĕ», - теççĕ халăхра. Кукамайăн темиçе Хисеп грамоти, диплом пур. Эпĕ унпа мухтанатăп, савăнатăп. Кукаçипе кукамай виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Тивĕçлĕ кунура пулин те юратнă çынсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кукамай çĕр çинчи чи ырă çын. Вăл ирех тăрать, выльăхсем патне тухать, апатне парать, шăварать тата тутлă апат-çимĕç пĕçерме те манмасть. Эпĕ ун патне кайсан кукăль, канфет-печени çимесĕр таврăнмастăп. Хăй те ĕçчен, мана та ĕçе вĕрентет. Кукамая тав сăмахĕ калатăп, вăл пурришĕн эпĕ питĕ савăнатăп.

 

 

Чи çывăх çыннăм

 

       Эпир çемьере пиллĕкĕн пурăнатпăр: атте, анне, асанне, шăллăм тата эпĕ. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Атте-анне килте çук чухне пирĕнпе пĕрле яланах – асанне.

      Асанне ырă кăмăллă, пире пулăшсах тăрать. Кунĕпе темĕнле ĕç те тума ĕлкĕрет. Пушă вăхăтра вара алса-чăлха çыхать. Мана та тĕрлеме, çыхма вĕрентет. «Чăваш хĕр ачин пĕчĕкренех ал ĕçне хăнăхмалла», -  тет вăл мана. Тата манăн асанне тутлă апат-çимĕç пĕçерме те ăста. Хăна килсен кукăль-çăмахпа сăйламасăр ямасть. Эпĕ асаннепе калаçма юрататăп. Тепĕр чухне унăн пурнăçĕ çинчен те ыйтса пĕлетĕп.

      Манăн асаннене Евгения Васильевна Иванова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1944 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Асанне шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Манăн ĕмĕт те – асанне пек вĕренесси. Вăл стройкăра, унтан лавккара ĕçленĕ. Асаттепе клубра паллашнă. Вĕсем иккĕшĕ тăватă ача пăхса ÿстернĕ, пурте çемьеллĕ. Асанне маншăн чи хитри, чи ĕçченни, чи кăмăлли. Эпĕ ăна яланах пулăшатăп, ăшă сăмахсемпе савăнтаратăп. Асаннене юратса, чунтан хисеплесе çапла калас килет:

Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,

Кăмăлу сан сар хĕвел пекех,

Ах, асаннеçĕм, асанне, эс пурăн ĕмĕр,

Çут тĕнче санпа илемлĕрех!

  

Асамлă чечек                                                   4№ хушса пани

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                                                                                          5№ хушса пани

                                        СИНКВЭЙН

 

 

Япала ячĕ                                         асанне

Икĕ паллă ячĕ                                ĕçчен, ватă

Виçĕ глагол                         юратать, каçарать, парать

Предложени                  Ватă асламăшĕ чун-чĕре ăшшине мăнукне парать.

Синоним (метафора)                     пÿрт ăшши

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                                                                           6№ хушса пани

 

Хĕвеллĕ кластер

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок на тему "Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Социальный работник

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 661 339 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 14.01.2016 1416
    • DOCX 824 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Авакова Надежда Юрьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Авакова Надежда Юрьевна
    Авакова Надежда Юрьевна
    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2851
    • Всего материалов: 7

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 483 человека из 70 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 325 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 282 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 849 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 33 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Мини-курс

Создание контента и заработок в онлайн среде: регулирование, продвижение и монетизация

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 241 человек из 60 регионов
  • Этот курс уже прошли 62 человека

Мини-курс

After Effects: продвинутые техники

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эмоциональная сфера детей: диагностика, особенности и регуляция

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 27 человек из 15 регионов
  • Этот курс уже прошли 13 человек