Инфоурок Другое Другие методич. материалыУрок на тему "Древние чувашские измерения меры, веса, длины"

Урок на тему "Древние чувашские измерения меры, веса, длины"

Скачать материал

Урок теми:  Чăвашсен авалхи виçисем.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ:  ачасене тăван халăх культурипе паллаштарасси; ушкăнпа ĕçлеме, тимлĕ пулма, туслăха хаклама вĕрентесси;  тавракурăмне аталантарасси. 

Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашсен авалхи виçисемпе паллаштарасси;

 

Аталантару тĕллевĕ:  авалхи виçесемпе ăçта тата мĕнлерех усă курнине кăтартасси.

 

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту- хурав, диалог, пĕчченшерĕн калани.

Курăмлăх хатĕрĕсем: темăпа хатĕрленĕ слайдсем, компьютер, проектор.

 Урок юхăмĕ:

I.         Класа йĕркелени.

1)      Сывлăх сунни.

2)      Дежурнăйпа калаçни.

             В:- Мĕнле кăмăлпа килнĕ-ха эсир паянхи урока? (Лайăх)

             В:- Хаклă  вĕренекенсем, сирĕн умра пĕр пĕчĕк вăрттăнлăх. Ачасем, сирĕн умăрта хăюсем. Линейкăпа усă курмасăр сирĕн вĕсен тăршшĕне виçмелле. Мĕнлерех майпа виçме пулать-ши вĕсене? (Пӳрнепе, шитпе тата ыт.те). Апла пулсассăн  паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр?

             В:- Маттур, ачасем. Тĕрĕс, виçесем çинчен. Паянхи урок теми «Чăвашсен авалхи виçисем».

            Паянхи урокра эпир сирĕнпе чăвашсен авалхи виçисемпе тата вĕсемпе ăçта,  мĕнлерех усă курнипе паллашăпăр.

Халĕ тетрадьсене уçатпăр та паянхи числона, урок темине çырса хуратпăр.

 В:-  Ачасем, хальхи вăхăтра япалан йывăрăшне, калăпăшне, тăршшĕне тĕрлĕ виçепе усă курса виçме пултаратпăр: грамм, литр, метр тата ыт.те. Ҫак виçесемпе усă курма çăмăл тата вĕсен хисепĕ яланах пĕрре. Анчах та ĕлĕкхи вăхăтра вăл виçесем пулман.  Кашни халăхăн хăйĕн авалхи виçисем пулнă.

             В: - Ачасем, виçесем çинчен вĕрентекен наука та пур. Мĕнлерех калаççĕ-ши ăна? (Метрологи – (грек сăмахĕ,metron – мера и …логия), виçесем çинчен вĕрентекен наука (тăршшĕ, йывăрăш, калăпăш виçисем)  (Метрология – от греч. metron – мера и …логия, наука об измерениях, меры веса, длины, объема , площади).

            В: - Авалхи вăхăтра линейкăсем пулман, çынсем вĕсемсĕрех пурăнма пултарнă. Мĕн те пулин виçмелле пулсан алăпа виçнĕ. Паллах тăршшĕ виçисене çитĕннĕ çыннăн (ар çыннăн е хĕрарăмăн) алă-ура виçипе палăртнă. Ҫакăн пек тăршшĕ виçисемпе усă курнă:

1.      Пÿрне –  (палец),  пÿрне хулăнăшĕ (2 см)  бармак

2.      Ал лаппи –  (ладонь), ал лаппи сарлакăшĕ (10,25 см)   ущ

3.      Шит – (пядь), сарса тытнă шĕвĕр пÿрнепе пуç пÿрне хушши (18-23 см)  сёям

4.      Чике – (локоть), чавса тăршшĕ (41- 50 см)   терсэк

5.      Хур – (2 локтя), икĕ чавса тăршшĕ (82-100 см)    ике  терсэк

6.      Хăлаç – (сажень), сарса тытнă алăсен пÿрнисен вĕçĕсем хушши (176 см)  ÿсенталлэр   колач

7.      Чалăш – (косая сажень), ура тупанĕпе çÿлелле çĕкленĕ алă пÿрнисем хушши (216 см).   чалыш ÿсента

В: - Ачасем, тăршшĕне тата мĕнпе виçме пулать-ши? (Утăмпа).  адым

В: - Тĕрĕс. Тăршшĕне тата утăмсемпе виçнĕ. Пĕр утăм тăршшĕ вăтамран 88 см танлашать. Пысăк инçĕшсене çухрăмпа   чакрым виçнĕ. „Ҫухрăм” сăмах „çухăрать” глаголтан пулнă. Ҫавăн пекех пирĕн мăн асаттесен чи пĕчĕк тăршшĕ виçисем те пулнă. Вĕсене çÿç, çип, йĕп хулăнăшĕпе виçнĕ.

            В: - Ытти халăхсен те авал тăршшĕ виçисем  пулнă. Вырăс халăхĕннипе эпир паллашрăмăр. Англинче тата Европăр ытти çĕршывсенче çак тăршшĕ виçисемпе усă курнă:

            дюйм – пысăк пÿрнен сыпăк тăршшĕ;  длина сустава большого пальца руки;

            фут –  ура лаппи тăрăшшĕ; длина ступни человека; по-английски это означает «ступня», «нога».

 

            В:  - Дюйм чăвашсен хăш тăршшĕ виçине çывăх-ши?

 

В: - Ачасем, хальхи вăхăтра эпир çак тăршшĕ виçисемпе усă куратпăр-и? (Ҫук)

В: - Мĕншĕн çак виçесемпе усă курма пăрахнă-ши? (Вĕсем пĕр пек мар, кашни çыннăн виçи тĕрлĕрен)

В: - Хальхи вăхăтра тăршшĕне виçме мĕнпе усă куратпăр? (Метр)

 

Пĕтĕмлетÿ:  Пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçÿсем сиксе ан тухччĕр, пĕр-пĕрне ăнланмалларах пултăр тесе паянхи кун пур те пĕлекен виçесене йышăннă.

 

Вăйă „Ҫухрăм – хăлаç”

Эпĕ çухрăм тесессĕн сирĕн алăсене çĕклемелле, хăлаç тесессĕн –   алăсене пĕр-пĕрин çине хурса парта çине хумалла.

 

Йывăрăш, калăпăш виçисем.

В: - Ачасем, япала йывăрăшне мĕнле виçепе виçетпĕр? (грамм, кг, центнер, тонна)

В: - Япала калăпăшне? (литр)

В: - Ĕлĕк вара шĕвĕ, тăкăнакан япаласене тĕрлĕ савăт-сапапа виçнĕ: чÿлмек, кăкшăм, чĕрес, тирĕк, пăтавкка. Ытларах чухне вара патманпа усă курнă.

Виçĕ тĕрлĕ патман пулнă: тăвар патманĕ (унта 4 кг тăвар кĕнĕ), пыл патманĕ (1,5 пăт пыл кĕнĕ), тырă патманĕ (4 пăт кĕнĕ). Тырă патманĕн çуррине 1 пучух тенĕ.

Пăт (пуд) 16 кг танлашать. Апла пулсассăн пыл патманĕнче миçе кг пыл-ши? (24 кг)

           Тырă патманĕнче? (64 кг)

В: - Ачасем, мĕншĕн чи пысăк патман 4 (64 кг) пăтлă пулнă?  (Унран пысăкрах пулсассăн йăтма йывăр пулнă. (Хальхи вăхăтра миххе 50 кг кĕрет. Ĕлĕкхи çынсем вăй-хал енчен вăйлăрах пулнă.)

            В: - Суту-илÿре япала йывăрăшне виçнĕ чухне чăвашсем тарасапа тата писменпе усă курнă. Авалхи тепĕр йывăрăш виçи – мăскал (золотник) – 4,3 гр. та

нлашнă. Кĕрепенкке (фунт)  - 410 гр.

            Кулленхи пурнăçра ывăçпа (мăйăр),  çĕклемпе (утă), кĕвентепе (шыв), урапапа (тырă) , лавпа (улăм) виçнĕ.

            Пĕтĕмлетÿ:  Ҫапла вара,   кулленхи пурнăçра усă курмашкăн авалхи  йывăрăш тата калăпăш виçисем те пулнă.

            Кану саманчĕ.

Çÿлелле туртăнатпăр, сикетпĕр – сикместпĕр, чупатпăр –  чупмастпăр,   алă çупатпăр – çупмастпăр, пуçсене шăлатпăр – шăлмастпăр, халĕ ман хыççăн калатпăр:

                               Эпир ăслă, ăслă, ăслă,

                               Ăслă ачасем,

                               Эпир маттур, маттур, маттур

                               Маттур ачасем.

                               Эпир ĕçчен, ĕçчен, ĕçчен,

                               Ĕçчен ачасем.

- Вырнаçса лартăмăр.

 

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем.

В: - Ачасем, авалхи виçесем çинчен каланă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем те пур. Пĕлетĕр-и эсир вĕсене?

1.      Икĕ алă- пĕр хăлаç - (Две руки – целая сажень)

2.      Ывăнсан йĕп те пĕр пăт туртакан пулать – (Устанешь и иголка покажется весом в пуд)

3.      Мăскал сахал пулсан та хаклă - ( Мал золотник, да дорог)

4.      Аршăнра кирек ăçта кайсан та тăват шит – (Как лиса не вертись, а хвост всё позади)

 

Укçа-тенкĕ.

В: - Авалхи вăхăтра чăвашсем укçа вырăнне тискер чĕр чунсен тиррисемпе усă курнă – пакша, сăсар тата ыт.те. Вырăс чĕлхине тĕрĕк чĕлхинчи „тăньга“ сăмахран пулса кайнă „деньга“ сăмах кĕнĕ. Эпир вара , чăвашсем, „тенкĕ“ сăмаха вырăссенчен йышăннă. Тĕрĕк чĕлхинчи „тăнька“ сăмах  „тин (тăйин)“ „пакша“ тенине пĕлтерет. Апла пулсассăн авалхи тĕрĕк халăхĕ те укçа вырăннне тискер чĕр чунсен тиррине усă курнă.

            Чăваш чĕлхинчи пус сăмах вара перс чĕлхинчи „пуст“ сăмахран пулса кайнă тесе çирĕплетеççĕ („тир“ тенине пĕлтерет).

            Чăвашсен ĕлĕкех тимĕр укçа пулнă. Ăна укçа (окçа) е сум (сом) тенĕ.

Каярахпа пăлхар-чăвашсем Ылтăн Урта татат Вырăс патшалăхĕн укçисемпе усă курма пуçланă. Сум е тенкĕ – „рубль“ хут укçана, пус – „копейка“  тимĕр укçана пĕлтернĕ.

-          10 тенкĕ,  ----   - 1 тенкĕ,            - 10 пус,      - 1 пус.

            В: - Ачасем, пирĕн пата паян хăнана Илемпи килнĕ. Вăл хăйпе пĕрле авалхи чăваш укçисене илсе килнĕ. Пулăшарха Илемпине унăн укçине шутлама. (32 рубля 23 копейки)

   

 

 Чăвашсем укçа-тенкĕсене çакăн пек паллăсемпе çырнă

V. Вĕреннине çирĕплетни.

              1. Тăршшĕ виçисене тĕрĕс çыр.

     - Маттур, ачасем! Панă ĕçе хăвăрт пурнăçларăр.Халĕ тепĕр тĕрлĕ ĕç туса ирттерĕпĕр.

2. Халĕ эпир сирĕнпе тепĕр ĕç туса ирттерĕпĕр. Вăл  «Хăвна тĕрĕсле» ятлă. Сирĕн умра листасем. Çавăнта панă ĕçсем çине тĕрĕс хурав тупăр.  

 

Задания для I варианта

                                   

I ВАРИАНТ

 

1. Панă сăмахсенчен ыттлашши тăршшĕ виçине тупăр, аялтан йĕр туртса палăртăр. Найти и подчеркнуть лишнюю единицу, не входящую в данную систему.

Шит, чике, метр, чалăш, пÿрне, çухрăм.

 

2.Патман – это

а) тăршшĕ виçи (мера длины)    б)  йывăрăш виçи (мера веса)   в)укçа (деньги)

 

 

3. Панă сăмаха вырăсла куçар. Нумай пăнчă вырăнне кирлĕ йывăрăш виçине çыр.  (Переведи на русский язык и  заполни пропуск.)

 Кĕрепенке  -                                , ….. граммов

 

4. Панă хисепсене чăваш паллисемпе çыр. (Напиши чувашскими знаками):

11 тенкĕ те 5 пус   (11 рублей 5 копеек)

 

 

Задание для II варианта

                                              

II ВАРИАНТ

 

1. Найти и подчеркнуть лишнюю единицу, не входящую в данную систему.

Верста, километр, фут, вершок, локоть

 

2.

 

 

3. Писмен – это

а) тăршшĕ виçи (мера длины)                     б) тараса (весы)                                в) укçа (деньги)

 

4. . Панă сăмаха вырăсла куçар. Нумай пăнчă вырăнне кирлĕ йывăрăш виçине çыр.  (Переведи на русский язык и заполни пропуск)

Мăскал -                 , ….. грамма

 

5. Панă хисепсене чăваш паллисемпе çыр. (Напиши чувашскими знаками):

  50 тенкĕ те 32 пус  (50 рублей 32 копейки)

 

 - Халĕ теста тĕрĕслĕпĕр. Хуравсем слайд çиче. Пĕтĕм ĕçе тĕрĕс пурнăçланă пулсассăн  «5» паллă лартатпăр; енчен те тĕрĕс хуравсен шучĕ  4 пулсассăн – «4»  и т.д.

- Ачасем, камăн пур хуравĕ те тĕрĕс, алă çĕклеме ыйтатăп. Маттур! 

- Камăн йăнăшсем пур вĕсене тӳрлетĕр. 

 

         2. Практика ĕçĕ.

            Халĕ эпир сирĕнпе чăвашсен авалхи виçисене эсир мĕнле астуса юлнине тĕрĕслĕпĕр.  Сирĕн умра çакăн пек ĕç:

1. Парта тăршшĕне шитпе виçĕр.  Измерьте длину парты в шит (1 ряд).

2. Тетрадь сарлакăшне пӳрнепе виçĕр. Измерьте длину тетради в пÿрне (2 ряд).

3. Чике тăршшĕне ал лаппипе виçĕр. Измерьте длину чике в ал лаппи (ладонях) (3 ряд).

 

 - Пулнă хуравсене тетрадь çине çырса хурăр.

 

- Ачасем, сирĕн хуравсем мĕншĕн тĕрлĕрен пулчĕç? Мĕншĕн вĕсем пĕр пек мар? 

 - Тĕрĕс. Енчен те эсир вĕсене линейкăпа усă курса виçнĕ пулсан сирĕн хуравсем пурин те пĕр пек пулатчĕç.

 

VI. Вĕреннине çирĕплетни. Рефлексия.

Пирĕн урок вĕçленсе пырать. Эпир сирĕнпе халĕ урока пĕтĕмлетĕпĕр.  Наш урок подходит к концу. Подведем итоги сегодняшнего урока. 

- Çак урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр?   Что нового узнали на уроке?

- Çак урок сире мĕне вĕрентрĕ?  Чему научились?                                                                                                                                                    - Урокри чи асра юлнă самант …  Что вам запомнилось на сегодняшнем уроке?

 

- Вĕрентекен:- Паян эсир мана тĕлĕнтертĕр – эпĕ сирĕнпе çав тери кăмăллă. Çавăнпа та урок вĕçĕнче хăвăрăн кăмăлăра ачасемпе тата манпа пайлама ыйтатăп. 

 - Ачасем, çуркунне çывхарса килет. Çуркунне пирĕн куçа мĕн илĕртет-ши?  (Чечексем)

 - Тĕрĕс. Айтăр халĕ эпир те парттăсем çинче выртакан чечексенчен çурхи чечек çыххи пуçтарар.   Возьмите тот, который по цвету соответствует вашему настроению после урока, и прикрепите на куст, который пока стоит без цветов.

- Сарă:  урокра лайăх ĕçленишĕн эпĕ савăнатăп.

- Хĕрлĕ: урок мана килĕшрĕ.

- Кăвак: урокра мана кăштах йывăртарах пулчĕ. 

 Ҫапла вара эпир сирĕнпе çурхи чечексенчен кăшăл пуçтартăмăр.

VII. Киле ĕç.

            Килте хăвăр çӳллĕшне виçмелле. Унта миçе шит, миçе ал лаппи, миçе чике иккенне пĕлмелле. Татрадь çине çырса килмелле. (Итак, ребята, домашнее задание: узнать свой рост и перевести его в шит, чике, ал лаппи)

 Ачасем, урокшăн сире тавтапуç.

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок на тему "Древние чувашские измерения меры, веса, длины""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Овощевод

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 871 материал в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 12.01.2020 1482
    • DOCX 531.7 кбайт
    • 26 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Кокшина Ираида Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Кокшина Ираида Николаевна
    Кокшина Ираида Николаевна
    • На сайте: 4 года и 3 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 1541
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 284 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 849 человек

Мини-курс

Искусство звука: путешествие по музыкальным жанрам

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Современные медиа: экономика, системы и технологии

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Родительство

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 20 человек из 12 регионов
  • Этот курс уже прошли 11 человек