Инфоурок Литература Другие методич. материалыУрок. Планирования.«Тăван тавралăх». Презентация.

Урок. Планирования.«Тăван тавралăх». Презентация.

Скачать материал

 

«Тăван тавралăх»

Урок теми: Тавралăх илемне курма, ăна упрама вĕренер, ачасем.

Урок тĕллевĕсем:1)Тăван тавралăх çинчен калаçма вĕрентесси;

2)Иртнĕ тата хальхи вăхăтри глагол формисемпе усă курма хăнăхтарасси;

3)Тавралăх илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, И.А.Андреев, Р.И.Гурьева Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш  класĕ валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005.

Урок юхăмĕ

I.      Киле панă ĕçе тĕреслесси

Ачасем, шкула килнĕ чухне мĕн  сассине те пулин илтрĕр-и эсир?

Кайăк сассисемсĕр пирĕн пурнăç илемсĕр пулĕччĕ. Мĕнле кайăксене пĕлетĕр эсир?  Хăшĕсем вĕсенчен  хамăр тăрăхра хĕл каçаççĕ, хăшĕсем кăнтăра  вĕçсе каяççĕ? Кун çинчен эпир иртнĕ уроксенче те калаçнă, килте те сирĕн çак кайăксем çинчен пĕлсе килмелле пулнă.

(Ачасем карточкăсем çинчи таблицăна тултараççĕ).

Хамăр тăрăхра хĕл каçакан кайăксем

Кăнтăра вĕçсе каякан кайăксем

Кăсăя-синица

Шăнкарч-скворец

Уйăп-снегирь

Чĕкеç- ласточка

Шăлинкурăс- свиристель

Тăри- жаворонок

Курак- ворона

Вут хÿре - горихвостка

Кукăр сăмса-клест

Сар кайăк- иволга

Пилеш кайăкĕ-дрозд

Шăпчăк - соловей

Çирĕк тăрри-чиж

 

Шăпчăк-соловей

 

II.   Çĕнĕ тема вĕренесси

1)Словарь ĕçĕ:

Сайра тĕл пулакан чĕр чунсем – животные, которые редко встречаются

Хăйĕн илемĕпе чуна килентерет – радует нас своей красотой

Хула ăшшине туртăнаççĕ – тянутся к городскому теплу

Сăвăр – сурок                         шашкă - норка

Йăпар – выхухоль                 ăтăр - выдра

Арлан – хомяк                       çулевĕç – рысь

2) Текстпа ĕçлесси. Текта учитель вулать, унтан ачасем пайăн-пайăн вулаççĕ.

3) Текст тăрăх ыйтусемпе ĕçлесси.

Ø Калав мĕн çинчен пулчĕ?

Ø Тавралăх тесе мĕне калатпăр?

Ø Мĕншĕн эпир ăна тăван тавралăх тетпĕр? (Текстран тупса вуламалла).

Ø Эсир хăвăр мĕне тăван тавралăх тесе шутлатăр?

Тăван тавралăх – эпир пурăнакан вырăн, пирĕн таврари çут çанталăк.

ü Хăçан илемлĕ-ши пирĕн çут çанталăк? (çулталăкăн пур вăхăтĕнче те).

ü Анчах çут çанталăк илемĕ камран килет-ха?.  Шухăшлăр-ха, эпир хамăр çут çанталăка вараламастпăр-и?

ü Çут çанталăк пирĕн тавра тĕрлĕ чĕр чунсемпе ÿсен тăрансем пулсан татах та  илемлĕ.

Чĕр чунсем – çут çанталăк илемĕпе ырлăхĕ.  Çынсем чĕр чунсене курса, итлесе киленеççĕ. Тепĕр чухне ак кайăк сассине итлесе чунра илемлĕ туйăмсем çуралаççĕ.

        Юлашки вăхăтра этем çут çанталăк илемне аркатма пуçларĕ. Чылай чĕр чунпа вĕçен кайăк  йышĕ сайралса юлчĕ.

Хальхи вăхăтра тискер чĕрчунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕрчунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Чĕрчунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла.

           Сайра тĕл пулакан чĕр чунсене сыхласа хăварас тесе  ятарласа заповедникем уçаççĕ.  Чăваш Республикинче „Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ пур. Кунта Шăмăршă тата Патарьел районĕсен территорийĕсем кĕреççĕ. Паркра 185 тĕрлĕ чĕр  чун шутланать.     

Пирĕн Республикăра тата Присурский заповедник пур.  Кунта упа, кашкăр, тилĕ, мулкач, пакша, пăши, пурăш(барсук), хăнтăр(бобр), ăтăр(выдра) пурăнаççĕ.

  Йăлăм вăрманĕнче ĕлĕк акăшсем йышлă пулнă пулсан халĕ вара вĕсене ятарлă вырăнсенче çеç курма пулать.

Сăвăрсемпе(сурок) йăпăрсене те сайра тĕл пулакан чĕр чунсен шутне кĕртнĕ. 

Кашни районта тенĕ пекех ятарласа сыхласа тăракан территорисем пур, вĕсене памятники природы теççĕ. Кунта тĕрлĕ парксем, юхан шывсем вăрмансем, ращасем кĕреççĕ.     Пирĕн районсенти вăрмансене  Канаш  лесничестви пăхса тăрать.

   4)   Эпир тĕрлĕ чĕр чунсемпе паллашрăмăр, мĕнле – ши вĕсем çак чĕр чунсем?   „Тĕрĕс паллă ячĕ туп”  вăйă.

Выçă                        пăши                                                      

Вăйлă                      пакша                                                   

Хăравçă                  чĕрĕп                                                

Чее                           кашкăр                                           

Йĕплĕ                      упа                                          

Мăйракаллă          мулкач                                             

Ĕçчен                       тилĕ

 

5)Чĕр чунсен çурисене чăвашла-вырăсла каласси(Кану саманчĕ – ачасем ура çине тăрса учитель каланă сăмахсене вырăсла куçараççĕ)

Упа çури – медвежонок                         сурăх путекки - ягненок

Тилĕç çури – лисенок                              качака путекки - козленок

Кашкăр çури – волчонок                        кушак çури - котенок

Мулкач çури – зайченок                        кăркка чĕппи - индюшенок

Арăслан çури – львенок                         хур чĕппи - гусенок

Пăши пăрушĕ - лосьенок                       чăх чĕппи - цыпленок

6) Вĕреннине çирĕплетесси

                Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине çавăн пекех ÿсен – тăрансене те кĕртнĕ.  Халĕ вĕсенчен хăшĕ- пĕринпе паллашатпăр. (Ачасем тухса каласа параççĕ).

      Эпĕ лантăш, вырăсла вара –ландыш. Манран чĕре чирĕсене сиплеме эмелсем тăваççĕ.  Ман вăрă çĕр çине ÿкнĕ хыççăн чечеке лартăр тесе вунă çул кĕтмелле.

Эпĕ çеçпĕл чечекĕ, çукуннехи пĕрремĕш чечек. Хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах эпĕ шăтса тухса чечеке ларатăп. Çынсем пире ытамласа татма пуçлаççĕ, çавăнпа эпир пĕтсе пыратпăр.  Вырăсла мана  подснежник  теççĕ. Мана эмел тунă çĕрте усă кураççĕ.  Татса ан пĕтерĕр мана  тархасшăн.

     Ман ят  - утмăл турат. Ытларах ырашпа тулă уйĕсенче ÿсетпĕр.Манпа медицинăра анлăн усă кураççĕ: хырăм ыратнинчен, ÿт, чĕре  тата куç чирĕсенчен.  Манра тĕрлĕ микроэлементсем пур.  Ытла та хитрее эпир çу варринче. Ман ятпа тĕрлĕ легенда пур. Одна русалка влюбилась в юношу по имени Василий. Но тот не ответил ей взаимностью и отказался последовать за ней в подводное царство. Влюблённая русалка обиделась и превратила юношу в синий цветок, который стали называть по его имени - василёк.

Утмăл туратран чей туса ĕçни апат антарма пулăшать.

Эпĕ купальница.  Садсенче мана 16-мĕш ĕмĕрте лартма пуçланă.

 18-мĕш ĕмĕрте Европăна  Эрик Лаксман çулçÿревçĕ илсе килнĕ. Ытларах июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне чечеке ларатпăр. Çавăн  чухне вара пире питĕ нумай татса пĕтереççĕ. Çак куна день Ивана  Купала теççĕ. Купальница чечеке Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

v Шухăшламалли ыйтусем

? Чĕр чунсене те, вĕçен кайăксене те, ÿсен-тăрансене те  Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Мĕншĕн кĕнекине хĕрлĕ тенĕ-ши?

Хĕрлĕ тĕс вăл хăрушлăх палли(опасность). Çут çанталăк чухăнланса ан юлтăр тесе тăрăшать патшалăх.

2013 – мĕш çула Раççейре тавралăха сыхламалли çулталăк тенĕ. Кун çинчен В.Путин президент указ кăларнă.

7. Пĕтĕмлетÿ.  «Çут çанталăка упрас тесен пирĕн мĕн тумалла тата мĕн тумалла мар?» плакат кăларасси. Хушу наклоненийĕнче çырмалла

                                        Çут çанталăка упрас тесен

Мĕн тумалла

Мĕн тумалла мар

Йывăç ларт

Йывăçсене ан кас

Шăнкăрчсене йăва туса пар

Чечексене ан тапта

Заповедниксем ту

Кайăксене ан вĕлер

Пăшисене валли апат хатĕрле

Кайăк çăмартисене ан тыт

Çырма  хĕррисене ишĕлесрен йывăç лартса çирĕплет

Тавралăха çÿп-çаппа ан варала

Юхан шывсене тасат

Кăвайт ан чĕрт

 

Шыва, кÿлле ан  варала

 

Чĕр чунсене какайĕшĕн ан вĕлер

 

8. Килти ĕç.

 Мĕн тума пултаратпăр - ха эпир ачасем, çут çанталăка упрас тесен?

Çакăн çинчен калав çырмалла пулать. Ячĕ  «Вĕçсе килĕр, апатланăр».

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок. Планирования.«Тăван тавралăх». Презентация."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Психолог в социальной сфере

Получите профессию

Секретарь-администратор

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Кайăк сассисемсĕр пирĕн пурнăç илемсĕр пулĕччĕ. Мĕнле кайăксене пĕлетĕр эсир? Хăшĕсем вĕсенчен хамăр тăрăхра хĕл каçаççĕ, хăшĕсем кăнтăра вĕçсе каяççĕ?

Хальхи вăхăтра тискер чĕрчунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕрчунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Чĕрчунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла.

.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 662 916 материалов в базе

Материал подходит для УМК

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 02.02.2018 636
    • DOCX 59.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Яковлева Валентина Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Яковлева Валентина Петровна
    Яковлева Валентина Петровна
    • На сайте: 9 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2155
    • Всего материалов: 3

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Методическое сопровождение образовательного процесса в дошкольной образовательной организации

Старший воспитатель дошкольной образовательной организации

300 ч. — 1000 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 61 человек из 27 регионов
  • Этот курс уже прошли 107 человек
аудиоформат

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы организации здоровьесберегающей среды в дошкольном образовании

72/108/144 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 67 человек

Курс повышения квалификации

Технологии выполнения монтажных соединений на высокопрочных болтах

108 ч.

2070 руб. 1240 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Интеллектуальная собственность: медиа и фотографии

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 44 человека из 24 регионов

Мини-курс

Специальная реабилитация: помощь детям с особыми потребностями

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Привязанность и воспитание

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 75 человек из 36 регионов
  • Этот курс уже прошли 25 человек