Инфоурок Другое КонспектыУрок по чувашскому языку для 5 класса "Хĕлле"

Урок по чувашскому языку для 5 класса "Хĕлле"

Скачать материал

Урок теми: Хĕлле (5 класс)

 

Тĕллевсем:

1) Хĕл çинчен аса илесси, çирĕплетесси, малалла вĕренесси.

2) Тĕрĕс те илемлĕ вулама, хăйсен шухăшне калама  хăнăхтарасси.

3) Çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке, чĕр чуна юратма, упрама вĕрентесси.

4) Ачасене  урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси, туслăх туйăмне çуратасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Асамçă хĕл çитрĕ» презентаци, «Хĕл каçакан кайăксем», «Тискер чĕр чунсем», «Хĕллехи çи-пуç» темăсемпе ÿкерчĕксем,  учебник, хĕлле çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, сăвăсем, юрăсем.

Урок юхăмĕ:

1.Фонозарядка. «Чăваш Республикин гимнĕ»

2. Урокăн тĕллевне лартасси.

3. «Хĕлле» текстпа ĕçлесси:

1) Текста вулаттарни;

2) Вырăсла куçарни;

3) Ыйту-хурав;

4) Словарь ĕçĕ – сăрт, ту, вар, айлăм, кăçатă, тĕмеске, аскăнчăк çил, çĕлĕк, кĕрĕк, хĕлхем.

4. Хĕлле çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

Хĕл хĕрĕх тĕслĕ.

Хĕл хырăмĕ аслă.

Хĕлле çурт ăшши, çулла хĕвел ăшши.

Хĕлрен чун хăрать, çуркуннене чун савать.

Хĕл чунĕ таса.

5. Хĕлле çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмне тупасси.

Шыв çинче кĕмĕл кĕпер. (Пăр)

Сивĕре чул пек, ăшăра шыв пек. (Пăр)

Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет. (Сивĕ)

Çулленех пĕр мучи килет, шурă кунсем илсе килет. (Хĕл)

Хура çĕр çине шурă мамăк витĕнет. (Юр)

Асатте шăпăрĕ çул шăлать. (Тăман)

6. Хĕлле çинчен калакан сăвă йĕркисене вуласси.

Пĕрремĕш юр  

Юр çăвать, пĕрремĕш юр…

Юр çăвать, тухса эс кур…

Савăнăçлă эсĕ пул.

Ут эс тÿрĕ урампа,

Юр пĕрчи вылять санпа:

Пит çине ачаш ÿкет,

Кăтăклать те ирĕлет.

 

Юр çăвать, пĕрремĕш юр…

Сахăр пек таса, шап-шур.

Кăмăла çĕклентерет,

Йăпатать те илĕртет.

Ман çÿрес килет каçчен

Нăтăрт-нăтăрт юр çинче.

                Николай Сандров

 

Хĕл çитсен 

Васкаса кĕр кунĕ иртрĕ,

Çулçă пĕтрĕ тăкăнса.

Сисĕнмесĕр хĕл те çитрĕ

Шурă шупăр тăхăнса.

 

Çырмасем те, кÿлĕсем те

Пăрпа витĕнчĕç каллех.

Коньки хатĕр, сыр-ха йĕлтĕр,

Ярăнма каяр халех.

 

Вĕренмешкĕн те, канма та

Пултаратпăр вăхăтра.

Çитĕнсе ÿссе пыратпăр

Хамăр савнă çĕршывра.

                           Иван Малкай

 

Хĕлле

Лапка-лапка юр çăвать,

Хура çĕре шуратать.

Хура çĕре шуратать,

Кĕрхи куна ăсатать.

 

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Пите сивĕ чĕпĕтет.

Пите сивĕ чĕпĕтет,

Хĕл çитнине пĕлтерет.

 

Ача-пăча ярăнать,

Тăвайккине якатать.

Тăвайккине якатать,

Хĕл кунĕпе савăнать.

       В.Давыдов-Анатри

 

7. Ачасене хăйсен сăввине пăхмасăр калаттарасси.

Хĕлле  

Юр çусассăн урамра –

Шап-шурă йĕри-тавра.

Йывăçсем, пÿрт тăррисем

Витĕннĕ юрпа вĕсем.

 

Вăрманта та урăхла:

Сасă çук халĕ унта.

Мулкач сикет юр çинче,

Улăштарнă хăй тумне.

                    Настя Фомина

Юр çăвать  

Юр çăвать, çăвать, çăвать…

Çил вĕрет те чарăнать.

Сивĕтет те ăшăтать.

Хăш чухне хĕвел пăхать.

 

Ярăнатпăр савăнса,

Тăвайккине якатса.

Часах Çĕнĕ çул çитет,

Вăл парне илсе килет.

                    Диана Романова

Хĕллене эп юрататăп  

Хĕлле мана килĕшет:

Юр пĕрчи вĕçсе ÿкет,

Пур çĕрте те шурă юр,

Çĕнĕ çул уявĕ пур.

 

Хĕллене эп юрататăп,

Юр кĕлеткесем тăватăп,

Конькипе те ярăнатăп,

Тус-юлташсемпе вылятăп.

             Даша Михайлова

Хĕлле çитрĕ  

Кĕркунне те иртсе кайрĕ,

Хĕвел те сахал пăхать.

Кайăксем те вĕçсе кайрĕç,

Халĕ шурă юр çăвать.

 

Шкулалла утса килетĕп –

Урамра шур юр выртать.

Эп каникула кĕтетĕп –

Юрпа выляма пулать.

            Артем Батраков

Хĕлле  

Хĕлле! Хĕлле! Юр çăвать.

Часах Çĕнĕ çул çитет.

Хĕл Мучи çула тухать,

Ачасем патне килет.

 

Ача-пăча савăнать,

Çунашкапа ярăнать.

Пурте пĕрле пухăнса

Юр кĕлетке йăвалать.

 

Шурă-шурă юр çинче

Тĕрлĕ чĕр чун сиккелет.

Пакша йывăç тăрринче

Сарă мăйăр шĕкĕлчет.

         Любимова Даниэла

8. Ачасене «Пĕрремĕш юр» юрра юрлаттарасси.

9. Хĕллене сăнлакан ÿкерчĕксемпе ĕçлесси.

10. Виçĕ ушкăна уйăрса уйрăм ĕçсем парасси.

1 ушкăн – Хĕл каçма юлакан кайăксем çинчен каласа памалла.

2 ушкăн – Тискер чĕр чунсем еплерех хĕл каçни çинчен каласа памалла.

3 ушкăн – Çынсем хĕлле мĕнле çи-пуçпа çÿрени çинчен каласа памалла.

11. Çыру ĕçĕ.

Точкăсем вырăнне тĕрĕс сăмахсем лартăр:

Хĕл …, … хĕлле, хĕллехи …, хĕллене …;

Юр …, юрлă …, юрпа …, юртан …;

Сивĕ …, сивве …, сивĕрен …, … сивĕ;

Пăр …, пăрлă …, … пăр, пăр çинче … .

12. Хушăм ĕç

Çак сăмахсене ăнлантаракан сăмахсем тупăр:

Хĕл (мĕнле?) –

Юр (мĕнле?) –

Пăр (мĕнле?) –

Çил (мĕнле?) –

Сывлăш (мĕнле?) –

Çанталăк (мĕнле?) –

Кăмăл (мĕнле?) –

13. Пĕтĕмлетни.

14. Фонозарядка. «Икĕ чĕлхе»

Вырăсла та калаçар,

Чăвашла та сăмахлар.

Иккĕшĕ те халь вĕсем

Питĕ туслă чĕлхесем.

15. Юрă юрлаттарасси.

Илемлĕ, илемлĕ,

Илемлĕ чăваш чĕлхи.

Илемлĕ чăваш чĕлхи те

Калаçма пĕлсен кăна.

16. Киле ĕç парасси. Пĕр-пĕр кайăк çинчен каласа пама хатĕрленмелле.

 

Çырса хатĕрлекенĕ – Зинаида Петровна Михайлова, Чăваш Республикин Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок по чувашскому языку для 5 класса "Хĕлле""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Кризисный психолог

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 661 536 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.01.2016 2132
    • DOCX 58.4 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Михайлова Зинаида Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Михайлова Зинаида Петровна
    Михайлова Зинаида Петровна
    • На сайте: 8 лет и 2 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7121
    • Всего материалов: 8

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Фитнес-тренер

Фитнес-тренер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 483 человека из 70 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 326 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 33 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 153 человека

Мини-курс

Wildberries: от управления заказами до продвижения товаров

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 56 человек из 26 регионов

Мини-курс

Интегративный коучинг: от теории к практике

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 52 человека из 25 регионов
  • Этот курс уже прошли 26 человек

Мини-курс

Методы и подходы проведения трекинга и менторства

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе