Тема урока: Ула такка
Тẽллевсем:
фонетика, лексикǎпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог, çыру
хǎнǎхǎвẽсене аталантарасси.
Лексика материалẽ:
асǎрха, таккама пуçла, хушши, пẽр-пẽринчен уйрǎлса каяççẽ.
Грамматика материалẽ:
мẽне ыйтури япала ячẽсем.
Кирлẽ хатẽрсем:
учебник, 2-мẽш номерлẽ ẽç тетрачẽ.
Урок
юхǎмẽ
1.Класа йẽркелени, сывлǎх сунни.
2. Урок темипе, йẽркипе паллаштарни.
(1-мẽш ẽçе пурнǎçлани.Пурте пẽрле ыйтǎва вулаççẽ, вырǎсла куçараççẽ, хурава
суйласа илеççẽ. Хурав: ула такка.)
3. Вулавпа
куçару хǎнǎхǎвẽсене аталантарни. Словарьẽçẽ:а)доска çинче асǎрха, таккама
пуçла, хушши, пẽр-пẽринчен уйрǎлса каяççẽ сǎмахсен пẽлтерẽшẽсемпе паллашаççẽ;
ǎ)2 мẽш ẽçе пурнǎçлани. Вẽрентекен пулǎшнипе ẽçлеççẽ.
3-мẽш ẽçе пурнǎçлани. Ẽç йẽрки: а) 1-мẽш
абзаца черетпе вуласа куçараççẽ; ǎ)2-мẽш абзаца лайǎх вулакан ача хыççǎн вулаççẽ,
вырǎсла куçараççẽ; б)3,4-мẽш абзацсене вẽрентекенпе пẽрле вуласа куçараççẽ.
4. Ыйту-хурав хǎнǎхǎвẽсене аталантарни.
4-мẽш ẽçе пурнǎçлани. Ẽç йẽрки: а)
ыйтусене лайǎх вулакан ача хыççǎн вулаççẽ; ǎ)вẽрентекен ыйтусене вырǎсла
калать,ачасем вẽсен чǎвашла куçарǎвẽсене тупса вулаççẽ, б) уйрǎм ачасем
ыйтусене вулаççẽ, хуравлаççẽ; в) суйлавлǎ вулав.
Суйлавлǎ вулав ирттермелли ẽçсем:1)
Найдите в первом абзаце два существительных, отвечающих на вопрос мẽне?(Ула
таккана, йывǎçа) 2) Найдите в последнем абзаце предложение с существительным,
отвечающим на вопрос мẽне? (Хурт-кǎпшанка) .Зачитайте предложение и переведите
его на русский язык.
5. Лексика хǎнǎхǎвẽсене аталантарни
.
5-мẽш ẽçе пурнǎçлани. Предложенисем: 1)
Халǎхра ула таккана вǎрман тухтǎрẽ теççẽ. 2) Халǎхра ула таккана вǎрман санитарẽ
теççẽ.
6. Лексикǎпа грамматика хǎнǎхǎвẽсене
аталантарни.
6- мẽш ẽçе пурнǎçлани. Ǎнлантарни: Слово
хǎвǎл обозначает предмит и отвечает на вопрос мẽн? Значит ,оно существительное.
7- мẽш ẽçе пурнǎçлани. Пурте пẽрле шутлаççẽ.
7. Монолог хǎнǎхǎвẽсене аталантарни.
8-мẽш ẽçе пурнǎçлани. 4-мẽш ẽçри ыйтусемпе
усǎ кураççẽ. Малтан пурте пẽрле ẽçлеççẽ, унтан пẽр –ик ача каланине итлеççẽ.
8. Çыру хǎнǎхǎвẽсене аталантарни
1-мẽш хǎнǎхтарǎва туни. Пурте пẽрле
сǎмахсене тупса палǎртаççẽ, вẽрентекен вẽсене доска çине çырса парать, ачасем
–тетраде.
9. Ачасен ẽçне хаклани.
10 .Киле ẽç пани.
(Подготовить рассказ о дятле 5-6 предложений.)
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.