Инфоурок Начальные классы КонспектыУрок по чувашскому языку "Предложенин пĕр йышши членĕсем"

Урок по чувашскому языку "Предложенин пĕр йышши членĕсем"

Скачать материал

 

                                                      Чăваш чĕлхи

                                                     4 класс

                         

 

Тема:   Предложенин   пĕр йышши членĕсем.

Урок тĕллев.пе задачисем:

1.      Пĕр йышши членсемпе  паллашасси

2.      Пĕр  йышши членлă предложенисене тĕрĕс çырма вĕренесси

3.      Тăван чĕлхене, çут çанталăка юратма вĕренсе пырасси

 

Кĕтекен результатсем: пĕр  йышши членлă предложенисене тĕрĕс çырма, çут çанталăка упрама пĕлмелле.

 

                                                          Урок планĕ.

I.                   Урока йĕркелесси.

Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр-чăнкăр!
Вĕренме чĕнет звонок.
Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр-чăнкăр!
Ак – пуçланчĕ те урок

- Ырă кун пултăр, хаклă ачасем.  Паян пирěн уҫă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене сывлăх сунатпӑр. 

- Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем! 

- Халĕ доска çинчи сарă хĕвел çине пăхăр-ха. Сире паян урокра çак сар хĕвел пек савăк кăмăл сунатăп. Халь пĕр-пĕрин çине пăхса илер, ăшă кулӑ  парнелĕр.

- Ларăр. 

 

II.                  Урок тĕллевне пĕлтерни, çĕнĕ темăпа ĕçлени

1.    Кĕркунне  çинчен калаçу
Пурте урамалла пăхатпăр. Çулталăкăн хăш вăхăчĕ çитрĕ? Мĕншĕн ун пек шутлатăр? Тĕрĕс кĕркунне. Кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. Кĕркунне те çынсем йывăçсем лартма васкаççĕ. Тăван тавралăха упрама, илемлетме тăрăшаççĕ. Эсир те аслисемпе йывăç лартма манса ан кайăр. Эпир те сирĕнпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр, урокра «йывăçсем» лартăпăр. Ку вара эпир миçе ĕç тума ĕлкĕрнине пĕлтерĕ.

 

1 йывăç

2. Доска çинчи  предложенисене  йĕркелесси

Пурте доска çине пăхатпăр. Мĕн асăрхарăр? Кунта предложенисем. Вулар-ха. Ăнланма пулать-и? Тĕрĕс, ăнланма çук. Апла пулсан çак предложенисене тĕрĕс вырнаçтарса лартмалла.(лартаççĕ)   

Чăрăшсем, ÿсеççĕ, карта  хĕррипе, çăкасем,  хурăнсем.

Шавлать,  вăрман,  кашлать.

Магазинта,   атте,  апельсин, груша, туянчĕ, мандарин.

III. Çĕнĕ темăна вĕренни.

1.- Халĕ тетрачĕсене уçса паянхи числона çырса хурăр.  Доска çинче  предложенисене  çырăпăр.   

Пĕрер вĕренекен тухса доска çинче предложенисем çыраççĕ.

- Ку предложенисем пирки мĕн калама пултаратăр?

-Ку предложенисенче пĕр йышши членсем пур.

 - Хăш сăмахĕсем вĕсене çыхăнтараççĕ? ( Кашни предложенине вуласа пĕр йышши членсене тупатпăр, вĕсене çыхăнтаракан  сăмахсене çырса пыратпăр)

 

- Эппин эпир паян  урокра мĕн çинчен вĕренĕпĕр?

- Эпир паян пĕр йышши членсене çыхăнтаракан  сăмахсем çинчен вĕренĕпĕр.

- Урок пĕтнĕ тĕле пирĕн мĕн тума пĕлмелле?

-Пĕр йышши членсемлĕ предложенисене тĕрĕс çырма вĕренмелле.

 

Чăрăшсем,  çакасем,   хурăнсем -  пĕр йышши  подлежащисем.

Шавлать,  кашлать  - пĕр йышши  сказуемăйсем.

Апельсин,  мандарин,  груша – пĕр йышши кĕçĕн  членсем.

 

 Пĕр ыйтурах тăрса предложенире пĕр сăмахпах çыхăнакан сăмахсене                 пĕр йышши членсем теççĕ.Вĕсем хушшине запятой лартаççĕ, каланă                чухне пĕчĕк чарăну тăваççĕ.

2. «Пуплев пайĕсем» кластер туни.

                                         Пуплев пайĕсем

Япала ячĕ            Паллă ячĕ        Глагол           Союз

-Доска çинчи предложенисене  вуласа мĕнле çырмаллине тишкерсе тухăпăр, пĕчĕк доска çинче схемăсем туса пырăпăр.О- пĕр йышши член.

О та О       О тата О     О те, О те          е О, е О        О, çапах О          О, анчахО

 

 

Вывод: предложенинче союз пĕрре пулсан запятой лартмаççĕ,  темиçе пулсан запятой лартаççĕ.

Кĕнекере правилăна вуласси.

-Ĕç тетрачĕсене уçăр-ха, 11-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтару сире киле ĕç пулать, вуласа ăнланăр-ха, мĕн тумалла.

- Халь тунă схемăсемпе килĕшсе тăракан предложенисене шыраса тупса калав йĕркелесе çырмалла, текста ят памалла.

3. Физминутка.

Эпĕ упа- утаман, ик урапа утакан                                                                                                                      Пур кайăкран хытăрах мĕкĕрттерсе пыракан.

4. Кĕнекепе ĕçлесси.

- Кĕнекери 134- мĕш хăнăхтарăва  тимлĕ вуласа тухăр та, мĕн çĕннине пĕлнине паллă туса пырăр.( Ачасем вулаççĕ).

- Калава вуласа чĕрĕп çинчен мĕн çĕннине пĕлтĕр?

- Чĕрĕпсем кушаксем пекех суккăр çуралаççĕ. (Суккăр сăмаха ăнлантарни). Вĕсен икĕ эрнерен куçĕсем уçăлаççĕ, шăлĕсем ÿсме тытăнаççĕ, пĕвĕ йĕпсемпе хупланать.

Калавра пĕр йышши членлă предложенисене ачасем вулаççĕ, кирлĕ сăмахсене тупаççĕ, союзсене мĕнле çырнине палăртаççĕ.

-Ку калава  автор мĕнле çырнă?

- Чĕрĕпе анлăн , тĕплĕн сăнласа панă.

- Çакна тума автора мĕнсем пулăшнă?

- Пĕр йышши членсем

- Эппин, пĕр йышши членсем пирĕн пуплеве мĕн тăваççĕ?

- Илемлетеççĕ, каласа парас тенине анлăн сăнласа пама пулăшаççĕ.

- Эппин, ку мĕнле калав?

- Сăнлавлă.

5. Творчество ĕçĕ.

- Ачасем, эсир сисрĕр пуль эпир урокра паян çаплах мĕнсем çинчен калаçатпăр?

- Чĕр чунсем çинчен.

- Халь эсир юлташпа пĕрле хăшĕсем чĕр чунсем çинчен тупмалли юмахсем, хăшĕсем  диалог йĕркелесе пăхăр-ха. Паллах сирĕн преложенисенче мĕнсем пулмалла?

- Пĕр йышши членсем, союзĕсем.( Ачасем шухăшлаççĕ).

Хатĕрленĕ ĕçсене тăнласси, пĕр йышши членсене тупасси, союзĕсене каласси.

6.Вăйă « Тĕрĕс предложени йĕркеле»( Икĕ ушкăнпа ĕçлеççĕ).

Ачасен панă сăмахсенчен тĕрĕс предложенисем йĕркелемелле.

Предложенисем: 1) Арктикăра шурă упасем те,  моржсем те, тюленсем те пурăнаççĕ.

                              2) Тайгара пурăнакан тигра тата зубра Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

7. Рефлекси.

- Ачасем, эпир паян урокра мĕн çĕнни вĕрентĕмĕр?

- Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем çинчен вĕрентĕмĕр.

-ПЙЧ-сене мĕнле союзсем çыхăнтараççĕ?

 -Та(те), е, тата, анчах, çапах.

- Çак союзсем пур предложенисене мĕнле çырмалла?

- Та(те), е союзсем пĕрре çеç пулсан запятой çырмастпăр, темиçе пулсан çыратпăр.

- ПЙЧ-лă предложенисем пирĕн пуплеве мĕнле тăваççĕ?

Вĕсем пирĕн калаçăва илемлĕрех тăваççĕ.

- Хамăр умма лартнă тĕллеве пурнăсларăмăр-и?

8. Синквейн çырасси.

Пĕр йышши членсем                                                   

нумай, вăрăм

Илемлетеççĕ, анлăлатаççĕ,

Вĕсене хамăр калаçура усă курма вĕренесчĕ!

Тĕлĕнтермĕшсем! е Маттурсем!

III.             Урока пĕтĕмлетни.

-Эпир, ачасем, çитес уроксенче татах пĕр йышши членсем çинчен калаçăпăр , хамăр пĕлĕве ÿстерĕпер, кайран « Юратнă чĕр чун» сочинени çырăпăр.

 

 

                            

1.     Мĕнле пуплев пайĕсене пĕлетĕр?

2.      Япала ячĕн ыйтăвĕсем?

3.     Паллă ячĕн ыйтăвне  çыр.

4.     Глагол мĕне пĕлтерет?

5.     Глаголăн ыйтăвĕсем?

6.     Панă сăмахсем хушшинче глаголсене туп, аялтан турт: шурă, пакша, чупать,вăрман, хатĕрленĕ, ÿстереççĕ.

7.     Ку предложенире мĕнле сăмах сиктернĕ?

     Сахалланса юлнă чĕр чунсене                      кĕнекене кĕртеççĕ.

8.     Панă сăмахсем хушшинче хăш сăмахĕ ытлашши?

  Пĕчĕк, вăрăм, тискер, хурт-кăпшанкă, йĕплĕ,  пултаруллă.

                                  

1.     Мĕнле пуплев пайĕсене пĕлетĕр?

2.      Япала ячĕн ыйтăвĕсем?

3.     Паллă ячĕн ыйтăвне  çыр.

4.     Глагол мĕне пĕлтерет?

5.     Глаголăн ыйтăвĕсем?

6.     Панă сăмахсем хушшинче глаголсене туп, аялтан турт: шурă, пакша, чупать,вăрман, хатĕрленĕ, ÿстереççĕ.

7.     Ку предложенире мĕнле сăмах сиктернĕ?

     Сахалланса юлнă чĕр чунсене                      кĕнекене кĕртеççĕ.

8.     Панă сăмахсем хушшинче хăш сăмахĕ ытлашши?

  Пĕчĕк, вăрăм, тискер, хурт-кăпшанкă, йĕплĕ,  пултаруллă.

 

 

 

1.     Мĕнле пуплев пайĕсене пĕлетĕр?

2.      Япала ячĕн ыйтăвĕсем?

3.     Паллă ячĕн ыйтăвне  çыр.

4.     Глагол мĕне пĕлтерет?

5.     Глаголăн ыйтăвĕсем?

6.     Панă сăмахсем хушшинче глаголсене туп, аялтан турт: шурă, пакша, чупать,вăрман, хатĕрленĕ, ÿстереççĕ.

7.     Ку предложенире мĕнле сăмах сиктернĕ?

     Сахалланса юлнă чĕр чунсене                      кĕнекене кĕртеççĕ.

8.     Панă сăмахсем хушшинче хăш сăмахĕ ытлашши?

  Пĕчĕк, вăрăм, тискер, хурт-кăпшанкă, йĕплĕ,  пултаруллă.

 

 

 

 

 

 

                                               

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

III

V

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок по чувашскому языку "Предложенин пĕр йышши членĕсем""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Товаровед-эксперт

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 508 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 09.11.2020 1241
    • DOCX 24.2 кбайт
    • 17 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Федорова Елена Григорьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Федорова Елена Григорьевна
    Федорова Елена Григорьевна
    • На сайте: 6 лет
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 4380
    • Всего материалов: 12

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Методист-разработчик онлайн-курсов

Методист-разработчик онлайн-курсов

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 130 человек из 45 регионов

Курс повышения квалификации

Инновационные технологии управления профессионально-педагогической деятельностью учителей начальной и средней школы в условиях реализации ФГОС

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 84 человека

Курс повышения квалификации

Инклюзивное и интегративное образование детей с ОВЗ в условиях введения и реализации ФГОС НОО ОВЗ

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 305 человек из 61 региона
  • Этот курс уже прошли 1 199 человек

Курс повышения квалификации

Проективные методики в начальной школе в соответствии с ФГОС

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 59 человек из 26 регионов
  • Этот курс уже прошли 450 человек

Мини-курс

Комплексный подход к работе с детьми с тяжелыми нарушениями развития

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Техническое обслуживание и диагностика сельскохозяйственной техники

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Психология аддикции: понимание и распознование

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 26 человек из 19 регионов