Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Иностранные языки / Конспекты / Урок по теме "Тăван шкул - пĕлÿ çăл куçĕ"

Урок по теме "Тăван шкул - пĕлÿ çăл куçĕ"


До 7 декабря продлён приём заявок на
Международный конкурс "Мириады открытий"
(конкурс сразу по 24 предметам за один оргвзнос)

  • Иностранные языки

Поделитесь материалом с коллегами:



Вĕрентекен: Николаева Галина Леонидовна

Наука консультанчĕ: Иванова Надежда Григорьевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Ачасен ÿсĕмĕ: 8-мĕш класс.

Урок теми: «Тăван шкулăм – пĕлÿ çăл куçĕ»

Урок тĕсĕ: илнĕ пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курмалли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни; вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй пултарулăхне шанма вĕренни; кăмăл-сипет енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни.

Вĕренÿ тĕллевĕсем: харпăр хăй ĕçлени, кăсăкланни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма пĕлни; шкулпа çыхăннă сăмахсене çирĕплетсе хăварни, ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарни; ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕрентни.

Аталантару тĕллевĕсем: шкул çинчен калаçса ачасен шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарни, шухăша тулли предложенисемпе калама вĕрентни;

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса туни, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, саспа вулани, илемлĕ вулав, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлени, диалог, монолог туни, тĕрев таблиципе, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, «Çупкам кластер» меслет («Гроздевой кластер»), «Тăван шкул» хаçат кăларни, «Пирĕн кăмăлăмăр çаранĕ» («Луг нашего настроения») рефлекси мелĕ.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, илтнине ăнланни, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарни, илемлĕ (палăртуллă) те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Power Point программăра хатĕрленĕ урок презентацийĕ, компьютер, проектор, экран; ватман, стикерсем, сăн ÿкерчĕксем, çыру ĕçĕ ирттермелли карточкăсем, рефлекси ирттермелли карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексен капашĕсем, тĕссене ăнлантаракан тĕрев таблици, «Пирĕн кăмăлăмăр çаранĕ» динамикăллă ÿкерчĕк,

Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:

  1. Абрамова Г.В., Разумова С.А. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова, С.А.Разумова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2015. -271 стр.

  2. Г.В.Абрамова, Н.А.Краснова, О.И.Печников, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева. Примерная программа по чувашскому языку для русскоязычных школ (5-9 классы) / Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2015 год.

  3. Иванова Н.Г. Пĕтĕмлетÿ тĕрĕслев-хаклав ĕçĕсем: 5 класс валли / Н.Г Иванова., О.А. Вишнева. – Шупашкар, 2016.

  4. Слайдсен аннотацийĕ

Урок юхăмē:

I. 1.Класа йēркелени (шкул çинчен юрă хуллен янăрать)

Шăнкăрав сасси янрарĕ,

Урока пире васкатрĕ.

Парта хушшине ларатăп,

Урана эп тăп пусатăп,

Çурăма йăрăс тытатăп,

Аллăма тĕрĕс хуратăп,

Тимлĕ итлесе ларатăп.


- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Сире пурне те ăнăçу сунатăп.

2.а) Дежурнăй калаçни;

- Паян мĕн кун?

- Ыран мĕн кун пулать?

- Ĕнер мĕн кун пулнă?

- Эрнере миçе кун?

- Уйăхра миçе эрне?

- Çулталăкра миçе уйăх?

- Юпа уйăхĕ çулталакăн миçемĕш уйăхĕ шутланать?

Тепĕр хутчен паянхи куна аса илер. Паян юпа уйăхĕн миçемĕшĕ?

ă) 11 хисеппе усă курса шкул пурнăçĕпе çыхăннă предложенисене йĕркелени.

3. Фонетика хăнăхтарăвĕ

Ир-ирех тăрса тухатпăр,

Ăмăртса шкула чупатпăр.

Вĕренетпĕр тăрăшса,

Пĕтĕм вăй-хала хурса.

Уйăп Мишши

  1. учитель вулать;

  2. вырăсла куçарни;

  3. учитель хыççăн ачасем вулани;

  4. хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.

II. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.

1. Паянхи урок темине палăртма та вăхăт, анчах та ун ятне пěлме таблицăра панă шифра уçмалла пулать. Ĕçе тĕрĕс пурнăçлама сире дешифратор пулăшĕ (шифр уçмалли хатĕр).

Урок теми:

Эпиграфě:

(Ачасем ĕçе пурнăçласа урок теми ятне, аяларах панă предложение вуласа пани).

Паянхи урокăн теми «Тăван шкулăм – пĕлÿ çăл куçĕ». Таблицăра аяларахри йĕркесенче пытаннă предложени - «Пĕлÿрен хаклă пурлăх çук».

2. Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне ăнланнине тĕрĕслени (проблемăна уçса памалли ыйтусене палăртни)

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ валли вырăнлă пулĕ.

Сире тата тепĕр ваттисен сăмахěпе паллаштарас килет.

Вĕренни – çутă, вĕренменни - тĕттĕм.

Ученье – свет, неученье – тьма.

Уку - яктылык, укымау - караңгылык.

  1. Ваттисен сăмахĕсене вулани.

  2. Шухăшне ăнланнине каласа пани.

III. Урок тěллевěсемпе паллашни. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене çирĕплетни.

- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир урока малалла тăсăпăр. Паянхи урокра «Тăван шкулăм – пĕлÿ çăл куçĕ» темăна кунта вăй хуракансенчен илнĕ интервьюсемпе паллашса татах та анлăлатăпăр, хаçат кăларăпăр, «Çупкам» кластер йĕркелĕпĕр, сăвăсем итлĕпĕр, хамăр калаçура хисеп ячĕсемпе усă курăпăр.


1. Пуплев хăнăхтарăвĕ. Иртнĕ урокра вĕреннĕ материала аса илни.

- Ачасем, халĕ иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материала аса илме пĕр-пĕрне шкулпа çыхăннă ыйтусем парăпăр, хăнасене кĕскен тăван шкулпа паллаштарăпăр.

- Пирĕн шкул хăш урамра вырнаçнă?

- Пĕрремĕш урок миçе сехетре пуçланать?

- Улттăмĕш урок миçе сехетре вĕçленет?

- Пĕрремĕш хутра мĕн-мĕн пур?

- Иккĕмĕш хутра мĕн-мĕн пур?

- Шкулти акт залĕ хăш хутра вырнаçнă?

- Физкультура урокĕсем ăçта иртеççĕ?

- Шкулти вĕренÿ кабинечĕсем мĕнле?

- Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи кабинечĕсем миçе?

- Шкул теплицинче мĕнле пахча çимĕçсем çитĕнтереççĕ?

- Шкул библиотекинче мĕнле кĕнекесем пур?

- Шкул директорне мĕнле чĕнеççĕ? Вăл мĕнле çын?

- Ачасем, сире хамăрăн шкулта вĕренме килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?


2.Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ сăмахсене аса илсе çирĕплетсе хăварни (урок материалне тĕрĕс ăнланма)

çавра çул - юбилейный год, куллен - ежедневно, пуласлăх - будущее, шухăшлав –мышление,

лăпкă - спокойный, хавхалантарать - вдохновляет, аталантарать - развивает.

1) учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

2) мăшăрсенче;

3 ) сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

3. Интервью материалĕпе паллашни. (ачасене интервью материалĕ хаçат кăларнă чухне усă курма кирлĕ пулнине асăрхаттарни, хисеп ячĕсене ас туса юлни)

а) директортан илнĕ интервьюпа паллашни; (интервью хыççăн ачасен ăнланăвне ыйтусем парса çирĕплетни) вĕренекен ----------- вĕренекен

- Пирĕн шкул хăйĕн пĕрремĕш вĕренекенĕсене миçемĕш çулта йышăннă?

- Шкулăн пĕрремĕш директорĕ кам пулнă?

- Паянхи кун шкулта миçе вĕрентекен ĕçлет?

- Шкулта кăçал миçе ача вĕренет?

- Шкул ĕçлеме пуçланăранпа миçе ача ылтăн медальпе вĕренсе тухнă?

- Миçе ача шкул кĕмĕл медальпе пĕтернĕ?


ă) Кану саманчě: 1 ) «Кĕнекесене вырăна хуратпăр » вăйă.

Ачасем юрă кĕввине итленĕ май, куçсене черетлĕн алапа хупласа кĕнекесене вырăна пуçтарса хуни.


б) директор çумĕнчен (Нибаева Л.А.) илнĕ интервьюпа паллашни (интервью хыççăн ачасен ăнланăвне ыйтусем парса çирĕплетни)

- 2013 çулта шкула мĕнле паллă çын килсе хисеп тунă?

- 2016 çулта республикăри мĕнле паллă çынсем шкулта хăнара пулнă?

- Ачасем, тăван шкул, вĕрентекенсем сире мĕнле пулма вĕрентеççĕ?


в) библиотекарьтен илнĕ интервьюпа паллашни (интервью хыççăн ачасен ăнланăвне ыйтусем парса çирĕплетни)

- Пирĕн шкул библиотеки пуян-и? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

- Паянхи кун библиотека фондĕнче миçе кĕнеке шутланать?

- Кĕнеке вулани ачасене мĕнле пулма пулăшать?

- Эсир библиотекăна час-часах çÿретĕр-и?

- Сире Надежда Петровна библиотекарь мĕнле кĕтсе илет?

4. Кану саманчĕ (тĕрлĕ хускану туса кĕлеткене кантарни).

5. Проект мелĕ «Хаçат кăларатпăр». (Инструктаж. Кашни ачан хăйĕн парти çумне çыпăçтарса хунă стикер тĕсĕпе килĕшсе тăракан ыйту çине çеç тата экран çинчи ыйтусемпе усă курса хуравламалли çинчен асăрхаттарса хăварни)


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш номерлĕ шкул

№№


Ыйту

Стикер тĕсĕсем

Хуравсен тĕслĕхĕ

1.

Шкул вырăнĕ

ăçта?

хĕрлĕ

Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули, Интернационалист салтак урамĕ, 9-мĕш çурт

2.

Шкул хута кайнă çул

миçемĕш?

çутă симĕс

1992 çул

3.

Пĕрремĕш тата хальхи директор

камсем?

тĕттĕм кăвак

Пĕрремĕш директор - Матвеев Владимир Петрович, хальхи директор - Осокин Александр Александрович

4.

Директор çумĕсем

камсем?

кĕрен

Васильева Вера Геннадьевна, Арсентьева Зоя Валериановна, Карпова Алевтина Алексеевна, Нибаева Лидия Анатольевна

5.

Вĕрентекенсем

мĕнле?

çутă кăвак

Ырă кăмăллă, сăпайлă, пултаруллă, лайăх

6.

Библиотекăри кĕнекесем, вĕренÿ кĕнекисем тата цифрăланă электрон хатĕрсем

миçе?

хĕрлĕ сарă

Кĕнекесем – 6 пин, вĕренÿ кĕнекисем – 15 пин, цифрăланă электрон хатĕрсем – 400

7.

Библиотекăри кĕнекесем

мĕнлисем?

тĕттĕм симĕс

Справочниксем, словарьсем, энциклопедисем, илемлĕ литература

8.

Ачасем

миçе?

хĕрлĕ кăвак

1055

9.

Ылтăн тата кĕмĕл медальпе пĕтернĕ ачасем

миçе?

сăрă

Ылтăн медальпе – 36 ача , кĕмĕл медальпе - 22 ача

10.

Вĕренÿ кабинечĕсем

мĕнле?


Пысăк, çутă, илемлĕ

11.

Музейсем

мĕнлисем?

хăмăр

«Аваллăх тĕнчинче», «Çарпа паттăрлăх» музейĕ,

12.

Шкул хăнисем

камсем?


М.В.Игнатьев, Л.П.Кураков, И.Т.Торин, С.Михеев


7. Хаçат тăрăх шкул çинчен пĕтĕмлетсе çыхăнуллă калав туни.

Эпĕ 19-мĕш шкулта вĕренетĕп. Пирĕн шкул Интернационалист салтак урамĕнчи 9-мĕш çуртра вырнаçнă. Вăл 1992 çулта хута кайнă.

Пĕрремĕш директор Владимир Петрович Матвеев пулнă. Шкулăн хальхи директорĕ Александр Александрович Осокин. Унăн çумĕсем – Лидия Анатольевна, Вера Геннадьевна, Зоя Валериановна, Алевтина Алексеевна.

Пирĕн шкулта ырă кăмăллă, ăслă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Пурĕ 1055 ача вĕренет. Вĕсем илемлĕ, пысăк, çутă кабинетсенче вĕренеççĕ. 24 çул хушшинче шкула 36 ача ылтăн, 22 ача кĕмĕл медальпе пĕтернĕ.


Ачасем куллен библиотекăна çÿреççĕ. Шкул библиотеки пуян. Кунта тĕрлĕ справочниксем, словарьсем, энциклопедисем, илемлĕ литература нумай. Вĕренÿ кĕнекисен шучĕ 15 пин, ытти кĕнекесем 6 пине яхăн.

Шкулта икĕ музей пур. Пирĕн шкула хăнасем те час-часах килсе çÿреççĕ. Михаил Васильевич Игнатьев, Лев Пантелеймонович Кураков, Иван Тимофеевия Торин. Эпир вĕсенчен ырă тĕслĕх илме тăрăшатпăр


8. а) Ушкăнпа ĕçлени. Паллă ячĕсемпе усă курса шкул çинчен çупкамлă кластер пурнăçлани.

Ачасем, тăван шкул çинчен мĕнле сăмахсемпе пĕтĕмлетсе калама пултаратпăр?



ă). Схема тăрăх шкул çинчен пĕтĕмлетсе çыхăнуллă калав туни.

Эпĕ 19-мĕш шкулта вĕренетĕп. Вăл манăн тăван шкул. Пирĕн шкулта ырă кăмăллă та ăслă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ, туслă та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ.

Шкулти вĕренÿ кабинечĕсем таса, çутă, пысăк. Кашни кабинетра компьютер, интернет пур.

Физкультура урокĕсем спортзалта тата стадионра иртеççĕ. Стадион пысăк, сарлака. Вăл спорт хатерĕсемпе пуян.

Мана хамăн тăван шкулта вĕренме килĕшет.

IV. 1.Урока пĕтĕмлетни.

-Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă эпиграфа тепĕр хут аса илер-ха. («Пĕлÿрен хаклă пурлăх çук»).

Учитель… вĕрентекен…тăван шкул… çак сăмахсем кашни çыншăн çывăх, хаклă, кашни ачана пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма пулăшать. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, лайăххине усаллинчен уйăрма, тăван халăхшăн усăллă çын пулмаллине вĕрентет. Кашнийĕншĕн чи кирлĕ енсене - çынлăха, ырă кăмăллăха, тăрăшулăха – чи хаклă йывăçа ÿстернĕ пек ÿстерет. Пурнăç илемне туйса ăна хакласа пурăнма вĕрентет.

Нумай сăвăç хайĕн тăван шкулне, юратнă вĕрентекенĕсене асра тытса сăвăсем çырнă, çырать те. Итлесе пăхар-ха ачасем паянхи урок темипе хатĕрленĕ сăвăсене.

Вĕрентекенĕм

Вĕрентекен, вĕрентекен!

Сана чунтан эп тав тăватăп,

Сан умăнта пуçа таятăп

Ăс панăшăн пире куллен.


Вĕрентекен, вĕрентекен!

Йăл-йăл куллу умрах, умрах,

Вăл йăлтăртатĕ çуттăнрах

Çулсем пĕр вĕçĕм иртнĕçемĕн.


Вĕрентекен, вĕрентекен!

Чуну сан тĕнче евĕр аслă,

Пире пиллерĕн çут пуласлăх

Телей сунса чун-чĕререн.

Петĕр Çăлкуç

ФӘНИС ЯРУЛЛИН сүзләре
Сез иң гүзәл кеше икәнсез


Килгән чакта башка авырлык,
Җитми калса көч йә сабырлык,
Сиздермичә ярдәм иткәнсез —
Сез иң күркәм кеше икәнсез.


Укып чыгып, дөнья тануны,
Бәхетебезне эзләп табуны
Зур ышаныч белән көткәнсез —
Сез иң сабыр кеше икәнсез.


2) - Паян урокра мěн çěнни тата интересли пěлтĕр?

V. Рефлекси. Ачасем хăйсен кăмăлне тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе палăртни (тĕссен пĕлтерĕшне ăнлантаракан таблицăпа усă курса конвертсенчен кирлĕ чечеке суйласа илеççĕ).

Эсĕ паян мĕнле кăмăллă?

hello_html_m698d484b.pngхĕрлĕ

лăпкă мар

(нервозное, возбужденное, неспокойное состояние)

hello_html_m107c944.pngхĕрлĕ сарă

савăнăçлă, хаваслă

(радостное, восторженное настроение)

hello_html_600e433a.pngсарă

кăмăллă, лăпкă

(приятное, спокойное настроение)

hello_html_61948890.pngсимĕс

активлă, хастар

(активное состояние)

hello_html_m76ed6ce0.pngкăвак

кичем, ывăнчăк

(грустное настроение, усталое состояние)

hello_html_657ca83a.pngхĕрлĕ кăвак

пăшăрханчăк

(беспокойное, тревожное настроение, близкое к разочарованию)

hello_html_7a92569f.pngсăрă

кăмăлсăр

(замкнутое состояние, огорченное настроение)

hello_html_m7fdcb2da.pngхăмăр

пассивлă, сÿрĕк

(пассивное, неуверенное состояние)




Ачасем чечексене ÿкерчĕк никĕсĕ çине çыпăçтарни, динамикăллă картина туни, урок вĕçĕнче хăйсен мĕнле кăмăл пулнине калани.


hello_html_3d0d2da1.jpg



VI. Киле ĕç пани. (Килте тумалли ĕç суйлавлă)

1) вĕренÿпе çыхăннă 10 ваттисен сăмахĕ тупса çырмалла;

2) шкулти пурнăçпа çыхăннă ÿкерчĕк ÿкермелле;

3) 54 страницăра панă 2-мĕш ĕçе пурнăçламалла.








VII. Ачасен ĕçне хаклани.


Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.





«5»



«4


«3»

«2





Учитель лартнă паллă: _____


VIII. Урока вĕçлени.

Ачасем, урок вěçленсе пынă май сире пĕлÿ тĕнчинче ăнăçу сунатăп. Ваттисем мĕн ĕлĕкрен «Шкулта лайăх вĕренекене пурăнма та аван», - тенĕ. Çавăнпа та яланах тăрăшса вĕренĕр, тĕпчĕр, çитĕнÿсемпе çунатланăр, иксĕлми телейпе çиçĕр, вĕрентекенсемпе тăван шкул чысне çÿле çĕклекенсем пулăр.

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай,

Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай





57 вебинаров для учителей на разные темы
ПЕРЕЙТИ к бесплатному просмотру
(заказ свидетельства о просмотре - только до 11 декабря)

Автор
Дата добавления 07.10.2016
Раздел Иностранные языки
Подраздел Конспекты
Просмотров33
Номер материала ДБ-244108
Получить свидетельство о публикации

Комментарии:

1 месяц назад

Обобщающий урок про школу.

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх