848071
столько раз учителя, ученики и родители
посетили сайт «Инфоурок»
за прошедшие 24 часа
+Добавить материал
и получить бесплатное
свидетельство о публикации
в СМИ №ФС77-60625 от 20.01.2015
Дистанционные курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации для педагогов

Дистанционные курсы для педагогов - курсы профессиональной переподготовки от 5 480 руб.;
- курсы повышения квалификации от 1 400 руб.
Московские документы для аттестации

ВЫБРАТЬ КУРС СО СКИДКОЙ 60%

ВНИМАНИЕ: Скидка действует ТОЛЬКО до 28 февраля!

(Лицензия на осуществление образовательной деятельности №038767 выдана ООО "Столичный учебный центр", г.Москва)

Инфоурок / Другое / Конспекты / Урок-викторина по чувашскому языку для 3 класса "По рассказам И.Я. Яковлева"

Урок-викторина по чувашскому языку для 3 класса "По рассказам И.Я. Яковлева"


Напоминаем, что в соответствии с профстандартом педагога (утверждён Приказом Минтруда России), если у Вас нет соответствующего преподаваемому предмету образования, то Вам необходимо пройти профессиональную переподготовку по профилю педагогической деятельности. Сделать это Вы можете дистанционно на сайте проекта "Инфоурок" и получить диплом с присвоением квалификации уже через 2 месяца!

Только сейчас действует СКИДКА 50% для всех педагогов на все 184 курса профессиональной переподготовки! Доступна рассрочка с первым взносом всего 10%, при этом цена курса не увеличивается из-за использования рассрочки!

ВЫБРАТЬ КУРС И ПОДАТЬ ЗАЯВКУ
библиотека
материалов
Скачать материал целиком можно бесплатно по ссылке внизу страницы.

«Иван Яковлевич Яковлев калавĕсем тăрăх»

(3-мĕш классенче ирттермелли викторина-урок)

Нелли Анатольевна КРАСНОВА,

Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире

чăваш чĕлхи вĕрентекен

Урок тĕллевĕсем: 1.Ачасене И. Я. Яковлев пурнăçĕпе, унăн калавĕсемпе паллаштарасси, асăннă темăпа пухнă пĕлÿсене çирĕплетесси, калавсен тĕп шухăшне ăнланма вĕрентесси.

2.Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе аталантарасси.

3. Çыннăн ырă енĕсене курма, ĕçчен, тимлĕ, туслă пулма, тĕрĕслĕхе, пур халăха хисеплеме вĕрентесси.

Кирлĕ хатĕрсем: И. Я. Яковлев портречĕ, «Утăра», «Лаша шырани», И. Я. Яковлев пурнăçĕпе çыхăннă кĕнекесем; «Эпир кĕнеке хуплашки тăватпăр» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕксен куравĕ, çăрттан, карас, кашкăр, пан улми, автан хÿри, çăмарта, урапа, çунашка, лаша ÿкерчĕкĕсем, баллсем шутламалли хутран касса кăларнă çаврашкасем.

Викторинăна ИКТ-па усă курса та ирттерме пулать. Кун пек тăвас пулсан викторина содержанийĕпе слайдсем хатĕрлемелле.

Урок умĕнхи ĕç: малтанхи уроксенче вĕренекенсене И.Я. Яковлев пурнăçĕпе кĕскен паллаштармалла, вĕренÿ кĕнекинчи «Хураçка» калава (106 стр.), «Утăра», «Лаша шырани» кĕнекесенчи «Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Чакак» калавсене вуласа тухса тишкермелле, пĕр-пĕр калавăн хуплашкине ÿкерме сĕнмелле, ачасен ĕçĕсен куравне йĕркелемелле. Ачасен пĕлÿ шайне кура вуламалли калавсен е викторинăри конкурссен хисепне пĕчĕклетме пулать.

Урок юхăмĕ

I. Класа урока йĕркелени.

II. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, ĕç йĕркипе паллаштарасси.

Ачасене виçĕ ушкăна уйăрни.

III. «И.Я. Яковлев çинчен пĕлетĕр-и?» кĕске викторина.

(Кашни ыйтăва хуравламассерен доска çине вуланă калавсен ячĕсем тухса пыраççĕ, тĕрĕс хуравлакансем пĕрер çаврашка илеççĕ).

1) И.Я. Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă? ( 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Тутар Республикинчи Кăнна-Кушки ялĕ ).

2) И.Я. Яковлев мĕнле вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ? (ялти училище; çĕр виçме вĕренекенсен класĕсем, Чĕмпĕр хулинчи гимнази; Хусан университечĕ).

  1. Яковлев алфавитĕнче миçе сас палли пулнă? (25).

  2. Вăл миçе букварь хатĕрленĕ? (3).

  3. Чĕмпĕр хулинче чăваш ачисем валли мĕн уçнă? (шкул).

  4. Яковлев миçе çул пурăннă, хăçан çĕре кĕнĕ? (82 çул, 1930-мĕш çул).

7) Чăваш Республикинче Иван Яковлевича мĕнле чысласа астăваççĕ? (Шупашкарта палăк, Яковлев проспекчĕ пур, Педагогика университечĕ, шкулсем И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ, музейсем пур).

(«Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Хураçка», «Чакак» калав ячĕсене çырнă хăюсем доска çинче вырнаçаççĕ.)

IV. «Хăш калавран?» конкурс.

- Çак сыпăксене И. Яковлевăн хăш калавĕнчен илнĕ? (Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл – 1 çаврашка).

1) «–Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет». («Лаша шырани»)

2) «Сынсем чупса пычĕç тет, кашкăрĕ çук та тет». («Суеçĕ»)

3) «Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак» тесе чакаклатать». («Чакак»)

4) «Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ.» («Хураçка»)

5) «Чăвашсем сĕрсе кăлармассерен: -Çук та çук! – тесе калаççĕ тет». («Пулă сĕрни»)

6) «Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса, чĕпписене тăрантарать». («Чакак»)

V. «Сăнланă тăрăх герой ятне пĕл» конкурс.

(Герой ятне каланăшăн – 1 балл, калав ячĕшĕн – тепĕр балл.)

  1. «Шурă улаччĕ, - тесе каларĕ тет». («Лаша шырани» - лаша).

  2. «Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Киккирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм». («Автан»).

  3. «Çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать» («Чакак»).

  4. «Эпĕ ăна хĕлле.çунашкана кÿлтĕм». («Хураçка»).

VI. «Малалла мĕн пулнă?» конкурс.

(Калав содержанине çывăх тĕрĕс предложени йĕркелесен – 2 балл).

  1. «Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пурăннă тет. Кахалĕ улма йывăççи айне кĕрсе выртнă тет те…» («…- Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ÿкинччĕ – тесе выртать тет».)

  2. «Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те…» («…ки-ки-рик-ку!» тесе авăтать»).

  3. «– Çак ху айăнтиех мар-и? – тесе каларĕ тет лешĕ. Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине…» («…- çакă, çакă, çакă! – терĕ тет».)

  4. «Хам çуна çине лартăм та…» («…- Ну, атя, Хураçка, урамалла, - тесе пушăпа çат! тутартăм».)

VII. «Калава выляса кăтарт» конкурс.

Ушкăнсем пĕрер калав («Лаша шырани», е «Суеçĕ», е «Пулă сĕрни») пантомимăпа выляса кăтартаççĕ, теприсем хăш калав пулнине калаççĕ. (Ăнланмалла та интереслĕ кăтартнăшăн – 3 балл, калав ятне пĕлнĕшĕн – 1 балл).

VIII. «Япалана пĕл» конкурс.

Ачасене япаласен ÿкерчĕкĕсене кăтартмалла. Вĕсен ку япала хăш калавран тата хăш геройăн пулнине пĕлмелле. (Тĕрĕс пĕлсен – 2 балл)

  1. Автан хÿри («Автан») 2) Çăрттанпа караç («Пулă сĕрни»)

3) Пан улми («Кахалпа юлхав») 4) Çăмарта («Чакак»)

5) Çунашка («Хураçка») 6) Лаша («Лаша шырани»)

  1. Кашкăр («Суеçĕ»)

IX. «Калава пĕл» конкурс.

Доска çине сăмахсен ушкăнĕсене çырнă. Ачасен кашни ушкăнри сăмахсене вуласа тухса вĕсем хăш калавра тĕл пулнине каламалла, тата мĕнле сăмах çак ушкăнра ытлашшине тупса палăртмалла (икĕ балл), сăмахсемпе усă курса калав содержанине çывăх предложенисем йĕркелемелле (кашни предложенишĕн – 1 балл).

  1. Улма йывăççи, слива, пан улми, çăвар. («Кахалпа юлхав»).

  2. Йытă, çуна, йĕлтĕр, пĕрене. («Хураçка»).

  3. Вăрман, чĕпĕ, ял, çăмарта, кĕнеке. («Чакак»).

  4. Сасă, урапа, хÿре, киккирик, ура, алă. («Автан»).

  5. Ача, кашкăр, тилĕ, сурăх. («Суеçĕ»).

  6. Ял, лаша, ăслă çын, хула. («Лаша шырани»).

X. «Ваттисен сăмахĕсене майла» конкурс.

И.Я. Яковлев калавĕсенчи ăса вĕрентекен сăмахсене тĕрĕс пуçтармалла: Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн. Чăваш, вырăс, тутар – пурте пĕр: çынсем. (Кашни сăмаха уйрăм хăю çине çырнă. Кашни ушкăн пĕр евĕрлĕ ĕç илет. Тĕрĕс уйăрса йĕркелесен – 4 балл, чи хăвăрт пуçтаракансене – хушма 1 балл).

Ачасем И.Я. Яковлев калавĕсем мĕнле пулма вĕрентнине каласа хăварни.

XI. Урока пĕтĕмлетни.

Баллсене (çаврашкасене) шутласа хăш ушкăн çĕнтернине палăртасси. Яковлев кун-çулĕпе калавĕсене ачасем мĕнле пĕлнине пĕтĕмлетсе калани. Ачасен ĕçне хаклани, «Эпир кĕнеке хуплашки тăватпăр» конкурсăн çĕнтерÿçисене парнесем пани.

Литература: 1. Антонова З.С., Чернова Н.Н., Игнатьева В. И., Сергеев Ю.Д. Чăваш сăмахĕ: Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн 3-мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли кĕнеке. – Ш., 2001.

2. Васильев Е.В., Патмар Э.И. Лаша шырани: И.Я. Яковлев калавĕсем.

3. Васечкина О. В. Вспоминая сказки Г. Х. Андерсена.// Начальная школа. №1, 1994. – С.71.


Краткое описание документа:

Урок призван закрепить знания, полученные детьми о жизни и творческой деятельности чувашского просветителя И.Я. Яковлева, а также способствовать воспитанию хороших качеств человека на основе его произведений.

Перед проведением викторины на предыдущих уроках необходимо познакомить учащихся с краткой биографией И.Я. Яковлева, прочитать его сказки и рассказы, включающие «Хураçка», «Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Чакак».

Общая информация

Номер материала: 307129



Очень низкие цены на курсы переподготовки от Московского учебного центра для педагогов

Специально для учителей, воспитателей и других работников системы образования действуют 60% скидки (только до конца зимы) при обучении на курсах профессиональной переподготовки (124 курса на выбор).

После окончания обучения выдаётся диплом о профессиональной переподготовке установленного образца с присвоением квалификации (признаётся при прохождении аттестации по всей России).

Подайте заявку на интересующий Вас курс сейчас: KURSY.ORG

Только до конца зимы! Скидка 60% для педагогов на ДИПЛОМЫ от Столичного учебного центра!

Курсы профессиональной переподготовки и повышения квалификации от 1 400 руб.
Для выбора курса воспользуйтесь удобным поиском на сайте KURSY.ORG


Вы получите официальный Диплом или Удостоверение установленного образца в соответствии с требованиями государства (образовательная Лицензия № 038767 выдана ООО "Столичный учебный центр" Департаментом образования города МОСКВЫ).

Московские документы для аттестации: KURSY.ORG


Вам будут интересны эти курсы:

Курс профессиональной переподготовки «Маркетинг: теория и методика обучения в образовательной организации»
Курс повышения квалификации «Интеллектуальная собственность: авторское право, патенты, товарные знаки, бренды»
Курс повышения квалификации «Основы местного самоуправления и муниципальной службы»
Курс повышения квалификации «Формирование компетенций межкультурной коммуникации в условиях реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Экономика предприятия: оценка эффективности деятельности»
Курс повышения квалификации «Специфика преподавания конституционного права с учетом реализации ФГОС»
Курс повышения квалификации «Применение MS Word, Excel в финансовых расчетах»
Курс повышения квалификации «Разработка бизнес-плана и анализ инвестиционных проектов»
Курс повышения квалификации «Источники финансов»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности помощника-референта руководителя со знанием иностранных языков»
Курс профессиональной переподготовки «Организация деятельности секретаря руководителя со знанием английского языка»
Курс профессиональной переподготовки «Корпоративная культура как фактор эффективности современной организации»
Курс профессиональной переподготовки «Организация маркетинговой деятельности»
Курс профессиональной переподготовки «Технический контроль и техническая подготовка сварочного процесса»
Курс профессиональной переподготовки «Управление корпоративной информационной безопасностью: Администрирование и эксплуатация аппаратно-программных средств защиты информации в компьютерных системах»

Благодарность за вклад в развитие крупнейшей онлайн-библиотеки методических разработок для учителей

Опубликуйте минимум 3 материала, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную благодарность

Сертификат о создании сайта

Добавьте минимум пять материалов, чтобы получить сертификат о создании сайта

Грамота за использование ИКТ в работе педагога

Опубликуйте минимум 10 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Свидетельство о представлении обобщённого педагогического опыта на Всероссийском уровне

Опубликуйте минимум 15 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данное cвидетельство

Грамота за высокий профессионализм, проявленный в процессе создания и развития собственного учительского сайта в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 20 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Грамота за активное участие в работе над повышением качества образования совместно с проектом "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 25 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную грамоту

Почётная грамота за научно-просветительскую и образовательную деятельность в рамках проекта "Инфоурок"

Опубликуйте минимум 40 материалов, чтобы БЕСПЛАТНО получить и скачать данную почётную грамоту

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.