Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Свидетельство о публикации

Автоматическая выдача свидетельства о публикации в официальном СМИ сразу после добавления материала на сайт - Бесплатно

Добавить свой материал

За каждый опубликованный материал Вы получите бесплатное свидетельство о публикации от проекта «Инфоурок»

(Свидетельство о регистрации СМИ: Эл №ФС77-60625 от 20.01.2015)

Инфоурок / Классному руководителю / Другие методич. материалы / Внеклассное мероприятие: игра "Своя игра" на чувашском языке (5класс)
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 28 июня.

Подать заявку на курс
  • Классному руководителю

Внеклассное мероприятие: игра "Своя игра" на чувашском языке (5класс)

библиотека
материалов

«Манăн вăйă» вăйă сценарийĕ.


Тĕллевĕсем: 5-мĕш класра тăван литература урокĕнче вĕреннĕ хайлавсене аса илсе çирĕплетесси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, харпăр хăйне сăпайлă тытма, тимлĕ пулма вĕрентесси.

Ăмăрту-вăйă формăллă.

Кирлĕ хатĕрсем: доска çине таблица ÿкермелле (категорисем, ыйту хакĕсем), карточка (тест ыйтăвĕсем), А4 хут, ручка, парне.


ПЛАН: 1. Учитель сăмахĕ.

2. «Манăн вăйă» вăййа выляни:

1) Вăйă йĕркипе паллаштарни;

2) Вылякансене палăртни;

3) 1-мĕш раунд;

4) Кану саманчĕ;

5) 2-мĕш раунд;

6) «Манăн вăйă» (финал).

3. Вăййа пĕтĕмлетни (рефлекси).


Вăйă юхăмĕ.

1. Учитель сăмахĕ.

- Ырă кун, ачасем! Эпир паян кунта литература вăййи выляма пуçтарăнтăмăр. 5-мĕш класри ачасем тăван литература урокĕнче хайлавсене мĕнле вĕренсе пынине тĕрĕслĕпĕр. Телевизорпа НТВ каналпа пыракан «Своя игра» передача евĕр иртĕ паянхи мероприяти. Вăйă пире тимлĕхе, шухăшлава аталантарма пулăшĕ.


2. «Хамăн вăйă» выляни.

1) Вăйă йĕркипе паллаштарни.

- Вăййа виçĕ ача хутшăнать. Ытти ачасем тимлĕ итлесе лараççĕ, алă çупаççĕ, кану вăхă-тĕнче сăвă калама хатĕрленсе лараççĕ.

Вăйă йĕрки: 3 раунд пулать: 1-мĕш раунд, 2-мĕш раунд тата «Манăн вăйă» (финал). Икĕ раундра 15-шер ыйту пулать. Ыйтусем тĕрлĕ темăра е категорире вырнаçнă. Кашни ыйтăвăн хăйĕн хакĕ пур: 10, 20, 30, 40, 50, 60, 80, 100.

Ачасем черетпе пĕрин хыççăн тепри килĕшнĕ категори суйлаççĕ, хакне калаççĕ, ыйту çине хуравлаççĕ. Шухăшлама – 30 çеккунт. Вылякан тĕрĕс хуравларĕ пулсан ыйту хакĕ чухлĕ хут çине очко çырса хурать, енчен те ыйтăва тĕрĕс хуравлаймасан е калаймасан çавăн чухлĕ очко кăларăнать.

Ыйтусем хушшинче «Михĕри кушак аçи» (выр. «Кот в мешке») пур. Вылякан хăйĕн ыйтăвне тепĕр вылякана парать. Лешĕ пĕлеймесен 0 очко илет.

Тата çак таблицăрах «Аукцион-ыйту» (выр. «Вопрос-аукцион») текенни те пур. Вылякансем хăйсен очкисенчен иртмелле мар число калама пултараççĕ. Кам пысăкрах хак калать, çавă хуравлать. Пĕлсен очко хушăнать, пĕлеймесен – çавăн чухлĕ кăларăнать.

Финал. Вылякансен очкисене шутлатпăр. Камăн очки минуспа е нульпе танлашать, вăл финалта вылямасть. Ыттисем 1 очкоран пуçласа хăйсем пухнă очко таран ставка лартаççĕ. Хут çине ставкăна çырса хураççĕ. Эпĕ пурне те пĕр ыйту паратăп, финалистсем хуравне каллех çырса хураççĕ. Тĕрĕс хуравласан очко тата та ÿсет ĕнтĕ, хуравлаймасан ставка чухлĕ чакать.

Çĕнтерÿçе парне кĕтет.


2) вылякансене палăртни (3 ача).

- Вылякансене тупмалли юмах парса тупăпăр. Виçĕ тупмалли юмах паратăп:

1) Çунатсăр - вĕçет, урасăр - чупать. (Пĕлĕт).

2) Пуçĕ пур та – çÿçĕ çук; çăварĕ пур та – сасси çук. (Пулă.)

3) Çут тĕнчере мĕн мăнтăр? (Çĕр.)

- Саламлатпăр! Тархасшăн, вырнаçса тăрăр малти парта умне. Вăйă пуçланать.


3) 1-мĕш раунд.

- Сирĕн умăрта 3 категори. Категорисем: 1.Тупмалли юмахсем.

2.Ваттисен сăмахĕсем.

3.Эпĕ мĕн ятлă?

- Черетпе пĕр категори суйламалла. Унтан хăвăра кирлĕ хака каламалла. Сăмах 1-мĕш вылякана.


Доска çинче таблица. (Слайд çинче пулсан та аван).


Тупмалли юмахсем


Ваттисен сăмахĕсем


Эпĕ мĕн ятлă?


10

10

10

20

20

20

30

30

30

40

40

40

50

50

50


  1. Тупмалли юмахсем.

10 – Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр).

20 - Алăсăр, пуртăсăр пÿрт лартрĕ. (Вĕçĕн кайăк).

30 - Хĕлĕн-çăвĕн кĕрĕкпе.(Сурăх, така).

40 - Шăлĕ пур – çыртаймасть.(Кĕрепле).

50 – Вĕçет – чĕнмест, выртать – чĕнмест, вилсен шавлать, чарăнма пĕлмест. (Юр).

  1. Ваттисен сăмахĕсем.

Ваттисен сăмахне вĕçлĕр.

10 – Çăкăра чăмласа çи, …. (сăмаха шухăшласа калаç).

20 – Усал сăмах утпа çÿрет, … (ырă сăмах çуран çÿрет).

30 – «Михĕри кушак аçи» сире 20 очко парать. Тест. (Карточка паратăп.)

Хайлавсен авторĕсене тĕрĕс палăртăр?

1. Лидия Сарине а) «Слива вăрри»

2. Марина Карягина ă) «Эсир Куçука курман-и?»

3. Хветĕр Уяр б) «Цирк курма кайни»

40 – Кайăк хитре тĕкĕпе, … (этем ырă ĕçĕпе).

50 – Ĕçлесе выçсан хура çăкăр та тутлă, … (тăрансан пыл та йÿçĕ).

  1. Эпĕ мĕн ятлă?

10 – Çичĕ çулхи ачара Чăваш чунĕ ларать çав, Пĕчĕк куçĕ йĕрсен те, Йăваш тути кулать çав. (Сентти. К.Иванов. «Нарспи»).

20 – «…кÿпшĕм питлĕ, пит çăмартисенчен пÿрнепе тĕксенех юн пĕрĕхсе тухас пек. Çуланса тăракан куç хупанкисем тачка, куçĕсем пачах путса кĕнĕ). (Машук. Мария Ухсай. «Ирхи сывлăм».)

30 – «Çавăн чухнех чапа тухрĕ вăл! Вĕсен килĕ умĕнче автобус чарăнать, хайхине асăрханă çынсем, тăххăрмĕш хутран кушак аннине пĕтĕм остановка пăхса тăрать.» (Аттус хулари кушак. Ева Лисина. «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»).

40 – «Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăкне уçса пăрахрĕ. […] леш хайхи хĕпĕртесе кула-кула ташласа çÿрет. Çапла ташласа çÿрерĕ-çÿрерĕ те алăкран вĕлт!тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвара карса юлчĕç. Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ……пит чее çав! (Тилĕ. «Тилĕ тус» юмахран.)

50 – «Урампа, аври таранах пылчăкпа вараланнă пушшисене аран сĕтĕрсе, пĕчĕк кĕтÿçсем таврăнаççĕ. Уринчен ури те иртмест хăйсен. Аттисем кăна мар, тумтирĕсем те çурăм таранах пылчăклă. Курăклăрах вырăн шыраса утмаççĕ, тÿррĕн ярса пусаççĕ. Вĕсем хыççăн пылчăк шывĕ шăмпăрт-шăмпăрт! Туса юлать.» (Улатимĕрпе Ваççа. И.Егоров. «Ывăл»)


4) Кану саманчĕ. Курса ларакансем сăвă пăхмасăр каласа параççĕ е К.Ивановăн «Икĕ хĕр» юмахне инсценировка кăтартса параççĕ.


5) 2-мĕш раунд.

Категорисем:

1.Сăнавсем мĕне пĕлтереççĕ?

2.Чĕлхене илемлетекен мелсем.

3. Авторне пĕл.


Сăнавсем мĕне пĕлтереççĕ?


Чĕлхене илемлетекен мелсем


Авторне пĕл

20

20

20

40

40

40

60

60

60

80

80

80

100

100

100


  1. Сăнавсем мĕне пĕлтереççĕ?

10 – Чĕкеç çĕр çумĕпех вĕçни мĕне пĕлтерет? (Çумăр çăвасса).

20 – Халăх каларăшĕ тăрăх, хур хăрах ура çинче тăни мĕне пĕлтерет? (Сивĕтессе).

30 – Хĕвел витĕр çумăр çуни, ваттисем сăнанă тăрăх, мĕне пĕлтерет? (Çумăр тепре, татах çăвасса).

40 - Кураксем кĕркунне ир кайсан хĕлле мĕнле килет? (хĕлле сивĕ килет).

50 – «Шăм-шак сурать - …….., вăрмана çырлана ан кайăр», - терĕ пире асанне. (Çумăр пулать.)

  1. Чĕлхене илемлетекен мелсем

Çак йĕркесенче чĕлхене илемлетекен мĕнле мел пур?

10 – «Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ». («Ăшă сăмах», «сивĕ сăмах» - эпитетсем).

20 – «Михĕри кушак аçи» сире 100 очко парать. Тест. (Карточка.)

Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Юрий Скворцов а) «Ǎслă ача» хайлав

2. Геннадий Волков ă) «Амаçури анне» калав

30 – Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм, Хирти сарă чечек пек. (Танлаштару).

40 – «Хĕвел ури» чĕлхене илемлетекен мĕнле мел пулать? (Метафора).

50 – «Йăван пушă хире тухать. Ку хирĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть, ăçта ан пăх, хăйăр анчах сарăлса выртать». (Пысăклатса, ÿстерсе калани).

3. Авторне пĕл.

10 – «Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм! Акăр çулĕпе сик, тыллăм, Çав кин патне çит, тыллăм, Çав кин пуçне çи, тыллăм!...» (К.В.Иванов. «Тимĕр тылă».)

20 – «Аукцион-ыйту». «Килте эпир виççĕн: эпĕ, сăпкари Улентей шăллăм тата …стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕк. Аттен аслă пиччĕшĕ. Вăл чикĕ хуралçи пулнă…. Унăн куçĕ вăрттăн кулать тейĕн. Тĕлĕнмелле, унăн куçĕнчен ниçта та пытанма çук.» Кам-ши хуралçи? (Ехвин мучи. Исмай Исемпекĕн «Чун хуралçи».)

30 – 2013 çулта тухнă 5-мĕш класăн «Тăван литература» вĕренÿ кĕнекине çырса-пухса хатĕрленĕ авторсем. (Н.Г.Ивановăпа П.Н.Метин)

40 – Чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм çыравçисенчен пĕри. Вăл нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырнă. «Ача чухнехи», «Чăхпа кушак» хайлавсен, «Шĕшкĕ» юмахăн авторĕ. (Трубина Мархви).

50 - «- Ваçкă! Ваçкă теп! Эх, çак ачан тертне! Ăçта çÿрет çĕр хута!

Шарт сикнипе икĕ ывăçри сливăсем çаннăм витĕр кĕпе ăшне чăмрĕç, унтан çĕре сикрĕç….» (Марина Карягина. «Слива вăрри».)


6) «Манăн вăйă» (финал).

- Финал. Вылякансен очкисене шутлатпăр. Камăн очки минуспа е нульпе танлашать, вăл финалта вылямасть. Ыттисем 1 очкоран пуçласа хăйсем пухнă очко таран ставка лартаççĕ (хут çине очко çыраççĕ).

- Лартрăмăр. Эпĕ ыйтăвне вулатăп: «Эсир Куçука курман-и?» – илтĕнчĕ сасă. – «Эпĕ кунта!» - терĕ ача ушкăнран тухса. – «Чĕкеç кума килчĕ. Сана курасшăн,» - терĕ мучи». Мучин ятне çырмалла (хуравне çырса хураççĕ). Хуравĕ: Йăван мучи. Хветĕр Уярăн «Эсир Куçука курман-и?» калавран.


3. Вăййа пĕтĕмлетни (рефлекси).

- Вăйă вĕçленчĕ. Çÿнтерÿçĕ парне илет. Халĕ эпĕ репортер пулса сиртен паянхи вăйă çинчен ыйтса пĕлĕп. Çĕнтерÿçе калаçтарар-ха малтан. (Ытти ачасем те микрофонпа калаçнă пек тăваççĕ).






Подайте заявку сейчас на любой интересующий Вас курс переподготовки, чтобы получить диплом со скидкой 50% уже осенью 2017 года.


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Автор
Дата добавления 13.02.2016
Раздел Классному руководителю
Подраздел Другие методич. материалы
Просмотров454
Номер материала ДВ-450272
Получить свидетельство о публикации
Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх