Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Внеклассное мероприятие на тему "Хлеб - всему голова"

Внеклассное мероприятие на тему "Хлеб - всему голова"

  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи

вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ

Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул



Çǎкǎртан асли çук

(5-6-мĕш классемпе ирттермелли уçǎ мероприятин сценарийĕ)



Методика кǎтартǎвĕсен конкурсĕ

Номинаци: ирĕклĕ тема






Ĕçе тăваканĕ: Тикашри тĕп шкулта чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен Платонова Е.И






Вăрмар-2014-Тикаш





Уçǎ мероприятин актуаллǎхĕ:

Тĕнчере хǎш-пĕр ǎнлавсен пахалǎхне, пĕлтерĕшне нимĕнле виçепе те виçсе хаклаймастпǎр. Вĕсен шутне сывлǎш, çĕр, шыв, хĕвел кĕрет.Çак ǎнлавсен шутне авалхи, анчах ĕмĕр-ĕмĕрех çамрǎк апат-çимĕçе – çǎкǎра - кĕртме пулать. «Çǎкǎртан асли çук», - тесе вĕрентет ваттисен сǎмахĕ. Çǎкǎрсǎр ирхи апат та, кǎнтǎр апачĕ те, уяв сĕтелĕ те илемлĕ мар. Çапла вара çǎкǎр ĕмĕр тǎршшĕпех çынпа пĕрле. Çǎкǎр пирĕн ырǎ юлташ. Çак тутлǎ сǎмаха кирек мĕнле чĕлхере те юратса та ǎшшǎн калаççĕ. Çǎкǎрǎн çын пурнǎçĕнчи пĕлтерĕшĕ нихǎçан та çухалс çук.



Уçǎ мероприятин тĕллевĕсем:

- çǎкǎра упрама, хисеплеме, перекетлĕ тыткалама вĕрентесси;

- ачасене ушкǎнри ĕçре хǎйсен пултарулǎхне кǎтартма вĕрентесси;

- пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хǎнǎхтарасси;

- тимлĕ пулма, туслǎха хаклама, ĕçе юратма вĕрентесси.



Уçǎ мероприятин задачисем:

- çǎкǎр çинчен вĕреннĕ хайлавсене аса илесси;

- пухнǎ пĕлĕве тĕрлĕ ĕç туса ǎша хывасси;

- çǎкǎр çын пурнǎçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырǎн йышǎннине палǎртса хǎварасси.























Çǎкǎртан асли çук

(5-6-мĕш классенче ирттермелли уçǎ мероприятин тулли сценарийĕ)

Зала çǎкǎра сǎнлакан ỹкерчĕксемпе, ваттисен сǎмахĕсем, каларǎшсем çырнǎ плакатсемпе, И.И.Шишкинǎн «Рожь» ятлǎ картинипе, ачасем амǎшĕсемпе чустаран хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçпе, сушкǎпа сǎмаварпа, «Академия Хлеба» хаçатран илнĕ рецептсемпе, ал шǎлли çине хунǎ çавра çǎкǎрпа илемлетнĕ.



Кирлĕ техника хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темǎпа хатĕрленĕ слайдсем, магнитофон.

Залра «Алран кайми аки-сухи» юрǎ янǎрать.

Алран кайми аки-сухи!

Алран кайми аки-сухи!
Асран кайми атти-анни!
Ая-ай-ай, ая-ай-ай.

Асран кайми пĕлĕш-тантăш!

Асран кайми пĕлĕш-тантăш!
Пуринчен пахи ял-йыш, пускил!
Ая-ай-ай ,ая-ай-ай.

Ай ĕçер-и, ай çиер-и,

Ай ĕçер-и, ай çиер-и,
Виличчен пĕрле ай пурнар-и?
Ая-ай-ай, ая-ай-ай.

Алран кайми аки-сухи!
Асран кайми атти-анни!
Ая-ай-ай, ая-ай-ай.


Зала ертсе пыракансем тухаççĕ.


1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎртан асли çук,

Çǎкǎртан хакли çук.

Çǎкǎр вǎл – çынсен кун-çулĕ,

Вǎл пулсассǎн пурнǎç пулĕ.


2-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎрта ĕçченĕн тарĕ,

Вǎйĕ, шанчǎкĕ, хастарĕ,

Канǎçсǎр ĕç-хĕл уявĕ,

Çĕрĕм-шывǎмǎн мухтавĕ.

(В.Прохоров)





1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр вǎл сĕтел илемĕ,

Çǎкǎр пурнǎç тǎсакан.

Вǎл пулас кунсен хĕлхемĕ.

Тĕнче ырǎ вǎл пулсан.

(В.Давыдов-Анатри)

2-мĕш ертсе пыракан: «Çǎкǎртан асли çук» теççĕ халǎхра, мĕншĕн тесен мĕн авалтан халǎх ǎнлавĕнче çǎкǎр пуринчен те хаклǎрах, тасарах, аслǎрах пулнǎ.Ахальтен мар чылай йǎла-йĕрке çǎкǎрпа çыхǎннǎ. Сĕтел çине ытти апат-çимĕç лартиччен чи малтан çǎкǎрпа тǎвар лартаççĕ. Этем çут тĕнчене килет-и, салатка каять-и, çемье çавǎрать-и – пур чухне те пуçламан çавра çǎкǎрпа пилленĕ, ыррине суннǎ. Чи хисеплĕ хǎнана халǎх алǎра çǎкǎр тытса кĕтсе илнĕ. Тупа тунǎ чухне те чǎваш çынни çǎкǎр çыртса тупа тунǎ. Çĕнĕ тырǎран пĕçернĕ çǎкǎра ялĕпех астивсе пǎхнǎ.

Паян эпир сирĕнпе «Çǎкǎртан асли çук» вǎйǎ-уяв ирттерĕпĕр, тĕрлĕ вǎйǎсем выльǎпǎр. Кашни тĕрĕс хуравшǎн – «Ылтǎн пучах» («Ылтǎн пучахсене» ачасем хутран ǎсталанǎ). Пучах чи нумай пуçтараканĕ çĕнтерỹçĕ пулĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Ăнǎçу сире, вǎййа хутшǎнакансем!

2-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр çинчен калакан ваттисен сǎмахĕсен пуçламǎшне калатǎп, эсир – пĕтмĕшне.

  1. Çǎкǎр вǎл- …………………(çĕр тĕрекĕ)

  2. Çǎкǎр тутине - …………….(ĕçлекен пĕлет)

  3. Çǎкǎр-тǎварсǎр…………….(çур апат теççĕ)

  4. Кашни тыр пĕрчинче ………(тар тумламĕ пур)

  5. Хǎв аллупа тупнǎ çǎкǎр……..(техĕмлĕ)

  6. Ẽçчен çыншǎн çǎкǎр та ……..(кулачǎ пекех)

  7. Килти хура çǎкǎр ютри………( шур çǎкǎртан тутлǎрах)

  8. Выçсан çǎкǎр та тутлǎ, тǎрансан..(пыл та йỹçĕ)

  9. Пылна лартса патǎн пулсан, ……(çǎкǎрна та ан хĕрхен)

  10. Килти çǎкǎр пĕтсен, çын çǎкǎрĕпе…… (тутǎ пулаймǎн)

  11. Арман чулĕ витĕр тухмасǎр çǎкǎр……..(çǎвара кĕмест)

  12. Хура çǎкǎр çиекен нихçан та…………..(хур курман)

(Ачасем уява пуçтарǎннǎ ашшĕ-амǎшĕсенчен те ваттисен сǎмахĕсене аса илме ыйтаççĕ. Кам пĕлет - тухса калать.)

1-мĕш ертсе пыракан: Çĕр чǎмǎрĕ евĕр çавра

Çĕн çǎкǎр куратǎп умра.

Ун пичĕ –тин тухнǎ хĕвел-

Сасартǎк çуталчĕ тĕпел.

2-мĕш ертсе пыракан: Шǎпланчĕ пỹрт ǎшĕ пĕр си

Пылланчĕ вĕри хир шǎрши.

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ,

Савса хǎналаççĕ: ас тив.

Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!

Мухтав сана тырǎ ǎсти!

Чĕлле эп тытатǎп типтерлĕн.

Вǎл çǎкǎр. Ун ячĕ çỹлте.

1-мĕш ертсе пыракан: Хĕвел пайǎрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ǎшши ман ỹте.

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслǎ.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çǎкǎртан ан пул аслǎ».

Саккун вǎл пултǎр ялан.

( А. Воробьев)

2-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр, тыр-пул çинчен тупмалли юмахсен тупсǎмĕсене пĕлĕр.

  1. Патакпа хĕртеççĕ, чулпа хĕстереççĕ, кǎварпа пĕçереççĕ, çĕçĕпе ваклаççĕ. Мана пурте юратаççĕ. (çǎкǎр)

  2. Çиелти хытǎ, варри çемçе, айĕ шурǎ. (çǎкǎр)

  3. Ик эрнерен çуралать, сакǎр эрне сǎпкара выртать, 25 эрне папка ǎшĕнче çывать, 4 эрне ỹсет, 2 эрне савǎнать, 2 эрне самǎрǎлать, 2 эрне саралать, çулталǎкран çаврǎнать. ( ыраш)

  4. Акарин те макарин,

Ыран паян килмесен

Ÿкетĕп те вилетĕп.(урпа)

  1. Йĕтĕр-йĕтĕр йĕтĕрпи,

Йĕтĕр тǎрри шерепи.(Сĕлĕ)

  1. Чипер кайǎкǎн хырǎмĕ çурǎк. (тулǎ)

  2. Çǎкалǎхра тǎманлǎх. (çǎнǎх аллани)

  3. Паш - паш калаçать – чунĕ çук, этем мар. (чуста йỹçни)

1hello_html_24810e9e.jpg-мĕш ертсе пыракан: Тинĕс пек анлǎ уй-хирте ылтǎн пучахсем куçа илĕртеççĕ, енчен енне авǎнса тем çинчен пǎшǎлтатаççĕ. Сар хĕвел ǎшшипе çǎкǎр пиçет. «Çǎкǎр икĕ хут пиçет» теççĕ халǎхра. Малтан уйра – хĕвелпе, кайран – кǎмакара. Пĕрремĕш хут пиçсен ǎна комбайнпа выраççĕ, çапаççĕ, пуçтарса кĕртеççĕ. Кайран тырра авǎртаççĕ те çǎнǎх тǎваççĕ. Çǎнǎхран чуста çǎраççĕ, хǎпартаççĕ, кǎмакара пĕçерсе кǎлараççĕ. Çакǎн пек пиçет кǎпǎшка та вĕри çǎкǎр. Иккĕмĕш хут пиçсен çиеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, сĕтел çине килсе выртиччен питĕ вǎрǎм çул тǎвать çǎкǎр.

hello_html_m2082f38.jpg









hello_html_m3d1aca2.jpghello_html_3fd008c0.png





hello_html_3fad2ac8.jpghello_html_m26deb71e.png










2-мĕш ертсе пыракан: Пиçсе тухнǎ çĕн çǎкǎр вĕри,

Вǎл хĕвел пек таса çав тери,

Вǎл ĕçченшĕн ялан – чи хакли,

Вǎл кун-çулшǎн куллен – чи кирли,

Вǎл этемлĕхшĕн – ĕмĕр асли.

(И.Миронов)


1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр вǎл – пирĕн пурнǎç, халǎх пуянлǎхĕ. Çǎкǎр авалтанах халǎхра пысǎк хисепре пулнǎ. «Умǎнта çǎкǎр ан татǎлтǎр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырǎ сунса. Паян кун та эпир пысǎк хǎнасене çǎкǎр-тǎварпа кĕтсе илетпĕр.

Ẽлĕкхи вǎхǎтра çǎкǎршǎн хресчен тем чухлĕ асап тỹснĕ.Пиçсе çитнĕ тырра хальхи пек комбайнпа пуçтарман, халǎх çурлапа вырнǎ. Тырра тирпейлĕ тата хǎвǎрт пуçтарса кĕртме турǎран вǎй-хал ыйтнǎ. Пĕрремĕш кĕлтене ялти чи хисеплĕ çынна выртарса çыхтарнǎ. Пилĕк ан ыраттǎр тесе вырса илнĕ пĕрремĕш пучахсене пиçиххи çумне чикнĕ. Хĕвел анса ларичченех уйра ĕçленĕ. 8-9 çула çитнĕ ачасем те тырǎ вырма тухнǎ. Чǎвашсен çĕрĕ хĕсĕк пулнǎ. Тыр-пул тухǎçĕ пысǎк пулман. Хĕрарǎмсене çĕр паман. Чухǎнсен ани-çаранне пуянсем турта-турта илнĕ. Ир пуçласа каçчен ĕçлесен те хресчен тǎраниччен çǎкǎр çисе курайман. Тǎварлǎ куççульпе, вĕри тарпа йĕпеннĕ ун чухне çǎкǎр татǎкĕ.


2-мĕш ертсе пыракан: Каярахпа пурнǎç йĕркеленме пуçланǎ, пирĕн çĕр-шыв çирĕпленсех пынǎ, анчах та кĕтмен инкек çитнĕ – Аслǎ тĕнче вǎрçи пуçланнǎ.

Эп ас тǎватǎп вǎрçǎ çǎкǎрне,

Кашни тĕпренчĕкне.

Унта эрĕм вǎрри тем чул,

Çынсен хуйхи, вĕри куççуль,

Ун тутине – халь те туятǎп.

1-мĕш ертсе пыракан: Вǎрçǎ çǎкǎрĕ. Тем пек хытǎ, йỹçĕ эрĕм çǎкǎрĕ. Пĕтĕм çǎкǎра фронта ǎсатнǎ. Çынсем тǎраниччен çǎкǎр çисе курайман. Хуласенче çǎкǎра карточкǎсемпе туяннǎ. Уншǎн та пулин кунĕ-кунĕпе, çĕрĕ-çĕрĕпе черетре тǎмалла пулнǎ.

1941-1944 çулсенче çĕр-шывра 4312 млн. пǎт тырǎ хатĕрленĕ. Ку кǎтарту пирĕн çĕр-шывшǎн çителĕксĕр пулнǎ. Савǎнпа та çǎкǎр пĕçернĕ çĕре тĕрлĕ им-çам янǎ. Çǎкǎр йỹçĕрех тутǎ каланǎ.


2-мĕш ертсе пыракан: Ленинград хулинче çынсем 900 кун блогадора пурǎннǎ. Ẽçлекен çынсене кунне 250 грамм çǎкǎр панǎ, хула çыннисем 125 грамм çǎкǎр илнĕ. Вǎл та пулин пурне те çитмен.

hello_html_5e76506a.jpg









(Ертсе пыракансем асǎннǎ виçесемпе касса поднос çине хунǎ çǎкǎр чĕллисене катартаççĕ.)

1-мĕш ертсе пыракан: Акǎ В.Алендей аса илĕвĕнчен илнĕ йĕркесем. «Эпĕ Ленинграда хỹтĕлесе çапǎçрǎм, тǎшман ункинче пултǎм. Ленинград çыннисем вǎрçǎ чухне выçǎпа вилни çинчен илтнĕ-и эсир, ачасем? Мана вǎл асапа курма тиврĕ. Талǎкра 300 грамм çǎкǎрпа пурǎнаттǎмǎр»

1-мĕш ертсе пыракан: Çǎмǎл пулман çынсене вǎрçǎ вǎхǎтĕнче. Тĕрлĕ асаппа, нушапа, выçǎпа чире кайса çынсен пурнǎçĕ вǎхǎтсǎр татǎлнǎ.

2-мĕш ертсе пыракан: «Çǎкǎр» сǎмахпа хĕвеллĕ кластер тăватпăр. «Çǎкǎр» сǎмахпа çыхǎннǎ паллǎ ячĕсем тупса çырмалла. (Çǎкǎр- тутлǎ, кǎпǎшка,çаврака,техĕмлĕ,пĕчĕк, пысǎк, çемçе, ǎшǎ, шурǎ, хура, хытǎ, пылак,…)

1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎра кашни кун çисен те йǎлǎхтармасть. Мĕншĕн тесен унра организмшǎн кирлĕ микроэлементсем, витаминсем нумай. Çǎкǎрта 4,7-7% белок, 40-45% углевод пур. Апла пулсан çын хǎйне кирлĕ микроэлементсенчен çуррине çǎкǎртан илет.

2-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр кирлĕ ирхине,

Çǎкǎр кирлĕ каçхине,

Çǎкǎр кирлĕ кашни кун-

Çавǎнта хǎвачĕ ун.

Çǎкǎр пултǎр кǎпǎшрах,

Çǎкǎр пултǎр пахарах,

Çǎкǎр пултǎр тутлǎрах,

Çǎкǎр пултǎр яланах.

1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр пĕрчĕрен пулать. Ачасем, пĕлетĕр-и эсир 1 батон пĕçерме 10.000 пĕрчĕ кирлĕ. Çĕр-шыври пĕтĕм халǎха тǎрантарма миçе пĕрчĕ кирлĕ пулать?

Тепĕр тĕслĕх илсе пǎхǎпǎр. Кашни çын кунне 50 грамм çǎкǎр çисе ямасǎр татǎк хǎварсан е кǎларса пǎрахсан пирĕн шкулта 20 кг яхǎн пуçтарǎнать. Çавǎн чухлĕ çǎкǎр кунне 80 çынна, уйǎхне 2400 çынна, çулталра 28800 çынна тǎрантармаллǎх çитет.

2-мĕш ертсе пыракан: Ẽлĕк чǎваш йǎлипе çǎкǎр сǎмсине кил пуçĕ çинĕ. Çǎкǎрǎн кашни татǎкĕн ячĕ пулнǎ. Çǎкǎр чĕллине сǎвǎласа каснǎ, алǎпа тытса хуçса çинĕ. Çǎкǎр ташлами – иккĕмĕш каснǎ чĕлĕ(çаврака чĕлĕ). Ăна çиекен ỹссен ташǎ ǎсти пулать имĕш.

1-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр темипе инсценировка кǎтартатпǎр. Вǎл çак йĕркепе пулма пултарать: ача çурални, туй, кил-йыш пурнǎçĕ, тупа туни, хǎна кĕртни, çǎкǎрпа çыхǎннǎ ытти курǎнусем пулма пултараççĕ. (Ачасем черетпе инсценировкǎсем выляса кǎтартаççĕ.)



2-мĕш ертсе пыракан: Çǎкǎр çинчен синквейн йĕркелĕр. Тĕслĕх:

Çǎкǎр

Тутлǎ, техĕмлĕ

Пиçет, сивĕнет, тǎрантарать

Çǎкǎртан аслǎ ан пул.

Апат

1-мĕш ертсе пыракан: «Перекетлĕх – пуянлǎх» тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Темиçе ĕмĕр иртсен те çǎкǎр хǎй пахалǎхне çухатмасть. Ачасем, эсир перекетлетĕр-и çǎкǎра? Паянхи темǎна çирĕплетсе мĕн калама пултаратǎр. (Ачасам тĕслĕхсем илсе хǎйсем çǎкǎра перекетлени çинчен каласа параççĕ.)

Çǎкǎра тирпейлĕ тыт.

Çǎкǎр хакĕ пысǎк мар, йỹнĕ пулсан та ан пǎрах.

Çǎкǎра типĕтсе сухари е кириешки ту.

Çǎкǎр татǎкне ан хǎвар.

Çǎкǎр выртнине курсан çĕклесе кайǎксене çитер.


2-мĕш ертсе пыракан: Уяв вĕçленсе пынǎ май И.Яковлевǎн «Кулачǎ» калавĕ тǎрǎх инсценировка курма сĕнетпĕр.

Уяв пурте пĕрле «Анне пĕçернĕ çǎкǎр» юрǎ юрланипе вĕçленет.































Усǎ курнǎ литература

1. Тǎван литература: 6 класǎн вĕренỹпе вулав кĕнеки. З.С.Антоновǎпа Н.Г. Иванова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар,2009.

2. Егорова Л.В. Шкулти уявсем. - Шупашкар,2009.- 72 с.

3. 6 класри тǎван литература урокĕсем: меслет кǎтартǎвĕсем. Н.Г.Иванова т.ыт. – Шупашкар, 2007.- 123 с.



Библиографи списокĕ

http://goodrecept.ru/?m=nots&id=DA5B433600 Хорошие рецепты- хлеб всему голова.

http://nnm.ru/blogs/paradoksik/hleba_istoriya/#comment_12089677 Хлеб . История

http://www.prohleb.ru/index.php?page=17 История создания хлеба

http://www.antiqueonline.ru/hleb.html Мифологический словарь

http://extusur.net/content/8_texnoxleb/3_1.html История возникновения хлеба и хлебопекарного производства

http://bd.fom.ru/report/cat/val_/dd063234 ФОМ>Хлеб

http://mults.spb.ru/mults/?id=1836 Посмотреть онлайн, скачать мультфильм «Хлеб»

http://vo.od.ua/rubrics/raznoe/14025.php Хлеб фронтовой, хлеб блокадный...

http://www.symbolarium.ru/index.php/%D0%A5%D0%BB%D0%B5%D0%B1 Хлеб. Энциклопедия символов

http://bayun.ru/dia/Otkuda_hleb_prishel.html Баюн

http://astrofizica.narod.ru/posobie/Index27.htm Блокадный хлеб

http://ussr-forever.ru/hleb/57-hlebmira.html Хлеб мира и войны

http://www.genialnee.net/poslovicy-i-pogovorki/hleb/ Пословицы и поговорки про хлеб

http://www.hlebushek.info/posl.php О хлебе

http://www.gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./5032/11628/715501/792032/792038 Самые знаменитые и интересные пословицы о хлебе


Автор
Дата добавления 28.09.2015
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров136
Номер материала ДВ-016842
Получить свидетельство о публикации

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх