Инфоурок Классному руководителю КонспектыВнеклассное занятие по чувашской литературе.

Внеклассное занятие по чувашской литературе.

Скачать материал

МБОУ «Лащ-Таябинская СОШ им.В.В.Андреева Яльчикского района Чувашской Республики»

 

 

 

 

Внеклассное  мероприятие на чувашском языке

«Чăвашсем эпир»

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                                                                                 Подготовила и провела

                                                                                                        учитель начальных классов

                                                                                     Николаева Е.Д.

 

 

 

 

 

 

2015 год

 

 

«Чăвашсем эпир»  концерт программи.

 

Камсем эпир?Мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă?

Мĕнле атте ура çине тăратнă?

Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?

 

Чăвашсем эпир,ыр çынсем эпир.

Чăваш анне пире савса çуратнă.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.

-Чăвашсем – пит авалхи халăх. Вĕсем  тĕнчери чи паллă халăхсемпе хурăнташлă, тăванлă  çыхăнура пулнă. Чăвашсене пĕтĕм тĕнче пĕлет.

Ман  çĕршыв – тус- тăванлăх  çĕршывĕ,

Чапĕ ун хĕвел пек ялтăрать.

Улăп евĕр эпир паттăр, сывă,

Ырă   ĕмĕт мала йыхăрать.

-Эпир, чăвашсен  çамрăк  ăрăвĕ,  хамăр  халăх юрри-кеввине манасшăн мар. Паян сирĕн умăрта чăваш юрри-сăввисем янрĕç, ташшисем куçа савăнтарĕç.

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл  тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек  тĕрришĕн,

Атăл  шывĕ  пек  çемçе  чĕлхишĕн.

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.

 

Юхтăр юрă  шăранса,

Чун-чĕрене ăшăтса.

Юрă пире вăй парать,

Чунра çунат çуратать.

 

ЮРĂ : «АСАМАТ  КӖПЕРӖ»

1.Асамат кĕперĕ  çӳлти тӳпере,

Ҫут хĕвел тĕрлерĕ, тĕнче çеçкере.

Асамат кĕперĕ сар хĕр пек хитре-çке,

Юлчĕ ун чиперĕ пирĕн сăн- питре.

2.Асамат кĕперĕ ыталать çĕре.

Пуç тайса пиллере тĕррине пире.

Асамат кĕперĕ сар хĕр пек хитре-çке,

Юлчĕ ун чиперĕ пирĕн сăн- питре.

3. Асамат кĕперĕ  çӳлти тӳпере,

Ҫут хĕвел тĕрлерĕ, тĕнче çеçкере.

Асамат кĕперĕ сар хĕр пек хитре-çке,

Юлчĕ ун чиперĕ пирĕн сăн- питре.

 

 

Пирĕн хыçра юманлăх,

Юманлăхра паланлăх-

Айтăр, хĕрсем, палана.

Пирĕн хыçра хурăнлăх,

Хурăнлăхра çырлалăх-

Айтăр, хĕрсем, çырлана.

Пирĕн хыçра çырлалăх,

Аслă вăйă пухмалăх-

Айтăр, хĕрсем,  вăйăна.

 

Айтăр вăййа пуçлар-и те,

Вăй кĕввине калар-и.

Ташă кĕвви -çĕр сумлăх та,

Пирĕн вăйă –пин сумлăх.

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЮРРИ «ҪӖМӖРТҪЕҪКИ ҪУРĂЛАТЬ»

1.Ҫĕмĕрт  çеçки  çурăлать те,/2 хут

     Вăрман витĕр курăнать./2 хут

2.Шурă кĕпе тăхăнсан та,/2 хут

    Вăйă витĕр курăнать./2 хут

3.Шурă пушмак, шур чăлха та,/2 хут

    Кирĕк лармĕ теетр-им?/2 хут

4.Вылямастăр, кулмастăр та,/2 хут

    Ӗмĕр иртмест теетр-им?/2 хут

 

Тункки-тункки параппан

Ҫапмасăрах тунклетет.

Эпир вăййа тухсассăн та,

Чĕнмесĕрех çын килет.

 

Тавай ташă ташлар-и те,

Таш кĕввине пуçлар-и?

Ташă кĕвви - çĕр сумлăх та,

Пирĕн вăйă – пин сумлăх.

ЧĂВАШ ХАЛĂХ  ЮРРИ «ЛИНКА-ЛИНКА» (ушкăн ача ташă ташлать)

1.Линка-линка авкаланма

    Юман хăма кирлĕ.

    Халь те юман тата юман

    Тата юман кирлĕ.

2.Йăкăш-якăш шуçкалама

    Яка хăма кирлĕ.

    Халь те яка тата яка

    Тата яка кирлĕ.

3. Ик аллăмпа сулкалама

    Кĕмĕл  çĕрĕ кирлĕ.

    Халь те кĕмĕл тата кĕмĕл

    Тата кĕмĕл кирлĕ

4. Линка-линка авкаланма

    Юман хăма кирлĕ.

    Халь те юман тата юман

    Тата юман кирлĕ.

-Улаха кĕркуннехи-хĕллехи тĕксĕм  каçсенче пуçтарăннă.Ку вăл  чăвашсен  авалтан йĕркеленнĕ яшлăх шкулĕ. Улахра юрланă, ал-ĕç тунă, вăйă вылянă.

Юри кайрăм вăрмана

Ҫăка йывăç шыраса.

Юри килтĕм улаха

Сире туссем шыраса.

УЛАХ ЮРРИ.

1.Акăшĕ ăçта? Атăлта.

   Чĕпписем ăçта? Тинĕсре.

   Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ тĕлте

   Ас илет-ши акăш чĕппине.

   Ас илет те пуль, ас илмест те пуль,

   Хăй юратнă чĕппи çумĕнче.

 

2.Авăтать-ши куккук, авăтмасть-ши,

   Сĕм вăрманта пĕччен ларнă чух,

   Авăтать те пуль, авăтмасть те пуль ,

   Авăтман кун сайра пулать пуль.

 

-Улахра  тĕрлĕ вăйăсем вылянă.

ВĂЙĂ «ҪӖРӖ ПАМАЛЛА»

 

Ман çĕршыв – чăн юмах çĕрĕ-шывĕ,

Иксĕлми вăй хăватлăн сывлать.

 

-Юмах –халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çӳрекен асамлă, тĕленмелле ĕçсем çинчен калакан калав. Чăваш юмахĕсем тĕрлĕ сăнарсем тăрăх.Эпир сирĕн умăрта йăла-йĕрке юмахне кăтартса парасшăн.

 

ЮМАХ «ҪЕРҪИ ИЛТСЕН»

 Акăх ,çырма урлă пурăнакан кӳршĕ  çынни, тĕмӖскер тимлесех  ĕçленине курчĕ те:

-Якуш, мĕн  тăрăшсах ĕçлетĕн? – тесе ыйтрĕ.

Сасă еннелле Якуш пуçне çавăрса пăхрĕ те:

-Кунта кил , калатӳп, -терĕ.

«Темĕскер  вăртăнлăхĕ  пур  ĕнтĕ ку Якушăн»  шухăшласа Акăх  çырма урлă пылчăк аша-аша кӳрши патне утрĕ. Якуш патне çитсенех сывлăх сунчĕ.

-Ҫакăнта кантăр  акас  тетĕп,-тет Якуш хăлхаран Акăха.

-Ҫакă анчах-и? Мĕн вăрттăнлăхĕ  пур вара кунта? Ма  çырма урлă кăшкăрса каламарăн ?- тет ӳкенĕклĕн Акăх.

-Ухмах-им эсĕ! Ҫерçисем илтсен кантăра çисе яраççĕ  вĕт!-тет Якуш.

Ман çĕршыв -çĕр пин юрă çĕршывĕ,

Калаçать вăл  çĕр  пин  сăмахпа.

Ун çĕр  пин  тĕррине эс куç хывăн

Чи илемлĕ таса туйăмпа.

ЮРĂ «ИЛЕМЛӖ»

1.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ  чăваш  кĕпи.

   Илемлĕ чăваш кĕпи те, çĕлеме пĕлсен кăна.

2.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ  чăваш  юрри.

   Илемлĕ чăваш юрри те, юрлама пĕлсен кăна.

3.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ  чăваш  ташши.

   Илемлĕ чăваш ташши те, ташлама пĕлсен кăна.

4.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ  чăваш  тĕрри.

   Илемлĕ чăваш тĕрри те, тĕрлеме пĕлсен кăна.

-«Манăн халăхăн çĕр пин сăмах» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ И.Я.Яковлев. Айтăр-ха эпир сирĕнпе ачасем вали çырнă сăвăсемпе паллашар.

Кĕркурисен умĕнче                                    Ах-хах, ирхине

Кĕр-кĕр купăс калаççĕ,                             Ахах çунă çĕр çине.

Кĕркурипе арăмĕ                                        Арлан курнă – ахăрнă.

Ура хуçса ташлаççĕ.                                 Куян курнă – макăрнă.

Ҫĕнĕ пӳрт ăшкапĕнче                                 Мăрмăл курнă – макăрнă.

Хăнкала кĕпе çăвать.                                Тилĕ курнă – тилĕрнĕ.

Ун юлташĕ таракан                                    Упа курнă- мĕкĕрнĕ.

Ыран салтака каять.                                  Шăши курнă – шăхăрнă.

Кĕр-кĕр кĕрлесе кайрĕ.                             Мул пуçтарма йăхăрнă.

Мĕскер кĕрлесе кайрĕ?                               Ак çак айван

Вăрăм туна шăнана                                    Ҫавна та туйман! 

Качча вăрласа кайрĕ!         

 

 -Чăваш халăхĕ юрлама, ташлама юратать. Ташăсем халăхăн нĂселне, кăмăл-туйăмне уçса параççĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемен пурнăç аталанса пырать, халăхăн юрри-ташши те сăн-сăпатне улăштарать. Эпир мĕн пĕчĕкрен пĕлекен юрă «Кукаçипе куками» хальхи кĕвĕпе, арӳын ачасен ушкăнĕ юрлать.

 

ЮРĂ «КУКАҪИПЕ КУКАМИ».

Хĕвел шевли вăй вылять,

Ҫут тĕнчене çутатать.

Чĕрем хушать юрлама,

Чунăм чĕнет ташлама

 

Ташши, ташши, салакайăк ташши.

Салакайăк ташши мар,

Хĕрачасен ташши.

 

ЧĂВАШ ТАШШИ (хĕрачасен ушкăне ташлать)

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Внеклассное занятие по чувашской литературе."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Инструктор по гимнастике

Получите профессию

Копирайтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 656 218 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 15.02.2016 2508
    • DOCX 30.2 кбайт
    • 16 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Елена Дмитриевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Елена Дмитриевна
    Николаева Елена Дмитриевна
    • На сайте: 8 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 2
    • Всего просмотров: 21876
    • Всего материалов: 20

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Няня

Няня

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы профориентационной работы в деятельности педагога

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 93 человека из 35 регионов
  • Этот курс уже прошли 120 человек

Курс повышения квалификации

Особенности реализации Федеральной рабочей программы воспитания в школе

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 90 человек из 33 регионов
  • Этот курс уже прошли 249 человек

Курс повышения квалификации

Деятельность классного руководителя в соответствии с ФГОС в условиях современной школы

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 752 человека из 74 регионов
  • Этот курс уже прошли 6 941 человек

Мини-курс

Финансовый анализ

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 20 человек из 12 регионов

Мини-курс

Цифровые компетенции и навыки: работа с презентациями

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 178 человек из 48 регионов
  • Этот курс уже прошли 36 человек

Мини-курс

Финансовое моделирование и управление инвестиционными проектами

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе