Инфоурок Начальные классы КонспектыВнеурочное занятие "Лес- наше богатство"

Внеурочное занятие "Лес- наше богатство"

Скачать материал

Вăрман - çут çанталăк пуянлăхĕ, çавăнпа та ăна упрар!

Тĕллевсем: 1) вăрман пĕлтерĕшне тĕплĕнрех уçса парасси; 2) вăрман илемне туйма вĕрентесси, унăн тусĕ пулма йыхравласси; 3) вăрман ҫинчен калакан кěнекесемпе паллаштарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиа проектор; «Вăрмана упрар!» плакат, йывăç  мĕлкисем; чĕрĕп, тилĕ, чакак тумĕсем; «Вăрмана сыхлас» ярăмри паллăсем(запрещающие знаки).

Урок йĕрки

1.     Урок теми патне илсе пырасси

- Эп тупмалли юмахсем вулатăп. (Доска хыçĕнче ÿкерчĕксем-тупсăмěсем)

1)    Хÿри тукмак, шăлĕ шак-шак!(кашкăр)

2)    Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест.(тилĕ)

3)    Пĕчĕк пичче çăра йĕп витĕнет. (чĕрĕп)

4)    Пĕчĕкскер хитрескер – çĕр мăкăртса тухнăскер. (кăмпа)

         5)Пурăнать вăл 300 çул, вулли çирĕп, пиçĕ ун

Унран пичке тăваççĕ, йĕкел тавраш пухаççĕ. (юман)

 - Мĕн пĕрлештерет çак япаласене?   (Ачасен хуравĕ)

- Чăнах та, вăрман пĕрлештерет вĕсене.

2.     Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси

-Паян эпир вăрман çинчен аса илĕпĕр, çĕнни те пĕлĕпĕр, ăна упрасси çинчен те калаçăпăр.

    3. Темăпа ĕçлесси

1)Ыйтусемпе ĕçлесси

- Мĕн вăл вăрман? (Ачасем хуравлаççĕ)

- Вăл çынна мĕн парать? (Ачасем хуравлаççĕ)

2) Учитель каласа пани

- Вăрман йывăç парать, тавралăха тасамарлăхран тасатать. Унта тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, йышлă чĕр чун пурăнать. Вăрман хăйне май лаборатори. Вăл çĕр çинчи мĕнпур кислородăн 60% туса кăларать. Вăрманта уçăлса çÿрени çын кăмăлне уçать, тăван çĕре юратма вĕрентет.

3) «Вăрмана экскурсие» презентаципе ĕçлесси

-Малалла вăрман илемĕпе пуянлăхне презентаци пăхса çирĕплетĕпĕр.(1-мĕш слайд)

- Пирĕн республика вăрманпа пуян.(2-мĕш слайд) Сирĕн умра карта. Симĕс тĕспе палăртнă вырăнсем – вăрмансем. Вĕсем пĕтĕм территорин 1\3 –мĕш пайне йышăнаççĕ (662 гектар). Эпир Вăрнар тăрăхĕнче пурăнатпăр. (3-мĕш слайд) Пирĕн поселенинчи ялсем: Ершепуç, Отиккăвă, Кÿстÿмěр вăрман хĕрринче, Авруй вара вăрман варринче вырнаçнă.

- Хамăр тăрăхра ÿкернĕ сăнсене пăхса илер-ха(4,5-мĕш слайдсем)

- Вăрманта мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ? (Ачасем хуравлаççĕ) (6-мĕш слайд) -Кунта пăхса йывăçсене аса илер-ха.

- Ку слайд çинче чăвашсен мĕнле йывăçĕ çук? (Ачасем хуравлаççĕ)

- Юман. Юман -  чăваш халăхĕ уйрăмах питĕ пысăк вырăна хуракан йывăç. Вăл питĕ çирĕп, патвар çитĕнекен йывăç.Унран ăсталакан сĕтел-пукан та çирĕп пулать. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисене те Юман тесе ят пама пултарнă. Чăваш енре чи пысăк юман вара 480 çула çитнĕ. Вăл Муркаш районĕнче Ильинка патĕнче çитĕннĕ. Сăнар- ха ăна. (Ӱкерчěк пăхаҫҫě.)

4) Кану саманчĕ

Юман паттăр эп пулатăп, физзарядка эп тăватăп.

Пěрре, иккě утмалла, унтан чупса пăхмалла.

- Вăрман тата мĕнпе пуян? (Ачасем хуравлаççĕ)

(8-10-мĕш слайдсене пăхса тухса чĕр чунсен, кăмпасен вырăсла-чăвашла ячĕсене аса илеççĕ)

5)Пĕтĕмлетÿ тăвасси

Вăрман – чăнах та, пирĕн пуянлăх. Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук тенĕ ватăсем. Вăрмансăр пурăнма май çук. Апла ăна упрамалла. Вăрман çинчен нумай пĕлмелле. Библиотекăран  кĕнекесем илсе вулама пултаратăр. Пирěн библиотекăра «Вăрман пурнăҫě», «Чарусăр мечĕк», «Пăшăлтисем», «Вăрман шкулĕ» кěнекесем пур. (Вěрентекен кěнекесене кăтартать.)

6)Паллăсем пухасси

- Мĕн тума юрамасть-ши вăрманта? Ǎна эпир уйрăм паллăсем пухса çирĕплетĕпĕр. (Ачасене паллăсен пайĕсене панă. Вĕсен тĕрĕс шыраса тупмалла. Ĕçе мăшăрпа пурнăçлаççĕ. Кашни ача пухнă паллăсем мĕне пĕлтернине ăнлантарать.)

7) Ушкăнпа ĕçлесси

 ( Ачасем пухнă паллăсене пĕрле пухăнса пысăк хут çине çыпăçтараççĕ.)

8) «Вăрман пулăшу ыйтать» инсценировкăна лартасси

(2009 çулхи 6-мĕш номерти «Тетте» журналти «Вăрман пулăшу ыйтать» инсценировкăна лартаççĕ.)

9) Инсценировка тăрăх пĕтĕмлетÿ тăвасси

- Вăрман пушăлла ямасть тенĕ ватăсем. Паян пурне те вăрман кучченеçĕ.  (Якур пичче ачасене мăйăр парса тухать.)

  4.Урок тăрăх пĕтĕмлетÿ тăвасси

- Паянхи урок сире кăмăла кайрĕ-и? (Ачасем хуравлаççĕ)

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Внеурочное занятие "Лес- наше богатство""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Противопожарный инженер

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 656 297 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 11.10.2016 511
    • DOCX 20.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Васильева Наталия Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Васильева Наталия Михайловна
    Васильева Наталия Михайловна
    • На сайте: 7 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 975
    • Всего материалов: 2

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Методист-разработчик онлайн-курсов

Методист-разработчик онлайн-курсов

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 121 человек из 43 регионов

Курс повышения квалификации

Одаренные дети. Особенности развития и система сопровождения в системе школьного образования в условиях реализации ФГОС НОО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 130 человек из 37 регионов
  • Этот курс уже прошли 531 человек

Курс повышения квалификации

Методика повышения техники чтения у младших школьников с ОВЗ

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 103 человека из 28 регионов
  • Этот курс уже прошли 412 человек

Курс повышения квалификации

Особенности реализации ФГОС НОО для слепых и слабовидящих детей

72/108 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 24 человека

Мини-курс

Разделение имущества при банкротстве: правовые аспекты и мировое соглашение

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Патологии нервной системы у детей: от перинатального периода до нарушений поведения

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 38 человек из 24 регионов
  • Этот курс уже прошли 24 человека

Мини-курс

Продвижение экспертной деятельности: от личного сайта до личного помощника

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе