Инфоурок Другое КонспектыЮРИЙ СКВОРЦОВĂН «АМАÇУРИ АННЕ» КАЛАВРИ СĂНАРСЕМ

ЮРИЙ СКВОРЦОВĂН «АМАÇУРИ АННЕ» КАЛАВРИ СĂНАРСЕМ

Скачать материал

 

 

ЮРИЙ СКВОРЦОВĂН «АМАÇУРИ АННЕ» КАЛАВРИ СĂНАРСЕМ

 

Урок тĕсĕ: хайлава пĕтĕмĕшле  тишкермелли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: 1) Аннене сума сăвасси, вĕсен умĕнче эпир яваплă пулнине ăнланма пулăшасси; 2) Пурнăçра çирĕп чунлă, хастар çын пулма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ю.Скворцов хайлавне тулли тишкерÿ тăвасси, темипе тĕп шухăшне уçса парасси, литературăпа пурнăç хушшинчи çыхăнăва курма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: хайлаври сăнарсене вырăс литературинчи геройсемпе танлаштарса тишкерме-тĕпчеме хăнăхтараси, ачасен логикăлла шухăшлавне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, коментариллĕ тата илемлĕ вулав, ыйту-хурав, компьютерпа слайдсене пăхни, словарь ĕçĕ, критикăллă шухăшлава аталантарма пулăшакан технологипе усă курасси.

Пуплеве аталантарасси: сăнарсене палăртакан кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси; хайлавра илемлĕх мелĕсемпе усă курнине палăртасси, уйрăм сăнарсем çинчен каласа парасси, панă ыйтусене тĕрĕс хуравлама, пуплевпе шухăша тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси.

Литература теорийĕ: калав; калав тесе пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕçе сăнлакан, калăпăшĕ тĕлĕшĕнчен пысăках мар илемлĕ литература хайлавне калаççĕ. Автобиографиллĕ хайлав – писатель хăйĕн пурнăçĕ çинчен çырса кăтартни; унта ытларах автор хăйĕн шалти тĕнчине уçса парать.

Словарь ĕçĕ:лÿшкĕ– юшкă (вьюшка, задвижка в печной трубе), амаçури анне – тăван мар анне (мачеха), аçаçури– тăван мар атте (отчим), сивлек – сивĕ, салху, чĕмсĕр, сусăр – чăлах, суранлă, аманчăк, сĕмсĕр – намăссăр, чыссăр, танлăн – мăнаçлăн, мăн кăмăллăн, ханттар – кахал, наян, юлхав, ÿркенчĕк, услап, кĕсмен, юла юп – элекле, элек сар, суя сăмах сар, çихĕр – çухăр, нăйлат.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, презентаци, кĕнекесем, тестсем, карточкăсем.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Ю.Скворцов, портречĕ, кĕнекисем.

Урок эпиграфĕ: «Аннерен хакли никам та çук» (Ваттисен сăмахĕ).

 

 

 

 

Урок юхăмĕ:

I.Йĕркелÿ тапхăрĕ.

Учитель: Ырă кун пултăр, ачасем. Пурне те сывлăх сунатăп. Айтăр-ха пĕр-пĕрин çине ăшшăн  кулса пăхар, урокра ĕçлеме ăнăçÿ сунар. Вырнаçса ларатăмăр.

II.Урок темине палăртасси, тĕллевне туптарни, урок эпиграфĕпе паллашни.

Учитель: Ачасем, экран çине пăхăр-ха,эсир ваттисен сăмахĕсем куратăр. Нумай пăнчă вырăнне кирлĕ сăмахсем хушса лартмалла. Тархасшăн кам вуласа парать?

 1) Тăван çĕр-шыв-…, ют çĕр-шыв - … ( анне, амаçури).2) … - ăшă çумăр, … - пăр( анне, амаçури). 3) … пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ (атте-анне).

- Ачасем, мĕнле шутлатăр, эпир паян урокра кам çинчен калаçатпăр-ши?

   Ачасем: (Анне, атте-анне, амаçури анне çинчен).

Учитель: Шухăшласа илĕр-ха тата, çак сăмахсем мĕнле хайлавра тĕл пулаççĕ?

Ачасем: (Ку сăмахсем Ю.Скворцов çырнă «Амаçури анне» калавра тĕл пулаççĕ).

III.Çĕнĕ темăпа ĕçлесси. Юрий Скворцов çырнă «Амаçури анне» хайлава тишкересси.

Учитель: Апла пулсан ачасем,паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнле калава тишкеретпĕр-ши?Ачасем( «Ама çури анне»)

Тĕрĕс, паян эпир сирĕнпе Юрий Скворцов çырнă «Амаçури анне» хайлава пăхса тухăпăр, унти сăнарсемпе паллашăпăр, вĕсене вырăс литературинчи геройсемпе танлаштарса тишкерме-тĕпчеме хăнăхăпăр. Пурнăçра  аннерен хакли никам та çуккине ăнланăпăр.

- Паянхи урокăн эпиграфĕ: «Аннерен хакли никам та çук».1 минут

 Айтăр-ха тетрадсене уçса пянхи числона тата тема ятне çырса хуратпăр. 

СЛАЙД   Юпа уйăхĕн вун виççĕмĕшĕ. Ю.Скворцов çырнă «Амаçури анне»  калаври сăнарсем.

 

Ачасем,сирĕн  килте калава вуласа паллашмалла пулнă. Халĕ эпир калавăн содержанине аса илетпĕр. Пĕр-пĕрин ыйтăвĕсем çине хуравлатпăр. Ачасем, хуравне вара  кĕненке çинчи (хайлаври йĕркесемпе) çирĕплететпĕр.Тепĕр майлă каласан суйлав вулавĕ йĕркелетпĕр. Тархасшăн, ыйтусене хатĕрлĕр. Сире кăшт вăхăт паратăп. (2 минут)

1.  Ыйтусене хуравлани.

Костя, тархасшăн пуҫла-ха. Кам вăл амаçури?

Лина хуравлать:(Амаçури тени тăван мар тенине пĕлтерет. Амаçури анне те, аçаçури атте те пулать).

Халĕ вара Лина ыйту парать:«Амаçури анне» калавра амаçурине мĕнлерех сăнласа панă?

Карина хуравлать:Уксах, яланах сивлек сăнлă, ниçта та ĕçлемест, сусăр çын, хăйĕн ача çук, пулман. Çавăнпа Митьăна та, кÿршĕсен ачисене те юратман. Апат-çимĕçне буфетлă сĕтелре питĕрсе усранă. Митьăна хĕнеме те именсе тăмасть. Çĕкленсе анать амаçури амăшĕн ывăç тупанĕ Митя çурăмĕ çине. «Мĕнле вăл çавнашкал сĕмсĕрпулма пултарать çын? Мĕнле вăл куç умĕнчех çапла, ним намăс-симĕсе пĕлмесĕр, юла юпма пулать?..» - ниепле те вырнаçмасть çакă Митьăн пуçĕнче).

Малалла Карина ыйту парать:Амаçури Митьăна чирлеттерес шутпа мĕн тăвать?

Вика К. хуравне тупрĕ, тархасшăн:Митя шăнса чĕтрекен пулнипе вăранса каять. Ун çÿхе тÿшек çиттийĕ витĕр çил вĕрет иккен. Чÿрече форточкине яри уçса хунă. Тата вучах чĕртнĕ те - юшкă та уçă. Çавăнпа пÿртре тĕрлеттерсех çил вĕрет. Ашшĕ çук чух амаçури амăшĕ темшĕн яланах çапла тăвать. Митя тепĕр чух чирлесех каять вара).

Вика халĕ эсĕ ыйту паратăн:Амаçури шкула кайиччен Митьăна мĕн çитерсе ярать?

Алиса хуравласшăн, тархасшăн:Амаçури амăшĕ Митя çине шурă куçпа мĕкĕл-л çаврăнса пăхса  сĕтел буфетне уçать, çур çăкăртан пĕр шăрпăк курупки пысăкăш татăк касса илсе ăна Митя умне пăрахать. Мискăран пĕр çăпала ĕнер пĕçернĕ кĕрпе шÿрпи ярать. Унтан тата темскер шак! туса ÿкет Митя умне. «Ме, кăшла!..» Ку шăмăллă какай татăкĕ иккен. 

 Алиса тархасшăн ыйту пар: Митя мĕншĕн тăван амăшĕпе пурăнмасть?

Кам хуравне тупрĕ? Тархасшăн Вика С.Çулталăк çурă каялла чĕнсе илчĕ ашшĕ Митьăна кунта тăван амăшĕ патĕнчен – ик çĕр – ик çĕр алă çухрăмран. Вара каялла ямарĕ. Тăван ашшĕпе амăшĕ Митя пĕчĕк чухнех уйрăлнă, кашни хăй уйрăм çемье чăмăртанă. Тăван амăшĕ патĕнче Митя аçаçури ашшĕпе пурăннăччĕ, кунта акă амаçури амăшĕпе пурăнать).

ВикаС. санăн халĕ ыйту памалла.  Тархасшăн. Илюш амăшĕнчен Митя мĕншĕн тĕлĕнет?

Алеша хуравлать: Кулине аппа Митьăн вараланчăк шалаварне вĕр çĕнĕ пек тасатса хунă… Кĕпине те утюгпа якатнă, пушмакне те тасатса крем сĕрнĕ. Мĕн пирки лайăх пăхать-ха вăл Митьăна? Митя вĕсен ачи мар-çке….

Маллала Алеша ыйту парать:Митя Илюшсем патĕнче пулнă хыççăн тăван анне çинчен мĕн шухăшлать?

Кам хуравлать? Костя тархасшăн: Эх, тăван анне!..Мĕнешкел ырă пулмалла унпа пурăнма!.. Мĕн тери телейлĕ вĕсем, тăван аннеллĕ Илюшсем!..).5 минут.

2.Словарь  ĕçĕ. Ăнлантармалли сăмахсем: сивлек, сусăр, сĕмсĕр, юла юп, юшкă,çихĕрекен, танлăн.

Учитель: Ачасем , калава вуланă чухне эсир ҫакăн пек сăмахсене тĕл пулнă. Айтăр-ха вĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнланар.Экран ҫине пăхатпăр.СЛАЙД  2 минут

3. Учитель: Малалла эпир сирĕнпе хайлаври сăнарсене аса илĕпĕр. Чи малтанах Нисса Никифоровнăпа Кулине аппа сăнарĕсем ҫинче чарăнăпăр. Аса илтерĕр-ха кам вăл Нисса Никифоровна?(Ачасем: Митьăн ама ҫури амăшĕ) Юрать. Кулине аппа вара кам?(Ачасем: Вăл Илюшăн амăшĕ.)Тĕрĕс. Малалла вĕсен ĕçне-хĕлне кăтартакан сăмахсене тупса икĕ юпана çыратпăр. Пĕр ушкăнĕ Нисса Никифоровнăн характеристикине çырать, тепри вара – Кулине аппан.Ĕҫлетпĕр.4 минут

Нисса Никифоровна

Кулине аппа

Вăхăт çитмесĕр пĕр тĕпренчĕк те памасть, шурă куçпа мĕкĕл-л пăхать, çăкăр татăкĕ ача умне  пăрахать, пĕр купа кĕпе-йĕм тапса кăларать, кăшкăрса пăрахать çихĕрекен сасăпа, çа-атт! туртса çапать ачана çурăмран, кĕписене аяккалла  иле-иле ывăтать, каçăрăлса, танлăн уксахласа пырать, тин аçтаханни пек кĕрленĕ сасă чĕкеç сассине куçать    ,аллине пилĕке тытса пăхса тăрать, паçăр чĕкеç сасси пек пулнă сасă каллех çĕлен чашкăрнă пек илтĕнет, çат! туртса çапать аллинчи карçинккипе

Хывăнтарса çăвăнтарчĕ, вĕри яшка лартса пачĕ, çăкрине те, какайне те, шÿрпине те пĕр танах пачĕ, кукăльпе, сахăрпа чей ĕçнĕ чух нихăшне те  катăк хăвармарĕ, вырăн сарса пачĕ, çĕрле пÿрт сивĕнсе кайсан тумтир витсе ячĕ, алли çине шыв ярса тăчĕ, вараланчăк шăлаварне тасатса хунă, кĕпине утюгпа якатнă, пушмакне тасатса крем сĕрнĕ.

 

4.Кану саманчĕ. Физкультминутка туни.2 минут

5. Ю.Скворцовăн «Амаçури аннепе» А.Алексинăн «Мачеха» калавĕсене   танлаштарни.

Учитель: Ачасем эпĕ сире маларах А.Алексин çырнă «Мачеха» ятлă калава вулама сĕннĕччĕ. Эсир çав хайлава тупса вуларăр-и?Вуланă пулсан питĕ аван.  Халĕ малалла эпир икĕ калава танлаштарса ĕçлĕпĕр. Калавсенчи тĕп сăнарсене тишкеретпĕр. Эсир  икĕ ушкăна пайланса ĕçлетĕр. I ушкăн калавсенчии тĕп сăнарсене, II ушкăн вара– калавсенчи амаçури амăшĕсен сăнарĕсене тишкерет. Сире эпĕ карточкасем хурса паратăп. Унти ыйтусене çырса хуравлатпăр.

 

 

А)1 - мĕш ушкăн. Тĕп  сăнарсене тишкерсе тухни.

- Калавсенчи  тĕп геройсем камсем?

- Ачасен амăшĕсем ăçта-ши?

- Ашшĕсем ăçта ĕçлеҫҫĕ?

- Ачасем амаçури амăшĕне мĕнле чĕнеҫҫĕ?

Ю.Скворцов. «Амаçури анне»калаври тĕп сăнар

А.Алексин. «Мачеха»

калаври тĕп сăнар

Митя арçын ача, 12 çулта

Лена хĕр ача, 15 çулта

Амăшĕ пĕрле пурăнмасть, унăн урăх çемье

Амăшĕ хĕрне çуратнă чухвилнĕ

Митьăн ашшĕ райцентрти учрежденире ĕçленĕ, яланкомандировкăсене çÿренĕ, нихçантакилтепулман

Ленăнашшĕ кардиологхирургпулнă, вăляландежурствăра, операцинче, килесахал çакланнă

Митя амаçурине Нисса Никифоровна тесе чĕннĕ. Хăй анне тесе чĕнтересшĕн пулнă

Лена амаçурине Катя тесе чĕннĕ. Ашшĕ çапла чĕнме ыйтнă

 

 

Б)2- мĕш ушкăн.  Амаçури амăшĕсен сăнарĕсене тишкерсе тухни.

- Амаçури амăшĕсем мĕнле хĕрарăмсем?

- Вĕсем ăçта ĕçлеҫҫĕ?

-Тăван мар ачисемпе амаçури аннесем хушшинчи çыхăну мĕнлерех-ши?

- Калавсем  мĕнпе вĕçленеҫҫĕ?

Ю. Скворцовăн  «Амаçури анне» калавĕнчи амаçури

 

А. Алексинăн  «Мачеха» калавĕнчи амаçури

Уксах, сусăр çын, яланах сивлек сăнлă, сĕмсĕр, суеçĕ, икĕ питлĕ

Питĕ хитре хĕрарăм, сăпайлă, тÿрĕ чунлă

Ниçта та ĕçлемест

Музыка училищинче  вĕрентет

Хăйĕн тăван мар ачине юратман, ун çине кăшкăрнă, çапма та пултарнă, йĕркеллĕ апатне те çитермен

Хĕрачанахÿтĕленĕ, уншăнтăрăшнă, пурнăçавĕрентсепынă, тĕрлĕ инкектăвасранхăтарнă

«Часрах çитĕнсе çитесчĕ техăтăласчĕ амаçурианнеаллинчен… Ÿссе çынпулсан, чăн-чăнэтемтивĕçĕпехкилсекурасчĕ çакамаçурианнене», – шухăшланă Митя

Калав вĕçĕнче Лена амаçури амăшне анне тесе чĕнет. «Манăн халĕ икĕ анне: пĕри тÿпере, тепри – çĕр çинче,  –тенĕ вăл. – Иккĕшĕшĕн те эпĕ – вĕсен хĕрĕ» 

 

Учитель: Икĕ калава танлаштарнă май мĕн асăрхарăр? Ама ҫури аннесем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ-и? Мĕн калама пултататăр? Тархасшăн.  Çапла ачасем эсир тĕрĕс асăрханă.

(Ю.Скворцовăн «Амаçури анне» тата А.Алексинăн «Мачеха» калавĕсенчи амаçури анне сăнарĕсем хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх куртăмăр. Тăван мар анне те хăш чухне тăван анне пекех çывăх та  хаклă пулма пултарать. Катя пек амаçури аннесене Анне тесех чĕнмелле. Нисса пеккисене, паллах, Митя калашле, «анне» теме чĕлхе çаврăнмасть.

Учитель: Ачасем, калăр-ха тархасшăн, «Амаçури анне» калавăн теми тата тĕп шухăшĕ мĕнле-ши? (Ачасен хуравĕ) Теми – Митя амаçурипе  пурăнса тĕрлĕ асап курни, тĕп шухăшĕ вара - пурнăçра анне чи хакли.

IV. Пĕтĕмлетÿ.

Учитель: Паянхи урокăн эпиграфĕ: «Аннерен  хакли никам та çук». Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и? Мĕнле шутлатăр?

(Паллах, анне вăл тĕнчере пĕрре, унтан хакли никам та çук. Вăл пире çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса вĕçтернĕ. Эпир ун умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.  Ачан кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ. Çавăнпа пирĕн аннесене хамăрăн ĕçсемпе, çитĕнÿсемпе савăнтарса кăна тăмалла. Хамăра ÿстернĕ атте-аннене нихăçан та манас марччĕ).

Ачасем,  анне  сăмахпа  кластер туса пăхар-ха. Хĕвеллĕ  кластер схемине паратăп. Эсир ăна питĕ  хăвăрт тултаратăр.

1 ушкăн  Анне мĕнле вăл?       2- мĕш ушкăн Анне мĕн тăвать?

 

7. Рефлекси.  Ачасем, сирĕн алăра икĕ жетон: «1» тата «2». Вĕсенчен пĕрне çĕклемелле пулать сирĕн.

 

Эпĕ урокра ĕçлерĕм: 1) активлă, 2) пассивлă

Хам ĕçпе эпĕ:             1) кăмăллă, 2) кăмăлсăр

Маншăн урок:            1) кĕске, 2) вăрăм

Урокра эпĕ:                1) ывăнтăм, 2) ывăнмарăм

Маншăн урок:            1) интереслĕ, 2) кичем

Килти ĕç:                   1) çăмăл, 2) йывăр.

 

Паянхи урокра килĕштерсе ĕçленĕшĕн пурне те тавах

V. Киле ĕç пани. Виçĕ ĕçрен пĕрне суйласа илмелле:1. «Аннерен хакли никам та çук» ăслав сочиненийĕ çырса килмелле.2. «Анне – пирĕн телей» презентаци хатĕрлемелле.3. Атте-анне çинчен 10 ваттисен сăмахĕ çырмалла.

 Вĕренекенсем  «Пирěн анне» юрра (сăвви Ю.Сементерĕн, кĕвви А. Никитинăн) шăрантараççĕ.

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "ЮРИЙ СКВОРЦОВĂН «АМАÇУРИ АННЕ» КАЛАВРИ СĂНАРСЕМ"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Заместитель директора

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 712 973 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 23.04.2018 1537
    • DOCX 32.1 кбайт
    • 31 скачивание
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Филиппова Нина Калистратовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Филиппова Нина Калистратовна
    Филиппова Нина Калистратовна
    • На сайте: 7 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 15800
    • Всего материалов: 14

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Мини-курс

GR: аспекты коммуникации и взаимодействия с государственными органами

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эффективное управление электронным архивом

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Введение в макетирование

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе