Инфоурок Родной язык Другие методич. материалыЗадания для подготовки к экзаменам для 9 класса по чувашскому языку

Задания для подготовки к экзаменам для 9 класса по чувашскому языку

Скачать материал

Ĕçе хатĕрлекенĕ:

Кудряшова(Тинюкова)Надежда Климентьевна.

Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ

 

1-мĕш вариант

ÇАМРĂКЛА ВĔРЕННИ — ЧУЛ ÇИНЧЕ 

Хайла  

Пěр ватă çыннăн мăнукě шкула çÿренě. Çур çул та иртмен — вулама вěреннě ку. Вара хăйěн аслашшěне тěрлě кěнекесем вуласа панă.

Аслашшěн хăйěн те вулама вěренесси килсе кайнă. Мăнукě ăна кунсерен сас паллисем кăтартнă. Аслашшě хăшě-пěрисене астунă, чылайăшне çавăнтах манса кайнă е пěр-пěринпе пăтраштарма пуçланă. Нумай вăхăт иртсен те хăйěн мăнукě пек яка вулама вěренсе çитеймен.

— Асатте, мěнле-ха капла, — тěлěннě ача. — Эпě санран пěчěккě, çапах вулама та, çырма та вěренсе çитрěм. Эсě вара вулама та вěренейместěн. 

— Эх, ачам, – тенě аслашшě салхуллăн. — Çамрăкла вěренмесен ватăлла вěренме хěн çав. Мěн вěреннине мансах пыратăн. Пěр хăлхаран кěрет те тепринчен тухать. Чăн иккен: çамрăкла вĕренни — чул çинче, ватăлла вěренни – юр çинче.

— Мěне пěлтерет ку, асатте?

— Ача чух тăрăшса вěренмеллине пěлтерет. Юра çил те вěçтерет, сар хěвел те ирěлтерет. Чул çěр çул хушши тěрěс-тěкелех выртать.

(Геннадий Волков)

Текста васкамасăр вуласа тух та çак ĕçсене пурнăçла:

I.

1.   Пĕрремĕш абзацри предложенисен грамматика никĕсĕсене аялтан туртса палăрт.

2.   Паллă тунă предложенире чарăну паллине мĕншĕн лартнине ăнлантар.

3.   Юлашки предложенири сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартса çыр.

4.   вĕреннине сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене паллă ту.

5.   ватăлла сăмахăн антонимне текстра шыраса туп, çырса хур.

6.   хĕн сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантар.

7.   аслашшĕ сăмаха кирлĕ пек улăштарса çыр:

унăн — аслашшĕ

 санăн — …

манăн — …

                                   II

8.Текстри ваттисен сăмахне туп, çырса ил. Эсĕ ватă çын каланă шухăшпа килĕшетĕн-и? Çирĕплетсе çыр.

 

 

 

2-мĕш вариант

 

КĔРХИ ВĂРМАНТА 

Калав

 

Авăн уйăхě пуçланчě. Шăрăх кунсем тăраççě. Çурла уйăхěн ăшă кунěсем хыççăн ылтăн кěркунне çитрě.

Вăрман хěррисенче тěрлě кăмпа ÿсет: хěрлě пуçлă хурăн кăмписем, симěсрех, кěренрех яка кăмпасем, яка кăрăçсем, ырă шăршăллă хыр кăмписем. Сарлака ватă тункатасем çинче çинçе ураллă уплюнккасем пěр-пěрин çумне тěршěнеççě.

Мăклă шурлăхсенче тěмсем çийěн хěп-хěрлě шур çырли шăрçасем пек сапаланнă. Вăрман уçланкинче хěвел питтинче пилеш сапакисем хěрелсе лараççě.

Сывлăш таса та уçă. Сасă инçете ян каять.

Вăрманта тăрă юхан шыв тěпěнчи кашни вак чул, кашни курăк туни курăнать.

Çÿллě тÿпере шухă, кăпăш пěлěтсем шăваççě. Уяр, ăшă кунсенче кайăксем кăнтăра вěçсе кайма хатěрленеççě. Чěкеçсемпе çивěч вěршěнсем вěçсе кайнă та ěнтě. Пăчăрсемпе карăшсем, хир чăххисем хěл каçма пирěн патах юлаççě. Шăнкăрчсем шавлă ушкăнсене пуçтарăнаççě. Вăрăм ураллă тăрнасем тăван шурлăхěпе çуркуннеччен сывпуллашаççě.

(И. Соколов-Микитов)

Текста васкамасăр вуласа тух та çак ĕçсене пурнăçла:

I.

1.Пĕрремĕш абзацри предложенисен грамматика никĕсĕсене аялтан туртса палăрт.

2.Паллă тунă предложенире чарăну паллисене мĕншĕн лартнине ăнлантар.

3.Юлашки предложенири сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартса çыр.

4. пилеш сапакисем сăмах майлашăвне анлăлат.

5. хатěрленеççě, пуçтарăнаççĕ глаголсен сăпатне тата хисепне кăтарт.       

6.Текстран 2 эпитет тĕслĕхĕ тупса çыр.

7. Текстра тĕл пулакан кайăксен ячĕсене çырса ил, вырăсла куçар.

 

II

8.Текст килĕшрĕ-и? Сирĕн тăрăхра вăрман пур-и? Сăнлав мелĕпе усă курса 5-6 предложениллĕ текст çыр.

 

 

 

 

3-мĕш вариант

 

ХЫТĂ ÇЫНПА КĔВĔÇ ÇЫН

Чăваш халăх юмахě

 

Пěр пуян çын пурăннă. Вăл питě хытă пулнă, анчах та ăна пурпěрех çитмен.

Пуян çынпа кÿршěллě кěвěç çын пурăннă. Кěвěç çынна ним те кирлě пулман.

Пěррехинче çаксене асамçă çапла калать:

— Сире мěн кирлě – ыйтăр. Пурте пулать. Анчах та иксěртен пěри кăна ыйтăр. Пěри мěн чухлě ыйтать, теприне çавнах икě хут ытларах парăп. 

Хытă çынни шухăшлать: «Кÿршě ыйттăр. Вăл хăйне валли мул ыйтать те, мана вара икě хут ытларах тивет».

Кěвěç çынни çав вăхăтра урăхла шухăшлать: «Эпě мěн ыйтсан та кÿршěн икě хут ытларах пулать. Ыйтам-ха эпě кÿрше савăнтармалла маррине». Кěвěç çын вара асамçăран хăйне хăрах куçсăр хăварма ыйтать.

Çавăн пек пулса тухать те: кěвěç çын хăрах куçсăр, хытă çын сěм суккăр пулса юлать.     

 

 

Текста васкамасăр вуласа тух та çак ĕçсене пурнăçла:

                                               I.

1. Малтанхи виçĕ предложенин грамматика никĕсĕсене аялтан туртса палăрт.

2. Паллă тунă предложенире чарăну паллине мĕншĕн лартнине ăнлантар.

3. Тăваттăмĕш предложенири сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартса çыр.

4. савантармалла сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене паллă ту.

5.пĕри сăмахăн антонимне текстра шыраса туп, çырса хур.

6. асамçăран сăмахăн падежне, хисепне палăрт.

7. Текстран эпитет тĕслĕхĕ тупса çыр.

                                   II

8.Юмахра çыннăн мĕнле енĕсене кăтартнă? Киревсĕр енсем пурнăçра чăрмантараççĕ-и? Хăвăн шухăшна çыр.

 

 

 

 

 

 

 

4-мĕш вариант

 

ЧИ ПЫСĂК ИНКЕК

Хайла

 

Мěн-ши этемшěн чи пысăк инкек? Мěн уншăн чи япăххи?

Алă çукки. Алăсăр пуртă та тытаймăн, ача та çěклеймěн.

Унтан начарри мěн?

Урасăр пулни. Урасăр çул якине те пěлеймěн, сăрт çÿллěшне те виçеймěн.

Тата япăхраххи те пур-ши çыншăн?

Хăлхасăр юлни, илтейми пулни. Ĕçре савапа çава пěр саслă пулнине те асăрхаймастăн.

Кунран начарри пулма пултарать-ши?

Куçсăр юлни, курми пулни. Хăпартупа хěвел пěр тěслине те пěлейместěн, çимěç симěсне те манатăн. Уйăх катăкěпе пěлěт кăтри те ěмěрлěхех сÿнеççě.

Кунран пысăкрах инкек те пур-ши тата? 

Ăсран тайăлни – акă мěн инкек. Çын утать те – çитеймест. Итлет те – ăнланмасть. Курать те – палламасть.

Ăсран тайăлнинчен хăрушши çук-тăр?

Пур çав. Юлхавлăх. Мěншěн наяна алă? Мěншěн ÿркенчěке ура? Кахала ăс – мěн тума?

Акă мěн иккен чи пысăк инкек.

Юлхав ухмахран начар, тăмсайран япăх.

 

Текста васкамасăр вуласа тух та çак ĕçсене пурнăçла:

                                               I.

1. Юлашки икĕ предложенин грамматика никĕсĕсене аялтан туртса палăрт.

2.Паллă тунă предложенире чарăну паллине мĕншĕн лартнине ăнлантар.

3. Пĕрремĕш предложенири сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартса çыр.

4. катăкěпе сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене паллă ту.

5. кахал  сăмахăн синонимĕсене текстра шыраса туп, çырса хур.

6. ăсран тайăлнă сăмах çаврăнăшне ăнлантар.

7. Текстран икĕ иккĕмĕшле япала ячĕ тупса çыр.

                                   II

8.Текстри шухăшпа килĕшетĕн-и? Сан шутупа, чи хăрушă инкек мĕн? Çав инкекрен хăтăлас тесен мĕн тумалла? Хăв шухăшна çирĕплетсе 5-6 предложени çыр.

 

5-мĕш вариант

ЫРĂ ÇЫН

Калав

Типě çеçен хирте — çăл. Çăл çывăхěнче пÿрт. Унта аслашшěпе мăнукě пурăнаççě. Çăл патěнче вěрен çыхнă витре. Иртен-çÿренсем çăлтан шыв ěçеççě, ачан аслашшěне тав тăваççě.

Пěррехинче вěрен татăлса кайнă та витре тарăн çăла ÿкнě. Аслашшěн урăх витре пулман. Аслашшěпе мăнукě шыв та ěçеймен.

Пěр кун шывсăр пурăнаççě вěсем, иккěмěш кун… Виççěмěш кун пěр çын килсе тухрě. Асатте унăн витре пуррине асăрхарě. Хайхи çын малтан çăл çине пăхса илчě, унтан — аслашшěпе мăнукě çине. Вара лашине çавăрчě те малалла кайрě.

— Мěнле çын пулчě ку? — ыйтрě мăнукě аслашшěнчен.

— Ку çын çынах мар, — хуравларě аслашшě.

Кăнтăрла тěлне çăл патне тепěр çын чарăнчě. Вăл урапи çинчен витре илчě, ăна вěренпе çыхса шыв ăсрě. Аслашшěпе мăнукне ěçтерчě. Унтан витрине хăйăрпа çурě те хăйпе илсе кайрě.

— Ку çур çын кăна, — терě аслашшě.

Каç енне аслашшě çурчě умěнче виççěмěш çын чарăнчě. Вăл урапи çинчен витре илчě, шыв ăсрě. Ĕçсе тăранчě те малалла кайрě. Витрине кунтах хăварчě.

— Ку тата мěнле çын пулчě? — ыйтрě каллех мăнукě аслашшěнчен. 

Чăн-чăн çын пулчě ку. Ырă çын. Ыттисене пулăшма хатěр çын, — хуравларě аслашшě.

(В. Сухомлинский)

Текста васкамасăр вуласа тух та çак ĕçсене пурнăçла:

                                               I.

1. 2-мĕш абзацри предложенисен грамматика никĕсĕсене туртса палăрт.

2.Паллă тунă предложенири чарăну паллисене ăнлантар.

3. Иккĕмĕш абзацри пĕрремĕш предложенири сăмахсем мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартса çыр.

4. тăранчě сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене паллă ту.

5. пĕр сăмахăн антонимне текстра шыраса туп, çырса хур.

6. чăн-чăн çын сăмах майлашăвне вырăсла куçарса çыр.

7. вěрен çыхнă витре сăмах майлашăвĕн схемине ÿкер, тĕп компонентне паллă ту.

                                   II

8.Текст кăмăлна кайрĕ-и? Чăн-чăн çын тенине мĕнле ăнланатăн? Хăв шухăшна çирĕплетсе 5-6 предложени çыр.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Задания для подготовки к экзаменам для 9 класса по чувашскому языку"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Микробиолог

Получите профессию

HR-менеджер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:


Данный материал можно использовать для подготовки к экзаменам по предмету, а также для проверки и обобщения и закрепления знаний учащихся по предмету. Готовые тексты и задания к текстам пригодятся и для дополнительных занятий по родному языку.

Материал представлен в пяти вариантах. Удобен также для работы в парах, в группах.



Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 663 076 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 02.02.2020 1719
    • DOCX 70.5 кбайт
    • 25 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Тинюкова Надежда Климентьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Тинюкова Надежда Климентьевна
    Тинюкова Надежда Климентьевна
    • На сайте: 9 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 2
    • Всего просмотров: 30525
    • Всего материалов: 8

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Копирайтер

Копирайтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Лингвокультурологический подход в обучении русскому языку как обеспечение принципов и требований ФГОС

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 22 человека из 14 регионов
  • Этот курс уже прошли 92 человека

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Русский язык и литература")

Учитель русского языка и литературы

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 54 человека из 29 регионов
  • Этот курс уже прошли 62 человека

Курс повышения квалификации

Психолого-педагогические аспекты развития мотивации учебной деятельности на уроках по русскому языку у младших школьников в рамках реализации ФГОС НОО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 44 человека из 25 регионов
  • Этот курс уже прошли 482 человека

Мини-курс

Интерактивные материалы на печатной основе

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 58 человек из 25 регионов
  • Этот курс уже прошли 31 человек

Мини-курс

Технологии и автоматизация в машиностроении

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Стратегии клиентоориентированного бизнеса

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе