Внеклассное мероприятие "День родного языка"

Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе

(Чǎваш чěлхи кунě ячěпе хатěрленě уяв  сценарийě)

Н.В.Павлова,

Авăркас районě, Кебеç шкулě

 

       Уяв  тěллевě: ачасене халǎх традицийěсене упрама, тǎван чěлхене  юратса вěренме хавхалантарасси,  чěлхе илемěпе пуянлǎхне туйма, пěлÿлěхе ÿстерме пулǎшасси.

        Уяв эпиграфě:           Тǎван  халǎхна

                                             Ěмěрне те ан ман:

                                             Aсра та,  ǎшра та

                                             Вǎл пултǎр ялан.

                                                               А. Канаш

 Хěр ача: Ырǎ кун пултǎр, туссем, тǎвансем, ытарайми чǎваш çыннисем! Паян-пысǎк уяв -  чǎваш чěлхи кунě. Чǎваш чěлхи пуян та илемлě, янǎравлǎ та çепěç, паха та асамлǎ. Вǎл чǎваш юрри пек янǎравлa та кěвěллě, унпа чуна ачашлама е амантма, çěклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать

 Каччǎ: Атте-анне чěлхи - пирěн тǎван чěлхе. Тǎван сǎмах, тǎван чěлхе - халǎх  чунě. Унǎн паянхи кунě, малашлǎхě. Унсǎрǎн халǎх çук.

Хěр ача:    Камсем эпир, мěнле кǎкран эпир?

Ăçти тусан пирěн ÿте хуратнǎ?

Ăçти шыв-шур пирěн пите шуратнǎ?

Мěнле çилпе те хěвелпе эпир,

Кǎлкан çилхи пек, кǎмǎла вылятнǎ?

Каччǎ:      Камсем эпир, мěнле йыхран эпир?

Мěнле анне сире савса çуратнǎ?

Мěнле атте ура çине тǎратнǎ?

Мěнле ǎспа та хапǎлпа эпир

Хамǎр çěре чунпа юратнǎ?

Хěр ача:    Тǎван чěлхе – атте ǎс-пуçě

Тǎван чěлхе – анне сасси.

Тǎван чěлхесěр шалкǎм хуçě,

Тǎван чěлхе вǎл – пуласси.

Каччǎ:       Чǎваш чěлхи – тǎван чěлхе

Эс – чи пахи, эс – чун уççи

Чǎваш чěлхи – тǎван чěлхе,

Пин чěлхерен чи çепěççи.

Хěр ача:    Сирěн умǎрта хореографи композицийě «Çǎкǎртан асли çук».

Каччǎ:      Çěршывра ǎçта кǎна çитместěп,

Пур çěрте те маншǎн пархатар.

Хам чǎваш пулнишěн именместěп,

Никамран та эпě катǎк мар.

Хěр ача:    Хам чыса эп куç пекех сыхлатǎп.

Юнǎмра мǎнкǎмǎллǎх пур ман.

Хам чǎваш пулнишěн мухтанатǎп

Эс те, тусǎм, ху камне ан ман.

Каччǎ:      Итлěр! Васильева Аннапа Петрова Валентина сире юрǎ парнелеççě.

Хěр ача:    Тǎван чǎваш сǎмахěсем –

                   Мерчен те ылтǎн пěрчěсем!

Шǎтса вěри чěремěрте

Пучах кǎларǎр пур çěрте.

Ăс вучěпе, чун тарěпе

Шǎрçаланса куçа йǎпатǎр –

Пин-пин этем, тухатнǎ пек,

Килентěр, тěмсěлтěр, пǎлхантǎр!

Каччǎ:      Манми чǎваш шеп юррисем –

                   Чěкеç те шǎпчǎк чěпписем!

Уллахсенче, уявсенче,

Вǎй картинче те ěç çинче.

Хěр ача:    Сирěн умǎрта ачасем çамрǎксен ташшине ташласа параççě.

Каччǎ:       Чǎваш чěлхи илемлě, çепěç –

                   Пит авалхи пуян чěлхе!

                   Кашни чǎваш пěлмешкěн тивěç

Ăна…пěлмеççě халлěхе…

Ашшě-амǎшěн ǎсě пǎсǎк пулсан

Вěрентмě чǎвашла хǎй ачине…

Вǎхǎт çитě, вěсем ÿкěнěç

Ачи калаçманшǎн чǎвашла.

Хěр ача:    Çемье хǎй пěчěкрен пистернě,

Ачине чǎвашла калаçма.

Кам айǎплǎ? Айǎплǎ кунта -

Атте-анне.

Ăс-тǎнě вěсен çитменрен.

Каччǎ:       Кěтсе илěр! Наталия Трифонова юрлать.

Хěр ача:    Кěçěрхи каçра курса ларакансене «Тǎри» ташǎ ансамблě савǎнǎçлǎ         ташǎ парнелет.

Каччǎ:      Юрǎ каять ян та ян,

Кайтǎр вěçсе аякка,

Итлес килет ман паян

Чǎваш чǎвашла юрланине.

Хěр ача:    Юрлакан халǎх пěтмест теççě.

Мěн чул хěн-хур нуша курсан та

Кěрекере юрланǎ пек

Юрлар паян çак вǎхǎтра.

Каччǎ:       Итлěр! Чǎваш юррине шǎрантараканě Андрей Трифонов «Тǎванпа хитре тěнче».

Хěр ача:    Чǎваш йǎли-йěркийěсем,

Сирте çěкленÿпе илем!

Е сурхури, е çǎварни,

Е калǎм та сěрен эрни,

Е çимěк, шавлǎ акатуй,

Утçи, вырма уявě, туй.

Сирěн умǎрта Стерлибашра «Урамри ачасен вǎйисем» ятлǎ хореографиллě композици кǎтартса пěрремěш вырǎна тухса диплом илнисем. Ку вǎйǎсене Ташлыкульте çуралса ÿснě ачасем 30-мěш-40-мěш çулсенче вылянǎ.

Каччǎ: Кириллова Еленапа Татьяна Мартынова хальхи ташǎ «Фиеста» ташлаççě.

Хěр ача:    Хǎть мěнле тулта пулсан та çанталǎк,

Кǎмǎл-туйǎм кěрет юрласан.

Шухǎш пур, ěмěт пур пурǎнмалǎх,

Ăрǎскалě килет хамǎртан.

Каччǎ:      Çěр çинче пурǎнсан та пин халǎх,

Чǎвашсенчен пахи пурпěр çук.

Юрǎ пур, ташǎ пур мухтанмалǎх,

Савǎнар-ха пěрле пухǎннǎ чух.

Хěр ача:    Чǎваш юрри. Наталия Павловапа Людмила Данилова юрлаççě.  

Хěр ача:    Чǎваш ташши – шевле ташши,

Шух çил ташши, çут хум ташши.

Санра хěрÿ хěвел ǎшши,

Ăсталǎх тупсǎмě, тěшши.

Эс илěртсе куç пǎвнипе

Авǎнать-çке пилěк – хулǎ майлǎ,

Ура вылять-çке çиçěм пек.

Çěр мǎшǎр çаврǎнать сǎпайлǎн.

Каччǎ: Сирěн умǎрта чǎвашсен фольклорлǎ халǎх ятне илме тивěçлě пулнǎ ансамбль «Çеçпěл»

Хěр ача: Вǎхǎт çитрě сирěнпе сывпулашма. Тавтапуçах сире пирěн чǎвашсен каçне килнěшěн.

Каччǎ: Чǎвашла калаçма ан вǎтанǎр, чǎваш халǎхě ěçчен халǎх. Хамǎр чěлхене манас мар! Ěмěрлěхе упрар чěлхемěре. Çÿлтен-çÿле çěклер ăна. Сывǎ пулǎр.                                                        

 

           

«Çеçпěл» ансамблěн ертÿçи - Н.С.Васильев,                              Н.В.Павлова «Тǎри» ушкǎнěпе

  Раиса Сурпан  тата «Тǎри» ушкǎнě

 

Н.В.Павлова, пуçламǎш классене  вěрентекенě

Краткое описание материала

       Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе

(Чǎваш чěлхи кунě ячěпе хатěрленě уяв  сценарийě)

Уяв  тěллевě: ачасене халǎх традицийěсене упрама, тǎван чěлхене  юратса вěренме хавхалантарасси,  чěлхе илемěпе пуянлǎхне туйма, пěлÿлěхе ÿстерме пулǎшасси.

        Уяв эпиграфě:         Тǎван  халǎхна

                                             Ěмěрне те ан ман:

                                             Aсра та,  ǎшра та

                                             Вǎл пултǎр ялан.

 

                                                               А. Канаш

Внеклассное мероприятие "День родного языка"

    DOCX

Файл будет скачан в формате:

    DOCX

Автор материала

Павлова Наталия Валерьевна

учитель начальных классов

  • На сайте: 10 лет и 7 месяцев
  • Всего просмотров: 10971
  • Подписчики: 1
  • Всего материалов: 4
  • 10971
    просмотров
  • 4
    материалов
  • 1
    подписчиков

Настоящий материал опубликован пользователем Павлова Наталия Валерьевна.
Инфоурок является информационным посредником. Всю ответственность за опубликованные материалы несут пользователи, загрузившие материал на сайт. Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы: