Инфоурок Родная литература КонспектыП .Хусанкай "Таня" поэма

П .Хусанкай "Таня" поэма

Скачать материал

 

 

Чāваш литератури

7 класс

Урок теми

«Вăрçă хĕрарăм сăнарлă мар»

 

 

Урок тĕллевĕсем:

пĕлÿ

аталантару

сапăрлăх

1)Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен пĕлÿ парасси; 2)Хайлавра чăн пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсем, çынсем сăнланнине туйтарасси.

 

1) Тĕпчев ĕçĕсем тума хăнăхтарасси, лиро-эпикăлла хайлава тишкерес хăнăхусене аталантарасси.

 

1) Вăрçа тÿссе ирттернĕ çынсене сума - сума, хисеплеме вĕрентесси;

2)Çĕр çинче мир кирлине ăнлантарасси.

 

 

 

 

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

учитель сăмахĕ; ачасен илемлĕ вулавĕ; эпизодсене суйласа вуласси; ыйту-хурав

 

Литература теорийĕ:

лиро-эпикăлла хайлава тишкерÿ;  кластер, тест ĕçĕ тăвасси; пĕтĕмлетÿ.

 

  Пуплеве аталантарас хăнăхусем:текста палăртуллă вуласси; ыйтусем çине туллин хуравласси; кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыни; хайлавăн тĕсне палăртасси; пĕтĕмлетÿ тăвассине аталантарасси.

 

Предметсем хушшинчи çыхăну: истори.

 

Урок ирттересси:

Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем, аудиодиск «Журавли»,  мультимеди СД-ROM “От Кремля до Рейхстага»

Урок юхăмĕ.

1.       Класа йĕркелесси. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

 мультимеди СД-ROM “От Кремля до Рейхстага»

Учитель: Сывлăх сунатăп, ачасем. Экран çинче ÿкерчĕксене курсанах сирĕн  чун-чĕрере мĕнле шухăш çуралчĕ? Мĕн илтрĕр, мĕн куртăр эсир?

Ачасем: Экран çинче хăрушă вăрçă пуçланни çинчен куратпăр. Тăшман вăрă хурахла тапăнса кĕчĕ пирĕн çĕр çине. Пурте пĕрле ватти-вĕтти тăшмана хирĕç кĕрешме чĕнсе каланине илтрĕмер.

Учитель:

Эпир  паян сирĕнпе хаяр вăрçă пирки калаçăпар, тăшмана хирĕç кĕрешĕве       тухнă паттăрсем çинчен. Ку тема паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитет.Çак   пысăк уяв умĕн эпир пирĕн телейлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене ниепле те асăнмасăр хăвараймастпăр. Иртнĕ уроксенче эпир сирĕнпе Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмин сыпăкĕсемпе паллашнăччĕ. Ушкăнсем çине пайланса тĕпчев ĕçĕсем суйласа илнĕччĕ.

Пĕрремĕш ушкăн – историксен ушкăнĕ.   тĕллевĕ -  поэмăри истори йĕрĕсене палăртасси.

Иккĕмĕш ушкăн – литераторсем. Вĕсен тĕллевĕ – поэмăн литературăри хакне палăртасси.

Виççĕмĕш ушкăнпултаруçăсем. Вĕсен тĕллевĕ –  вулакана поэмăпа  кăсăклантарасси.

 

Учитель: Паян пирĕн пĕтĕмлетÿ урокĕ. Ушкăнсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлĕç.

Ачасем, çак проект ĕçне пурнăçлама мĕнле тĕллевсем лартнăччĕ-ши эпир?

 

Ачасем:1)Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен пĕлесси;

               2)Хайлавра пурнăçра чăн пулса иртнĕ ĕçсене палăртасси;

       3)Тĕпчев ĕçĕсем тума хăнăхасси, лиро-эпикăлла хайлава

тишкерес хăнăхусене аталантарасси.

 

Тетраде число, урок темине çырса хуратпăр 2слайд

«Вăрçă хĕрарăм сăнарлă мар».

Эпиграф:

Вилсессĕн те вилмест вăл паттăр

Ик пурнăç панă паттăра

Иккĕмĕш пурнăç çавăнпа та

Вилĕмсĕр чаплă ун вара

                                               (В.Бедный)

2. Урокăн тĕп пайĕ.

Сăмах паратпăр малтан пултаруллăх ушкăнне. Вĕсем пире хайлав сыпăкне аса илтерĕç.3слайд

Ачасем  поэмă сыпăкне пăхмасăр каласа параççĕ.

Халĕ историксене сăмах паратпăр, поэмăра историри хăш тапхăра сăнланă-ши?4слайд

Пĕр ача  вăрçă çинчен кĕскен каласа парать.

- Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ пирки пӗлмен ҫын ҫук, мӗншӗн тесен ҫак хӑрушӑ сăмах xx ӗмӗрте темиҫе хутчен те янранӑ. Анчах та 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑвӑрҫӑ тискерлӗхне паянхи кун ас тӑвакансем те сахалланса пычӗҫ.Ҫак кун пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине фашистла Германи сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗнӗ. Пӗтӗм Совет халӑхӗ тӑшмана аркатса тӑкма, ӑна Тӑван ҫӗршывран хӑваласа кӑларма кар ҫӗкленнӗ.. Ваттисемпе пӗрле ҫамрӑксем те, вӗсемпе пӗрле ачасем те тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме ҫӗкленнӗ. Тин ҫеҫ шкул сумкине ҫакса ҫӳренӗ ачасем алла пӑшал тытнӑ.Фашизм пирӗн ҫӗршыва виҫесӗр хурлӑх, асап кӳчӗ: 20 млн. ытла ҫын пурнӑҫне татрӗ, 1710 хулапа поселока аркатрӗ, 70 пин яла ҫунтарса ячӗ. Унсӑр пуҫне, мӗн чухлӗ ҫын сусӑр таврӑнчӗ-ши, мӗн чухлӗ хӗрарӑм мӑшӑрсӑр, ачасем ашшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ-ши, шутласа та кӑлараяс ҫук.

Ҫак хӑрушӑ 1418 талӑка пынӑ вӑрҫӑн кашни кунӗ халӑхӑн асап – терчӗпе , хуйхи – суйхипе кӑна мар, тӗлӗнмелле паттӑр ӗҫӗсемпе те палӑрса тӑрать. Ытти халӑхсемпе пӗрле чӑваш халӑхӗ те вӑрҫӑра паттӑр ҫапӑҫрӗ, тылра та ырми – канми ӗҫлерӗ. Чӑваш республикинчи 75 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Чӑваш писателӗсем те кӗрешӗве хастаррӑн хутшӑнчӗҫ..

 

Учитель: Тавтапуç.  Çак хăрушă сăмах – вăрçă, Хусанкайăн «Таня» поэмин теми пулса тăрать.

                                                                                                    

3.Хусанкай пурнăçĕ хайлав темипе епле çыхăннă-ши?5-6слайд

Ача  Хусанкай пурнăçĕнчи вăрçă тапхăрĕ çинчен каласа парать.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çарта пулнă. Рядовой пулса Дон фронтĕнчеçапăçнă, Сталинграда хÿтĕленĕ, Атăл çинче нимĕçсен çарне çавăрса илсе тыткăна илнĕ çĕре хутшăннă. Малтан ахаль салтак, кайран лейтенант, аслă лейтенант, дивизи политпайĕн инструкторĕ, "За Родину", "Сталинец" хаçатсен сотрудникĕ пулнă.1944 çулта Польша çĕрĕнче йывăр аманнă, госпитальте нумайччен сывалса выртнă хыççăн 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче килне таврăннă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн

П. Хусанкая Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă. Тăван çĕршывăн Аслăвăрçи çулĕсенче сăвăç совет халăхĕн паттăрлăхне катартакан нумай сăвă çырнă, вĕсенчен паллăраххисем: "Таня"(1942), "Çĕнтерÿ юрри" (1945) поэмăсем. Вăрçă хыççăнхи тапхăрта сăвăç пултарулăхĕнче халăхсен туслăхĕ çинчен çырнă хайлавсем пысăк вырăн йышăнаççĕ: "Эпир Российăра пурăнатпăр", "Тăван Татарстана", "Сăмах хăвачĕ" т. ыт. те.

 

Учитель: Тавах. Хусанкай Таня поэмине вăрçă вăхăтĕнче  çырнă. Вăрçă-асап, куççуль, мĕн тери хăрушлăх совет халăхĕшĕн пулнине чун-чĕрипе витĕр туйнă.Тăван çĕршыва, тăван халăха юратни хистенĕ те ĕнтĕ ăна вăрçа тухса кайма, унта паттăррăн тăшманпа çапăçма.

 

Малалла литераторсене сăмах. Поэмăри тĕп сăнар кам-ши?,7слайдпаллаштарсамăр пире унпа.

Ача  Таня çинчен каласа парать.

Таня – Мускав хĕрĕ. Вăрçă пуçланиччен тăрăшса вĕреннĕ, комсомола кĕнĕ. Амăшĕпе килĕштерсе пурăнать, ăна юратса хисеплет.1941 çулхи сивĕ кĕркунне Таня амăшĕнчен пил илсе фронта тухса каять партизан  пулса тăрать. Вăл разведкăна çÿрет, фашистсен склачĕсене çунтарать.

  Анчах пĕррехинче тыткăна лекет. Çапах та вăл хăраса ÿкмест, хăйне хăюллă тытать. ăна çакаççĕ - вăл çав-çавах парăнмасть

 

Учитель: Чăнах. Таня Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратать. Ун ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн вут-çулăм ăшне кĕме хатĕр. Хăйне тăшман умĕнче хăюллă тытать. Юлташĕсене те сутмасть. Мĕн тĕрлĕ асап-терт витĕр тухмасть пуль хĕр-партизанка.

Фашистсен ирсĕрлĕхне, хĕр тÿсĕмлĕхне мĕнле йĕркесенче куратпăр. (9, 10-мĕш сыпăксемпе ĕçлетпĕр.) 9 сыпăк, юлашки 2 абзац;

10 сыпăк, 1-мĕш абзац, 9-мĕш абзац.  4-мĕш абзац.    10-мĕш абзац.

5-мĕш абзац,     11-мĕш абзац.

 

Çак хайлаври сăнар прототипĕ пур-ши?8 слйда

Кун çинчен пире историксем каласа парĕç.

 Ача Зоя Космодемьянская çинчен каласа парать.

Ку вăл – Зоя Космодемьянская. Вăл, чăнах та, партизан пулнă. 1941 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Петрищево ялне задание кайнă. (9слайд)

Зоя Космодемьянскаяна 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче хĕрарăмсенчен пĕрремĕш çынна Совет Союзĕн Геройĕ ята парса чысланă.

 Таня, Зоя Космодемьянская хăйĕн паттăрлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе халăха тăшманпа кар тăрса кĕрешме йыхăрать. Çулăмлă  ячĕ  çапăçура мала чĕнет.     

Вăрçăра çапăçнăшăн 250 пин совет хĕрарăмĕ орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсенчен 86-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята илнĕ.

 

Патаръел районĕнче  хĕрарăмсенчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнисем çук.

Чăваш Республикинчен Улатăр хулинчен: Зоя Ивановна Парфёнова-Акимова

Совет Союĕн Геройĕ. Вăл-лётчик  пулнă, Улатăр хулин аэроклуб инструкторĕ . Çурçĕр Кавказра,  Крым утравесем çинче çапăçнă. 10 слайд)

Арçынсенчен:Павел Ефимович Кузнецов(Анат Туçа)

РахимовБакиСыбгатович(Шăнкартам)
Уруков Виталий Иванович(
Патăрьел)

П.Г. Кариков(Сăкăт ялĕнчен фронта кайнă)

Сăкăт ялĕнчи вăрçă паттăрĕсем Юхма Мишшин ашшĕ,…(Ячĕсене сасăпа вулатпăр)

(Паянхи кун майăн 9-мĕшĕнче«Влĕмсĕрлĕх полкне» хамăран асаттесен, кукаçейсен сăн ÿерчĕкĕсемпе тухатпăр) Манăн  кукаçей МулюковНиколай Романович вăрçă паттăрĕ Смоленск хулине хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнă, эпĕ ун çинчен сакан пек буклет туса хатĕрлерĕм. Сире те киле ĕç çкăн пек буклет тума сĕнесшĕн.

 

Учитель: Таня – Зоя Космодемьянская – вǎрçǎ çулĕсенчи паттǎр çынсен пĕтĕмлетÿллĕ сǎнарĕ те пулса тǎрать. Автор кунта совет çыннипе нимĕç фашисчĕсен икĕ тĕрлĕ моральне, таса чунпа хура юнлǎ çыннǎн тытǎçǎвне кǎтартать. Çакǎ произведенин тĕп конфликчĕ пулса тǎрать.

     Вырǎс хĕрĕ паттǎррǎн вилет, анчах чунне нимĕç йыттисене сутмасть. Çĕнтерÿ юрри пек янǎраççĕ унǎн юлашки сǎмахĕсем:

     …Вилмешкĕн эпĕ хǎрамастǎп. Хам халǎхшǎн вилни–телей!

Сыв пулǎр, юлташсем! Кĕрешĕр!                                        

Учитель:   - Мĕнрен килнĕ-ши совет çыннисен вǎрçǎ çулĕсенчи паттǎрлǎхĕ апла пулсан?

Ачасем: Вĕсем хамǎр çĕр çинчен нимĕç фашисчĕсене хǎваласа ярассине ĕненнинчен, çĕнтерÿ хǎйсен аллинче пулассине шаннинчен.

Учитель: Çакǎ произведенин тĕп шухǎшĕ пулать.

 

Учитель: Сирĕн шутǎрпа, мĕнле çын паттǎрла ĕçсем тума пултарать?

Ачасем: Çирĕп кǎмǎллǎ; вǎй-халлǎ; çынна, халǎхне, Тǎван çĕр-шывне юратакан; çынна усǎ тǎвас текен, ыттисене йывǎр вǎхǎтра хǎй çинчен çеç шутламан çын паттǎрла ĕçсем тума пултарать.

 

Учитель: Пултаруçăсене сăмах. Хайлав чĕлхин сăнарлăхĕ мĕнлерех-ши?11слайд

Ача вуласа парать.

Поэмǎри сǎнарлǎх майĕсем, мелĕсем.

Поэмǎна автор сǎнарлǎн çырнǎ.

Тĕслĕхрен:

Метафора:

Пархатарлǎ асамачĕ

Ĕмĕр сÿнес çук ун.

Ваттисен сǎмахĕсемпе усǎ курни:

Вǎрман хǎлхаллǎ: çын итлет,

Уй куçлǎ: пǎхрĕ çын. Утать.

Сǎнлǎхсем:Тулта шатǎртать декабрь… Юр чакǎртатать…

 

Эпир сăмах партпăр литераторсене. Поэмă сюжечĕн уйрăмлăхĕ мĕнре-ши?

Ача  каласа парать.

  Произведени прологпа пуçланать. «Пролог» тенине урǎхла «ум сǎмах». Прологра вупǎрпа хĕвел тата çав вǎрçǎра Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи паттǎр çапǎçни çинчен чǎвашсен юмахне асǎннǎ.

1.     Хĕвелпи сǎнарĕнче эпир Таньǎна куратпǎр.

Тĕп ĕç пуçланиччен героиня амǎшĕнчен вǎрçа каймашкǎн пиллеме ыйтать.

Çакǎ ĕç умĕ (экспозици) пулать.12слайд

 

2.     Ĕç вара героиня вǎрçа тухса кайнипе пуçланать.

 Ку ĕç пуçламǎшĕ пулать.Ăна тепĕр майлǎ завязка теççĕ. 13слайд

 

3.     Малалла – ĕç аталанни.

       Кунта эпир Таньǎн паттǎр ĕçне куратпǎр.

 Таня тыткǎна лексен куçа-куçǎн тǎрса нимĕç фашисчĕсене питлет

– ку произведени кульминацийĕ (ĕç хĕрсе çитнĕ самант) 14слайд

 

4.     Таньǎна çакса вĕлерни – ĕç вĕçленни (развязка) пулать. 15слайд

 

5.     Кунта эпилог та пур. Унта тĕп ĕç хыççǎн мĕн пулса иртнине сǎнланǎ.

 Çапла вара, произведени композиципе сюжетǎн пайĕсен йĕркине çирĕп пǎхǎннǎ.

 

Учитель: Çакăн евĕр хайлавсем литературăра тата пур-ши? 16слайд

Ача  каласа парать.

Кузьма Турхан пулеметчик Иван Смирнов,

вырăс çыравсин Маргарита Алигерĕн «Зоя» ятлă хайлавĕ

 

4. Халĕ поэмăна çирĕплетсе хăварма тест  ĕçĕ тăвăпăр.

Тест ĕçне тăватпăр та доска çине пăхса хăвар ĕçĕрсене хак паратпăр.17слайд

 

5. Урока пĕтĕмлетни. 18слайд

Историксен ушкăнĕ«Вăрçă»сăмахпа кластер тăвать.

Литератрсен ушкăн «Таня»сăмахпа.

Пултаруçăсен ушкăнĕ – «Тăван çĕршыв» сăмахпа.

 

Учитель:Петĕр Хусанкай ячĕ те, Зоя Космодемьянскаян та, тата ытти нумай паттăрсен ячĕпе ырă ĕçĕсем  ĕмĕр пирĕн асран тухмĕç.Эпир те çакна асра тытса тупа тǎвар.

Ачасене ура çине тǎратса тупа тутарасси.19слайд

·        Тǎван çĕр-шыва куç шǎрçине сыхланǎ пек упрама

·        вĕренÿре тǎрǎшуллǎ пулма

·        ĕçре хастарлǎх кǎтартма

·        пĕр-пĕринпе туслǎ пурǎнма

·        çĕр-шывшǎн усǎллǎ пулма

 тупа тǎватпǎр.

Учитель:  Петĕр Хусанкай Зоя сǎнарĕ урлă чăн пулнă ĕçе Тǎван çĕр-шывшǎн пынǎ  вǎрçǎ кунĕсене тĕп-тĕрĕс çутатса панǎ. Ахальтен мар халǎхра «Таня» поэма сыпǎкĕсене 1942 çултан юрра хывса юрлама тытǎннǎ.(кĕçен класра юрă вĕренеттĕмер)

Пултаруçăсем валли ыйту Учитель: Вăрçă херарăм валли мар пулсан та пирĕн Таня хăйне шеллемесĕр паттăрла вилчĕ унăн ячĕ вилĕмсĕр пулнин тата ăçта куратăр?

 

Пултаруçăсем: 20слайд

Ачасем: Зоя Космодемьянская ячĕ кашни совет çыннин чĕрине кĕрсе юлнǎ. Унǎн паттǎрлǎхĕнчен эпир паян чǎн та тĕлĕнетпĕр. Ун мухтавлǎ кĕске пурнǎçĕ çинчен юрǎсем хывнǎ, кĕнекесем çырнǎ, кинофильмсем ÿкернĕ. Чи лайǎх художниксем хǎйсен картинисенче Таньăн сăнне ÿкернĕ, скульпторсем сǎнне мрамор çине касса ÿкернĕ.Тĕслĕхрен, Зоя Космодемьянскаяна асǎнса уçнǎ палǎк Мускав-Минскавтомагистралĕн 86-мĕш çухрǎмĕнче палǎртать) постамент çинче хĕр Мускав еннелле тĕмсĕлсе пǎхать.

       Зоя Космодемьянскаяна сума суни унчченхи вǎхǎтра пионер дружинисем, шкулсем ун ячĕпе хисепленнинчен те курǎнать. Чылай çĕртеурамсен ячĕсене ун ятне панǎ.

       Зоя Космодемьянская ячĕ халǎхра вилĕмсĕр. Ăна халǎх ĕмĕрлĕхе хǎйĕн чĕринче упрать. Вǎл çамрǎксене çутǎ малашлǎха йыхǎракан, ырǎ ĕçсем тума чĕнекен çутǎ сǎнар пулса тǎрать. Паттǎрсен ячĕсем вилĕмсĕр, пирĕн чĕрере ĕмĕр пурǎнĕç

Учитель:Çĕр çинче пĕр кун та вăрçăсăр иртмест. Кашни кун ăçта та пулсан вăрçă кĕрлет. Паянхи кун канăç памасть Сири, Ливи çĕршывĕ. Эпĕ те паянхи паттăрăн амăшĕ пекех кулянмасăр пĕр куна та ирттерейместĕп, мĕншĕн тесен манăн ывăл та çар çынни-капитан, Сири çĕрĕ çинче çар тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл Тăван çĕр çине  таврăнасса  куç пек кĕтетĕп,Турра кĕл тăватăп.

Вӑрҫӑ ҫын пурнӑҫне ҫухату, инкекпе терт, асаппа хуйхӑ илсе килнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илсе килменнине питӗ лайӑх ӑнлантӑмӑр.Ҫапах хуть те хӑш вӑрҫӑ та ҫухатусӑр пулмасть.. Паян аса илнӗ  паттӑр салтаксене  эпир нихӑҫан та манас ҫук, вӗсен ячӗсем ӗмӗр – ӗмӗр пирӗн чӗрере пулӗҫ. Пирӗн, чӗррисен, урӑх ҫӗр ҫинче нихҫан та вӑрҫӑ ан пултӑрччӗ тесе кӗрешмелле.

Шăплă х минучĕ,21 слайд

Шăплăх  минучĕ…

Паттăрсене асăнатпă р паян.

Шăплăх минучĕ,

Шăпл х минучĕ –

Вăрçă шавне вăл хуплатăр ялан! (Пĕр минут шăппăн тăни). 

 

Учитель:.

Паттăрсене  нихăçан та манар мар!(çурта çутаççĕ)

 

6. Киле ĕç .22слайд Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксем çинчен(хăвăрăн аслаçăрсем, кукаçăрсем çинчен) буклет туса йĕркелесси.

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "П .Хусанкай "Таня" поэма"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Специалист по студенческому спорту

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Этот конспект урока можно использовать в урочной и внеурочной деятельности.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 671 628 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

"Мой сосед Юрий Николаевич Асмолов"
  • Учебник: «Русская литература. Учебное пособие для 5 класса учреждений общего среднего образования с белорусским и русским языками обучения (в 2 частях)», Под редакцией А. И. Гараниной
  • Тема: Устное народное творчество и литература
  • 10.02.2021
  • 1290
  • 20
«Русская литература. Учебное пособие для 5 класса учреждений общего среднего образования с белорусским и русским языками обучения (в 2 частях)», Под редакцией А. И. Гараниной

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 11.02.2021 890
    • DOCX 77.8 кбайт
    • 14 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Осипова Надежда Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Осипова Надежда Николаевна
    Осипова Надежда Николаевна
    • На сайте: 3 года и 2 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 960
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Литература: теория и методика преподавания в профессиональном образовании

Преподаватель литературы

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 20 человек

Курс повышения квалификации

Изучение классической русской литературы в современном контексте на уроках с учетом реализации ФГОС СОО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 37 человек из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 230 человек

Курс профессиональной переподготовки

Русский язык и литература: теория и методика преподавания в образовательной организации

Учитель русского языка и литературы

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 1541 человек из 84 регионов
  • Этот курс уже прошли 4 916 человек

Мини-курс

Развитие предметно-практических действий, игровых навыков и математических представлений у детей раннего возраста

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Hard-skills современного педагога

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 77 человек из 34 регионов
  • Этот курс уже прошли 22 человека

Мини-курс

Дизайн-проектирование: практические и методологические аспекты

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе