Инфоурок Другое КонспектыПлан-конспект урока по чувашскому языку "Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси" (6 класс)

План-конспект урока по чувашскому языку "Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси" (6 класс)

Скачать материал

                                  Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси

Урока кирлĕ хатĕрсем: «Пайăр ятсем» таблица, вĕренÿ кĕнеки, компьютер, мультимедиапроектор, валеçсе памалли карточкăсем,«Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси» презентаци.

Вĕрентÿ   тĕллевĕ: пайăр ятсене тĕрĕс çырма хăнăхтарасси

Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван тăрăха юратма,  тĕпчеме, тăван енĕн паллă çыннисене хисеплеме хăнăхтарасси, «Чăвашкино»  историне кĕскен аса илсе ачасенче тăван ен культурине пĕлес хавхаланăва вăйлатасси.

                                        Урок юхăмĕ

I. Класа урока йĕркелесси

1.Сывлăх сунни

   Ачасем пĕр-пĕрне саламлани, ăнăçу сунни. (Вĕсем доска умĕнче тăраççĕ)

Пурте пĕрле:

Эпир ялан хастар ĕçлесшĕн -

Илесшĕн «4», «5».

Пире вара никам питлемĕ:

«Эсир кахал, тÿр пилĕк!»

Паян каллех куçлар-и

Йăл кулăпа пĕрне-пĕри?!

 Халь урока пуçлар-и:         

Чĕнет пире  пĕлÿ тĕнчи!        

Ачасем пĕрне-пĕри ятран чĕнсе ăнăçу сунаççĕ.

(- Ăнăçу сунатăп сана, Аня, Семен…)

Вĕрентекен сăмахĕ.

Ачасем, эпĕ те сире ăнăçусем сунатăп.

(Кашни урок пуçламăшĕнчех йăлана кĕнĕ тăрăх черетпе  ачасем  доска çине ваттисен сăмахĕ çыраççĕ.  Хальхинче ваттисен сăмахĕнче пайăр ятсем пулмалла).Тĕслĕхрен: Атăл урлă каçас пулсан виç кунлăх çăкăр ил.

Маттур!

II.Вăйă выляни

    Учитель:Урокра хавхаланса ĕçлеме икĕ ушкăна уйрăлса вăйă выляса илер-ха малтан. Ушкăнсене чăващла хитре ят памалла.(Ачасем ушкăнсене ят парса доска çине çыраççĕ).

 Ушкăнпа ĕçлесси.

-- Ачасем, кăçал Раççейре Кино, Чăваш енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине темиçе хутчен те аса илнĕ эпир. Халь паракан ыйтусем те çак темăсемпех çыхăннă.

Хăш ушкăн малтан пĕтерет? (Пĕтернĕ хыççăн ушкăнпа алă тытса пĕр чăмăр тăваççĕ). Ачасем карточка илеççĕ.

     1№ ĕç (икĕ ушкăнĕ те хуравлать)

А)Пăлапуç  Пашьел, Пăлапуç Нурăс,  тата Сител ялĕсенчи чапа тухнă ĕç çыннисенчен камсене пĕлетĕр? (Класри ачасем шкула çак ялсенчен çÿреççĕ)

Ă)Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

·        Ĕçсĕр лариччен…    (кĕрĕк арки йăвала).

·        Ĕçле-ĕçле, ĕçле çи… (ĕçлемесен ан та çи).

·        Икĕ алла…(пĕр ĕç).

     Б) Вĕçленĕ ваттисен сăмахне тĕпе хурса, пайăр ят хушса тÿрĕ пуплевлĕ предложени йĕркелĕр.

     2 № ĕç: 1-мĕш вариант (1-мĕш ушкăн пурнăçлать)

Пайăр ятсене тупăр. Предложенири йăнăша тупса тÿрлетĕр.

А) 1932 çулта чăваш киноматографисчĕсем «Востоккино» тытăмĕнче Киремет кати  юлашки фильм ÿкернĕ.

Ыйту çине хуравлăр.

Ă) Кам вăл Тани Юн?

    2№ ĕç: 2-мĕш вариант  (2-мĕш ушкăн пурнăçлать)                                           

Пайăр ятсене тупăр. Предложенири йăнăша тупса тÿрлетĕр.

А) Сарпике илемлĕ  фильма курма Шупашкара Тани Юнăн ашшĕпе амăшĕ те çитнĕ.

Ыйту çине хуравлăр.

Кам вăл И.С.Максимов-Кошкинский?

   3№ ĕç (икĕ ушкăнĕ те хуравлать).

Шÿтлĕ ыйту.

1)Миçе «ПŸ» илсен Чăваш Республикинчи хула ячĕ пулать?(Çĕрпÿ)

2)Пăлапуç Пашьел ялĕнче мĕнле  юхан шыв пытаннă?(Пăла)

Ĕçсене пĕтĕмлетни.

Ачасем, иртнĕ урокри темăна  малалла тăсса ытларах  мĕн çине пусăм тăвăпăр паян?

     Ачасем хуравлаççĕ.(Хуравсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ).

     Учитель:  Пайăр ятсене пĕлни çеç çителĕксĕр, вĕсене тĕрĕс çырма та пĕлмелле, калаçура та, çырура та тĕрĕс усă курмалла.

III. Килти ĕçе тĕрĕслени

Ачасен килте Фишбоун туса килмелле пулнă: «Пайăр ятсем» (1 рет) тата «Пайăр мар ятсем» (2 рет). Ачасем хăйсен ĕçĕсене хÿтелеççĕ.

IV.Сăмах диктанчĕ. Доска умĕнче пĕр ача ĕçлет, ыттисем тетрадь çине çыраççĕ.

  Сантăр,  «Ылтăн вăчăра» повесть, «Тăван Атăл» журнал, Çĕмĕрле, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Учитель кунĕ, «Хисеп палли» орден, Çемçе шывĕ,  Сител кÿлли, Суя çăл, Пăлапуç Пашьел.

(Пайăр ятсене тĕрĕс çырмалли правилăсемпе ĕçлени, презентации усă курни).

 Топонимсем çинчен аса илни. «Пăлапуç Пашьел» кĕнеке авторĕпе паллаштарни. Н.П.Тельцова тĕлпулăва чĕнни.

   Тăван тавралăха пурин те пĕлмелле.Тăван çĕртен, унăн халăхĕнчен хакли мĕн пур-ши? Мĕн тери илемлĕ те тĕлĕнмелле кăсăклă ятсем пытаннă кунта! Енчен те сирĕн пата хăна килсен ăçта илсе кайнă пулăттăр? Паллах, чи хитре вырăнсемпе паллашма.

V.Киле ĕç пани:

                   42-мĕш хăнăхтару (ăнлантарса памалла)

                   39-мĕш хăнăхтару(уйрăм ачасем валли)

Орфографии словарĕнчи сăмахсем(«Документра усă куракан çын ячĕсем»,«Орден- медаль ячĕсем»). Презентацири слайдсем.

VI.Физкультминутка. (Пайăр ятсемпе усă курнă, ачасемпе пĕрле çырнă)

1,2,3…

Пăлана каятпăр!

4,5,6…

Пулă пек чăматпăр.

Пÿртлĕ сăрчĕ çÿллĕ –

Пурте улăхатпăр.

Сывлăх çирĕп кирлĕ –

Уншăн тăрăшатпăр!

Кайăк пек вĕçетпĕр,

Андриян пулатпăр!

  VII.Кĕнекери хăнăхтарупа ĕçлесси. (Пайăр ятсене çырасси)

41-мĕш хăнăхтару. Доска умĕнче 3 ача ĕçлет

Предложенисем тата номерĕсем

1.А.Г.Николаевăн ачалăх кунĕсем Шуршăл ялĕнче иртнĕ.

1970-мĕш çулта Андриян Григорьевич «Союз-9» караппа иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.

2.Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайĕнче «Хастар» спорт керменĕ уçăлчĕ. Кĕçех Çĕнĕ Шупашкарта  çăмăл атлетсене хатĕрлекен манежа çĕнетсе хута ярĕç. («Манеж» сăмаха ăнлантармалла – вырăн)

5. Лидия Алексеевнăна  Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

Предложенисенчи пайăр ятсене мĕншĕн çавăн пек çырнине каласа параççĕ.

VIII.Рефлекси

    Паянхи урок килĕшрĕ-и сире? Пайăр ятсем пурнăçра кирлĕ-и?

Мĕнпе асра юлчĕ?

Сирĕн мĕнле шухăшсем çуралчĕç? Тĕрĕс çырма вĕренес тесен мĕнпе усă курмалла-ши?  (Орфографии словарĕ çинчен аса илтерни)

Ачасем калама пултаракан хуравсем:

--Чăвашла кино ÿкерекен, малтанхи чăваш фильмĕсенче вылякансен ячĕсене пĕлтĕмĕр;

--Хамăр тăрăхпа çыхăннă нумай пайăр ятсемпе паллашрăмăр;

--Пайăр ятсемсĕр пурнăçра ним тума та çук;

--Пайăр ятсене çырмалли правилăсене пĕлтĕмĕр;

--Пайăр ятсене пĕлни пур çĕрте те кирлĕ: пĕр-пĕрне ятпа чĕнме, юратнă чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕксене ят пама…

  Енчен те урок усăллă тата ăнланмалла пулсан карçинккана căрласа илемлетнĕ çимĕç тултаратпăр, ăнланса пĕтмен ыйтусем пулсан – сăрламанни.

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План-конспект урока по чувашскому языку "Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси" (6 класс)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Специалист архива

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 664 189 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 17.12.2016 1043
    • DOCX 47.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Никитина Светлана Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Никитина Светлана Петровна
    Никитина Светлана Петровна
    • На сайте: 8 лет и 11 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 21888
    • Всего материалов: 19

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 284 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 849 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 328 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 154 человека

Мини-курс

Анализ межпредметных связей: связь педагогики с научными дисциплинами

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Детские и взрослые эмоции

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эмоциональная связь между родителями и детьми

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 44 человека из 27 регионов
  • Этот курс уже прошли 18 человек