Инфоурок Другое КонспектыПлан-конспект урока по родному языку "Местоимения"

План-конспект урока по родному языку "Местоимения"

Скачать материал

Предмет: Чăваш чĕлхи

Урок теми: Местоимени çĕр-шывĕнче

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс

Шкул: чăваш шкулĕ

Преподаватель: Филимонова Ираида Николаевна, Çĕрпӱ районĕчи Чурачăкри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.

 

УРОК ЮХĂМĔ

I .  Урока йĕркелени.

1.Сывлăх сунса класа йĕркелени, ачасен кăмăлне çĕклени, хастар пулма хавхалантарни.

Учитель: Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ сире курма питĕ хавас! Кашниннех сăн-пичĕ çутă, куçра хĕлхем çунать. Кăмăлăрсем аван-и?

Вĕренекенсем: - Аван!

У.: Маттурсем! Апла эпир паян тимлĕ пулатпăр, туслă ĕçлетпĕр.

II.  Тĕп тапхăр умĕнхи ĕçсем:

1)      Урокра мĕн çинчен калаçассине прогнозлани. 

У.: Ачасем, паянхи урока эпĕ  юмахран пуçлас терĕм. Тимлĕ итлĕр.

Чăваш чĕлхи тĕнчинче пĕр пуплев пайĕ çĕр-шывĕнче пурăнаççĕ тет çичĕ пĕртăван. Вĕсем питĕ туслă та ĕçчен тет. Çул çÿресе тĕрлĕ предложенине çитеççĕ тет. Çак маттурсем япала ятне, паллă ятне, хисеп ятне пулăшма яланах хатĕр тет. Час-часах вĕсем вырăнне те çÿреççĕ тет.

Ачасем, ку юмахра мĕнле çĕр-шыв çинчен каланă-ши?

Вĕренекенсем: Местоименисен çĕр-шывĕ çинчен каланă.

У.: Çичĕ пĕртаван мĕнле-мĕнле ятлă-ши?

Вĕренекенсен хуравĕ: Местоименин çичĕ ушкăн: сăпат, таврăну, кăтарту, ыйту, çуклăх, паллă мар, паллă местоименисем.

2) Урок темипе, тĕллевĕпе палăртни.

У.: Маттурсем.

У.: Апла пулсан паянхи урок теми  мĕнле-ши? Мĕн çĕр-шывне çитсе курăпăр эпир?

Вĕренекенсем: Местоимени çĕр-шывне.

У.: – Эпир местоименисене вĕреннĕ ĕнтĕ, апла урокăн тĕллевне мĕнле палăртăпăр?

Вĕренекенсем: Местоименисем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

У.: Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Паянхи урокра эпир местоименисемпе тĕрĕс усă курас хăнăхусене те çирĕплетĕпĕр.

III.  Тĕп тапхăр.Ушкăнпа ĕçлесси.

А) Çул çÿреве кайса местоимени ушкăнĕсене аса илсе çирĕплетесси.

У.:Çак ĕçсене тума вара эпир паян местоимени çĕр-шывне çул çÿреве кайăпăр. Унта пире Йăван ертсе кайĕ. Çул çÿреве кайнă чух ал айĕнче карттă кирлĕ. Сирĕн кашниннех сĕтел çинче карточкăсем тата хаклав хучĕ пур. Çул çÿревре пулнă май эпир вĕсене тултарса пырăпăр. Эсир хатĕр-и, ачасем?

Вĕренекенсем:Хатĕр!

У.:Апла пулсан кайрăмăр.

1-мĕш чарăну:Сăпат местоименийĕсем çинчен аса илесси

Ансăр ыйтусем

1.   Сăпат местоименисене пĕлетĕр-и эсир? Каласа тухăр.

2.   Вĕсене мĕншĕн сăпат местоименийĕсем теççĕ?

3.   Сăпат местоименисем мĕнле пуплев пайĕ вырăнне çÿреççĕ?

4.   Вĕсем вĕçленеççĕ-и? Тĕслĕхпе çирĕплетĕр.

5.   Сăпат местоименийĕсем мĕн тăрăх улшăнаççĕ?

6.    Предложенире сăпат местоименийĕсем тĕп е кĕçĕн член пулаççĕ? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

У.: Маттурсем.

Акă пирĕн умра сăн ÿкерчĕк. Йăван пире унпа паллаштарма ыйтать. Сăн ÿкерчĕкри çын кам вăл? Ун çинчен эсир мĕн пĕлетĕр? (И.Я.Яковлев çинчен каласа пани)

Халĕ валеçсе панă карточкăсенчи   1№ ĕçе тăвăпăр. Вулăр, сăпат местоименисене тупăр та аялтан пĕр йĕрпе туртăр, сăпатне, хисепне, падежне палăртăр.

 

1№  ĕç.: Юрататӑп эп чӑвашсене, вĕсене ырӑ тунисĕр пуçне мана урӑх нимĕн те кирлĕ мар. ( И.Я.Яковлев)

И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ. Вăл пурнăç тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çĕклес тесе тăрăшнă.

 

У.:Маттурсем. Малалла кайăпăр. Тепĕр чарăну – таврăну местоименийĕсем.

Кунта тĕрлĕ местоимени хутăшса кайнă иккен. Сирĕн 2№ ĕçре таврăну местоименийĕсене суйласа илсе сăпат, хисеп тăрăх йĕркелесе çырса илмелле.Таврăну местоименийĕсене йĕркене кĕме кам хăвăртрах пулăшĕ-ши?

 

2№ ĕç.Кашни, хăй, пурте, эсир, ăна, никам, хам, пурте, ку, эпир, кирек кам, хамăр, вĕсем, ниепле, пĕтĕм, темĕнле, хăш-пĕр, хăйсем, такам, мĕнле, хăш, ăна, пурин те, хуть кам, тахăш, хăвăр,эсĕ, тем те пĕр, ниепле, кам, темиçе, харпăр, епле, ху.

У.:(ĕçе маларах тунисем хуравлаççĕ)Маттурсем. Малалла кайăпăр.

 

 

 

 

У.: Кунта местоименисем тĕрлĕ фигурăпа палăрса тăраççĕ. Кусем мĕнле местоименисене пĕлтереççĕ-ши? Местоименисене каласа тухăр. (кăтарту местоименийĕсене аса илни)

Вĕренекенсем: Ку паллăсем кăтарту местоименийĕсем çинчен пĕлтереççĕ. Кăтарту местоименийĕсен шутне ку, çак(ă), çав(ă), леш(ĕ), хайхи сăмахсем кĕреççĕ.

 

„Тавçăрса ил“ вăйă

1.     Мĕнле кăтарту местоименийĕ çумне шыври чĕр чун ятне хушсан кайăк ячĕ пулать? (ку+рак)

2.     Мĕнле кăтарту местоименийĕ çумне а сас палли хушсан ĕç хатĕрĕ пулать? (çав+а)

3.     Мĕнле хисеп ячĕ çумне кăтарту местоименийĕ хушсан глагол пулать? (пĕр+леш)

4.     Ир сăмахăн антонимне хыçалтан малалла вуласан мĕнле кăтарту местоименийĕ пулать? (ир-каç, çак)

5.     Çак пуçватмăшра мĕнле кăтарту местоименийĕ пытаннă-ши? (хайхи)

 

У.:Йăван пире малалла кайма чĕнет. Кунта вара виçĕ местоимени ушкăнĕ пĕрле вырнаçнă. (ыйту, çуклăх, паллă мар, паллă местоименийĕсем çинчен аса илесси)

3№ ĕç.Панă таблицăна 3-4 тĕслĕх тупса тултарăр.

Ыйту

Çуклăх

Паллă мар

Паллă

местоименисем

Кам?

...

Никам

...

Такам

...

Кам та пулин

...

Кирек кам

...

У.:(Ачасем хуравланă хыççăн) Паллă местоименисем шутне тата мĕнле сăмахсем кĕреççĕ? (пур, пурте, кашни,пĕтĕм, харпăр, тепĕр (тепри), ытти)

 

4№ ĕç. Предложенин шухăшĕпе вырăнлă паллă мар местоименисене аялтан пĕр йĕрпе туртăр, вуласа парăр.(слайд тăрăх ĕçлетпĕр)

1.   Атте пасартан (темĕн, тем те пĕр) илсе килнĕ. 2. (Такам, кам та пулин) çак ыйту çине хуравлама пултарĕ-ши? 3. (Темиçе, миçе те пулин) çул иртсен çак вырăнта илемлĕ вăрман кашлĕ. 4.(Камсем те пулин, хăшĕ-пĕрисем) калаçăва хутшăнмасăр айккинче итлесе тăчĕç. 5. Эпĕ (тахăш, кам та пулин) юмах ярасса чăтăмсăррăн кĕтрĕм.

 

У.:Аван. Пур ĕçе те кал-кал тăватăр эсир. Акă эпир Йăванпа паллă местоименисем патне те çитрĕмĕр. Мĕн кĕтет-ха пире кунта?

У.:  (ваттисен сăмахĕ слайд уçăлсан)

Ачасем, халĕ канмалла çак асатте çумнерех килĕр-ха. Мĕн вĕрентсе каласшăн-ши вăл пире? (ачасем доска умне тухаççĕ, ик айккипе тăраççĕ)

5№ ĕç. Панă ваттисен сăмахĕсенче паллă местоименисене тупса палăртмалла.(слайд тăрăх)

1.            Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви. 2. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. 3. Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕришĕн. 4. Ырă çыншăн пĕтĕм тĕнче тăван. 5. Кирек хăш пÿрнене кассан та ыраттарать. 6. Усал çын аван çынна кирек мĕн айăп туса айăплать теççĕ.  7. Йăнăшасси кашниннех пулать. 8. Тĕрĕс ĕç кирек хăçан та çиеле тухать.

 

У.:Маттурсем. Эсир паян урокра питĕ туслă ĕçлетĕр. Хăш ваттисен сăмахĕпе çирĕплетме пулать-ши çакна? (ачасен хуравĕ) Эпĕ те çапла шутлатăп. Халĕ шăппăн вырнаçса ларатпăр. Ĕçе малалла тăсатпăр.

V. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ – ачасен ăнланăвĕпе хăнăхăвне çирĕплетни

Местоимени çинчен калаçнине пĕтĕмлетесси.

1.     Местоименисене мĕн вырăнне усă куратпăр?

2.     Вĕсем мĕн-мĕн тăрăх улшăнаççĕ?

3.     Предложенире мĕнле член пулаççĕ?

4.     Эпир пуплевре местоименисемпе анлă усă куратпăр-и?

 

VI тапхăр. Рефлекси.  Ачасем местоимени сăмахпа синквейн çыраççĕ, пĕр-пĕрне ĕçĕсемпе паллаштараççĕ.

Местоимени

Нумай, тĕрлĕ

Çÿрет, вĕçленет, улшăнать

Нумай, тĕрлĕ местоимени япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ вырăнне çÿрет.

сăмах

VII тапхăр. Киле ĕç пани

1.      Пултарулăх ĕçĕ. Местоименисемпе усă курса пуçватмăшсем, шÿтлĕ ыйтусем тăвасси.

2.      „И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ“ темăпа сочинени çырăр. Сочиненире местоименисемпе усă курăр, вĕсем хăш ушкăна кĕнине кăтартăр.

3.      Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи местоимени ушкăнĕсене танлаштарăр, вырăсла панă предложенисене чăвашла куçарăр, пĕтĕмлетÿ тăвăр.

VIII тапхăр. Урока пĕтĕмлетни,  ачасем ĕçленине хаклани.

Вĕрентекен: - Эсир паян урокра ĕçлени мана питĕ килĕшрĕ. Маттурсем.

- Мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр ку урокра?

                      - Хăвăр ĕçе, ыттисен ĕçне  мĕнле паллăпа хаклатăр?

                      - Сире урок килĕшрĕ-и?

(Ушкăнри ачасем пĕр-пĕрин пĕлĕвне хаклаççĕ, урок килĕшрĕ пулсан алă çупаççĕ, килĕшмерĕ – шăп лараççĕ)

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План-конспект урока по родному языку "Местоимения""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Психолог-перинатолог

Получите профессию

HR-менеджер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Тема урока: «Местоимение»

Урок систематизации и обобщения знаний и умений

Цели урока

Деятельностные: создание условий для усвоения темы, развитие готовности мышления к усвоению новых способов деятельности, развитие мыслительных операций школьников,

развитие навыков самоконтроля, схематичного мышления, развитие навыков адекватной самооценки.

Содержательные: обобщить знания о местоимении как самостоятельной части речи, развивать информационную компетентность учащихся, умение извлекать информацию и обрабатывать.

Планируемые

результаты:

Предметные:

• систематизация знаний о местоимении, как части речи;

• закрепление роли местоимений в речи, в предложении

• овладение нормами русского литературного языка, развитие умения распознавать

местоимения в тексте, правильно употреблять их

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 666 161 материал в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 10.10.2018 729
    • DOCX 68.1 кбайт
    • 16 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Филимонова Ираида Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Филимонова Ираида Николаевна
    Филимонова Ираида Николаевна
    • На сайте: 5 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7861
    • Всего материалов: 14

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Копирайтер

Копирайтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 285 человек из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 850 человек

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 35 человек из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 155 человек

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Мини-курс

Психология взаимоотношений, прощения и самопонимания

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 134 человека из 54 регионов
  • Этот курс уже прошли 50 человек

Мини-курс

Эффективное управление запасами

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Методология физического воспитания

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе