Инфоурок Внеурочная деятельность Другие методич. материалы«Сăр чикки. Тухмĕç асăмран» патриотизм сехечĕ.

«Сăр чикки. Тухмĕç асăмран» патриотизм сехечĕ.

Скачать материал

 «Сăр чикки.  Тухмĕç асăмран»  патриотизм сехечĕ.

Учитель: Сывлăх сунатăп сире, ачасем. Паян пирĕн класс сехечĕн теми «Сăр чикки.  Тухмĕç асăмран».

 2021 çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттарлăхне халалланă Çулталăк пуласса палăртнă Чăваш Республики пуçлăхĕ Олег Николаев. Республика тата çĕршыв историнйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм ку çул 80 çул тултарать.

Учитель: Вăрçă çулĕсем канăçсăр та йывăр пулнă. Вăй питти çынсем тăшмана çĕнтерес тесе паттăррăн çапăçнă. Тылра çынсем  уй-хирте ĕçленĕ, окоп та чавнă, вăрман та каснă. Чăтнă вĕсем…Ир пуçласа каçчен уй-хирте ĕçленĕ. Амăшĕсемпе пĕрле ачасем те тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.

«Çимелли, тăхăнмалли енчен питĕ начар пулнă. Çăкăр пулман. Мĕн пур апат çĕр улмирен пулнă: кăмакана хывнă çĕр улми, хырса тунă çĕр улмирен çакăр та пĕçернĕ. Çырмара ÿсекен мăяна та сая яман.  Унтан та кăшт çăнăхпа хутăштарса çăкăр пĕçернĕ. Йÿçĕ пулсан та çинĕ, мĕншĕн тесен хырăм выçă пулнă. Пахчари серте, пултрана çисе ярсан, вăрмана серте татма çÿренĕ. Ăна хĕлле валли те хатĕрленĕ», - каласа паратчĕ кукамай, вăрçă çулĕсенче ÿснĕскер.

«Пирĕн  сăмах» хаçатра (17- мĕш номер, 2021 ç) вăрçă вăхăтĕнче окоп чавакансем  çинчен çырнă. Мария Кормильцева (Шĕнерпуç ялĕ) каланинчен:

«Окоп чавмалли вырăна çитсен пирĕнпе калаçу ирттерчĕç. Пирĕн дисциплинăна çирĕп пăхăнса пымалла, ыйтмасăр айкинелле пĕр утăм та тумалла мар. Ирхине ултă сехетрен пуçласа каçхине  ултă сехетчен ĕçлемелле.Нормăна тултармасан татах ĕç вăхăтне хушса парĕç. Йĕп-йĕпе тара ÿксе ĕçлеттĕмĕр, кĕпе-тумтир витĕрех нÿрленетчĕ. Теттĕмленсен кăвайт çутипе ĕçлеттĕмĕр. Пирĕн ĕç калăпăшне виçсе йышăннă хыççăн хваттере сулланаттăмăр».

«Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тунă вăхăтри тумтир тата ĕç хатĕрĕсем» видеоролик  пăхни   https://www.youtube.com/watch?v=l_feDOVKdng

Учитель: Ачасем! Окоп чавма мĕн тери йывăр!  Хĕрĕх градус сивĕре çынсем выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Ал-урасем шăннă, кĕпе-тумтирсем çĕтĕлнĕ, чирленисем те пулнă, анчах та ĕç нормине тултарса пынă, окопа вăхăтра чавса пĕтернĕ. Тăшманран хÿтĕленмелли тунă.

Тăшмансем кунталла çитеймен, вĕсене çĕнтерсе пынă. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр совет салтакĕсем вăрçăра паттăррăн çапăçнă.

Окоп чавнă çĕрте тем тĕрлĕ йывăр пулсан та , çынсем хăйсен ĕçне чарса лартман, ĕç нормине тултарнă, ĕçре паттăрлăх, тÿсĕмлĕх кăтартнă.

Учитель: Эсир вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсем çинчен, окоп чавни çинчен итлерĕр. Хÿтĕлев чиккине 1942-мĕш çулхи январĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех туса пĕтернĕ. Тен, хăшĕсен тăванĕсем, аслă асаннесемпе асаттесем, аслă кукамайсемпе кукаçисем окоп чавнă çĕрте  хутшăннă ? Халĕ вĕсем çук пулсан та, вĕсем калани асра юлĕ.

Вĕсем çинчен килте ыйтса пĕлĕр. Вĕсен ячĕсене çынсем пĕлччĕр ! Шкул музейĕ валли  информации пухар.

 Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене, вĕсен паттăрлăхне манас марччĕ. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчăр.


 

 


 

 


 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "«Сăр чикки. Тухмĕç асăмран» патриотизм сехечĕ."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по работе с молодежью

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 671 665 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 14.12.2021 177
    • DOCX 18.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Андреева Мария Ивановна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Андреева Мария Ивановна
    Андреева Мария Ивановна
    • На сайте: 7 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2754
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Фитнес-тренер

Фитнес-тренер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Развитие soft skills в системе дополнительного образования детей

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 48 человек из 27 регионов
  • Этот курс уже прошли 270 человек

Курс повышения квалификации

Методика осуществления тренировочного процесса по футболу

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 23 регионов
  • Этот курс уже прошли 298 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация внешкольной туристско-краеведческой работы

Педагог дополнительного образования (включая старшего)

600 ч.

9500 руб. 4450 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 36 человек из 26 регионов
  • Этот курс уже прошли 79 человек

Мини-курс

Профориентация детей и подростков

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 18 регионов
  • Этот курс уже прошли 43 человека

Мини-курс

Вероятность и статистика в рамках обновленного ФГОС

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Фитнес: вопросы здоровья и безопасности во время тренировок

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 10 человек