Инфоурок Другое Другие методич. материалыСценарий этнографической сказки "Юрăпи"

Сценарий этнографической сказки "Юрăпи"

Скачать материал

 

 

 

 

 

 

ЮРĂПИ

 

Этнографи юмахĕ тăрăх çырнă пьеса

 

 

 

Кудрявцева Любовь Васильевна,

чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен

Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкул

 

 

 

 

 

 

 

 

                                    Шупашкар

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

ЮРĂПИ

 

 

Вылякансем:

 

Юмахçă – юмах калакан

Ахтупай – ялти сумлă ватă, йăласемпе кĕлĕсене пĕлекен

Юрăпи – юрă ăсти

Айуйкке – карчăк

Хаярпи – усал кăмăллă хĕр

Кĕвĕр – Юрăпин савни

Çăхан – Хаярпи кайăкĕ

 

1-мĕш курăну

 

Юмахçă .Тахçан-тахçан, тен, пилĕк çĕр, тен, пин çул каялла, пĕр ялта пике пурăннă. Ăна Юрăпи тесе  чĕннĕ. Çав пикене çынсем питĕ юратнă. Ăслă та илемлĕ. Ĕçчен пулнăшăн кăна мар, ытарайми юррисемшĕн те. Унăн уçă та илемлĕ сасси янăраса кайсан çепĕç саслă шăпчăксем те вăтанса шăпланнă. Таврара пурăнакан çынсем вара чÿречисене яри уçа-уçа хунă. Вĕсен Юрăпи юрринчи пĕр сăмаха та илтмесĕр юлас килмен. Çав илемлĕ юрăç хывнă юрăсене çынсем халĕ астăваççĕ, уявсенче юратса юрлаççĕ.

           Чăвашсен чи малтанхи уявĕ Мăнкун пулнă, вăл çĕнĕ çулталăк пуçланнине пĕлтернĕ. Çĕнĕ çул чăвашсемшĕн çуркунне – калăм эрнин юлашки кунĕнче пуçланнă.

            Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчен пĕринче пуçланнă та ĕнтĕ çак истории.

 

            Ирхине. Ял халăхĕ савăнăçлăн юман патне çул тытать, Ахтупай пĕлĕтпе çĕре пуç таять.

 

Ахтупай. Хĕвел курăнмасть-çке.

Ял халăхĕ. Хăйне юрăпа чыс тăвасса кĕтет пулĕ-çке вăл.

Ахтупай. Хĕвел курăнмасть. Юрăпи, юрă юрлама пуçла-ха, кĕввине Кĕвĕр калатăр.

Юмахçă. Ял çийĕн сĕрме купăсăн çепĕç кĕвви тата Юрăпин илемлĕ сасси янăраса кайсанах тухăç хĕрелме пуçлать. Хĕвел тухать. Çĕр  пăсланса сывлама пуçлать, кайăксем юрлаççĕ, чечексем çурăлаççĕ.

Юман. (турачĕсемпе сулкаласа  Хĕвеле саламлать).Салам, Хĕвел!

Хĕвел. (йăл кулса). Салам, Юман!Манăн пайăркасем  сан çывăхунти Çăлкуçра чÿхенме пикенчĕç.

Ял халăхĕ. Маттур та-çке Юрăпи, ай маттур! Хĕвеле вăратрĕ, Мăнкуна чĕнсе илчĕ. Апла кăçал та тырă-пулăллă пулăпăр.

Кĕвĕр. Юрăпи юррупа чуна хĕмлентеретĕн. Виçĕ хут ĕнтĕ халăх умĕнче мăшăр пулма ыйтатăп.

Юрăпи. Пурăнсан курăпăр унта…

Айуйкке. Ай-уй, Юрăпи, вăрах шутлатăн. Телейне çухатмăн-и?

Ахтупай. Темех мар, Айуйкке, ан кулян! Кĕркуннеччен вăхăт пур-ха. Туйне кĕр мăнтăрĕпе тăвăпăр. Ташлăпăрах Юрăпипе Кĕвĕр туйĕнче, сăра та ĕçĕпĕр, юрă та юрлăпăр.

        Халăхăм! Пурте килĕрсене саланăр. Мăнкуна кĕрекере  çăкăр-тăварпа, юрăпа чыслăр. Уява малалла тăсăр.

 

2-мĕш курăну

 

Юмахçă. Ват юман айĕнчи Çăлкуç умĕнче йăрăс пÿллĕ те илемлĕ пĕр пике тăрать. Сăнĕпе чипер, анчах куçĕсем сивĕ хĕмлĕ. Çавăнпа ăна, Эпсирпи ятлăскерне, куç хыçĕнче Хаярпи тесе чĕннĕ.

Хаярпи. (Ура тапса, чышкине чăмăртаса). Мăнкуна йыхравлама каллех Юрăпие шанчĕç. Ялта ăна çитекенни çук тесе Юрăпие мухтама пуçлаççĕ ĕнтĕ. Эпĕ илемлĕ мар-и? Манăн сасă асамлă мар-им? Мĕншĕн çынсем Юрăпие çеç кураççĕ.

Юмахçă. Хаярпин асламăшĕ тухатмăш пулнă, вилес умĕн мăнукне хăйĕн вăйне тата калаçакан Çăханне парса хăварнă.

       Çăхан Юман турачĕ çине вĕçсе килсе ларать, çамрăк  хуçи мĕн калаçнине итлет.

 

Çăхан. Кар-р!Кар-р!Хăвна юратса мухтанине итлес килет-и?

Хаярпи.  Çав тери итлес килет. Мĕн тăвас ман, кала-ха?

Çăхан. (шухăша кайса). Юрăпин пĕтĕм вăйĕ юрăра…Унăн юррине вăрласан мĕн пулать? Ун чух вăл никама та кирлĕ пулмĕ, хăй те никама та килĕшмĕ.

Хаярпи. Тĕрĕс калатăн, Çăхан. Шăпах çапла тăвăп та. Анчах мĕнле майпа вăрлас-ха? Хăй ирĕкĕпе парас çук вăл юррине.

Çăхан.  Эсĕ унăн чи хаклă япалине туртса ил, кайран ăна юрăпа улăштарма сĕн.

Хаярпи. Чăнах та. Ăслă та-çке эсĕ, кайăкăм!Шăпах çапла тăвăп. Юрăпишĕн чи хакли – Кĕвĕр. Юратать вăл ăна.

 Çăхан. Тухатласа каччă пуçне çавăр, кайран Юрăпи хăйех парĕ юррине. «Илсем» тесе те йăлăнĕ-ха.

Хаярпи. Юрĕ, эс каланă пек тăвăп. Меллĕ вăхăт – Акатуй çиттĕр-ха, унта çавăратăпах Кĕвĕре. 

Юман. (шухăшлăн).Ырă мар ĕç шутласа хунă тухатмăш мăнукĕ. Юрăпирен юрă туртса илесшĕн. Ун юррисĕр епле пурăнăпăр эпир? Тунсăхласа вилĕпĕр. Илтетĕн-и, Çăлкуç? Эс мĕн калăн?

Çăлкуç. Инкек, чăн инкек. Шывăм часрах кăвак тинĕсе çиттĕр тесе эпĕ ăна юрă çеммипе аслă юхан шыва ăсататтăм. Хĕвел мĕн шутлать-ши? Пĕлесчĕ, тен, вăл чуна лăплантарĕ.

Юман. Эй, сарă Хĕвел! Юрăпи юррине туртса илес текенсем пур. Мĕн темелле-ши?

Хĕвел. (анасласа). Мĕн терĕр çак? Нимĕн илтмесĕрех юлтăм. Юрăпи юррипе канлĕн çывăрса кайнă та…Мĕнле лайăх юрлать вăл.

 

3-мĕш курăну

 

Юмахçă. Лаштра Юманпа Çăлкуç ун шухăшне пĕлмесĕрех юлчĕç. Инкек çывхарнине сисмен çынсем çĕре суха пуçĕсемпе кăпкалатрĕç те ылтăн пĕрчĕсем акса хăварчĕç. Чăвашсен чи сумлă иккĕмĕш уявĕ – Акатуй çитрĕ. Ял çийĕн ирех юрă янăрама пуçлать, тавралăха тутлă шăршă сарăлать, мĕнпур халăх каллех уçланкăри ватă Юман патне васкать. Ахтупай ырăсене пуç çапать, парне кÿрет.

 

    Ачасем ăмăртма тытăнаççĕ, чăн-чăн паттăрсем кĕрешĕве тухаççĕ. Чи маттурри – Актар. Вăл пуринчен те хăвăртрах чупать, çÿллĕрех сикет. Çавăн пек каччă пуррипе пурте савăнаççĕ, уйрăмах – Кĕвĕр, унăн тусĕ.

       Актара саламланă самантпа Эпсирпи-Хаярпи усă курма васкать. Вăл Кĕвĕр патне хыçалтан çывхарса унăн куçĕсене  аллисемпе хуплать.

 

Кĕвĕр. Юрăпи! Эсĕ-и ку?

Хаярпи. Эпĕ-çке.( Юрăпи сассипе). Сан валли парне илсе килтĕм. Куçна хуп та аллусене çĕкле.

 

              Кĕвĕр куçне хупса аллисене çĕклет. Çав самантрах Хаярпи пилĕкне хура пиçиххипе çавăрса илет. Кĕвĕр нимле мар пулса кайса куçĕсене уçать.

 

Хаярпи. Юрататăн-и мана?

Кĕвĕр. (пачах ют ятпа). Юрататăп.

Хаярпи. Юрăпи çинчен манса кайрăн-им?

Кĕвĕр. Астумастăп.

 

          Çак самантра Кĕвĕр патне Юрăпи чупса пырать те аллинчен тытать. Анчах лешĕ ăна палламасть те.

 

Юрăпи. Мĕн пулнă сана, Кĕвĕр?

Хаярпи. Маннă вăл сана. Халĕ вăл мана юратать. Кала-ха, Кĕвĕр, эсĕ пирĕнтен хăшне юрататăн?

Кĕвĕр. Эпсирпие.

              Юрăпи хурланса йĕрсе ярать. Усал чунлă хĕр хулпуççийĕ çине килсе ларнă  Çăхан хаваслăн кранклатать.

Хаярпи. Атя, Кĕвĕр.

Юрăпи. Ăçта каятăн, Кĕвĕр?(Юратнă каччи çаврăнса та пăхмасть).

Çăхан. Мĕн пăхса тăратăн? Тавăрма тăрăш каччуна.

Юрăпи. Вăл манран сивĕннĕ пулсан епле тавăрăп-ха ĕнтĕ эпĕ ăна?

Çăхан.(Кранклатса). Мĕнле сивĕннĕ çавăн пекех çаврăнĕ. Мĕн пур хакли çавăнпа улăштар Кĕвĕре.

 

              Юрăпи  Хаярпи хыççăн чупать.

 

Юрăпи. Туртса ан ил ман юратнă çынна! Уншăн эпĕ чи хаклине те пама хатĕр.

Хаярпи. Чи хаклине те –и?

Юрăпи. Мĕн ыйтатăн, çавна паратăп.

Хаярпи. Апла тăк…пар мана тыр-пул юррине.

Юрăпи. (Хăраса)Мĕн калаçан эсĕ? Çав юрра мĕнле парас-ха ман? Ăна малашне кам юрлĕ? Тыр-пул юррине юрламасан пĕтĕм ял çăкăрсăр, урпасăр, хăмласăр тăрса юлĕ. Мĕнрен кукăль пĕçерĕпĕр, мĕнрен сăра тăвăпăр?

Хаярпи. Ку сан ĕç мар. Юрра пама килĕш е каях кунтан. Кĕвĕр яланлăхах манпа юлĕ.

 

           Хаярпи пăрăнасшăн, анчах Юрăпи ăна тытса чарать.

 

Юрăпи. Юрĕ, эсĕ каланă пек пултăр. Илех юррăма, анчах  Кĕвĕре тавăрса пар.

 

          Тыр-пул юрри Хаярпи аллине куçать. Вăл ăна шаларах пытарса куçран çухалать. Ĕсĕклесе йĕрет Юрăпи, Кĕвĕр нимĕн те ăнланмасть.

 

Кĕвĕр. Мĕн пулнă? Мĕншĕн макăратăн эсĕ, савнă пикем?

Юрăпи. Тыр-пул юррине Эпсирпине саншăн патăм.        

Кĕвĕр.  Тыр-пул юрри кирек камра пулсан та çавах мар-и? Ан тив, паянтан пуçласа ялти пĕрремĕш юрăç Хаярпи пултăр. Эпир капла та телейлĕ.

Юмахçă. Нимĕн те ахаль иртмест иккен. Вăхăт шăвать…Тÿпере пĕр пĕлĕт те çук, çĕре пĕр тумлам та ÿкмест. Уйсем типсе кайнă.

Айуйкке асанне. Ай-уй! Çак инкек йăлтах шăрăха пула. Сывлăш ытла та типĕ, пырĕ типнĕрен юрламасть мăнукăм. Çумăра чĕнес пулать. Çумăр чÿкĕ ирттер, Ахтупай.

Ахтупай. Тăван халăх! Çумăр чÿкне хатĕрленĕр.

 

             Пурте çумăр чÿкне хатĕрленеççĕ. Пăтă пĕçереççĕ. Пăтă сăйланнă хыççăн юхан шыва чăмаççĕ. Йĕпенсе пĕтнĕскерсем пурте телейлĕ, пурте хаваслă. Анчах та тепĕр кунне те, виççĕмĕш кунне те çаплипех шăрăх тăчĕ.

 

Юрăпи. (Хаярпие). Мĕншĕн юрламастăн тыр-пул юррине? Халăха тĕппипех пĕтерес тетĕн-им?

Хаярпи. (Кÿренсе). Пăхăнмасть мана сан юрру! Янăрасшăн мар вăл манăн сасăпа.

Юрăпи. Тавăрса пар юрра.

Хаярпи. Кĕтсех тăр. Манăн вăл халь.

Юрăпи. Юрăç кайăксем, вăрманти çунатлă йăмăкăмсем, килсемĕр, пулăшсамăр мана.

Юмахçă. Кайăксем вăр-р! вĕçсе килчĕç. Çăхана та, Хаярпине те хупăрласа илчĕç. Таврара тĕк кăна вĕçсе тăрать.

Кайăксем. Пар-р-р юрра! Пар-р-р юрра!

 

            Кайăксен сассипе Хаярпин хăлхисем питĕрĕнсех лараççĕ.

 

Хаярпи. Илĕрех. Пурпĕрех янăрамĕ вăл.

            Тыр-пул юрри ирĕке вĕçсе тухать. Тыр-пул юрри ян! кайса пĕтĕм çĕр-шыв тăрăх саланать. Çавăнтах çумăр çуса ярать.

Юмахçă. Çынсем Юрăпи хăй юррине тавăрнине курса савăнаççĕ. Телей таврăнать вĕсен килне.

              Кĕвĕр тепĕр куннех Юрăпи килне евчĕсем янă. Хĕр килĕшнĕ Кĕвĕр мăшăрĕ пулма. Çав тери хаваслă туй кĕрлерĕ тет. Темиçе куна пынă туйра янăранă ташă-юрă сасси тĕнче илтмеллех таçта-таçта çити саланчĕ тет. Юрăпи юррисене чăваш çĕрĕ çинче, ун тулашĕнче паян кун та юрлаççĕ. Юмахăн вĕçĕ пур, юррăн – çук. Юрласа çеç пурăнăр эсир!

 

Вĕçĕ

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Сценарий этнографической сказки "Юрăпи""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Таргетолог

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 694 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 02.06.2017 506
    • DOCX 63.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Кудрявцева Любовь Васильевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Кудрявцева Любовь Васильевна
    Кудрявцева Любовь Васильевна
    • На сайте: 7 лет
    • Подписчики: 3
    • Всего просмотров: 19122
    • Всего материалов: 15

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой