Инфоурок Другое ВидеоурокиИнтегрированный урок на тему "«Çăкăран асли çук»

Интегрированный урок на тему "«Çăкăран асли çук»

Скачать материал

Алманчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул

Патăрьел районĕ














Класс тулашĕнче

5– мĕш класс валли

ирттернĕ КВН

«Çăкăртан асли çук»
















Урока ертсе пыраканĕ

Алманчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ

паракан шкулта ěçлекен чăваш

чĕлхипе литература учителĕ: Чихина Светлана Федоровна.




Алманчă 2016ç


«Çăкăран асли çук»

Урок ыйтăвсем:

- çăкăра хисеплеме вĕрентесси.

- калаçу чĕлхине, шухăшлавне, тавракурăмне аталантарасси.

- çут çанталăк пурлăхне упрама вĕрентесси.


Кирлĕ хатĕрсем: пĕçернĕ çăкăр, алшăлли, проигрыватель, плакатсем, ÿкерчĕк, кĕнекесем.


Учитель: Сывлăх сунатăп, ачасем! Вырнаçса ларăр. Айтăр малтан паллашар. Мана Светлана Федоровна тесе чĕнеççĕ. (ачасене тупмалли юмахсем паратăп.)

  1. Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанахпурте тарса пĕтеççĕ. (çумăр)

  2. Уйăх парать, хĕвел вăрлать (сывлăм)

  3. çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (кăмака)

  4. Çăкалăхра тăманлăх (çăнăх аллани)

  5. Апат тесен апат мар, унсăр апат тутлă мар.(тăвар)


Тупмалли юмахсем мĕнпе çыхăннă? (çăкăрпа)

Паянхи калаçу мĕн çинчен пулĕ?

-Çăкăр çинчен пынине эсир пĕлтĕр. (Çăкăра кăтартатăп)

Çапла, паян эпир çăкăр çинчен калаçăпăр. Паянхи мероприяти ячĕ: «Çăкăран асли çук»


Çăкăр вăл сĕтел илемĕ,

Çăкăр пурнăç тăсакан.

Вăл пулас кунсен хĕлхемĕ.

Тĕнче ырă — вăл пулсан.


Ертсе пыракан: Ачасем, паян эпир сирĕнпе викторина вăйă ирттерĕпĕр. Викторинăна виçĕ команда хутшăнать. Халĕ виçĕ ушкăна пайланатпăр. ( ачасене виçĕ окрытка пайĕсене валеçсе тухатăп. Открыткăсене тĕрĕс пухса команда йĕркелеççĕ. Кашни команда хăйĕн ятне парать.

Доска çинче çăкăр ӳкерчĕкĕ. Ăна ултă пая пайланă, кашни касăкĕнче тĕрлĕ ĕç панă. Кашни тĕрĕс хуравшăн пĕр бал- пĕрер пучах илет.


Шăпланчĕ пӳрт ăшĕ пĕр си

Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ,

Савса хăналаççĕ: ас тив.


Ăнăçу сире, вăййа хутшăнакансем!


1-мĕш касăк

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ӳте.

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».

Саккун вăл пултăр ялан.


Çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс йĕркелĕр.


1) çăкăр тутине — ĕçлекен пĕлет.

2) çăкăр-тăварсăр çур апат теççĕ.

3) Çăкăртан аслă пулаймăн.

4) Кашни тыр пĕрчинче тар тумламĕ пур.

5) Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.

6) Ĕçчен çыншăн çăкăр та кулач пекех.

7) Выçсан çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçё.

8) Килти çăкăр пĕтсен, çын çăкăрĕпе тутă пулаймăн.



2-мĕш касăк


Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

Çĕн çăкăр куратăп умра.

Ун пичĕ — тин тухнă хĕвел —

Сасартăк çуталчĕ тĕпел.


Çăкăр çинчен тупмалли юмахсем калăр.

1) Патакпаа хĕртеççĕ, чулпа хĕстереççĕ, кăварпа пĕçереççĕ, çĕçĕпе ваклаççĕ. Мана пурте юратаççĕ. (çăкăр)

2) Çиелти хытă, варри çемçе, айĕ шурă. (çăкăр.)

3 Пăш-пăш калаçать –чунĕ çук, этем мар (чуста хăпарни)

4. Çăкалăхра тăманлăх ( çăнăх аллани).

5. Кăмакара пилĕк пус укçа выртать (пашалу)

6. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать (салма)



З-мĕш касăк

Пиçсе тухнă çĕн çăкăр вĕри,

Вăл хĕвел пек таса‚ çав тери,

Вăл ĕçченшĕн ялан — чи хакли,

Вăл кун-çулшăн куллен — чи кирли,

Вăл этемлĕхшĕн — ĕмĕр асли.


«Çăкăр икĕ хут пиçет» теççĕ халăхра. (текстри предложенисене тĕрĕс вырнаçтарса калав тăвăр).

Çăкăр малтан уйра тырă тапхăрĕнче хĕвелпе пиçет. Уйра пиçнĕ хыççăн тырра комбайнпа выраççĕ, çапаççĕ, сăвăраççĕ. Кайран тырра авăртаççĕ те çăнăх тăваççĕ. Çăнăхран чуста çăраççĕ. Хыççăн кăмакара пĕçерсе кăлараççĕ. Çакăн пек пиçет кăпăшка та вĕри çăкăр.



4-мĕш касăк


Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!

Мухтав сана тырă ăсти!

Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.

Вăл çăкăр. Ун ячĕ çӳлте.

Ир те, каç та, сивĕре те, ăшăра та çăкăр туса илес ĕçре питĕ нумай çын ĕçлет. Пĕлетĕр –и –ха, эсир вĕсен профессийĕсене?

Суха тăвать, акать – тракторист

Тырра вырать, çапатъ, сăвăратъ – комбайнер (тăпачă)

Тырра армана леçет - шофер

Тырра авăртать - арманçă

Чуста çăрса çăкăр пĕçерет - çăкăр пĕçерекен

Çăкăра пире сутать - сутăçă



5-мĕш касăк

Раççей сĕтелĕ çăкăртан пуян

Тав çакăншăн çĕр ĕçченĕсене.

Эсир çерçи ыйхăллă пулнăран

Сар ылтăн тĕс витет-çке хирсене.


Халĕ эпир выляса илетпĕр. Çаврака тăватпăр. Черетпе çăмха паратăп. Кам çăмхана тытать, ыйту çине хуравлать. Чăвашсем уявсенче çăнăхран тĕрлĕ çимĕç пĕçернĕ. Мĕнле çимĕçсем пĕçернĕ?


Тĕслĕхрен: - Çуралнă кунра (торт)


- Хаклă хăнана кĕтсе илме ( çавра çăкăр)

- Çăварнире (икерчĕ)

- Туй валли (çаврака çăкăр)

- Пукравра (кукăль)

- Сурхурире (йăвача)

- Мăнкунра (кулич, кекс)

- Салтак ăсатнă чух (çавра çăкăр)

- Çимĕкре (икерчĕ)

- Çĕнĕ çулта (торт)


6-мĕш касăк


Вăйă « Культура тата кĕрпе ячĕсене пĕлĕр». Асамçă хутаçра мăнле культура лекет, тĕрĕс хуравламалла.


Халĕ ачасем çăкăр çинчен синквейн йĕркелĕпĕр.

Çăкăр

Ăшă, кăпăшка

пиçет, сивĕнет, тăрантарать

çăкăртан аслă ан пул

çимĕç


Пĕтĕмлетӳ.

Паян мероприятии мĕн çинчен пулчĕ? Çăкăра мĕнле упрамалла.


«(Çăкăртан асли çук», — тесе ахальтен каламан ваттисем.

Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтан çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Пепке çут тĕнчене килсен ун ячĕпе çăкăр пуçласа ас тивеççĕ. Ачана çирĕп- сывлăх, вăрăм кун- çул, телейпе пархатар сунаççĕ. Инçе çула тухатъ-и, салтака каять-и, çемъе çавăрать-и — пур чухне те амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне пуçламан çăкăрпа пиллет, ыррине сунатъ. Тупа тун чухне те çынсем çăкăр çыртса тупа тăваççĕ.

Рефлекси. Мероприти кама килĕшрĕ- симĕс çăврашка кăтартăр. Кама килĕшмерĕ – хĕрлĕ çаврашка кăтартăр.

Çăкăра хисеплесе илемлĕ юрă юрлăпăр

Тепре тĕл пуличчен!

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Интегрированный урок на тему "«Çăкăран асли çук»"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по сертификации продукции

Получите профессию

Копирайтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 672 296 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 13.03.2016 623
    • DOCX 51.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Чихина Светлана Федоровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Чихина Светлана Федоровна
    Чихина Светлана Федоровна
    • На сайте: 8 лет и 1 месяц
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 10597
    • Всего материалов: 9

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Экскурсовод

Экскурсовод (гид)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 33 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 158 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 499 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 336 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 290 человек из 67 регионов
  • Этот курс уже прошли 852 человека

Мини-курс

GR: аспекты коммуникации и взаимодействия с государственными органами

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Информационные технологии в науке и бизнесе: от концепции до реализации

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Классики и современники: литературные портреты и психология творчества

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 22 человека из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 15 человек