Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Конспект урока на тему "Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан." ( Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕ тăрăх)
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 24 мая.

Подать заявку на курс
  • Другое

Конспект урока на тему "Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан." ( Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕ тăрăх)

библиотека
материалов

Урок теми: Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан.( Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕ тăрăх)

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: калавăн содержанине калама, кластер тума, синквейн çырма хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: калаври ĕçсен йĕркине ăнланма, сюжет çыхăнăвне палăртма, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, сăнарсен хăтланăвĕсене, вĕсен шухăш-туйăмне тарăнрах ăнланма пулăшасси.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахĕ, тĕпчев, шырав, калаçу, ыйту-хурав, илемлĕ вуласа тишкерни, пĕтĕмлетÿ туни, кластер туни, синквейн çырни, словарь ĕçĕ.

Пуплеве аталантарасси: вуланă хайлава хак парасси, илемлĕ вулав, ыйтăва туллин хуравлама хăнăхтарасси, ыйтăва хуравланă май шырав ĕçĕ тума вĕрентесси, рольсемпе выляни,

Словарь ĕçĕ:

сехри хăпса тухнă – хăраса кайнă;

тарават – хапăл, ырă кăмăллă;

сăлăп – алăк питĕркĕчĕ;

çенĕк – алăк умĕ.

Урокра усă куракан хатĕрсем: фломастер, А4 форматлă хут.

Кăтарту хатĕрĕсем: Л.Саринен, В.Афстафьевăн портречĕсем, кĕнекисем, компьютер, мультимедиллĕ презентаци.

Урок эпиграфĕ: «Ватта хисепле, ху та ватă пулăн» ваттисен сăмахĕ

Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелесси.

Сывлăх сунасси, кам пуррипе çуккине тĕрĕслесси.

II. Кăсăклантарса яни(вызов).

1. «Кукамай» калав тăрăх йĕркеленĕ пĕчĕк сценка

(Сĕтел хушшинче Толя ларать. Аллинче унăн тин çеç ялтан илнĕ çыру.)

Толя. - Чĕрене паян мĕн кăнтăрларанпах темле йывар туйăм пусса тăрать. Ялтан илнĕ çырăва вуланăранпах ăш вăракать. Кукамай йăлтах ватăлса çитнĕ иккен. Çаплах çырнă çырура: «Кукаму вилсе кайиччен килсе кур, Толя», - тенĕ. Ĕнтĕ мĕн тумалла халь ман? Мĕн тумалла? – Киле каймалла! – Киле, тăван киле. Кукамай патне. Канма каймалли путевка вăл тепĕр çул та пулĕ. Кукамай вара пулайĕ-ши ун чухне? Ватăлмаллипех ватăлса çитнĕ вăл халь, тен, тепĕр çулччен пурăнаймĕ те. Каяс, тăван яла каяс!

Учитель. Ачасем, мĕнле хайлавран илнĕ сыпăка итлерĕмĕр эпир сирĕнпе? (Ачасен хуравĕ)

Учитель: Пирĕн паянхи урок теми Лидия Саринен «Кукамай» хайлавне пĕтĕмлетмелли урок. «Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан» Урок темипе ваттисен сăмахне тетрадьсем çине сырса хурăр.

- « Çынна сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан» ваттисен сăмахĕ çак хайлавпа тÿр килет-и?

- Шухăшлăр-ха, мĕн калама пулать ку ваттисен сăмахĕ пирки? (Ачасен хуравĕ)

2. Словарь ĕçĕ.

Ваттисен сăмахĕнче тĕл пулнă сумлă сăмах синонимне тупни, пĕлтерĕшне ăнлантарни:

- Чăвашла-вырăсла словарьте ку сăмахсене çакăн пек ăнлантарнă:

Сумлă – почитаемый, уважаемый, почтенный, авторитетный

Сума су - уважать.

Сапăр- воспитанность , воспитанность, вежливостсть.

Сапăр пул- быть вежливым

Сăпайлă –скромный , сдержанный ,воспитанный, вежливый

III. Ăша хывни. (Осмысление.)

1. Текстпа ĕçлени. Пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни, ырă кăмăллă пулни, сăпайлăх. Шăпах çынри çак енсем тĕл пулаççĕ те ĕнтĕ Лидия Сарине çырнă хайлавсенче. Лидия Сарине – чăваш çыравçи. Вăл ачасен шалти туйăмне аван пĕлнипе палăрса тăрать. Çыравçăн чĕлхи те хăйне евĕрлĕ. Унăн хайлавĕсенчи геройсем пирĕн хушăмăрти çынсемех.

Учитель. - Аса илер-ха, эпир вуланă калавра мĕн çинчен çырнă? (Толя ятлă арçын ача кукамăшне хисеплеменни çинчен)

- Калав камăн аса илĕвĕпе пуçланать? Мĕншĕн Анатолий Михайлович чĕрине йывăр хуйхă пусса тăрать?

- Тольăн ача чухнехи йăнăшĕсене кĕнекерен тупса вулăр. (Шушкăсене çисе яни, турăха тăкса яни, çĕççе çухатни, кĕлетри мăйăр хутаççине çуррине яхăн пушатни, пахчари пулса çитмен кишĕрсене тăпăлтарни..).

- Мĕншĕн вĕсем ăна канăç памаççĕ?

2. Толя кукамăшĕн сăнарне эсир мĕнлерех куратăр? Унăн кăмăл-туйăмне кăтартакан вырăнсене кĕнекерен тупса вулăр. Хĕвеллĕ кластер туни.(Ушкăнсем çине пайланса ĕçлетпĕр)

1-мĕш ушкăн: Кукамай (кам?)- аннен амăшĕ, карчăк, вĕрентекен, пулăшакан, ăс паракан , çывăх çын

2-мĕш ушкăн: Кукамай (мĕнле?) - ырă,хаклă, йăваш, çепĕç, ăслă, тарават, ĕçчен, тирпейлĕ

3-мĕш ушкăн: Кукамай (мĕн тăвать?)- калаçать, кулянать, кĕтет, чăтать, шахвăртать, савать, вăрçмасть,йăл кулать, каçарать.

3. Синквейн çырни

япала ячĕ кукамай

паллă ячĕ ырă, ăслă

глагол шахвăртать, юратать, каçарать

предложени Ырă та ăслă кукамай мăнукне юратать, йăнăшсемшĕн каçама пĕлет.

Метафора хаклă çын

4. Кану саманчĕ.

5. Учитель. –Ачасем, эпир çак темăна хускатнă тата тепĕр хайлавпа паллашрăмăр. Аса илĕр-ха, мĕн ятлă хайлав вăл, унăн авторĕ кам? (В.Афстафьев. «Конь с розовой гривой»). Ку хайлав Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕпе мĕн енчен пĕрешкел?


Л.Сарине «Кукамай»

В.Афстафьев. «Конь с розовой гривой»

Калуçă

Автор

Автор

Сăнарсем

Толя, кукамай

Мăнукĕ, кукамăшĕ

Ĕçсем ăçта пулса иртеççĕ

Метикассинче

Вырăс ялĕнче

Калавсенчи ачасем тунă йăнăшсем

Шушкă çиcе янă, ..

Çырлине çисе янă, ун айне курăк тултарнă, кулачă вăрланă

Кукамай сăнарĕнчи лайăх енсем

Мăнукне ятламасть, каçарать

Мăнукне ятлать, çапах каçарать, пĕремĕк илсе парать

Аăпа кĕнĕ геройсем хăйсем тунă ĕç пирки мĕнлерех шухăшлаççĕ, мĕншĕн кулянаççĕ-ши вĕсем?

Питĕ кулянать, яла кукамăшĕ мăшĕнчен каçару

ыйтма васкать

Кукамăшĕнчен кукашшĕ хушнипе каçару ыйтать.

Пурнăçра мĕнле пулма вĕрентеççĕ ку сăнарсем пире?

Ваттисене хисеплеме, вĕсене улталассинчен, кÿрентерессинчен айккинче пулма, тунă йăнăшсемшĕн вăхăтра каçару ыйтма вĕрентеççĕ



- Çыравçă мĕншĕн хайлаври кукамăшĕн ятне паман, эсир мĕн шухăшлатăр кун пирки?

- Çакăнпа автор пире мĕн каласшăн?

6.Учитель. - Сирĕн кукамăрсем пур-и?- Эсир хăвăра вĕсемпе епле тытатăр? Паян эсир хăвăр кукамăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе килнĕ. Атьăр-ха эпир вĕсенчен пĕр пысăк çемье йĕркелер. Вĕсем пурте тĕрлĕрен, анчах та кукамăрсене мĕн пĕр тĕвве çыхăнтарать-ши? (Вĕсем пурте сире чунтан юратаççĕ, сире каçарма пĕлеççĕ.)

- Кукамăрсен умĕнче айăпа кĕрсен эсир вĕсенчен каçару ыйтатăр-и? Мĕнле сăмахсемпе ыйтатăр?

Каçару ыйтмалли сăмахсем (Каçар мана, тархасшăн…)

7. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси (карточка) Ак çакăнта кукамай арчи ларать. Мĕн пур-ши унта? Уçса пăхар-ха.( Кунта ваттисен сăмахĕсем пытаннă. Кашни ушкăн пĕрер илĕр.) Çак ваттисен сăмахĕсене вуласа тухăр. Хăшĕ паянхи урок темипе килĕшсе тăрать тесе шутлатăр? Ăнлантарса парăр.

1-мĕш ушкăн валли:

Суя сăмахăн чăнни çук.

Сывлăх вăл - пурлăх.

Килĕшулĕх çухатнă çемьере йĕрки те, ăшши те çук.

Ватта хисепле, ху та ватă пулăн.

2-мĕш ушкăн валли:

Суя сăмахăн чăнни çук.

Этем ятне илме çăмăл, çын пулма йывăртарах

Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă.

Пур – пĕрле, çук – çурмалла.

3-мĕш ушкăн валли:

Ватă çын кил пуçĕ пулнă: ун вĕрентĕвне, ăс панине хисепленĕ.

Куç хăрать те, ал тăвать

Çиччĕ виç те пĕрре кас.

Ватта хисепле, хута ватă пулăн.

IV. Рефлекси.

  • Ватă çын хăйĕн мăнукне киревсĕр ĕçсемшĕн ятламан, мĕншĕн тесен...

  • Хайлавсене эпĕ юлташсене те вулама сĕнетĕп, мĕншĕн тесен…

  • Урок мана килĕшрĕ...

V. Пĕтĕмлетÿ:

- Айăпна ăнланса илсе вăхăтра каçару ыйтма пĕл.

VI. Ачасен ĕçне хаклани, киле ĕç пани.

1. Хам юратакан, хисеплекен çын çинчен «Манăн юратнă кукамай» калав çырмалла.

2. Компьютерпа ĕçлеме кăмăллакансен «Манăн юратнă кукамай» презентаци хатĕрлемелле.

3. «Кукамай» калав тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксем тумалла



6


Автор
Дата добавления 06.03.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров175
Номер материала ДВ-506315
Получить свидетельство о публикации

Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх