Яркая презентация "Светлая пасха" будет отличным дополнением к Вашему тематическому занятию. Презентация содержит 15 слайдов с возможностью редактирования!
Содержание:
Курс повышения квалификации
Курс профессиональной переподготовки
Курс профессиональной переподготовки
Курс повышения квалификации
1 слайд
Чунра шăраннă юрăсем вилмеççĕ…
Александр
Сергеевич Сергеева –
80 çул
2 слайд
Савăнар-и, тăвансем, халь-хаççăн.
Асилсе Ямаш каччи çинчен.
Юррисем ун пирĕнпе утаççĕ.
Çак ялта вăй-хал илсе куллен.
Мăн çырма та, таврари уйсем те
Мухтанаççĕ мар-и унпала!
Çак ăшă пулăм юлĕ пирĕнпе те
Юлĕ хăй те вăл халăхпала…
3 слайд
Ямаш тăрăхĕ халăхăмăра
сахал мар паллă çын парнеленĕ.
Яковлевпа пĕрле чǎваш алфавичĕпе букварĕ пирки ĕçленĕ, вǎл тǎрǎшнипе вуншар шкул, çавǎн пекех учительсем хатĕрлекен классем уçнǎ, нумай çыру ĕçĕ çырнǎ – Даниил Филимонович Филимонов.
Ачасен юратнǎ писателĕ - Куçма Чулкаç;
Совет Союзĕн Геройĕ - Ижутов Николай Степанович;
Педагог, учитель, композитор, дирижер – Александр Сергеевич Сергеев.
Чăваш халăх артистки, паллă юрăç, мыскараçă, тамада - Елена Васильевна Иовлева.
4 слайд
Ямаш çăлтăрĕ
Наци искусствинче Александр Сергеевăн çут çăлтăрĕ ытти çутă çăлтăрсенчен çутăрах, хăватлăрах ялкăшать. Ямаш тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене, чăваш çĕрĕн пултаруллă халăхне, яш-кĕрĕмне вăй-хал парса, çул кăтартса, пурнăçа юратма, пурнăçăмăрта çирĕп утăмсем туса пыма хавхалантарать.
5 слайд
Сергеевăн ачалăхĕ
Александр Сергеев Çĕрпӱ районне кĕрекен Ямаш ялĕнче кун çути курнă, нумай ачаллă çемьере ӱссе çитĕннĕ.
6 слайд
Ашшĕ – Сергей Павлович Павлов, халăх учителĕ пулнă;
Амăшĕ – Наталия Фоминична, колхозра ĕçленĕ;
Ачисем:
Дмитрий
Елизавета
Нонна
Константин
Александр
Георгий
Николай
Лидия
Йышлă çемьере пурте купăс е баян калама пĕлнĕ.
7 слайд
Дмитрий
Сергеевич Сергеев
Кемерево облаçĕнчи шкулсенче 40 çул ытла вăй хунă, вĕсенчен
20-мĕшне директор пулса ĕçленĕ.
8 слайд
Елизавета Сергеевна
Вăрмар районĕнчи Аслă Чакра учитель пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.
Ᾰста купăсçă пулнă, ялĕнче хор йĕркеленĕ.
9 слайд
Нонна Сергеевна
Вăрмар районĕнчи Ыхра Çырми шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ.
10 слайд
Константин
Сергеевич Сергеев
Краснодар крайĕнчи шкулсенче 38 çул хушши ĕçленĕ, вĕсенчен 18 çул ытла шкул коллективĕсене ертсе пынă.
11 слайд
Александр Сергеевич
Нумай çул хушши шкулта ĕçленĕ, ачасене музыка предмечĕпе пĕлӱ панă: педагог, учитель, композитор, дирижер.
12 слайд
Георгий, Николай, Лидия тăван ялĕнче колхозра вăй хунă.
13 слайд
Вĕреннĕ самантсем
Санька, çапла чĕннĕ ăна ача чухне, ачаллах купăс калама ăста пулнă. Ялти шкула пĕтерсен14 çулхи арçын ача Çĕрпӱри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тĕрлĕ енлĕ аталанать вăл унта: тĕрлĕ инструментсем çинче выляма вĕренет, училищĕри оркестра çӱрет, концертсенче хор дирижерĕ пулса хутшăнать.
14 слайд
Çар уран чупса, Ямаш çĕрĕ çинче вăй илнĕскер, шăпчăк сассипе ун юррине мĕн ирччен итлесе хăйĕн чунĕнче пултарулăх çуратнăскер, илемлĕ, халăх чунне тыткăнлама пултаракан юрăсем çуратнă вăл.
15 слайд
Уйрăлми туссем
Çĕрпӱре вĕреннĕ чухне Сергеев Юрий Плотниковпа паллашать. Нумай та вăхăт иртмест, пĕрле юрăсем çырма тытăнаççĕ. Малтанах вĕсем вырăсла юрăсем çыраççĕ. Уйрăмах «Самая счастливая»; «Лагерный вальс»; «Силы утрой, Тракторострой!» юрăсене хапăлласа йышăнаççĕ.
16 слайд
Александр Çара кайсан та купăса алран яман – çар чаçĕн оркестр дирижерĕн çумĕ пулать.
17 слайд
Сергеев шăпах юрăсем çырма Совет Çарĕнче службăра тăнă чухне пуçланă та. Унăн пултарулăхне чи малтан Украинăри паллă композитор Платон Майборода асăрханă та çамрăк композитора малашне те ăнăçлă ĕçлеме, тăван чăваш халăхне çепĕç юрă-кĕвĕпе савăнтарма ырă суннă. Чăн та, вăхăт кăтартрĕ: хайĕн ăсталăхне халăхăмăр умне кăларчĕ, юрă-кĕвĕ унăн пурнăçĕ, юратăвĕ пулнине ĕнентерчĕ.
Украинăри паллă композитор Платон Майборода
18 слайд
Ю.Плотниковпа «çуратнă» «Лар, аннеçĕм юнашар» юрăн кун-çулĕ пархатарлă пулса тухнă. Юрра халăх хапăлласа йышăнчĕ. Клара Чекушкинăпа Зоя Лисицина юрланине радио передачисенче паянхи кун та илтме пулать.
Зоя Лисицина
19 слайд
Хăйне евĕр пултарулăх
Çулсем иртнĕ май композитор хайĕн пултарулăхне аталантарса пырать. Ᾰста композиторсемпе час-часах канашлать. Ᾰс пухать. Çавна пула унăн чĕрене хумхантаракан юрри-кĕввисене республикăри ĕççыннисем юратсах йышăнаççĕ.
20 слайд
1967 çулта Чăвашрадио ирттернĕ чи лайăх юрăсен конкурсĕнче А.Сергеев çырнă «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» юрă пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Сергеев Валентин Урташпа уйрăлми туссем пулнă. Нумай юрра пĕрле хайланă
21 слайд
Александр Сергеев Валентин Урташпа çывăх, шанчăклă туссем пулнă.
Валентин Урташ поэтпа та тачă çыхăнса ĕçленĕ вăл. Поэтпа композитор питĕ туслă пулнă. Вилессе те Валентин Урташ Александр Сергеев аллинчех вилсе кайнă. Вĕсен «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ…», «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Юрламасăр чун чăтмасть», «Шупашкар хĕрĕсем», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Эп ялан вунçиччĕре», «Кăмăлăрсем ылтăн пулнăран» юррисене халăх юратса йышăннă.
22 слайд
«Ямаш» фольклор ушкăнĕ
23 слайд
Совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатни 40 çул çитнĕ ятпа Чăваш АССР композиторсен Союзĕпе хор обществи çарпа патриотизм темипе çырнă массăллă юрăсен конкурсĕнче Александр Сергеевăн «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрри иккĕмĕш преми илме тивĕçлĕ пулнă.
24 слайд
Çамрăк композитор юррисем Чăвашрадио ирттернĕ ытти конкурссенче те чи малти вырăна тухнă:
1980 çулта «Лар, аннеçĕм, юнашар»,
1982 – «Шăматкун каçхине» юрăсем.
Пирĕн республикăра ку юрăсене пĕлмен, юрламан, юратман çын çук та пулĕ.
25 слайд
А.Сергеев Чăвашсен çамрăк театрĕпе питĕ килĕштерсе ĕçленĕ. Кунта вăл «Тавах , аннеçĕм» «Типшар», «Атăл куçĕ», «Сар ачапа сарă хĕр» спектакльсем валли чуна тивмелле юрăсем çырнă.
Чăваш академи драма театрĕ те унпа çыхăну тытнă. «Салтак амăшĕ», «Пушар лаши» спектакльсенче вăл кĕвĕленĕ юрăсем янăранă, кашни кураканăн кăмăлне туллин çĕкленĕ.
26 слайд
Сергеев юррисен тематики пуян та тĕрлĕ енлĕ. Гражданла лирика, тăван ен илемĕ, юрату асамлăхĕ, атте-анне пехилленĕ пархатар. А.Сергеевăн кĕввисем чăваш халăхăн чунĕнчен шăранса тухнă. Акă мĕн аса илет композиторпа тачă çыхăнса ĕçленĕ Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров.
27 слайд
1986-мĕш çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Лар, аннеçĕм, юнашар» лирикăлла юррисен пуххи 2500 экземблярпа пичетленсе тухать. Магазинсенче тусанланса выртман вăл – хăварт сутăнса пĕтнĕ.
28 слайд
Ĕçне кура хисепĕ
29 слайд
2003 çулта композиторăн пурнăçĕпе пултарулăх çул-йĕрне халалланă «Чунра шăраннă юрăсем»
кĕнеке кун çути курчĕ.
Гридăпа Алевтина Порфирьевсем
30 слайд
А.Сергеев çырнă юрăсем халăх хушшинче çав тери хăвăрт сарăлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче халăх чĕрине тыткăнлакан кĕвĕ çепĕçлĕхĕ. Çав кĕвĕсем ĕлĕкренех юратса юрлакан юрăсене аса илтереççĕ, вĕсемпе тачă çыхăнса тăраççĕ, ĕмĕрлĕхех ăшра юлаççĕ.
31 слайд
Кашни çулах кĕркунне Александр Сергеев тăван яла ентешĕсемпе тĕл пулма васканă. Паллах, тăван шкула кĕмесĕр, вĕрентекенсемпе, ачасемпе тĕл пулмасăр нихăçан та кайман. Халĕ те асрах, кĕсьерен хут татки кăларчĕ те вулама пуçларĕ…
32 слайд
Астан кайми тăван тавралăх,
Ытарайми тăван кĕтес.
Ᾰçта кăна çитсе курмарăм,
Ялан мана кĕтетĕн эс.
Ял варринче çуралнă килĕм,
Йăмра пуç тайĕ ун енне.
Кунта куççульлĕ хурлăх килнĕ,
Кĕтмест текех мана анне…
Салам сана, тăван ял-йышăм,
Салам, юратнă тус-тăван.
Çак салама, тархасшăн, йышăн
Шупашкарти ывăлунтан.
Çамрăк ăру вылятăр, култăр,
Тăван яла нихçан манмас.
Манран парне çак юрă пултăр,
Çуралнă ял – тăван Ямаш.
Шел, сак йĕркесене юрра хывса ĕлкĕреймерĕ ямашсен мухтавлă ывăлĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Александр Сергеев…
33 слайд
Хисеплĕ тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем. Паянхи тĕл пулу каçăн кĕске саманчĕ, уйрăлу саманчĕ çитрĕ те. Эпир сирĕнпе паян паха ĕç турăмăр. Хамăр ентешĕмĕре асăнса ун юррисене хамăр чĕресене хыврăмăр. Сергеев хăй пурăннă чух тăван ялĕнче хор йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Эпĕ шутлатăп, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Ямаш ялĕнче чăнах та «Ямаш» фольклор ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Вĕсене пĕлеççĕ, кĕтеççĕ. Апла Сергеев «пурăнать»…
34 слайд
Çак композитор, А.С.Сергеев çырнă юрăсем халăхра нихăçан та ан пĕтчĕр, ун вырăнне çамрăк композиторсем çуралччĕр. Çавăн пекех пирĕн чăваш çĕр-шывĕ, Ямаш çĕрĕ чечеклентĕр, чăваш тĕрри тĕрĕлентĕр, чăваш чунĕ пуянлантăр, пахалантăр, пирĕн вăй çирĕплентĕр, ӱстĕр. Чăваш çыннийĕ, чăваш халăхĕ иксĕлми телейпе малалла аталантăр.
35 слайд
«Ыр çын вилсен ыр ят юлать»,-тесе
Каланă ахальтен-и пирĕн халăх?
Эс ун асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе
Вырнаçрăн кирек кам та ăмсанмалăх.
Эс пурнатăн тĕнчемĕре савса.
Кашни кĕвву ейӱ пек ирĕк, аслă,
Ача кулли пек, е хăш чух мăнаçлă,-
Хăв тӱснине йăлт патăн тавăрса.
Шăпа тени çапла çав çыраканшăн:
Пурсăмăра пурнать хавал парса.
Кĕрешрĕн пĕрмаях эс ăраскалшăн.
Эппин, яту сан сумлă та таса.
Чунра шăраннă юррусем вилмеççĕ,
Шанатăп: кивелмеççĕ нихăçан.
Вĕсем пире ырра савма чĕнеççĕ,
Чĕнеççĕ юратмашкăн пурнăçа.
Николай Кушманов
36 слайд
Паянхи çак уява йĕркелекенсене тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн патне çакăнта, Ямаш çĕрне килме хăйсен чунри пуянлăхне пире парнелеме, ăшă сăмахсемпе пирĕн ентеш çинчен калама çакăнта çити хăйсен юрри-кĕввипе килнĕ артистсене тав тăвас килет.. Çулусем такăр пулччăр. Тавах сире ырă кăмăлусемшĕн.
37 слайд
Презентаци авторĕ:
Ираида Николаевна Филимонова
Александр
Сергеевич Сергеева - 80 çул
38 слайд
Сывă пулăр,
тепре тĕл пуличчен.
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
Презентация посвящена биографии известного чувашского композитора Сергеева Александра Сергеевича, уроженца Села Первое Степаново Цивильского района чувашской Республики.
Целью урока является знакомство школьников с жизнью великого чувашского композитора и не только.
В презентации рассказывается о месте рождения композитора, о его детских годах, юности, учебе. Благодаря подробной характеристике Сергеева Александра Сергеевича, как композитора и писателя в сознании учащихся сформируется наиболее полный и истинный образ выдающегося человека.
7 284 724 материала в базе
Настоящий материал опубликован пользователем Филимонова Ираида Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалВам будут доступны для скачивания все 251 577 материалов из нашего маркетплейса.
Мини-курс
3 ч.
Мини-курс
3 ч.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.