Инфоурок Другое Другие методич. материалыУрок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ" (9 класс)

Урок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ" (9 класс)

Скачать материал

 

Вĕрентекен: Николаева Галина Леонидовна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Ачасен ÿсĕмĕ: 9-мĕш класс.

Урок теми: Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ. 

Урок тĕсĕ: илнĕ пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курмалли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни; вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй пултарулăхне шанма вĕренни; кăмăл-сипет енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни.

Вĕренÿ тĕллевĕсем: харпăр хăй ĕçлени, кăсăкланни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма пĕлни; шкулпа çыхăннă сăмахсене çирĕплетсе хăварни, ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарни; ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕрентни.

Аталантару тĕллевĕсем: тăван чĕлхе  çинчен калаçса ачасен шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарни, шухăша тулли предложенисемпе калама вĕрентни;

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса туни, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, саспа вулани, илемлĕ вулав, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлени, диалог, монолог туни, тĕрев таблиципе, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, «Çупкам кластер» меслет («Гроздевой кластер»), «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» хаçат кăларни, «Пирĕн кăмăлăмăр çаранĕ» («Луг нашего настроения») рефлекси мелĕ.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, илтнине ăнланни, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарни, илемлĕ (палăртуллă) те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Power Point программăра хатĕрленĕ урок презентацийĕ, компьютер, проектор, экран; ватман, стикерсем,  сăн ÿкерчĕксем, çыру ĕçĕ ирттермелли карточкăсем,  рефлекси ирттермелли карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексен капашĕсем, тĕссене ăнлантаракан тĕрев таблици, «Пирĕн кăмăлăмăр çаранĕ» динамикăллă ÿкерчĕк,

Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:

1.      Абрамова Г.В., Разумова С.А. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова, С.А.Разумова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2015. -271 стр.

2.      Г.В.Абрамова, Н.А.Краснова, О.И.Печников, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева. Примерная программа по чувашскому языку для русскоязычных школ (5-9 классы) / Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2015 год.

3.       Иванова Н.Г. Пĕтĕмлетÿ тĕрĕслев-хаклав ĕçĕсем: 5  класс валли / Н.Г Иванова., О.А.  Вишнева. –  Шупашкар, 2016.

4.       Слайдсен аннотацийĕ

Урок юхăмē:

I. 1.Класа йēркелени (чăвашла  юрă хуллен янăрать)       (1слайд)

- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Пирĕн пата  килме кăмăл тунă  вĕрентекенсене хамăр ĕçпе паллаштарăпăр.  Сире пурне те ăнăçу сунатăп.

 2.а) Дежурнăй калаçни: ачасене паянхи кунпа паллаштарни, эрнери кун ячĕсемпе ыйтусем пани   дежурнăй  ---- ачасем

  ă) Тепĕр хутчен паянхи куна аса илни. Паян чÿк уйăхĕн миçемĕшĕ? 20 хисеппе усă курса предложенисем йĕркелени.

Тĕслĕх: Манăн юлташ 20-мĕш шкулта вĕренет.

3. Фонетика хăнăхтарăвĕ. ( 2 слайд) Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.

Чăвашла эп калаçатăп,

Куллен çыратăп та вулатăп.

Çак чĕлхепе эп мухтанатăп

Куллен-кунах ăса туптатăп.

1)      учитель вулать;

2)      вырăсла куçарни;

3)      учитель хыççăн ачасем вулани;

4)      хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.

 

 

 

II. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.         ( 3 слайд)

1. Урок темине палăртма та вăхăт. Мĕне халаллăпăр-ши ăна паян? Унăн тупсăмне пĕлес тесен çак йĕркесенче пытаннă сăмахсене тупмалла. Ĕçе тĕрĕс пурнăçлама сире дешифратор пулăшĕ (шифр уçмалли хатĕр).

Урок теми:

29

9

15

27

7

-

Ч           ĕ              л            х             е

27

1

15

2

27

19

24

37

17

15

2

27

9

х             а              л              ă            х                      п        у          я             н              л            ă            х             ĕ

           Эпиграфě:

12

14

9

 

29

9

15

27

 7

 -

12

14

9

 

2

21

И       к       ĕ                  ч       ĕ        л       х        е                 и        к       ĕ                 ă        с

4

12

22

9

 

29

9

15

27

 7

 -

4

12

22

9

 

2

21

 

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ϋ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37

 

 

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я

 

 

 

(Ачасем ĕçе пурнăçласа урок теми ятне, аяларах панă предложение вуласа пани). ( слайд)

Паянхи урокăн теми «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ».  Таблицăра аяларахри йĕркесенче пытаннă предложени - «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс». (И.Я.Яковлев)

- Ачасем, урок темине тата çак предложенине  вырăсла мĕнле калатпăр?

2. Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне ăнланнине тĕрĕслени (проблемăна уçса памалли ыйтусене палăртни)

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? И.Яковлев каланă сăмахсем  урок эпиграфĕ валли вырăнлă пулĕç.   Вырăс халăхĕн те çакăн евĕрлĕ ваттисен сăмахĕ пур: (4 слайд -анимация)

Знание ста языков – сто умов

 Бер галим йөз наданны җиңәр (тутар халăхĕн ваттисен сăмахĕ).

        III. Пуплев хăнăхтарăвĕ. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене çирĕплетни. (5-6 слайсем)

       - Халě вара  сирĕнпе  иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материала аса илме пĕр-пĕрне чĕлхе пĕлтерĕшĕсемпе  çыхăннă     ыйтусем парса хуравлăпăр  (учитель    -     ача    -   ача)

     - Çĕр çинче миçе пине яхăн чĕлхе? (6000)

     - Тĕнчере чи анлă сарăлнă чĕлхе хăшĕ? (китай чĕлхи). (Унпа 1 миллиард та 500 пин çын калаçать).

     - Акăлчан чĕлхипе миçе çын калаçать? (1миллиард та 500 пине яхăн çын калаçать)  

     - Раççей территорийĕнче миçе республика? (22)

    - Вырăсла калаçакансен шучĕ мĕн чухлĕ-ши? (260 миллион)

    - Республикăсенче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе мĕнле чĕлхепе  усă курса хутшăнаççĕ? (вырăс чĕлхипе)

    - Тăван чĕлхе кунне хăçан уявлаççĕ? (нарăсăн 21- мĕшĕнче)

     - Гвинейăри таки чĕлхинче пурĕ миçе сăмах? (340)  

     - Кăнтăр Америкăри пирахан чĕлхипе миçе çын калаçать? (200-300)

     - Цез чĕлхинче  миçе падеж? (64)

     - Вырăс чĕлхинче  миçе падеж? (6)

     - Чăваш чĕлхинче пурĕ миçе падеж? (8)

     - Чăваш Республикинче миçе патшалăх чĕлхи шутланать? (2)

     - Чăваш чĕлхипе миçе çын калаçать? (1 миллион та 300)

     - Эсир шкулта миçе чĕлхе вĕренетĕр? (3)

     - Ачасем, сире чăваш чĕлхине  вĕренме килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?

 

      IV.1.Урок тěллевěсемпе паллашни.  Ачасем, эпĕ сире çак ыйтусемпе ахальтен кăна ĕçле

      ттермерĕм. Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ Çĕр чăмăрĕ çинче? Ăсчахсем шутланă тăрăх, пирĕн планетăра  3 пин тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсем  6 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Пин-пин чĕлхе хушшинче пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи те.  Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янăравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ. Тăван çĕр-шыв анне пекех – пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăшĕ чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-сăвви хаклă. Çакна тĕпе хурса паянхи урока эпир хамăр тăван чĕлхене - чăваш чĕлхине халаллăпăр. «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» темăна татах та анлăлатăпăр, хаçат кăларăпăр, «Çупкам» кластер йĕркелĕпĕр, сăвăсем итлĕпĕр.

     2.« Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» текстпа ěçлени. Словарь ĕçĕ. Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни (урок материалне тĕрĕс ăнланма) (  7 слайд)

       Сарăлнă – распространился, аталантарма - развивать, паллă тăваççĕ – отмечают,  кулленхи калаçу чĕлхи - язык повседневного общения, кăларăм – передача, талăкĕпех – круглые сутки, упрар – будем беречь.

        1) учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

        2) мăшăрсенче;

        3) сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

Вулас умĕнхи тĕллев:    – Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама хатĕрленĕр.

Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ

1.Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи. Вĕсем - вырăс тата чăваш чĕлхисем.

Чăваш чĕлхи Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсенче сарăлнă. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхине кашни вĕренÿ заведенийĕнче вĕрентеççĕ.

2.Чăваш чĕлхи – Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн тăван чĕлхи. Çак чĕлхепе Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай  поэтсем калаçнă. Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова Олимп чемпионĕсен тăван чĕлхи те – чăваш чĕлхи.

Кашни çул ака уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Чăваш Республикинче  Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Вăл чăваш чĕлхине аталантарма  нумай тăрăшнă. Çирĕм çултах Чĕмпĕрте чăваш ачисем валли шкул уçнă. Чăваш алфавитне тунă, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларнă.

3.Чăваш  чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Ку чĕлхепе пĕр миллион та 300 çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар. Чăваш чĕлхи – хаçат-журнал, телевидени, наука, патшалăх ĕçĕн чĕлхи те. Çак чĕлхепе пирĕн республикăра 100 çул ытла «Хыпар» хаçат пичетленет. «Çамрăксен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ» тата ытти  хаçатсем, «Самант», «Тăван Атăл» журналсем те чăвашла тухса тăраççĕ. Пушкăртпа Тутар Республикисенче, Ульяновск облаçĕнче те  чăваш хаçачĕсем пичетленеççĕ. Телевиденипе чăвашла йĕркеленĕ кăларăмсемпе паллашма,  Чăваш наци радиовне  вара талăкĕпех итлеме пулать.

Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх пуянлăхĕ», - тенĕ Раççейри пĕрремĕш этнопедагог Геннадий Волков.

Çак пуянлăха упрар, татах та ÿсме пулăшар.

3.Кăтартуллă вулав;

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

ă) сăнчăр мелěпе вулани;

б) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

4. Ушкăнсенче ĕçлени    (8-мĕш слайд)

Текста мĕнле ăнланнине сирěнпе ушкăнсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

а) текст тăрăх ушкăнсенче ěçсем йěркелени:  

1) 1-мěш ушкăн:  консультант ытти ачасене ыйтусем парать:

1. Эпир мĕнле республикăра пурăнатпăр? 

2.Чăваш Республикинче миçе патшалăх чĕлхи?

3. Вĕсем мĕнле чĕлхесем?

4.Чăваш чĕлхи хăш республикăсемпе облаçсенче сарăлнă?

2) 2-мěш ушкăн:  консультанта ачасем ыйтусем параççě:

 1. Андриян Николаев космонавтшăн мĕнле чĕлхе тăван чĕлхе шутланать?

 2. Çак чĕлхепе мĕнле паллă  поэтсем калаçнă?

3. Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова Олимп  чемпионĕсемшĕн чăваш чĕлхи  тăван чĕлхе-и?

4.И.Я.Яковлев чăваш чĕлхине аталантарма мĕнле ĕçсем тунă?

3) 3-мěш ушкăн: ачасем пěр-пěрне ыйтусем параççě:

1. Чăваш чĕлхипе миçе çын калаçать?

 2.Вăл калаçу чĕлхи кăна шутланать-и?

3.Мĕнле хаçат-журнал чăвашла тухса тăрать?

4. Телевиденипе тата радиопа чăвашла кăларăмсем курма е итлеме пулать-и?


 

- Маттурсем. Эсир тăван чĕлхе  çинчен нумай пĕлетĕр,  ăна  чăннипех хисеплетĕр, юрататăр. – Калăр-ха, тархасшăн чăвашлăха упрас тесе эсир мĕнле ĕçсем тăватăр?

V. Кану саманчě.   (куç гимнастики). (9 слайд)

         VI.1. Проект мелĕ «Хаçат кăларатпăр». (10слайд)

 (Инструктаж. Кашни ачан хăйĕн парти çумне çыпăçтарса хунă стикер тĕсĕпе  килĕшсе тăракан ыйту çине çеç тата экран çинчи ыйтусемпе усă курса хуравламалли çинчен асăрхаттарса хăварни)

 

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин  министерстви

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш номерлĕ шкул

Тĕп сăмах

Ыйту

Стикер тĕсĕ

Хуравсен тĕслĕхĕ

1.

Эпир пурăнакан Республика  

Мĕн ятлă?

Шупка сарă

Чăваш Республики

2.

Патшалăх чĕлхисем

Миçе?

Çутă симĕс

Иккĕ: чăваш тата вырăс

3.

Чăваш халăхĕн тăван чĕлхи

Хăшĕ?

Кăвак

Чăваш чĕлхи

4.

Республикăсемпе облаçсенче сарăлнă

Мĕнле?

Кĕрен

Чăваш, Тутар тата ПушкăртРеспубликисенче, Самар,Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсенче

5.

Паллă çынсен тăван чĕлхи

Камсен?

Çутă кăвак

Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн

6.

Çак чĕлхепе калаçнă сăвăçсем

Камсем?

Хĕрлĕ сарă

Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай,

7.

Олимп  чемпионĕсен тăван чĕлхи - чăваш чĕлхи  

Камсен?

Тĕттĕм симĕс

Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова

8.

Чăваш чĕлхи кунĕ

Хăçан?

Шупка кĕрен

Ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче

9.

И.Я.Яковлев чăваш чĕлхине  аталантарма тунă ырă ĕçсем

Мĕн тунă?

Сарă

Чăваш алфавитне тунă, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларнă.

10.

И.Я.Яковлев шкул уçнă

Миçе çулта?

Шупка симĕс

Çирĕм çултах Чĕмпĕрте чăваш ачисем валли шкул уçнă.

11.

Чăваш Республикинче чăвашла тухса тăракан хаçатсемпе журналсем

Мĕн ятлă?

Лимон тĕсĕ

«Хыпар»,  «Çамрăксен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ» , «Самант», «Тăван Атăл»

12.

Геннадий Волков этнопедагог сăмахĕ

Мĕн каланă?

Хĕрлĕ

Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх пуянлăхĕ

13.

Чăваш чĕлхин пуянлăхне  упраса хăварма

Мĕн тумалла?

Тĕттĕм кĕрен

Чăвашла калаçмалла, хисеплемелле, аталантармалла

 

VII.  Ушкăнпа ĕçлени. (11слайд)

1. 1. Камсем? Мĕнсем? Кам? Мĕн? ыйтуллă «Çупкам»  кластер йĕркелени. Тĕп сăмахĕ  ТĂВАН ЧĔЛХЕ

.

 

Схема тăрăх тăван чĕлхе çинчен пĕтĕмлетсе çыхăнуллă калав туни.

VIII. 1.Урока пĕтĕмлетни.

-Ачасем,  урок пуçламăшĕнче палăртнă эпиграфа тепĕр хут аса илер-ха. (Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс»).

Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлу туянма пулăшать. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Пурнӑҫ илемне те эпир хамӑр тӑван чӗлхерен курма-туйма пуҫлатпӑр. Вӑл пире хамӑр несӗлсен историйӗпе, йӑли-йӗркипе, пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӑван чӗлхе витӗр эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн пуян та илемлӗ культурӑна юратма вӗренетпӗр.

Нумай сăвăçпа çыравçă хăйĕн тăван чĕлхине асра тытса  сăвăсем, калавсем  çырнă, çырать те. Итлесе пăхар-ха ачасем паянхи урок темипе хатĕрленĕ сăвăсене.

Чăваш чĕлхи

Ан тиркесем чĕлхемĕре

Тăван чĕлхем – анне чĕлхи! Маншăн  эсĕ хĕвел, сывлăш. Маншăн эсĕ – анне чысĕ, тăван халăх чысĕ, юратнă чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи!

                               Валем Ахун.

 

2. - Паян урокра мěн çěнни тата интересли пěлтĕр?

3. Рефлекси. (12 слайд)

 Ачасем хăйсен кăмăлне тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе палăртни (тĕссен пĕлтерĕшне ăнлантаракан таблицăпа усă курса конвертсенчен кирлĕ чечеке суйласа илеççĕ).

–Эсĕ паян мĕнле кăмăллă?

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\оранж5.pngхĕрлĕ сарă

савăнăçлă, хаваслă

(радостное, восторженное настроение)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\желтый5.pngсарă

кăмăллă, лăпкă

(приятное, спокойное настроение)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\зеленый5.pngсимĕс

активлă, хастар

(активное состояние)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\синий5.pngкăвак

кичем, ывăнчăк

(грустное настроение, усталое состояние)

 

Ачасем чечексене ÿкерчĕк никĕсĕ çине çыпăçтарни, динамикăллă картина туни, урок вĕçĕнче хăйсен мĕнле кăмăл пулнине калани.

IX.1.  Киле ĕç пани. (Килте тумалли ĕç суйлавлă) (13слайд)

1) тăван чĕлхепе  çыхăннă 10 ваттисен сăмахĕ тупса çырмалла;

2) тăван чĕлхепе  çыхăннă ÿкерчĕк ÿкермелле;

3) 67 страницăра панă 10-мĕш ĕçе пурнăçламалла.

 

2. Ачасен ĕçне хаклани. (14слайд)

 

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.

 

 

 

 

«5»

 

 

«4

 

«3»

 

 

 

Учитель лартнă паллă: _____

 

X. Урока вĕçлени. (15слайд)

Тăван чĕлхене упрасси – пирĕн тивĕç. Епле хитре вăл! Тăванран тăван!..  Калаçар унпа, упраса хăварар! Чи хитре чĕлхе ĕмĕр пурăнтăр!

        Çутă хĕвел пек ялкăшса тăрар!

        Чăваш чĕлхипе мухтанса тăрар!

        Упрар тăван чĕлхемĕре!

       Ăна усрар чыс-хисепре!

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ" (9 класс)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Системный администратор

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Урок чувашского языка в 9 классе по теме "Язык - народное богатство". Цель урока - активизация словаря учащихся, популяризация изучения чувашского языка, привитие любви и уважения родному языку. Подобраны стихотворения чувашских поэтов и высказывания известных людей России и других стран о чувашском языке.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 671 668 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 30.11.2018 899
    • DOCX 91.6 кбайт
    • 12 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Галина Леонидовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Галина Леонидовна
    Николаева Галина Леонидовна
    • На сайте: 8 лет и 4 месяца
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 39557
    • Всего материалов: 32

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Интернет-маркетолог

Интернет-маркетолог

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 288 человек из 67 регионов
  • Этот курс уже прошли 852 человека

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 157 человек

Мини-курс

Финансовое моделирование и управление инвестиционными проектами

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Договоры и их правовое регулирование

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 25 человек из 13 регионов

Мини-курс

Windows для начинающих: файлы, папки, текстовые документы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе