Инфоурок Внеурочная деятельность КонспектыКонспект внеклассного мероприятия на чувашском языке на тему: "Люблю тебя, родной край!"

Конспект внеклассного мероприятия на чувашском языке на тему: "Люблю тебя, родной край!"

Скачать материал

 

 «Юрататăп сире, тăван çĕр-шыв, тăван чĕлхе!»

 тавçăруллисен конкурсĕ

(7 класс)

   Тĕллевĕсем: 1. Тăван ҫĕр-шыва, тăван чĕлхене юратас туйăма аталантарма майсем туса парасси.

   2. Тăван чĕлхене, хамăр пурăнакан çĕре упрас туйăма аталантарма майсем туса парасси.

    3. Ачасен творчествăлла пултарулăхне, тавçăрулăхне, тимлĕхне аталантарасси.

    4. Тăван çĕр-шыв темипе буклет тутарасси.

   Кирлĕ хатĕрсем: класра «Мухтавлă чăвашсем» выставка йĕркеленĕ, компьютер, проектор, буклет тумалли А3 форматлă хутсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, карточкăсем, клей, хачă, фишкăсем,  сас паллисем тата №-сем лартнă тĕслĕ хутсем, слайдсем (презентаци).

 

Мероприяти йĕрки.

I.      Ачасене йĕркелесси. 

- Ырă кун пултăр, ачасем, хăнасем! Паян эпир сирĕнпе тавçăруллисен конкурсне ирттерме пуçтарăннă.

- Сирĕн паян, ачасем, 2 ушкăна пайланса ăмăртас пулать. Кашни ача номер лартнă карточка илет те çав номере тивĕçлĕ сĕтел хушшине  ларать.  Кашни ушкăн хăйне валли ят шырать. Ятне вара сас паллисене (карточка хыçĕнче пăхмалла) кирлĕ пек вырнаçтарса тупма пултаратăр.

(Сĕтел çине  хут листи çине ушкăн ятне çырнă хут лартатăп).

II.  Ĕç темипе тĕллевне пĕлтерни. 

1. Учитель сăмахĕ. (Слайд кăтартса пырса).

 - Кăçалхи çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.А.Николаев Чăвашран тухнă паллă çынсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Класра йĕркеленĕ «Мухтавлă чăвашсем» выставкăпа пурте паллашнă.  Ачасем, паянхи  класс тулашĕнчи урокра  эпир хамăрăн Тăван çĕр-шыв – Чăваш Республики, Елчĕк ен çинчен, ĕçчен те сăпайлă чăваш халăхĕ çинчен, хамăр тăван çĕре, чĕлхене упрамалли çинчен калаçăпăр. 

 

  2.  - Мĕн-ши вăл тăван çĕр-шыв?

         Аякра-ши, çывăх-ши?

         Аякра та, çывăх та –

         Каласа парам, тăхта. (П.Хусанкай)

Мēн-ши вăл Тăван çēр-шыв?                                Маншăн пуринчен хакли,                                            

Вăл – юратнă юхан шыв,                                       Илемли те çывăххи -

Симēс улăх, чечексем,                                           Тăван ен, тăван анне,                              

Йывăçсемпе кайăксем.                                           Симēс чăрăш, вēрене.

    Апла пулсан, паянхи ĕç теми  - «Юрататăп эп сире, тăван çĕр-шыв, тăван чĕлхе!».

    - Эпĕ сире калаçу темине каларăм, эпиграфне эсир хăвăр вулăр. Эпиграфа вулама сире çак таблица пулăшĕ. (Эпиграф: «Тăван ҫĕр-шывран хакли ҫук, тăван чĕлхерен илемли ҫук»).

 

А            

1

К

14

Х

27

Ă            

2

Л

15

Ц

28

Б            

3

М

16

Ч

29

В            

4

Н

17

Ш

30

Г            

5

О

18

Щ

31

Д            

6

П

19

ъ

32

Е            

7

Р

20

Ы

33

Ё            

8

С

21

ь

34

Ĕ            

9

Ç

22

Э

35

Ж           

10

Т

23

Ю

36

З             

11

У

24

Я

37

И            

12

Ÿ

25

 

 

Й

13

Ф

26

 

 

               

23

2

4

1

17

 

22

9

20

-

30

33

4

20

1

17

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

27

1

14

15

12

 

22

24

14,

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

23

2

4

1

17

 

29

9

15

27

7

20

7

17

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

12

15

7

16

15

12

 

22

24

14

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

    

 - Мĕн-ши вăл тăван ҫĕр-шыв? Мĕнле шутлатăр эсир?

 (ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ).

     Ҫапла, тăван çĕр-шыв вăл чи малтан - тăван кил, аннен çепĕç чĕлхи, аттен ачаш алли, асанне-кукамайăн ырă юрри, асатте-кукаçин ăслă юмахĕ. Ҫавăн пекех хамăр кас ачисем, тăван шкул, тăван ял.

 Ӱсерехпе татах та анлăланать çак ăнлав. Иккен вăл тăван çĕр-шыв – хамăр Елчĕк ен, Чăваш Республики.

   -  Чăваш Республикин территорийĕ пысăках мар пулин те, халăх йышĕпе ăна Раççейри çынсем йышлă пурăнакан регионсен шутне кĕртеççĕ. Кунта 1 миллион та 360 пин çын пурăнать. Чăваш халăхĕпе пĕрле 60 тĕрлĕ халăх представителĕсем пурăнаççĕ. Çĕр чăмарĕнчи 4 пин халăх хушшинче чăвашсем 225-мĕш вырăнта, Раççейре 4-мĕш вырăнта тăраççĕ.

    Елчĕк районне илсен вара кунта  12 пине яхăн   çын пурăнать. 53 яла 9  ял тăрăхĕ (поселение) пĕрлештерсе тăрать. Чăвашсемпе юнашарах пирĕн районта тутарсем те, вырăссем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

 

 

 

 

III.           Вĕренекенсем тĕрлĕ ăс-хакăл ĕçĕсене туни.

- Малалла, ачасем, тĕрлĕрен ĕç пурнăçласа буклет хатĕрлĕпĕр. Кашни ĕçе туса ушкăн фишка илме пултарать. Урок вĕçĕнче фишкăсене шутлăпăр. Камсем нумайрах пуçтарĕç, çавсем тавçăруллăрах, пултаруллăрах пулнине пĕлĕпĕр. Çĕнтерÿçĕ ушкăна парне лекĕ.

   1.  Буклет туни.  (Доска çине çырнă хут çыпăçтаратăп).    

        - Куртăр пуль ĕнтĕ, ачасем, сирĕн умăрта кашни сĕтел çинче буклет тумалли хутсем выртаççĕ. Мероприяти вĕçленнĕ çĕре сирĕн буклета хатĕрлесе çитермелле, илемлетмелле тата, вăхăт юлсан, хӱтĕлемелле те пулать. Апла пулсан ĕçе тытăнар!

  Пысăк конверт  ăшĕнче  тĕрлĕ ĕç тумалли хутсем. Уçатпăр та ăна,  ĕçе пуçăнатпăр. Çав вăхăтрах тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр.

 

Буклет тумалли ĕçсем.

1-мĕш ĕç: Илемлетсе тема ятне çырмалла, эпиграфне çыпăçтармалла.

   2-мĕш ĕҫ:  «Чăваш Республики» тесе çырса хумалла. Чăваш Республикин ялавне, гербне, гимне  çыпăçтарса хумалла.

   3-мĕш ĕҫ:  «Елчĕк ен» тесе çырса хумалла. Елчĕк ен  гербне, ялавне, гимне  тупса çыпăçтармалла.

 4-мĕш ĕҫ: Чăваш енĕн паллă ҫыннисен фотисене тупса  ячĕсене ҫырса хумалла

   5-мĕш ĕҫ: Елчĕк районĕн паллă ҫыннисен ячĕсене  ҫырса хумалла.

  6-мĕш ĕç: Кластер туса, панă сăвă йĕркисене буклета çыпăçтармалла.

 

 

2.  «Кам тавçăруллăрах?» вăйă выляни. (Доска çине çырнă хут çыпăçтаратăп).    

 1. Ҫĕр-шыв символĕсем (герб, ялав, гимн)

2. Хире-хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (антонимсем)

3. Чăваш çĕр-шывĕн ялавĕн тĕсĕ (сарăпа хĕрлĕ)

4. Пĕр пек çырăнаççĕ, илтĕнеççĕ, анчах пĕлтерĕшĕсем тĕрлĕрен (омонмсем)

5. Сас паллисен йĕркине мĕн теççĕ? (Алфавит.)

6. Чăвашсене çутта кăларакан хăш ялта çуралса ÿснĕ? (Кăнна Кушкинче.)

7.  Мĕнле сăмахсене пĕрешкел пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ? (Синоним.)

8. Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли? (37сас палли.)

9. Чăваш чĕлхин кунне хăçан паллă тăваççĕ? (Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче.)

10. Ҫурхи уйăх ячĕсене каласа тухăр (пуш, ака, çу)

11. Йытă мĕншĕн вĕрет? (калаçма пĕлмест)

12. Типĕтнĕ курăк сăмах майлашăвне виçĕ саспаллиллĕ сăмахпа калăр (утă)

13. Ҫумăр çунă вăхăтра курак мĕнле турат çинче ларать? (йĕпе)

14. Хĕллепе ҫулла хушшинче мĕн пур? (ҫуркунне)

15. Чи кĕске уйăх. (Çу)

 

3.  «Паллă ентешсем» кроссвордпа ĕçлени. (Доска çине çырнă хут çыпăçтаратăп).    

- Чăваш çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен сăпайлăхĕпе палăрнă. Чăваш Республикинче нумай паллă çын – писательсемпе поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿснĕ. Кам-ха вĕсем, чăваш ятне çĕкленсем, чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем?

 

 

 

П

 

 

 

 

 

 

А

 

 

 

 

 

 

Л

 

 

 

 

 

 

Л

 

 

 

 

 

Ă

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Е

 

 

 

 

 

 

 

 

Н

 

 

 

 

 

Т

 

 

 

 

 

 

Е

 

 

 

 

 

 

Ш

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

С

 

 

 

 

 

 

 

 

Е

 

 

М

 

 

 

 

 

1. Пирĕн ентеш, граждан вăрҫин геройĕ, пултаруллă командир.(Чапаев В.И.)

2. «Нарспи» поэма авторĕ. (Иванов К.В.)

3. Пирĕн ентеш, Аслă Елчĕкре ҫуралса ӱснĕ этнопедагог, академик.(Волков Г.Н.)

4. Шупашкарта çуралнă паллă балерина. (Надежда Павлова.)

5. Мĕнле чĕлхене пĕлмесĕр чăн-чăн пĕлÿ илме çук тенĕ чăвашсе çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев. (Тăван)

6. Чăваш кăйкăрĕ, виççĕмĕш космонавт. (А.Г.Николаев.)

7.  Тăван çĕршывăн синологине никĕслекенсенчен пĕри, Раççей дипломачĕ, çулçÿревçĕ, китай чĕлхине пĕлекен, тухăç тĕпчевçи, «Байкал» очерк авторĕ? (Никита Бичурин)

8. Чăвашра, Етĕрне уесĕнче çуралнă Петр Егоровичăн чи чаплă ĕçĕ Санкт-Петербургри Çуллахи пахча хÿми. Çак хÿмене куракансем ăна тĕнчери чи чаплă саккăрмĕш япала тесе хакланă. Кам пулса тăрăшнă Петр Егоров чăваш? (Архитектор. П.Егоров)

9. Елчĕкрен вĕсем виççĕн. Совет Союзĕн геройĕсем. Елчĕкре çуралса ÿснĕ паттăр, вĕсен тăванĕсен çуртĕнче халь Елчĕкри краеведени музейĕ вырнаçнă. (Александр Филиппович Беляев герой)

10. Ăсчах, 17 томлă словарь авторĕ. (Ашмарин Н.И)

11. Чăваш АССР тата РСФСР, Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи, Патреккел халăх хорне ертсе пыракан? (Г.А.Борисов)

12. Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ. (Яковлев И.Я.)

13. Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,

Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.

Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –

Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!  Çак йĕркесен авторĕ. (Çеçпĕл Мишши)

4.   Анаграммăсемпе ĕçлени. (Доска çине çырнă хут çыпăçтаратăп).    

       Республикăра 2 пин ытла  юхан шыв юхса выртать. Вĕсен хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Паллă юхан шыв ячĕсене эпир анаграммăсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр. Пĕлекене фишка лекет.

1. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп,

   Эп–Чăвашри чи пысăк юхан шыв

   Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп.

   Çăвать-тĕк çумăр - тăхăн, çук-тăк - хыв. (Атăл-атă). (Слайд)

 

 2. П сас палли манра пулсан

    Ман патăма çÿрен пулла.

    С-па ăна улăштарсан

    Юхса кĕретĕп Атăла. (Пĕве-Сĕве). (Слайд)

 

       3. Темех мар-ха курăк маншăн

          Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн.

          Эх, юхатăп! Кур та савăн,

          Хыçа   л хушса хурсассăн (Çава-Çавал). (Слайд)

- Чăваш Республикинче тата  мĕнле юхан шыв пур? (Пăла, Кĕтне, Ункă, Энĕш, Сурăм).

- Пирĕн районти юхан шывсене хăшĕсене пĕлетĕр? (Аслă Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таябинка)

        Елчĕк енĕн, Чăваш Республикин илемлĕ вырăнĕсем нумай. Ҫав вăхăтрах юхăнса кайнă уй-хирсем, таса марлăхпа тултарнă ҫырмасем, урамсем те тĕл пулаççĕ.

         - Эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ – çут çанталăка пирĕн упрамалла. Ăна  экологи теççĕ. Экологи вăл çутçанталăка упрасси çеç мар. Чун экологийĕ тенине илтнĕ-и эсир?

    Апла пулсан, пирĕн хамăрăн чун тасалăхне те упрамалла, ăна тĕрлĕрен кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсемпе тата ĕçсемпе вараласран упранмалла. Ҫавăн пекех хамăр калаçăва та, чĕлхе илемне те çӱпĕлемелле мар.

 

  5. Пурте пĕрле сасăпа сăвă вулани. Илемлĕ вулав. (Доска çине çырнă хут çыпăçтаратăп).    

Тăван çĕр-шыв вал пирĕн –

Çуралнă кил, умри йамра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Хитре янран кĕсле-тăмра.

 

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Пĕрре анчах, пĕлер хакне.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

  

6.   «Тăван çĕр-шыв» кластер туни. 

      Паянхи урокра Тăван çēр-шыв çинчен нумай калаçрăмăр, çēннине те пēлтēмēр. Сирēн шутпа, Тăван çēр-шыв çинчен пēтēмлетсе мēнле калама пулать? (кластер тăвасси).

Тăван çēр-шывран хакли нимēн те çук тетпēр.

      

-Ачасем, Тăван çēр-шыв пуянрах илемлēрех, тасарах пуласси пирēнтен те нумай килет. Çавăнпа та яланах усăллă ēç тума тăрăшăр.

 

   7. Буклетсене туса пĕтерни.

   - Буклет тăвас ĕçе вĕçлетпĕр.  Аяла хăвăр ятăрсемпе хушаматăрсене çыратăр. Буклетсене жюри членĕсем хак парĕç.

   IV. Урока пēтēмлетни. Вĕçлени.

-         Паянхи мероприятие пĕтĕмлетер-ха . Эпир паян мĕн-мĕн турăмăр сирĕнпе? (Доска çинчи хутсене çавăрса пыратăп: çакăн пек предложени пулать: «Туссем, упрар тăван ҫĕре,  чĕлхемĕре!»

-         Хăш ушкăн нумайрах фишка пуçтарчĕ – çавă çĕнтерÿçĕ. Парне вĕсене лекет.

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект внеклассного мероприятия на чувашском языке на тему: "Люблю тебя, родной край!""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Противопожарный инженер

Получите профессию

HR-менеджер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Конспект внеурочной деятельности на чувашском языке на тему: "Люблю тебя, родной край!"

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 664 839 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 28.02.2022 422
    • DOCX 106 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Ванюшина Ирина Васильевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Ванюшина Ирина Васильевна
    Ванюшина Ирина Васильевна
    • На сайте: 8 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7019
    • Всего материалов: 8

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Копирайтер

Копирайтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация дополнительного образования детей в условиях дошкольной образовательной организации

Педагог дополнительного образования

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 104 человека из 36 регионов
  • Этот курс уже прошли 531 человек

Курс повышения квалификации

Особенности организации учебной деятельности в учреждениях дополнительного образования детей технической направленности

72/108/144 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 30 человек из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 47 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация методической работы в детском онлайн-образовании

Методист детского онлайн-образования

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Продвинутые техники нарративного подхода в психологии

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 25 человек из 16 регионов

Мини-курс

Цифровые валюты и правовое регулирование

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Стратегии карьерного роста и развития

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе