Инфоурок Родная литература КонспектыКонспект внеклассного занятия "Çемье ăшши – атте–анне"

Конспект внеклассного занятия "Çемье ăшши – атте–анне"

Скачать материал

 

Çемье ăшши – атте–анне

Тĕллевĕсем: 

1) çыншăн çемье пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине палăртасси;

2) çемье историне тĕплĕнрех тишкерсе ăна юратас, хисеплес, унпа мухтанас туйăма аталантарасси;

3) ачасен пултарулăхне аталантарасси, тĕрĕс те илемлĕ калаçас хăнăхусене çирĕплетесси;

4) туслăх, пĕр-пĕрне пулăшу парас кăмăла палăртни.

(Сашăпа Вика кĕреççĕ. )

Саша:-Эсĕ кама юрататăн?

Аçуна е аннÿне,

Аппуна е пиччÿне?


Вика :   -Юрататăп аннене,

Юрататăп аттене,

Кукаçине, кукамая,

Аппана та шăллăма.

Асатте те хаклă маншăн,

Асаннене хăварам-ши?

Çук , паллах. Вăл лайăх питĕ:

Мана юратать вăл хытă.

Юрататăп вĕренме,

Ĕмĕтпе ялан утма.

Юрататăп, юрататăп,

Юрататăп пурнăçа


Вĕрентекен: Çапла ĕнтĕ. Эпир хамăр çемьере пурăнакан кашни çыннах, çывăх тăвана çав тери юрататпăр. Апла пулсан эсир, ачасем, тавçăртăр пуль мĕн пирки калаçу пулĕ - пирĕн кашнин юратнă çемйи çинчен – Çемье ăшши- атте-анне!

Кашни çыннăн пурнăçĕнче Аттепе анне чи пысăк пĕлтерĕшлĕ  пулнине шута илсе  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пуçарнипе 2017 çула Амăшĕпе ашшĕн Çулталăкĕ тесе ят панă.Çавăн пирки вăл 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăларнă Указра палăртса хăварнă.Эпир те,  ахальтен мар ĕнтĕ,  паянхи урока çемьене халаллатпăр.


Вика:    Тÿпере- пĕр хĕвел,

Çĕр çинче -пĕр анне.

Çавăнпа эс ялан

Упрасам вĕсене.

Сар хĕвел йăл кулать,

Çĕр питне ăшăтать.

Анне ăшшăн кулать,

Чунăма йăпатать.


 

Саша:    Атте тесен- атте умра,

              Анне тесен – анне.

             Чун çĕкленет, чун савăнать

              Вĕсем пĕрле чухне.

Вĕрентекен:

Аттепе анне – çемье пуçламăшĕ. Апла пулсан çемье уявĕ те пурах. Кам пĕлет, хăçан уявлаççĕ –ха çемье уявне?

Саша:    Çемье кунĕ – Петрпа Феврони çвяттуйсен кунĕ – утă уйăхĕн 8-мĕшĕ. Петрпа Феврони çемьешĕн кĕл тăвакан çвяттуйсем шутланаççĕ. Вĕсем 13 ĕмĕр пуçламăшĕнче Муром хулинче пурăннă. Петр кнеç пулнă, Феврони вара– тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыватакан çамрăк хĕр. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне питĕ юратнă, туслă пурăннă. Вилессе те пĕр кунта вилнĕ.

Вика:  Эпĕ те илтнĕ кун пирки. Вĕсене вилсен икĕ тĕрлĕ тупăка вырттарнă, анчах та ирхине валли вĕсем пĕр тупăкрах выртнине курсан пур çын та хытă тĕлĕннĕ.

Вĕрентекен: Çапла пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне çав тери хисеплесе юратнă, туйăмĕсем питĕ вăйлă пулнă иккен вĕсен.

Çак уявăн символĕ пур, ачасем – салтак тÿми чечекĕ.Çак кун çемьери çынсем пĕр-пĕрне саламлаççĕ,салтак тÿминчен пухнă чечек çыххисем парнелеççĕ. Ачасем, сирĕн ашшĕ-амăшне сăнлакан паллă ячĕсене чечек çеçкисем çине çырса тухмалла.(«Атте» тата «анне» сăмахсемпе кластер тăвасçĕ.)Ар çын ачасем аттене, хĕрачасем аннене хаклаççĕ.

Вĕрентекен: «Çын çичĕ пиллĕ пулсан, вăл çичĕ ют пулсан та тăван», - тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Мĕн авалтан пирĕн халăхра пил парас йĕрке çирĕпленнĕ.

Вика: Пил (урăхла ăна халал та теççĕ) – ырă суннине, чунран хисепленине пĕлтерет, уйрăлса каякан çын юлакансене вăрах асра тытма, пурнăçлама хушса, вĕрентсе, каланă сăмах е парса хăварнă пурлăх.

Саша:  Халĕ сире Иван Яковлевич Яковлев 1921 çулта пĕтĕм чăваш çыннисене çырса парса хăварнă халал сыпăкне итлесе пăхма сĕнетпĕр. Ăна 9 класра вĕренекен Вика Кириллова вуласа парать.- (пил сăмахĕсене вуланă чухне ерипен кăна илемлĕ кĕвĕ яратăп)

Вĕрентекен: Тимлĕ итлĕр ăна, ачасем, ăса хывăр.

 

Вĕрентекен: Ачасем, эсир халалти сăмахсемпе килĕшетĕр-и? Миçе çул иртнĕ ăна çырса хăварнăранпа(???   96 çул), çапах та унăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть.

Ачасем, эсир Шупашкарта пулса курнă-и? Апла пулсан кулмек –залив хĕррине те анса курнă ĕнтĕ эсир. Калăр-ха, унта мĕнле палăк ларать?

Тĕрĕсех, «Управçă Анне» палăкĕ вăл. Ун çине çапла çырса хунă – «Пĕр-пĕрне юратса тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире!»

Кану саманчĕ

Халĕ ачасем, тĕрĕслесе пăхар-ха, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлетĕр-и?

«Ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене тĕрĕс суйласа илесси» вăйă.

 

Çемье ăшши – чун -ăшши.

Атте-аннене сутăн илеймĕн.

Атте-анне пурри – чи пысăк телей.

Аçупа аннÿне хисепле- хăвнах ырă пулĕ.

Ача макăрать –амăшĕн кăкăрĕ ыратать.

Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшĕсĕр – хăр тăлăх.

Атте-анне ятне ярас мар.

Ачаш ача – ашшĕ амăшне йывăрлăх.

Вĕрентекен: Ачасем, эсир килте аттепе аннене нумай ĕçре пулăшакан пулса çитрĕр пулĕ?

Мĕн чухлĕ ĕç хуçăлăхра, çапла вĕт. Атте вăл ялан ĕçре, çемье валли укçа ĕçлесе илнĕ çĕрте. Кил-çурт аннесем çинче тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика.

Пирĕн аннесем, çемьере икĕ ача пулсан, пĕр çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк çăваççĕ. Çав чашăк-тирĕк йывăрăшĕ – 5 тонна. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ – 2000 çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан, çак хисепе пĕчĕклетме пулать.

Вĕрентекен: Ялта пурăнакан кирек хăш çемьере те выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачасем, эсир те аннепе аттене выльăх пăхма пулăшатăр, çапла вĕт. Выльăхăн та çемйи пур темелле – ашшĕ, амăшĕ, ачи. Тупса пĕлер-ха сирĕнпе вĕсен йышне.

Сурăх, така, путек

Ĕне, вăкăр, пăру

Кĕсре,ăйăр, тиха

Чăх, автан, чăх чĕппи

 

"Асамлă калпак" вăйă.

- Пирěшти сирĕн аннĕре калпак парнеленě тейěпěр. Ăна тăхăнсан вăл пěр-пěр чěр чун пулма пултарать.

а) Асамлă калпака анне ěçре тăхăннă пулсан, мěнле чěр чун пулěччě?

б) Асамлă калпака анне килте тăхăннă пулсан мěнле чěр чун пулěччě?

в) Асамлă калпака анне юлташсемпе пěрле чухне тăхăннă пулсан мěнле чěр чун пулěччě?

г) Асамлă калпака анне тăвансемпе пěрле чухне тăхăннă пулсан мěнле чěр чун пулěччě?

 

Вĕрентекен: Пирĕн урок, ачасем, вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Мĕн çĕнни, кăсăкли пĕлтĕр-ха эсир паян? Тата мĕн пĕлес килет сирĕн çемье пирки?

Ак çак чĕресене паян пурне те маттур пулнишĕн парне парас тетĕп, ачасем. Вĕсене атте-аннене парнелеме пултаратăр, хăвăр вĕсене хытă юратнине калама ан вăтанăр.

Вĕрентекен: Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект внеклассного занятия "Çемье ăшши – атте–анне""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по корпоративной культуре

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 694 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 06.02.2021 351
    • DOCX 16.8 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Миронова Людмила Васильевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Миронова Людмила Васильевна
    Миронова Людмила Васильевна
    • На сайте: 3 года и 2 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 415
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Теория и методика преподавания родного (русского) языка и родной литературы

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 30 человек из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 200 человек

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Русский язык и литература")

Учитель русского языка и литературы

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 57 человек из 31 региона
  • Этот курс уже прошли 62 человека

Курс профессиональной переподготовки

Литература: теория и методика преподавания в профессиональном образовании

Преподаватель литературы

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 20 человек

Мини-курс

Влияние внешних факторов на психологическое развитие личности

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Профессиональное развитие педагога: успехи и карьера в образовании

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 11 человек

Мини-курс

Карьерный навигатор: эффективный поиск работы

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 27 человек из 18 регионов