Инфоурок Другое КонспектыПлан урока в 6 классе по чувашскому языку.

План урока в 6 классе по чувашскому языку.

Скачать материал

Тема: Япала ячĕсен хисепĕ.

Урок тĕллевĕ: Япала ячĕ çинчен кĕçĕн класра вĕреннине аса илни; япала нумаййине палăртмалли мелсем;нумайлă хисеп аффиксне йышăнман сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă  курма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: Тăванлăха упрама, хисеплеме вĕрентесси.

Урок юхăмĕ

Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Килтен илсе килнĕ хаҫат-журналсемпе ĕҫлесси.

2. Урока вăйăран пуçласси. Класри ачасене 2 варианта уйăрмалла. Вĕрентекен вулакан диктант текстĕнчен 1-мĕш вариантсем КАМ?  ыйтура тăракан пайăр ятсене, 2-мĕш вариантсем МĔН?  ыйтура тăракан пайăр ятсене çырса илеççĕ. Текст тĕслĕхĕ:

Андриян кĕнеке вулама юратнă. Вăл шкула каичченех вулама вĕреннĕ. Иккĕмĕш класра вара Михаил Федоров çырнă «Арçури» балладăна пăхмасăр калама пĕлнĕ. Андриян Константин Иванов çырнă «Нарспи» кĕнекене те вуласшăн пулнă. Вăл хăйсен шкул библиотекине пынă.

  - Мария Андреевна, эсир «Нарспи»кĕнекене тупса параймăр-ши? - ыйтнă ача.  (В. Ален.)

- Кĕнеке, хаçат – журнал ячĕсене мĕнле çырмалла?

        Урок темипе ĕçлени.

1.  Вĕрентекен доска çине çырса хунă предложенисене вулаттарать.

Юрататăп эпĕ кунти ялсене килсе çÿреме. Ял–ял витĕр тухрăмăр. Эпир чылай ялта пултăмăр.

   - Ял нумаййине ку предложенисенче мĕнле палăртнă?   (Пĕрремĕшĕнче  -сене аффикспа, иккĕмĕшĕнче ял сăмаха икĕ хут каланипе, виççĕмĕшĕнче чылай сăмахпа усă курнă..

Ялсене, ял–ял, чылай ял тенисем синонимлă пулнине каламалла.

 

«Япала ячĕн хисепĕ» таблицăпа ĕҫлесси.

пĕрреллĕ

 

нумайлă

 

 

 

1. çут çанталăк пулăмĕсем,

пайăр ятсем: кăнтăр, хĕвел,

çумăр, Мускав, Çĕрпÿ т. ыт. те

2. -лăх (-лĕх), - у(-ÿ), -в  аффикслă абстраклă ăнлава пĕлтерекен сăмахсем: хаваслăх, юрату, курав, вĕçкĕнлĕх т. ыт. те

3. шутлама май çук япаласене пĕлтерекен сăмахсем: утă, тусан, çÿç, тусан, турăх т. ыт. те

 

1. морфологи мелĕ: я. я.-сем(- сен): ачасем, çулсем

2. лексика мелĕ: япала ятне чылай, нумай, темиçе йышши сăмахсем ăнлантарнипе йĕркеленнĕ сăмах майлашăвĕсем; япала ятне хисеп ячĕсемпе местоименисем ăнлантарни: виçĕ каç, темиçе кун.

3. пуçламăш формăри япала ятне икĕ хут калани  (ял-ял, чĕресси – чĕресси)

 

2. Япала ячĕн пĕрреллĕ хисеп формипе çеç усă курнине çакăн пек предложенисемпе ăнлантарас пулать: (предложенисене доска ҫине ҫыраҫҫĕ)

1). Кăçал пирĕн хăяр ăнса пулчĕ.  (Ку тĕслĕхре калаçу пĕр хăяр çинчен çеç пымасть, хăяра пĕтĕмлетсе каланă.)

2). Пирĕн ялăн пĕвинче хур–кăвакал савăнать.  (Мăшăрлатса панă  япала ячĕ пĕр хурпа кăвакал çеç пулнине пĕлтермест, шывра ишекен пур кайăка та шута илет.)

3). Куç хăрать те, ал тăвать.  (Хăш-пĕр япаласем мăшăрлă пулаççĕ, çавăнпа вĕсен ячĕсене яланах пĕрреллĕ хисепре каламалла.)

 

      Темăна çирĕплетни.     

Чăваш чĕлхинче хăш-пĕр пайăр ятсем  (çын ячĕсем, хушамачĕсем) нумайлă хисеп аффиксне йышăнма пултараççĕ. Ун пек чух  пайăр ята   пысăкранах çырмалла  (Нинăсенче, Ивановсем т. ыт. те.). Çынна вăл ăçта пурăнни тăрăх палăртакан ял, хула, район, урам ячĕсем нумайлă хисеп аффиксне йышăнсан та пайăр ята пысăкранах çырмалла. (Вăйăра Шупашкарсем çĕнтерчĕç. Уява Вăрманкассем те килнĕ.)  Уйрăмах йăнăш иккĕмĕш ушкăнри пайăр ятсене çырнă чух  тĕл пулать.

Презентаципе ĕҫлесси:

1.Хăш сăмахсем (сăмах майлашĕвĕсем) нумайлă хисепре пулмаҫҫĕ?

    Ташă, хаваслăх, хĕвел, тăван, сĕт, тӳпе, сывлăш, пӳлĕм, Шупашкар, чĕпĕ, ăмăрт        кайăк, хĕвел анăҫ, михĕ, мунча.

 

 2. Япала нумаййине  палăртма хăш сăмахсене икĕ хут калама пулать?

Ҫул, Мускав, кĕнеке,чыслăх, Сăр, ял, пӱлĕм, Ҫĕмĕрле, ывăл, ĕмĕр, юрату, пурлăх, инҫет, вăхăт.

 

    3.  Мĕнле каласан тĕрĕс?

кĕнеке лавкки   -  кĕнекесен лавкки

хурăнсен вăрманĕ   -  хурăн вăрманĕ

сехетсен ăсти  -   сехет ăсти

партизан отрячĕ  -  партизансен отрячĕ

сурăх кĕтĕвĕ  -  сурăхсен кĕтĕвĕ

4. Чăвашла куçарăр.

оправа для очков –  (куçлăх харши)

портновские ножницы   -  (çĕвĕç хаччи)

деревянные игрушки  - (йывăç теттесем)

железные грабли    -  (тимĕр кĕрепле)

новые салазки    -  (çĕнĕ çунашка)

Кану тăхтавĕ.

Уҫă ҫилĕ вĕрчĕ,вĕрчĕ.

Пит-куҫа вăл уҫăлтарчĕ.

Йывăҫа та хумхантарчĕ.

Майĕпен вара лăпланчĕ.

 

 

6. Çыхăнуллă текстпа ĕçлесси.

46-мĕш хăнăхтару.

     -Текста вулани.

     -Текст тĕсĕ: сăнлав.

     -Текст теми: Шурăм пуҫ хăпарни.

     -Паллă тунă сăмахсене мĕншĕн пĕреллĕ хисепре ҫырнине ăнлантарăр.

Пĕтĕмлетÿ.

Урокра пăхса тухнă правилăсене аса илсе ачасем пĕтĕмлетӱ тăваҫҫĕ.

Килте тумалли ĕç.

       6§, 47 -мĕш хăнăхтару.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План урока в 6 классе по чувашскому языку."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Научный сотрудник музея

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 185 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 20.10.2015 1407
    • DOCX 48 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Степанова Татьяна Александровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 5586
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Няня

Няня

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 283 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 850 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 490 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 329 человек

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Мини-курс

Основы финансовой отчетности

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Преодоление внутренних барьеров: убеждения, зависимости, и самооценка

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 184 человека из 48 регионов
  • Этот курс уже прошли 40 человек

Мини-курс

Современные тенденции в архитектуре

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе