Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
1 слайд
Василий
Иванович
Чапаев
(1887-1919)
2 слайд
Хатӗрлекенӗ:
Егорова Инна Анатольевна
Шупашкарти 57-мӗш вӑтам шкулта
чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен
«В.И ЧАПАЕВ ВЫРĂС Е ЧĂВАШ?»
класс тулашӗнчи мероприятийӗн сценарийӗ
3 слайд
ТĔЛЛЕВĔСЕМ:
1. Ачасене граждан вăрçи геройĕпе, В.И.Чапаевпа тĕплĕнрех паллаштарасси.
2. Ачасен пуплевне аталантарасси.
3. Ачасене хастар та пултаруллă пулма вĕрентесси.
4 слайд
5 слайд
В. И. Чапаев çуралнă çурт
6 слайд
Василий Иванович Чапаев 1887 çулхи
январĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар çумĕнчи
Будайка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă.
Халĕ ку ял вырăнĕ хула варринче тăрса юлнă.
1908 –мӗш çулта Чапаев 16 çулти хĕрпе Пелагея Метлинапа паллашнă, çав çулах авланнă. Пĕрле вĕсем 6 çул пурăннă, вĕсен виçĕ ача пулнă.
7 слайд
Чапаевăн тăван ачисем:
Аслă ывăлĕ — Александр Васильевич (1910—1985 çç.) офицер пулнă, Аслă тĕнче вăрçинче çапăçнă. Генерал-майор пулса пенçие тухнă.
Клавдия Васильевна (1912—1999çç.) Чапаев музейне уçма пулăшаканĕ, музей валли нумай кирлĕ япаласем пуçтарнă.
Аркадий Васильевич (1914 --1939 çç.) лётчик пулнă, Аслă тĕнче вăрçи умĕн истребителе тĕрĕсленĕ чух вилнĕ.
8 слайд
Граждан вăрçи геройĕ ĕмĕр-ĕмĕрех асра юлĕ.
Республикăри хуласемпе районсенче
44 урама, Етĕрнери лаша заводне,
Канаш хулинчи шкул-интерната
пирĕн ентеш ятне панă.
9 слайд
Чапаев ячӗллӗ паллă вырăнсем
1986 çулта Шупашкарта Чапаев музейĕ уçăлнă.
Саратов облаçĕнчи Пугачёв хулинче 1919 çулта Василий Иванович ĕçленĕ çуртра музей туса хунă.
Тепĕр музей Хĕвел анăç-Казахстан облаçĕнчи Чапаев ятлă ялта. Малтан вăл Лбищев станици пулнă. Вăл 25-мĕш стрелковăй дивизи ĕçленĕ çуртра вырнаçнă.
Самарăра Чапаев урамĕ тата площачӗ пур.
10 слайд
Б.Мокроусовăн «Чапай» оперинчи пĕр сцена, ăна Чăваш музыка театрĕнче лартнă.
Чапаева рольне – Т. Серов артист вылянă.
11 слайд
Чапаев вырăс е чăваш?
В.И.Чапаев 1887 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар çумĕнчи Будайка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă. Халĕ ку ял вырăнĕ хула варрине тăрса юлнă. Унăн аслашшĕпе асламăшĕ те , ашшĕпе амăшĕ те вырăссем пулнă. Çавăнпа эпир ăна шанчăклăнах вырăс çынни тесе калама пултаратпăр.
Анчах Чапаев чăвашла калаçнине аванах ăнланнă, кăшт-кашт калаçма та пултарнă. Унăн дивизийĕнче чăвашсем нумай пулнă. Вĕсемпе калаçнă чухне чăваш сăмахĕсем те хуша-хуша хунă. Канашра пурăннă С. Скворцов чапаевеца вара хамăр ял тесе чĕннĕ.
Вырăс ачи чăвашла ăçтан вĕреннĕ-ха? Сăлтав акă мĕнре иккен. Унăн тăван асламăшĕ вилсен аслашшĕ тепĕр хут авланнă. Çав тăван мар асламăшĕ вара Шупашкартан инçех мар вырнаçнă Мишер ятлă чăваш ялĕнгчен пулнă. Çак хĕрарăмăн тăван ачисем чăвашла калаçнă.
12 слайд
13 слайд
Çыру ĕçĕ
(маларах асăннă паллă ячĕсене кирлĕ пек лартса çыр)
1. ____ Чапаев граждан вăрçинче çапăçнă.
2. Революци пулсан ____ Чапаев совет
влаçне хÿтĕленĕ.
3. Çапăçусенче ____ командир пĕрре мар çĕнтернĕ.
4. Пĕр çапăçура ____ герой вилмеллех аманнă.
14 слайд
В.И.Чапаев (8 класс) - тест
1. В.И.Чапаев миçемĕш çулта çуралнă?
а) 1887 çулта;
ă) 1987 çулта;
б) 1878 çулта;
2. Чапаев чăвашла камран вĕреннĕ?
а) тăван асламăшĕнчен;
ă) тăван мар асламăшĕнчен;
б) тăван мар аслашшĕнчен;
3. Чапаев вырăс-и е чăваш?
а) вырăс;
ă) чăваш;
4. Тăван мар асламăшне ачасем мĕнле чĕннĕ?
а) асанне;
ă) бабушка-апайка;
б) кукамай;
5. В.И.Чапаев ăçта çуралнă?
а) Мускавра;
ă) Будайкăра;
б) Шупашкарта;
6. Чапаевăн миçе ача пулнă?
а) пĕрре;
ă) виççĕ;
б) пиллĕк;
7. Кам вăл В.И.Чапаев?
а) граждан вăрçин геройĕ;
ă) тĕнчери виççĕмĕш космонавт;
б) чăваш халăхне çутта кăлараканĕ;
Пĕтĕмлетÿ
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
6 668 346 материалов в базе
Настоящий материал опубликован пользователем Егорова Инна Анатольевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалВаша скидка на курсы
40%Курс профессиональной переподготовки
500/1000 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Курс повышения квалификации
36 ч. — 144 ч.
Курс повышения квалификации
72/144/180 ч.
Мини-курс
6 ч.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.