Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Разработка урока по чувашскому языку "Труд красит человека" (6 класс)
ВНИМАНИЮ ВСЕХ УЧИТЕЛЕЙ: согласно Федеральному закону № 313-ФЗ все педагоги должны пройти обучение навыкам оказания первой помощи.

Дистанционный курс "Оказание первой помощи детям и взрослым" от проекта "Инфоурок" даёт Вам возможность привести свои знания в соответствие с требованиями закона и получить удостоверение о повышении квалификации установленного образца (180 часов). Начало обучения новой группы: 26 апреля.

Подать заявку на курс
  • Другое

Разработка урока по чувашскому языку "Труд красит человека" (6 класс)

библиотека
материалов

Чăваш Республикин тĕп хулин –Шупашкар хулин муниципаллă вĕренĕвĕн муниципаллă автономлă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждениĕ «Шупашкар хулин пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ тата уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 40-мĕш шкул»










Ĕç çынна илем кÿрет

уçă урокăн тулли конспекчĕ









Урока ирттерекенĕ:

Митрофанова Алена Витальевна,

Шупашкарăн 40-мĕш шкулăн

пĕрремĕш категориллĕ

чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ














Шупашкар, 2015

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс.

Вĕренÿ кĕнеки: Абрамова Г. В. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче валли/Г.В. Абрамова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 271 с.


Урок теми: Ĕç çынна илем кÿрет


Урок тĕсĕ: хутăш урок.


Сапăрлăх тĕллевĕсем: ĕçе юратма, çын ĕçне хисеплеме, упрама вĕрентесси.

Вĕренÿ тĕллевĕсем: ĕçпе çыхăнă вĕреннĕ ваттисен сăмахĕсене аса илесси, çирĕплетесси тата çĕннисемпе паллашса вĕсене астуса юласси, ĕç çинчен калакан сăвăсемпе паллашасси.

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.


Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса туни, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели ыйтусем пани, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, сценка лартни, пантонима кăтарини, буклет, синквейн, кластер туни.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, илтнине ăнланасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, илемлĕ (палăртуллă) те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Чĕлхе теорийĕ: ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне тишкересси

Сăмахсен пĕлтерĕшĕпе пулăвĕн танлаштаруллă тишкерĕвĕ:

Самахсене тишкерни

Сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашни:

Словарь ĕçĕ

Курăмлăх

хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентаци; ваттисен самахĕсене çырнă хăюсем, «Аукцион» тесе çырнă пĕчĕк ешчĕк, «Нарспи» поэма вырăсла, буклет, сценка валли: кашăк, чашăк, купăста мечĕк, скакалка, пукан, витре.





Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.(1-мĕш слайд.)

  1. Класа урокра ĕçлеме хатĕрлени.

–Сывлăх сунатăп, ачасем!

-Сывлăх сунатпăр, А.В.

-Пирĕн пата паян хăнасем килнĕ. Хăнасене сывăх сунар. Çаврантăмăр, пурте пĕрле: «Сывлăх сунатпăр хăнасем!» Каялла çаврăнтамăр.


Ачасем «Çумăр çăвать» юррăн кĕввипе юрласа пĕр-пĕрне саламлаççĕ:

– Шăппăн ларăр! Шăппăн ларăр! (2 слайд)

Урок пырать ку класра.

Эп вулатăп, эп çыратăп,

Калаçатăп чăвашла.

Эй, савнă тусăм, итле-ха эс мана:

Эпĕ пĕлетĕп, пĕлетĕп чăвашла!


-Ларăр.

-Ларатпăр (ачасем пурте пĕрле).

-Алăсене парта çине хурăр.

-Хуратпăр.


  1. Паянхи çанталăк çинчен калаçу ирттерни. (2-3 слайдсем)

- Паян мĕнле число?

- Паян эрнен хăш кунĕ?

- Паян урамра мĕнле ҫанталăк?

- Урамра хĕвел пăхать-и?

- Тÿпе мĕн тĕслĕ?

- Урамра юр ҫăвать-и?

- Урамра çил пур-и? Мĕнле ҫил вĕрет?

- Урамра паян ăшă е сивĕ?

- Паян урамра миçе градус сивĕ?

- Сире паянхи ҫанталăк килĕшет-и?

 


  1. Фонозарядка (4 слайд)

Тĕрĕс вулăр:

Ĕ-çĕ-ĕç –ĕçлеме пуçлар,

Ă-сă-ăс –ăслăрах пулар!


  1. Вĕреннине аса илни.

Учитель чăвашла сăмахсем калать, ачасем вĕсене вырăсла куçараççĕ.

Мастерство –ăсталăх

Мастер -ăста

Человек-çын, этем

Красота-илем

Дело, работа-ĕç

Время- вăхăт

Делай-ту

Боится-хăрать

глаз-куç

видит-курать

рука-алă

богатство-пуянлăх, пурлăх

жизнь-пурнăç

украшает-илем кÿрет

начинать-пуçла

завершить-вĕçле.


  1. Çĕнĕ материала вĕренни

Урокăн темипе, кĕске планĕпе паллаштарни


-Паянхи урок темине пĕлес тесен çак пуç ватмăш тупсăмне тупмалла. (5 слайд)

hello_html_m68ce328b.gif

  1. Пуплев хăнăхтаравĕ.(6-мĕш слайд.)

-Тĕрĕс тупрăр: «Ĕç çынна илем кÿрет»

- Ку чĕлхен мĕнле пайĕ? Ку сăмах-и? Е сăмах майлашăвĕ-и? Ăна предложени теме пулать-и?

- Айтар-ха çак предложение вырăсла куçарар!

- Ку предложени мĕне те пулсан вĕрентет-и?

- Çакăн пек предложенисени эпир ваттисен сăмахсем тетпĕр.

- Ваттисен сăмахĕсем вырăсла мĕнле пулаççĕ-ха. (Пословицы).

- Мĕншĕн-ха çакăн пек предложенисене, каларăшсене ваттисен сăмахĕсем тетпĕр. (Мĕншĕн тесен вĕсем çамрăксене ăса вĕрентсе калаççĕ.)


2. Ваттисен сăмахĕсене аса илни. «Аукцион» вайă. (7 слайд)

- Халĕ эпĕ ваттисен сăмахĕсен аукционĕ иртеретĕп. Сире аукционта ваттисен сăмахĕсене туянма укçа кирлĕ. Эпĕ сире укçине те пама хатĕр, анчах укçана ахаль памаççĕ, ăна ĕçлесе илмелле. Кашни ырă сăмахсемшĕн укçа паратăп. (Ачасем ырă сăмахсем калаççĕ. (Ырă кун пултăр. Сире курма питĕ хавас. Сывлăх сунатăп. Тавтапуç. Тархасшăн. Сирĕнпе калаçма питĕ хавас. Аван-и? )



Кашни ачанах вырăсла куçарнă ваттисен сăмахĕсене салатса тухмалла.(Ку укçа пулать).

Аукционта ваттисен ячĕсене çырнă хăюсем «сутăнаççĕ». (Хăюсем аукцион ешчĕкĕнче.) Вĕсене илес тесен ваттисен сăмахĕсем мĕнле куçнине пĕлмелле. Пĕрремĕш хăюна учитель вулать, çак ваттисен сăмахĕ кама лекет çав вулать. Çапла вара черетпе.


Укçасем:

Труд украшает человека.

Кто боится труда, тому не видать добра.

Дело любит мастерство.

Заверши дело вовремя, отложенное дело травой зарастает

Глаза страшатся работы, а руки делают.

Если делать, дело сделается.

Труд красит жизнь.

Труд человека прославит.

Без труда не нажить состояния.

Работай, работай, ешь досыта, не будешь работать – и есть не проси.

Каков мастер, таково и дело.

Работающий не умрет.

Не бойся работы, пусть она сама боится.

Как начинаешь работу, так и завершаешь.

У умного дел много, у дурного слов много.


Ваттисен сăмахĕсем:

Ĕç çынна илем кÿрет.

Ĕç ăсталăха юратать.

Ĕçе вăхăтра ту, кая хăварсан – каю шăтать.

Ĕçлесен ĕç пулать.

Кам ĕçрен хăрать, вăл ырă курмасть.

Ĕçрен куç хăрать те, алă тăвать.

Ĕç вăл - пурнăç илемĕ.

Этем çынна мухтава кăларать.

Ĕçлемесен пурлăх пулмасть.

Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи.

Ăсти епле, ĕçĕ çапла.

Ĕçлекен вилмест.

Ĕçрен ан хăра, вăл санран хăраса тăтăр.

Ĕçе мĕнле пуçлатăн, çапла вĕçлетĕн.

Ăслин ĕç нумай, ухмахăн сăмах нумай.


Аукцион пĕтсен учитель хыççăн пурте пĕрле экран çинчи ваттисен сăмахĕсене тепĕр хут вулаççĕ. (8-9 слайдсем)

3. Ваттисен сăмахĕсене астуса юлассине çирĕплетсе хăварни. (10-15 слайдсем)

1) Пантомима. Ваттисен сăмахне хусканусемпе кăтартса параççĕ. Ачасен пĕлмелле.


2) Çак ваттисен сăмахĕсене вакланă, ачасен икшерĕн пуçтармалла.


4. Паллă сынсемпе поэтсен ĕç çинчен калакан сăввисемпе паллашасси.

- Ĕç çинчен поэтсемпе писательсем те нумай çыраççĕ. Паян эпир хăш-пĕр сăвăсемпе паллашатпăр. Анчах та малтан, каларăшсемпе сăвăсене лайăх ăнланас тесе словарь ĕçне тăвăпăр.

Юратса тăвăр – делайте с любовью

Тăрантарать – кормит

Тумлантарать – одевает

Пархатарлă ĕç – благородное дело

Телей кÿрĕ- счастье доставит (Учитель хыççăн вулаççĕ. Лайăх вулаканни кăтартуллă вулать. Ударени лартни. Учитель вырăсла, ачасем чăвашла куçараççĕ. (16 слайд)


- Халĕ писательсемпе поэтсем çырнисене вулăпăр. Акă чаваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çапла каланă: «Чи пĕчĕк ĕçе те юратса тăвăр. Юратса ĕçлесен чи пĕчĕк ĕç те усă парать»,- тесе. (17 слайд)

- Эсир çакна мĕнле ăнланатăр? Малтан айтăр-ха Иван Яковлевич сăмахĕсене вырăсла куçарар. (Даже маленькое дело делайте с любовью. Когда с любовью дело делаешь, то и маленькая работа приносит пользу).

- Сирĕн шутпа, пĕчĕк ĕçсен шутне мĕнле ĕçсем кĕреççĕ-ши? (Сывлăх сунни. Урокра ĕçлени. Аннене пулăшни.)

- Эсир час-часах çак ĕçсене тăватăр-и? (Эпĕ кашни кун аннене пулăшатап. Эпĕ урокра тăрашса ĕçлетĕп. Эпĕ яланах пурне те сывлăх сунатăп. Эпĕ ватăсене çул урлă каçма пулăшатăп.

- Пĕр-пĕр ĕçĕ кăмăлсăр тусан мĕн пулать? (Ĕç ăнăçсăр пулать. Эпĕ тунă ĕç никам кăмăлне те каймасть). ( 18 слайд)


Айтăр-ха тата чăваш поэчĕсен сăввисене вуласа пăхар.

Сăвăсене малтан учитель вулать. Ун хыççăн лайăхрах вулакан ача вулать, икшерĕн вулаççĕ, ретпе вулаççĕ, пурте пĕрле вулаççĕ.


– Сăвва тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр.

Ваттисем каланă:

«Ĕçрен ан хăра».

Ĕç çеç телей кÿрĕ

Çынна пурнăçра.

(Юрий Сементер) (19 слайд)

- Эсир сăвва мĕнле ăнлантăр, мĕн анланнине вырăсла каласа парăр-ха. (Сăвва вырăсла куçараççĕ. Пожилые говорят «не бойся работы». Работа человеку в жизни приносит счастье.)

- Халĕ ман ыйтусем çине хуравлăр.

1. Сăвва кам çырнă?

2. Ку сăвва мĕнле ят пама пулать?

3. Ку сăвăра ваттисен сăмахĕ пур-и? Шыраса тупăр. Ваттисен сăмахне малалла тăсăр. (Ĕçрен ан хăра, вăл санран хăраса тăтăр.)

4. Ачасем ĕçлеме çăмăл-и, йывăр-и?

5. Апла пулсан автор мĕншĕн «ĕç телей кÿрет» тет. (Мĕншен тесен, ĕçе юратса тусан, пулнă ĕçшĕн чунтан савăнан. Калăпăр арçын ачасен ĕç урокĕнче йывăçран эрешлĕ шкатулка тумалла. Ĕçĕ питĕ йывăр. Анчах та туса пĕтерсен питĕ савăнатăн. Савăнăç вăл –телей)


Тата тепĕр сăвă вуласа пăхар.

Ĕç пире тăрантарать,

Ĕç пире тумлантарать.

Пархатарлă ĕç пире

Яланах илем кÿрет.

(Петĕр Ялкир) (20 слайд)

- Эсир сăвва мĕнле ăнлантăр, мĕн анланнине вырăсла каласа парăр-ха. (Сăвва вырăсла куçараççĕ. Труд нас кормит, одевает. Доброе дело всегда украшает нас. )

- Сăвă тăрăх ыйтусем парăр.

1.Сăвă авторĕ кам?

2. Сăвва ят парăр.

3. Мĕншĕн автор «ĕç пире тăрантарать, ĕç пире тумлантарать», -тесе калать. (Ĕçлесен пахча-çимĕç, улма-çырла, апат-çимĕç пулать. Пир-авăр тĕртсе тумтир çĕлеме материал пулать. Тумтирене çĕлесси те йывăр ĕç. Ĕçлесен укçа пулать, укçапа мĕн кирлине илме пулать.)

4. Пархатарлă ĕç мĕнле ĕç вăл? (Ырă ĕç туни. Çынна пулăшни.)

5.Пĕрремĕш тата иккĕмĕш сăвăсем хушшинче пĕр пеклĕх пур-и? (Икĕ сăвă та ĕç çинчен. Иккĕшĕнче те ĕç телей, илем кÿрет тенĕ.)


Ачасем ĕç çинчен вĕренсе килнĕ сăвăсене итлени.

  1. Кану саманчĕ.


5. К. Ивановăн «Нарспи» поэмăри сыпăкпа паллашни.


Ирех тăрать тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçăн çип илет те

Юрла –юрла тĕрĕ тавать;

Е çĕлеме ларать те,

Çĕвви шăрçа пек пулать. (21 слайд)

Вулав ĕçĕ. (Куравлă вулав. Пĕр ача. Пĕр рет. Пурте пĕрле.)


Ыйтусем çине хуравлани.

1. Ку йĕркесем мĕнле произведенирен. ( Ку йĕркесем «Нарспи» поэмăран.)

2. Поэма авторĕ кам?


«Кам хăвăртрах шыраса тупать?» вăйă

- Сăвăран çак вырăс сăмахĕсене тупăр.

одевается – тумланать

приступает к работе – ĕçе тытăнать

шелковая нить – пурçăн çип

с песней вышивает – юрла-юрла тĕрĕ тăвать (22 слайд)


Вырăсла куçарни (малтан ачасем хăйсем куçараççĕ, унтан «Нарспи» куçарăвне вырăсла тупса вулани)

Утром встанет тихомолком,

Бьет к ней солнышко в окно,

А она цветистым шелком

Расшивает полотно.

Перевод Бориса Иринина под редакцией А. Твордовского) (23 слайд)


Ыйту çине хуравлани.

- Нарспи ĕçченлĕхĕ ăçта курăнать. (Ирех тăрать. Ирех ĕçе тытăнать. Юрла-юрла тĕрĕ тăвать. Çĕлет, çĕвви шăрçа пек тикĕс илемлĕ пулать).


6. Çыру ĕçĕ.

Текстра ÿксе юлнă сăмахсене тупса çырасси. Ĕçĕ черетпе пĕрин хыççăн тепри каласа çырса пыраççĕ.


Ĕç çынна ________ кÿрет теççĕ ваттисем. Ку чăнах та тĕрĕс. Ĕç пире __________, ____________. Ĕçлемесен сĕтел çинче ________ та çук. Ĕçлемесен ___________ те чухăн. Сĕтел çинче ____________ те, ____________ та курмастăн.


Усă курмалли сăмахсем: пахча-çимĕç, тумлантарать, улма-çырла, сĕтел, илем, çăкăр, тăрантарать. (24 слайд)



IY.Урока пĕтĕмлетни.


1. Ачасем ваттисен сăмахĕсене, сăвă йеркисене калаçура усă курма хăнахтарасси.

Сценка лартни:

Амăшĕ:

- Ванюк, тухха пахчана, купăста касса кĕр.

-Çук, анне ман алă ыратать.

-Эх, ытла та наян-çке çак ача, хамах пахчана тухăп.

(Амăшĕ тухса каять. Ванюк мечĕкпе выляма пуçлать.)


-Ванюк нÿхрепрен çĕр улми илсе тух-ха.

-Çук, анне ман ура ыратать.

-Эх, ытла та наян-çке çак ача, хамах илсе тухăп.

(Амăшĕ тухса каять. Ванюк сикме пуçлать.)


-Ванюк, яшка пĕçертĕм, çиме лар.

-Апат çиме эпĕ юрататăп.

-Анне, кунта шыв анчах-çке.


Учитель: Ачасем айтар-ха çак наян Ванюка ĕçлеме вĕрентер. Çакна тума пире ваттисен сăмахĕсем пулăшĕç.

_-Ванюк, ваттисем «Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи» тенĕ.



  1. Ĕç сăмахпа кластер туни.

-Ĕç мĕнле пулма пултарать?


hello_html_44acc935.gifhello_html_2893fd80.gif



hello_html_fe36dc6.gif


hello_html_m2ba2b60b.gifhello_html_566e7284.gif

hello_html_1ace477e.gif

hello_html_4ab21314.gif





(Лайах, ырă, пархатарлă, пысăк, пĕчĕк, кирлĕ, тирпейлĕ, юрăхлă, сумлă…) (25 слайд0

- Ĕç мĕнле пулма пултарни каларăмăр. Ĕç мĕн те пулсан тума пултарать-и? (26 слайд)

-Пуçланать, вĕçленет, пĕтет, тăрать, пырать, тарать-тармасть (ĕçе вăхăтра тумасан, каю шăтать).

  1. Синквейн туни: (27 слайд)

  1. Ĕç

  2. Пархатарлă, ырă

  3. Пырать, пуçланать, вĕçленет

  4. Ĕçлесен ĕç пулать.

  5. Ĕç вăл - пурнăç илемĕ.


  1. Киле ĕç пани.(28-мĕш слайд.)

7 ваттисен сăмахĕ пăхмасăр вĕренсе килмелле.

  1. Ачасен ĕçне хаклани.

  2. Сыв пуллашни. (29-мĕш слайд)

Сывă пулăр! Сывă пулăр!

Яланах хаваслă пулăр!

Яланах илемлĕ пулăр!

Яланах телейлĕ пулăр!

Сывă пулăр! Сывă пулăр!


Автор
Дата добавления 03.05.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров276
Номер материала ДБ-063935
Получить свидетельство о публикации

"Инфоурок" приглашает всех педагогов и детей к участию в самой массовой интернет-олимпиаде «Весна 2017» с рекордно низкой оплатой за одного ученика - всего 45 рублей

В олимпиадах "Инфоурок" лучшие условия для учителей и учеников:

1. невероятно низкий размер орг.взноса — всего 58 рублей, из которых 13 рублей остаётся учителю на компенсацию расходов;
2. подходящие по сложности для большинства учеников задания;
3. призовой фонд 1.000.000 рублей для самых активных учителей;
4. официальные наградные документы для учителей бесплатно(от организатора - ООО "Инфоурок" - имеющего образовательную лицензию и свидетельство СМИ) - при участии от 10 учеников
5. бесплатный доступ ко всем видеоурокам проекта "Инфоурок";
6. легко подать заявку, не нужно отправлять ответы в бумажном виде;
7. родителям всех учеников - благодарственные письма от «Инфоурок».
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://infourok.ru/konkurs


Выберите специальность, которую Вы хотите получить:

Обучение проходит дистанционно на сайте проекта "Инфоурок".
По итогам обучения слушателям выдаются печатные дипломы установленного образца.

ПЕРЕЙТИ В КАТАЛОГ КУРСОВ


Идёт приём заявок на международный конкурс по математике "Весенний марафон" для учеников 1-11 классов и дошкольников

Уникальность конкурса в преимуществах для учителей и учеников:

1. Задания подходят для учеников с любым уровнем знаний;
2. Бесплатные наградные документы для учителей;
3. Невероятно низкий орг.взнос - всего 38 рублей;
4. Публикация рейтинга классов по итогам конкурса;
и многое другое...

Подайте заявку сейчас - https://urokimatematiki.ru

Похожие материалы

Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх