Инфоурок ИЗО, МХК Другие методич. материалыСценари "Пирĕн туйсем çаплалла"

Сценари "Пирĕн туйсем çаплалла"

Скачать материал

Ямаш енчи  туй

 

Хĕр патĕнче

Инкĕш сăмахĕсем:

- Вăхăта сая ярар мар, Маринене тумлантарар  пуль.

(Хĕре тумлантараççĕ, хĕр çум юрри юрлаççĕ)

Пирĕн тантăш хĕр чухне

Пирĕн тантăш хĕр чухне,

Шыв тăвалла юхмасăр, юхмасăр.

Качча каймас  теетчĕ.

Кăçал çумăр хыт çурĕ

Кăçал çумăр хыт çурĕ,

Шыв тăвалла юхрĕ пуль,

Çа(вăн)мпа каяс терĕ пуль.

Хĕрсем:

- Ай-уй, туй пуçĕсем те çитрĕç пулмалла, тантăша пытарар.

(Хĕре чăлана пытараççĕ.)

Туй пуçĕсем çитеççĕ

Туй пуçĕн сăмахĕ:

Ырă кун пултăр пурне те.

Пире хапăл тăватăр-и?

Пире хапăл тăватăр пулсан

Пĕр утăм  малалла тăватпăр

Хапăл тумастпăр  пулсан

 Виç утăм каялла тăватпăр.

(Хапăл тăватпăр)

Кăмăл тăватăр пулсан

 Сирĕн алăра яланах

Пĕр аллинче çу пултăр.

Тепĕр аллинче пыл пултăр.

Çав çупа пыл пек  тутлă, пылаклă

Ирттересчĕ  çак паянхи туя.

Хĕрĕн ашшĕ:

- Апла пулсан, сирĕн ятпа тунă кăпăклă сăрана тутанса пăхсамăр.

Хĕрçумсем:

Туй пуçне минтер çине лартар.

Туй пуçĕ:

- Минтерĕ çемçе-и, ăшă-и?

Хĕрçумсем:

Çемçе, ăшă.

Туй пуçĕ:

Çак минтер пек çамрăксен пурнăçĕ çемçе те ăшă пултăр. Çапла-и хĕрсем?

Хĕрçумсем:

 - Хисеплĕ, хăтапа тăхлач. Паян  эпир ырă ĕç тума пуçтарăнтăмăр. Çак ырă ĕçре малалла та  ваттисем пулăшса пыччăр. Кĕреке тулли пултăр. Çамрăксене ваттисен сăмахĕсем çитсе пыччăр, тăванĕсем хутшăнса пыччăр. Сирĕн пата килекен сукмак такăр пулчĕ, пирĕн пата килекен сукмак та такăр пултăр.

Лариса(туй пуç…)

 - Сире валли кучченеç илсе килтĕмĕр. Çак кучченеçе ырă сăмахсем каласа салтса тутанса пăхма сĕнетпĕр. Инкĕшне салттарас-ха çак кучченеçе.

- Тутанса пăхăр-ха, хăтапа тăхлач.

- Çамрăксем телейлĕ пулччĕр ĕнтĕ. (амăшĕ)

Ачасем:

 «Туй килет!»,- тесе чупса кĕреççĕ. Урамра туй юрри илтĕнет.


Туй, туй, туй тесе

Туй, туй, туй тесе

Пурнас йытта вĕлерсе

Пурнас йытта вĕлерсе

Праппан туса килтĕмĕр

 

Йытти питĕ лайăхчĕ

Йытти питĕ лайăхчĕ

Ампар айĕнчен тухмасчĕ

Ампар айĕнчен тухмасчĕ

Асатте пек туйнатчĕ

 

Пат-пат параппан

Пат-пат параппан

Çак параппан мĕн калать

12 туя çитрĕм тет

Кун пеккине курман тет.


 

Туй халăхĕ хĕр килĕнче

 

Туй пуçĕ:

Ялĕ эпир килес ялах пулчĕ-ши, хапхи эпир кĕрес хапхах-ши?

(Çавах, çавах)


Асăнни çичĕ кун,

Тухни виçĕ кун

Утсем ырхан пулчĕç,

Çулĕсем хура пулчĕç;

Çитеймерĕмĕр вăхăта.

Айăп ан тăвăр, хăта,

Тайма пуçăм сире

Пире айăп тумастра,

Кĕтсе хапăл тăватра


Хĕр çумсем:

Хапăл тăватпăр.

Туй пуçĕ:

- Эй, туй халăхĕ, мĕншĕн шăппăн тăратăр!

Туя начар тăвар мар.

(Туй маткисем юрлама  пуçлаççĕ, çав вăхăтра каччине хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Ури айне амăшĕ шурă пир сарса парать, ашшĕ укçа хурать. Каччă çăкăра çыртать, укçине алла илет. Каччă сĕтел хушшине ларать.)

Туй маткисем:


Кил хушшинче кин çукран,

Кил хушшинче кин çукран.

Кин шырама килтĕмĕр

Кин шырама килтĕмĕр.

Хитрине те саррине,

Пĕр айăпсăр ӱснине.

Ай-яр, ай-яр…

Шурă, шурă çмартине

Шурă, шурă çмартине

Шуратса хуни виçĕ кун

Шуратса хуни виçĕ кун

Çакă ялăн хĕрсене

Пăхса хуни виçĕ çул

Ай-яр, ай-яр…


Куккук вĕçрĕ куртăр-и?

Куккук вĕçрĕ куртăр-и?

Тĕкĕ ӱкрĕ илтĕр-и?

Тĕкĕ ӱкрĕ илтĕр-и?

Эпир килтĕмĕр куртăр-и?

Кĕтсе илме пĕлĕр-и?

Хĕр çумсем туй арăмĕсемпе тавлашса юрлаççĕ

Хĕр çумсем:

Хура сысна хушка пуç

Хура сысна хушка пуç

Пирĕн йысна кукша пуç

Пирĕн йысна кукша пуç

Ой-яр…

Туй арăмĕсем:

Çакă ялта мĕн нумай

Çакă ялта мĕн нумай

Кукăр йăмра пит нумай.

Кукăр йăмра пит нумай.

Çакă ялта кам нумай

Качча кайман хĕр нумай.

Ай-яр…

Хĕр çумсем:

Пирĕн йысна мăшăлка,

Пирĕн йысна мăшăлка,

Йăран урлă каçаймасть,

Йăран урлă каçаймасть,

Ой-яр…

Туй арăмĕсем:

Çакă ялта мĕн нумай,

Çакă ялта мĕн нумай.

Кукăр йăмра пит нумай.

Кукăр йăмра пит нумай.

Çакă ялта кам нумай

Качча кайман хĕр нумай.

Ай-яр…

Хĕр çумсем:

Пирĕн йысна мăшăлкка

Пирĕн йысна мăшăлкка

Алăк урлă каçаймасть

Алăк урлă каçаймасть

Ой-яр…

Туй арăмĕсем:

Ники-ники купăсне,

Ники-ники купăсне,

Çул варринче выртсан та

Ут тăратса илес çук

Çакă ялăн хĕрсене,

Хыçран чупса пырсан та

Илсе арăм тăвас çук

Ай-яр…

Туй пуçĕ:

- Эй, туй халăхĕ, çитĕ юрласа, ташлас. Туй халăхĕ ташлать.

Туй халăхĕ:


Утса килтĕр-и?

Чупса килтĕр-и?

Килти ĕçрен хăраса

Пире курма килтĕр-и?

 

Эпир туя кайман-и?

Туй мыскари курман-и?

Туй мыскари курман-и те

Така пуç яшки çимен-и?

 

Ташши, ташши

Салакайăк ташши

Ташши, ташши

Салакайăк ташши мар

Туй маткисен ташши.


 

Туй пуçĕ:

- Эй, туй халăхĕ, çитĕ юрларăмăр, ташларăмăр. Кин пулассине курмарăмăр.

Кин пулассине курар пуль.(Курас-курас…).

Шăллăм, çак чăланта пуль. Илсе тух-ха кĕрсе.

Хĕр çумсем чăлан умне пырса тăраççĕ

Хĕр çум:


Хĕр çум укçи 40 пус

Хĕр çум укçи 40 пус

40 пусне памасан

Хĕрне парса ямастпăр

Ой-яр…

 


Туй халăхĕ:


Хĕвел тухать хĕрелсе

Хĕвел тухать хĕрелсе.

Улмуççи тавра явăнса

Улмуççи тавра явăнса.

 

Кинĕмĕр тухать макăрса

Кинĕмĕр тухать макăрса.

Шăллăм çине таянса

Шăллăм çине таянса.

Ай-яр…


Туй пуçĕ:

- Эй, туй халăхĕ,  юрларăмăр, ташларăмăр. Кин те тухрĕ. Пил пама вăхăт çитрĕ. Пил парăр.

Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕн пил сăмахĕсем.

Амăшĕн сăмахĕ:

- Эй, ачамсем!. Таса Турă пӱрнипе эсир паян авалхи йăлапа аçу-аннӱн аслă кĕреки умне тăтăр. Пĕчĕкрен пысăк пулаççĕ,  пысăкран ватă пулаççĕ. Çавăн пек эсир те кăкăр сĕчĕпе ӱссе пысăк пулса мăшăрлантăр. Çавăн пекех сыпăкран сыпăка, хăрахран мăшăр пултăр, мăшăртан туратсем пулччĕр, туратран турат пултăр. Турă сире сыхлатăр. Сирĕн туратăрсене хăвăр епле аçу-аннӱне хисеплетĕр çавăн пекех таса пĕр Турă хисеплесе пăхса сыхлатăр.

Ашшĕ сăмахĕ:

- Пĕрре вырăнне пин пултăр, илни вырăнне хутшăнтăр. Авалхи йăлапа, ватă терĕш йĕркипе, çӱлти Турă калашле, пирĕн пил сире çитсе пытăр. Эсир ырра курсан ырă пулăр, усала курсан усал пулăр. Хуйха-суйха ан пĕлĕр. Усал шухăш пуçра ан тытăр. Парас парăмран, илсе тăма тулăхран сире ыр ăс-кăмăл пултăр, юсми пил пултăр.

Хĕр йĕрри:            (Çав вăхăтра туй арăмĕсем шăппăн юрласа тăраççĕ)                 


1.Ыр аттеçĕм-аннеçĕм             

Эпĕ сирĕн патăрта

Хам ӱснине сисмерĕм

Усал ята илтмерĕм.

 

2. Ыр аттеçĕм-аннеçĕм

Эпĕ сирĕн килĕрте

Хурлăх мĕнне пĕлмерĕм,

Хĕр пулнине сисмерĕм.


3. Ыр аттеçĕм-аннеçĕм

Мана юта паратăр,

Мана юта парсан та

Мана манса ан кайăр.

 

Туй халăхĕ:


Чĕкеç сана йывăр пуль

Чĕкеç сана йывăр пуль

Тăмран йăва çавăрма

Тăмран йăва çавăрма

Тăхлач сана йывăр пуль

Хăв хĕрӱнтен уйрăлма.

 

Ан пăх киннĕм каялла

Ан пăх киннĕм каялла

Шур пӱрт юлать теетним

Шур пӱрт юлать теетним.

Пирĕн патăрта  шур пӱрт пур

Тирпей кĕртме ан ӱркен.


Тавраш илсе тухаççĕ

(Арча çине çамрăксем ларнă)

Арча укçи 50 пус

Арча укçи 50 пус

50 пусне памасăр

Арча парса ямастпăр.

Туй пуçĕ:

60 çулхи аппа пур

60 тухса пăхрĕ пуль

Кин килмерĕ теет пуль

Киле кайрăмăр туй халăхĕ. 

Туй халăхĕ:


Чĕкеç сана йывăр пуль

Чĕкеç сана йывăр пуль

Тăмран йăва çавăрма

Тăмран йăва çавăрма

Тăхлач сана йывăр пуль

Хăв хĕрӱнтен уйрăлма.

 

Ан пăх киннĕм каялла

Ан пăх киннĕм каялла

Шур пӱрт юлать теетним

Шур пӱрт юлать теетним.

Пирĕн патăрта  шур пӱрт пур

Тирпей кĕртме ан ӱркен.


 

Ан пăх кинĕм каялла

Ан пăх кинĕм каялла

Анне юлать теетним

Анне юлать теетним

Пирĕн па(тĕ)нчет анне пур

Юрама çеç пĕлмелле.

Каччи килĕ умĕнче

Аппа тухса пăх халĕ

Сар кин илсе килтĕмĕр

Сана валли пулăшма

Шăллăм валли юратма.

Каччă килĕнче çĕнĕ мăшăра кĕтсе илни.

 

  Çĕнĕ мăшăра кĕтме ашшĕпе амăшĕ çăкăр-тăварпа тухать. Ура айне пир сарать, укçа хурать.

Каччă амăшĕ пил парса:

 - Ĕмĕр пĕрле пурăнăр, вăрман пек пуян, уй пек аслă пулăр. Килти сăмаха яла илсе ан тухăр, ялти сăмаха киле илсе ан килĕр. Телейлĕ пулăр, ваттисене хисеплĕр, çын сăмахне ан итлĕр,- тесе сăх сăхать, çĕнĕ мăшăра сăра курки тыттарать.

Ашшĕ:

- Хаклă ачасем, пиллĕхлĕ пулăр. Лайăх пурнăçпа ватăличчен пурăнăр. Тулли пурнăçлă, ырă ача-пăчаллă пулăр…

Туй пуçĕ:

- Аппа, хушпу хатĕр-и, кине хушпу тăхăнтарас. (Пĕркенчĕкне сӱсе илет, пуç тавра çавăрать.)

Туй халăхĕ:


Сĕтрен турăх пулнă чух

Сĕтрен турăх пулнă чух

Чăшкăрмасăр пулмасть вăл.

Чăшкăрмасăр пулмасть вăл.

Хĕртен арăм пулнă чух

Макăрмасăр пулмасть вăл.

 

Макăр-макăр кинюша

Макăр-макăр кинюша

Сан макăрни килĕшет

Пир(ĕ)н юрлани килĕшет.

Ай-яр…


 

Туй пуçĕ:

- Эй, туй халăхĕ, çĕнĕ мăшăра, кинпе шăллăма  ташлаттарса пăхасчĕ.

 


Сĕтел çинчи патефонне

Калаттарса пăхар-ха.

Шăллăмпала кинĕме

Ташлаттарса пăхар-ха.

 

Сĕтел çинчи патефонне

Калани те килĕшет.

Шăллăмпала кинĕме

Ташлани те килĕшет.

 

 


 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Сценари "Пирĕн туйсем çаплалла""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по занятости населения

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Ĕлĕк-авал хĕрпе каччă пĕрлешесси халăх йăли пулса кайнă. Ун чухне çамрăксем пĕр-пĕрне юратса мăшăрланайман. Ытларах чухне вăйпа качча панă е авлантарнă. Уйрăмах ашшĕ-амăш хăйсен хĕрĕсене пуян çын ывăлне пама тăрăшнă, хĕрĕ çав тери килĕштермен пулсассăн та. Çавăнпа та хĕрсем хăш-пĕр чухне пуçĕсене хăйсемех çинĕ. ĕлĕкхи вăхăтра хĕрсене вăрлас йĕрке пулнă. Вĕсене вăрласа пырса ампара хупса лартнă. Кайран, ашшĕ-амăш пырсан, хĕрĕ килĕшсен тин унтан кăларнă.

Халь евчĕ тăрăх мар, хĕрĕпе каччи юратса пĕрлешеççĕ. Иккĕшĕ калаçса пурăннă хыççăн хăйсен ашшĕ-амăшне пĕрлешесси çинчен пĕлтереççĕ. Каччипе ашшĕ (ашшĕ пулмасан тăванĕ) хĕрĕсем патне хĕрне килĕштерме каяççĕ. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе е тăванĕсемпе килĕшсен хăçан çураçма килессине палăртса хураççĕ. Кайран ашшĕпе ывăлĕ пĕр четвĕрт эрех тата пĕр çăкăр илсе хĕр çураçма каяççĕ. Кучченеçне пештĕре чиксе, çиппе аркаса çыхса хураççĕ. Ăна ашшĕ-амăшпе калаçса, хĕрĕпе килĕшсен тин салтаççĕ.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 897 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Презентация по внеурочной деятельности по теме: "Танкоград-город, которого не было на карте"
  • Учебник: «Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
  • Тема: Введение. Россия - наша Родина!
  • 29.10.2018
  • 679
  • 6
«Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
Презентация к викторине по теме: "Южный Урал многонациональный"
  • Учебник: «Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
  • Тема: § 7. Образцы культуры народов
  • 29.10.2018
  • 1046
  • 20
«Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
Презентация по внеурочной деятельности на тему: "Культура - это..."
  • Учебник: «Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
  • Тема: § 10. Этикет - форма для содержания этики
  • 29.10.2018
  • 444
  • 6
«Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
Презентация по внеурочной деятельности на тему: "Зачем нужна библиотека?"
  • Учебник: «Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
  • Тема: § 9. Правила поведения в школе
Рейтинг: 3 из 5
  • 29.10.2018
  • 1415
  • 30
«Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
Текст «Библиотечные уроки, как один из способов заинтересовать школьников чтением»
  • Учебник: «Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.
  • Тема: Как работать с учебником
Рейтинг: 5 из 5
  • 29.10.2018
  • 498
  • 0
«Основы религиозных культур и светской этики. Основы светской этики (в 2-х частях)», Бунеев Р.Н., Данилов Д.Д., Кремлёва И.И.

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 29.10.2018 477
    • DOCX 26.2 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Филимонова Ираида Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Филимонова Ираида Николаевна
    Филимонова Ираида Николаевна
    • На сайте: 5 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7855
    • Всего материалов: 14

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 25 человек из 18 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Изобразительное искусство")

Учитель изобразительного искусства

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 27 человек из 16 регионов
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Изобразительное искусство и черчение")

Учитель изобразительного искусства и черчения

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 58 человек из 30 регионов
  • Этот курс уже прошли 59 человек

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Изобразительное искусство и технология")

Учитель изобразительного искусства и технологии

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 89 человек из 36 регионов
  • Этот курс уже прошли 83 человека

Мини-курс

Подготовка менеджеров по продажам: аспекты телефонных переговоров

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Современные направления в архитектуре: архитектурные решения гениальных изобретателей

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Судебные процессы и взыскание убытков: правовые аспекты и процедуры

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 24 человека из 15 регионов
  • Этот курс уже прошли 12 человек