Инфоурок Родной язык КонспектыСценарий внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Тăван халăхăмăрăн паттăрлăхĕ яланах асра" (8 класс)

Сценарий внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Тăван халăхăмăрăн паттăрлăхĕ яланах асра" (8 класс)

Скачать материал

ЧувОрн,ЧувОрн,ЧувОрн,ЧувОрн 

 

 

 

 

 

 

 

 


Тăван халăхăмăрăн паттăрлăхĕ

яланах асра

https://xn--90aidffe5bdebug.xn--p1ai/wp-content/uploads/2020/12/28-10-2020-4.jpg 

 

https://post1.su/wp-content/uploads/regnum_picture_158900440260715_normal.jpg

 

(7-8-мĕш классенче ирттермелли класс тулашĕнчи ĕç)

 

 

 

 

 

ЧувОрн,ЧувОрн,ЧувОрн,ЧувОрн 


Актуаллăхĕ: 2021-мĕш çула Чăваш Енре Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçал çак хÿтĕлев чиккисене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Тăван халăхăмăрăн паттăрлăхне упраса хăварасси пирĕн тивĕç. Çак тĕллевпех республикăра «Сăр чиккин паттăрлăх кунĕсем» ятлă проект хута янă.

Сапăрлăх тĕллевĕ: вăрçă вăхăтĕнчи ăрăвăн тĕслĕхĕпе çамрăксенче патриотлăх, Тăван çĕршывпа мăнаçланас туйăмсене вăйлатасси, ĕçчен, хăюллă, туслă пулма хистесси, тыл ĕçченĕсем çинчен астăвăм хăварасси, ачасенче ҫынлӑх, хӗрхенӱлӗх туйӑмӗсене хускатасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхěпе анлăрах та тĕплĕнрех паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ҫыхăнуллă пуплеве, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене, ачасен пултарулăхне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, музыка центрĕ, вăрçă çинчен хывнă юрăсем, фон вырăнне усă курмалли юрă-кĕвĕ, 1941-1945-мĕш çулсенчи тум-тир, салтаксен форми, кутамкка, виç кĕтеслĕ çырусем, Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕçне хастар хутшăннă ентешсене халалланă стена хаçачĕсем тата ытти те. 

 

Эпиграф: «Пурте пĕр пулсан – çĕнеймĕ тăшман».

                                                                          Ваттисен сăмахĕ

Класс тулашĕнчи ĕç юхăмĕ

«Вăрçа тытса чарăр» («Остановите войну») хайлавĕн фонограмми янăраса каять. Хĕр ачапа арçын ача В. Давыдов-Анатрин «Çĕр-планета чĕнет» сăввин çаврисене вулаççĕ.

Арçын ача: Çĕр-планета чĕнет пурнăçа юратма,

Тĕнчепе, пур йышпа çирĕп миршĕн тăма,

Çĕр-планета чĕнет!

Хĕр ача: Çĕр-планета чĕнет пĕр-пĕрне ал пама,

Халăхсем хушшинчи туслăха упрама

Çĕр-планета чĕнет!

1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, ачасем, ентешĕмĕрсем!

2-мĕш ертсе пыракан:

Кам вǎрçнǎ, вǎл пĕлет:

Тǎшман çыннах тĕллет.

Ǎна чарас тесен,

Хирĕç тǎмах тивет.

                              П. Хусанкай

1-мĕш ертсе пыракан: 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет çĕршывĕ çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ, 2-3 уйăх хушшинче ăна тĕп тума тĕллевленĕ. Тăватă çул тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрленĕ хаяр вăрçă 26 миллион ытла совет çыннин пурнăçне татнă, 1710 хулапа поселока аркатнă, 70 пин яла çунтарса кĕллентернĕ. Пĕтĕм халăх кар тăрса тăшмана хирĕç çĕкленнĕ.

1-мĕш ача:

Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.

Сасартăк, пĕр харăс тăрса,

Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе

Васкарăмăр аслă вăрçа.

Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе

Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне.

2-мĕш ача:

        Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе,

Тем шăхăрчĕ: хăшĕ-хăшне!

Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра,

Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ...

Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра,

Ун ячĕ – асту – Çĕнтерÿ.

                                                А. Алка

2-мĕш ертсе пыракан: Тăван çĕршыва хÿтĕлеме мĕн пур халăх кар! тăнă. «Пурте – фронтшăн! Пурте – çĕнтерÿшĕн!» Çапла пулнă ун чухнехи лозунг. Вăрçă хирĕнче çĕр çуннă, чул шартлатса çурăлнă, тимĕр ирĕлсе шăраннă. Мĕнле чăтнă-ши этем? Халăх куççулĕпе тарĕ юхнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă.

1-мĕш ертсе пыракан: Историре Тǎван çĕршывшǎн 1941-1945 çулсенче Аслă вǎрçи пек хǎрушǎ вǎрçǎ тек пулман. Вǎл вǎрçǎра миллионшар çын вилнĕ, пиншер-пиншер ялсемпе хуласем çунса кĕлленнĕ.

Хурлăхлă кĕвĕ янăрать.

1-мĕш ача:

«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр пĕччен?..» —

Тенине эп астăватăп

Чăваш халăх юрринчен.

2-мĕш ача:

Ахаль мар ун пек юрланă,

Пулнă, пулнă вăл сăлтав.

Тăлăха нумай хăварнă

Урнă вăрçă, курнă çав...

3-мĕш ача:

«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?..» —

Кукамай çапла юрлатчĕ

Чунĕ хытă кӳтнĕрен.

4-мĕш ача:

Шурă-шурă кăвакарчăн,

Тен, хăй пулнă кукамай.

Юрăпа кăшт йăпансассăн,

Чунĕ каннă хăйне май.

5-мĕш ача:

Упăшки те... эс куратăн,

Пĕр хыпарсăр...тупăнман.

Шурă-шурă кăвакарчăн

Эсех мар-ши, кукамай?!

                                      Л. Мартьянова

1-мĕш ертсе пыракан:

Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ

Вутра çунан Европа çийĕпе.

Тăван çĕр шыв салтакĕсен мухтавĕ

Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе.

                                                   И. Малкай

2-мĕш ертсе пыракан: Фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем. Вĕсем чылай кил-йышра халĕ те упранаççĕ – ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем вулаççĕ. Лÿчĕркенсе пĕтнĕ тетрадь страницисене вăхăт саратнă, тĕксĕмлетнĕ, вараланă та. Миçе алă тытса паллашман-ши асаттесен хут çине çырнă саламĕсемпе, миçе хутчен асаннесем вĕсене кăкăрĕ çумне пăчăртаса йĕмен-ши?

1-мĕш ача:

Паттăрсем кăна мар çĕнтерӳшĕн çĕкленнĕ —

Ватти те, вĕтти те шеллемен пурнăçне.

Сухине хăварса,

Лашине тăварса

Ĕнерхи çĕр çынни тухнă вăрçă хирне,

Тăват çул лăпланман çулăмра вăл кĕлленнĕ.

2-мĕш ача:

Виç кĕтеслĕ çыру... Аслă вăрçă хыпарĕ.

Миçе çул, миçе кун унтанпа иртрĕ пуль!

Кивĕ хут, сарă хут...

Йĕркинче — тамăк, вут...

Çавăнпах-тăр куçа йӳçĕ-йӳçĕ куççуль

Çырăва вуласа пынă май хупăрларĕ...

                                                          А. Саушкина

«Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем»  юрă.  Сăвви Ю. Плотниковăн, кĕвви А. Сергеевăн.

1. Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.

Киле çитнĕ инçетрен,

Юнлă вăрçă хирĕнчен

Салтăк çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

2. Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем –

Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.

Савăнтарнă та пире,

Хурлантарнă та пире

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

3. – Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем, –

Çырăвне çапла пуçлатчĕç аттесем. –

Аркатсассăн тăшмана

Кĕтсе илĕр ак мана,

Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем.

4. Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.

Çулăм витĕр тухнисем,

Куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

1-мĕш ача:

        «Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи. 

2-мĕш ача:

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

                                                  В. Деменкова

1-мĕш ертсе пыракан: Чăваш Енре 2021 çул – Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, телее, Чăваш Ене çитме май килмен пулсан та пирĕн халăх историре тарăн йĕр хăварнă. Вĕсен нуши-терчĕпе те, куççулĕпе те, тарĕпе те, юнĕпе те тулнă истори кун-çулĕ.  

1-мĕш ача: «Фронтпа тыл пӗр пулсан – ҫӗнтереймӗ тӑшман».

Вӑрҫӑра та ӗҫре

Сыхлар ирӗк ҫӗре.

Тӑрӑшар улӑпла

Пӗтӗм халӑхпала.

Кашни ҫыхӑ кӗлте

Фронта ҫирӗплетет.

Паранки те фронта

Кирлӗ бомбӑпа тан...

Кашни хурҫӑ татки

Тӑшмана хирӗҫ штык...

Фронтпа тыл пӗр пулсан

Ҫӗнтереймӗ тӑшман.

                                           П. Хусанкай

2-мĕш ертсе пыракан: Юнлӑ вӑрҫӑ кунĕсем хыҫра юлнӑ пулин те, Сӑр тата Хусан тӑрӑхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне упраса хӑварасси пархатарлӑ ĕҫ тата кашнин тивĕҫĕ пулса тӑрать. Окоп чавса хӳтĕлев чикки тунӑ ҫĕрте тыл ĕҫченĕсем ĕҫленĕ. Вĕсенчен чылайӑшĕ – хĕрарӑмсемпе ачасем пулнӑ. 

2-мĕш ача:

Кӗрешӗр паттӑр улӑпсем пек,

Хӑвалӑр урнӑ тӑшмана,

Аркатӑр, чикӗр ҫӑвана!..

Эпир кунта ырми-канмисӗр

Ёҫлетпӗр пур вӑя хурса,

Тыр-пул ӗҫне хисеп-виҫесĕр

Тӑватпӑр пурте тӑрӑшса.

Сире валли фронта яма

Ир-каҫ ҫыхап алсиш, чӑлха...

                                            С. Элкер

1-мĕш ертсе пыракан: Хаяр хĕллехи условисенче виçесĕр тÿсĕмлĕх çитерсе питĕ кĕске вăхăтра мăнаçлă хÿтĕлев линине çĕкленĕ мăн асаттесемпе, мăн асаннесем.

2-мĕш ертсе пыракан: Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ.  Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă.

1-мĕш ертсе пыракан: Сăр тата Хусан чиккисем   çĕклени пирки сахал пĕлетпĕр. Çак тĕслĕхе те чăннипех халăхăн ĕç паттăрлăхĕн символĕ теме пулать. Икĕ хÿтĕлев рубежĕсен строительствине 170 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем 300 километра çити тăсăлнă е Шупашкартан Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт кăна пĕчĕкрех.

1-мĕш ача:

Тухатӑп эпĕ нӳрлĕ окопран.

Хуркайӑксем, сире пӑхса тӑратӑп,

Tупa туса калатӑп кăмӑлтан:

Кӑвакӑн-симĕсĕн хумханӗ Атӑл,

Кӗрлӗ куккуклӑ, шӑпчӑклӑ вӑрман, –

Унта ҫӳреймӗ иртĕхсе тӑшман!

                                                      Я. Ухсай

2-мĕш ертсе пыракан: Йывăрлăхсене тата шартлама сивве пăхмасăр халăхăн ĕçри паттăрлăхне пула Сăр тата Хусан чиккисем тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра хăпартнă.

1-мĕш ертсе пыракан: Сăр рубежне хĕрарăмсем çĕкленĕ. Арçынсем сахаллăн пулнă – ытларахăшĕ ватăсем, инвалидсем пулнипе çара кайма тивĕçейменнисем. Çавăнпа та арçынсене хакланă.

1-мĕш ача:

"Вăрçă" тесессĕн, вăрçă терчĕ

Пуçлать асра йĕр йĕрлеме.

Миçе хутчен-ши çÿçентерчĕ

Вăл тем те тÿснĕ чĕреме?!.

Вăраххăн, майĕпен иртет ку тамăк:

Ирпе кăна кĕретпĕр çĕрпÿрте...

...Эп çаксене аса илетĕп,

Илтсессĕн "вăрçă" сăмаха.

Вут-вăрçă мĕнлине пĕлетĕп:

Инкек вăл мирлĕ халăха!

Пĕр çавăнпах калатăп халĕ:

Ан пултăр вăрçă тĕнчере,

Ан тăктăр куççульне ĕçхалăх,

Мир пытăр ĕмĕр-ĕмĕре!

                                           Г. Орлов

1-мĕш ертсе пыракан: Окоп чавакансене «курăнман фронт» тесе каланă. Вĕсем калама çук йывăр, сăмахпа та палăртма май çук питĕ тертлĕ те нушаллă ĕçре, шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче тăван çĕршыва хÿтĕлессишĕн тăрăшса сывлăха та шеллемен. Ачисене чылай вăхăт курма киле килейменнине ăнланса амăшĕсем ниме пăхмасăр окоп чавнă.

2-мĕш ертсе пыракан: Миçе пин кубла метр çĕре чавса кăларман-ши фронта кайман ватă-вĕтĕ, çамрăксемпе хĕрарăмсем? Шăннă çĕре катса кăларассишĕн юнлă аллисемпе лумпа ката-ката аманса пĕтнĕ. Типнĕ-типмен çи-пуçне хаяр сивве пăхмасăр тăхăнса малалла хÿтĕлев чиккисене хăпартнă. Чăтнă вĕт, тÿснĕ вĕт чăвашсем.

1-мĕш ача:

Кунран-кунах инçе юлаççĕ

Иртейнĕ вăрçă çулĕсем.

Çапах нихçан асран тухмаççĕ

Çапăçура пуç хунисем.

Чăн-чăн этем пулма хушаççĕ

Пире вĕсен ыр ячĕсем.
                                                 Г. Орлов

2-мĕш ача:

Хуркайăксем, картан-картан

Хулен-хуллен эсир иртетĕр.

Ĕшеннĕ-мĕн çунатăрсем.

Чуна татса çÿлте йĕретĕр

Эсир, мăнтарăн тăрнасем!

Пуçа тайса çапла калатпăр:

– Вилсе – вилĕме парăнтарнă

Пире ыр пуласлăх сунса.  

                                          А. Лукин

1-мĕш ертсе пыракан: Пирĕн çакна йышăнас килмесен те, анчах та вăхăт малаллах шăвать, рубежсене çĕклеме хутшăннă çынсен йышĕ кашни çул чаксах пырать. Апла пулсан эпир нимле майлă та вĕсене тата пурнăçран уйрăлса кайнă тыл ĕçченĕсене, вĕсен паттăрлăхне манма хăяймастпăр. Манас марччĕ те. 

2-мĕш ертсе пыракан: Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ, çĕнтерÿшĕн тылра çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр уй-хирте, заводсенче вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çакăншăн вĕсене çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.  

«Çĕнтерÿ кунĕ» («День Победы») юрă. Юрий Сементер куçарăвĕ.

1. Çĕнтерÿçĕм, пит инçеччĕ эс пиртен,

Кĕл кăварĕ пек сÿнеттĕнччĕ хуллен.

Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,

Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса.

Хушса юрламалли:

Юр пек шурă çÿçлĕ,

Тар шăршиллĕ кун,

Эс çитсессĕн

Çĕнĕрен хĕрет-çке юн,

Эс çитсессĕн

Тепĕр хут кÿтет-çке чун,

Вăрçă кунĕ,

Чыслăх кунĕ,

Пурнăç кунĕ!

2. Куç хупмасăр кунĕпе те çĕрĕпе

Утрĕ халăх, чăтрĕ халăх чĕрипе.

Заводра та, уй-хирте чуна парса,

Сан пата эпир çывхарнă ăнтăлса.

3. Ах, аннемĕр, таврăнайрĕç пурте мар,

Паттăрсен ятне ялан асра тытар.

Сăртсем урлă, шывсем урлă талпăнса,

Сан пата эпир çывхарнă ăнтăлса. 

1-мĕш ертсе пыракан:

Пултăр мир! Вăрçă Кирлĕ мар!

Çынсене тек вилĕм ан хăраттăр.

Çын тени телейлĕ пулмалла,

Мирлĕ ĕçĕпе вăл пултăр паттăр.

                                                Уйăп Мишши

2-мĕш ертсе пыракан:

Ялавăмăр миршĕн çĕклентĕр,

Вăрçа кураймастпăр эпир.

Юратнă çĕр шыв тĕреклентĕр,

Вăй пухтăр, туптатăр вăл мир!

                                                      П. Хусанкай

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Сценарий внеклассного мероприятия по чувашскому языку "Тăван халăхăмăрăн паттăрлăхĕ яланах асра" (8 класс)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Инструктор по туризму

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 669 414 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 16.05.2022 121
    • DOCX 163.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Конькова Ирина Ивановна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Конькова Ирина Ивановна
    Конькова Ирина Ивановна
    • На сайте: 8 лет и 10 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 3697
    • Всего материалов: 5

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

HR-менеджер

Специалист по управлению персоналом (HR- менеджер)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Методика обучения русскому языку в образовательных организациях в условиях реализации ФГОС

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 480 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 5 639 человек

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к сдаче ОГЭ по русскому языку в условиях реализации ФГОС ООО

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 342 человека из 63 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 711 человек

Курс повышения квалификации

Теория и методика преподавания родного (русского) языка и родной литературы

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 30 человек из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 200 человек

Мини-курс

Современные подходы к преподаванию географии: нормативно-правовые основы, компетенции и педагогические аспекты

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Психология взаимоотношений, прощения и самопонимания

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 132 человека из 54 регионов
  • Этот курс уже прошли 52 человека

Мини-курс

Феноменология в педагогике: основные концепции и их практическое применение

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе