7класра чăваш чĕлхипе тата литературипе
шкул шайĕнче ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем Хатĕрлекенĕ—
Н.К.Кудряшова (Тинюкова)
Ыйтусем:
1.
Япала ячĕсене камăнлăх
формин 3-мĕш сăпатĕнче, пĕрреллĕ хисепре çырăр:
Марье, туя, шухă, повесть,
хăю, пăру, лăпкă, пуртă.
2.
Фразеологизмсен
синонимĕсене тупăр:
а) чĕлхÿне çырт – … ;ă) сăмсуна ус – … ; б)юмах
яр – …; в) пуçа каçăрт – … ; г) яка пыр – … .
3. Морфологи
тишкерĕвĕнчи йăнăша тупăр.
Нарспийĕм –
япала ячĕ, сăмах тĕпĕ - Нарспи, палăрту форминче, 2 сăпатра,сăпачĕ нумайлă
хисепре, камăнлăх падежĕнче, япала ячĕ пĕрреллĕ хисепре.
4. Кирлĕ çĕрте
точкăсем вырăнне ь палли лартса çыр:
кал…ча,
имен…чĕк, , медал…шĕн, писател…сен, роял…пе, выл…ăх, тул…чĕ, пыл…чăк, кукăл…лĕ,
кĕмĕл…лĕ, тетрад…рен.
5. Чăваш
чĕлхинче миçе пуплев пайĕ? Вĕсене ушкăнласа çыр.
6. К.В.Иванов çырнă
«Нарспи» поэмăри сăнарсене суйласа çырса ил:
Нарспи, Михетер,Тăхтаман, Сентиер, Сентти,
Чĕкеç, шăпăрçă, тимĕрçĕ, пулăçă, юмăç, карчăк, пуса каччи, евчĕ.
7. Ваттисен сăмахĕсене
çырса пĕтер:
а) Паян тумалли ĕçе …; ă) Ватă çын …; б) Ĕçсĕр
лариччен …; в) Çын аллинчи кукăль …; г) Кая юлсан
…
8.Мĕнле юрăсене
литература юррисем теççĕ?
9.Мăшăрĕсене
тĕрĕс тупса çыр:
10.Аллитераци тата асссонанс терминсене
ăнлантар, тĕслĕхсемпе çирĕплет.
Хуравсем
1.Марйи, туйи,
повеçĕ, хăйăвĕ, пăрăвĕ, пуртти. (Пурĕ—5 балл)
2. а) чĕлхÿне çырт— шыв
сып; ă) сăмсуна ус – кăмăлсăр пул, пуçна ус; б) юмах яр— халап çап ; в) пуçа
каçăрт – хăвна мăнна хур; г) яка пыр– сăрлă пыр, йĕс пыр (Пурĕ—5 балл).
3. Нарспийĕм – япала
ячĕ, сăмах тĕпĕ - Нарспи, палăрту камăнлăх форминче, 2 1сăпатра,сăпачĕ
нумайлă пĕрреллĕ хисепре, камăнлăх тĕп падежра, япала ячĕ
пĕрреллĕ хисепре.(Пурĕ—5 балл)
4. калча, именчĕк, ,
медальшĕн, писательсен, рояльпе, выльăх, тулчĕ, пылчăк, кукăльлĕ, кĕмĕллĕ,
тетрадьрен. (Пурĕ—5 балл)
5.Чăваш
чĕлхинче пурĕ 11 пуплев пайĕ.
хăй
пĕлтерĕшлисем: (3б) пулăшу
пĕлтерĕшлисем: (2 б)
1).япала
ячĕ 8).союз
2).паллă ячĕ
9).татăк
3).хисеп
ячĕ 10).хыç сăмах
4).местоимени
5).глагол
11).междомети - нихăш
ушкăна та кĕмест(1 б)
6).наречи
7).евĕрлев
сăмахĕ (
Пурĕ - 6 балл)
6. Нарспи,
Михетер,Тăхтаман, Сентти, шăпăрçă, пулăçă, юмăç, карчăк, пуса каччисем, евчĕ.( Пурĕ—5 балл)
7. а)
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. ă) Ватă çын— тăватă çын. б) Ĕçсĕр лариччен
кĕрĕк арки йăвала. в) Çын аллинчи кукăль пысăк курăнать. г) Кая юлсан каю
шăтать.( Пурĕ—5 балл)
8.Поэтсен е
хăйсен сăввисем тăрăх композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене литература юррисем теççĕ.
(Пурĕ—2 балл)
9. Константин
Иванов—«Тимĕр тылă»; Юрий Скворцов—«Ултăк»; Çеçпĕл Мишши—«Хурçă шанчăк»;
Ева Лисина—«Çăкăр чĕлли»; Трубина Марфи—«Хăнаран»; Лидия Сарине— «Кукамай»;
Валентина Элпи —«Аппапа пĕрле».(Пурĕ—7балл)
10. Аллитераци— Сăвăра пĕр йышши хупă
сасăсем янăрани; пĕр хупă сассах темиçе хут калани. Хĕвел ансан Хĕветĕр…Ассонанс— Сăвăра пĕр йышши уçă сасăсем янăрани; пĕр уçă
сассах темиçе хут калани. (Ачаш
ача пек Атăл…Пурĕ—5 балл)
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.