Инфоурок Литература КонспектыПлан-конспекта урока "Япала яче"

План-конспекта урока "Япала яче"

Скачать материал

Тема: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Урок тĕсĕ: Урок – пĕтĕмлетÿ.

Урок тĕллевĕсем:

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1.Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси.

                        2.Панă хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, вĕсен грамматика                  уйрăмлăхĕсене палăртма вĕрентесси.

 

Сапăрлăх тĕллевĕ: 1.Ачасене илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси.

                                2.Шухăшлавне тĕрĕс йĕркелеме вĕрентесси.

 

Илемлĕх тĕллевĕ: Сывлăха упрама, спортпа туслă пулма кирлине чун – чĕрепе туйса илме пулăшасси.

Урок мелĕсем:

-ыйту-хурав;

-илемлĕ вулав;

-кроссворд туни;

-ÿкерчĕкпе ĕçлени;

-сывлăх çинчен калаçу ирттерни;

-карточкăсемпе усă курни;

-компьютерпа усă курса падеж аффиксĕсене лартни.

Пуплеве аталантармалли хăнăхусем:

-ыйтусем çине хурав пани;

-«сывлăх» сăмахпа кластер туни;

-ÿкерчĕкпе «Стадионта» калав йĕркелени.

 Урокра усă курмалли хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки, кроссворд, ÿкерчĕк, плакат, слайдсем, текстсем, сăвă йĕрки, ваттисен сăмахĕ.

 

Урок эпиграфĕ:

Спорт вăл – тус,

Спорт вăл – туслăх,

Спорт вăл – вăйă,

Физкульт – ура!

 

Урок юхăмĕ:

1.Кроссвордпа ĕçлесе илни.

Тупмалли юмахсем панă, вĕсен тупсăмне кроссворда вырнаçтармалла та тĕп сăмахне палăртмалла.                                   

1)Юхать- юхать, юхса пĕтеймест, чупать-чупать,                        

чупса пĕтеймест.

2)Пĕлĕт тăрăх хĕрлĕ çăмха чупать.

3)Симĕс кĕпеллĕ, пурçăн пиçихиллĕ, ан çап -аттене калăп.

4) «Алă çăвăр, шăл тасатăр» - вĕрентет пире шав ….(тухтăр).

 

С

 

 

Ш

Ы

В

 

 

Х

Ĕ

В

Е

Л

 

 

М

И

Л

Ĕ

К

 

К

У

П

Ă

С

Т

А

 

Т

У

Х

Т

Ă

Р

 

 

 

-Вĕрентекен:

-Ачасем эсир тупнă тупмалли юмахсен тупсăмĕсем мĕнле пуплев пайĕ шутне кĕреççĕ?

Вĕсем мĕнле ыйтусем çине ыйтăнаççĕ?

-Ачасен хуравĕ.

2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси. Сывлăх темипе калаçса илесси.

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çак сăмахсемпе килĕшетĕр пулĕ. Вăй хурса хурса ĕçлесси, тăрăшса вĕренесси, пур енлĕн аталанасси – пурте сывлăхран килет. Пирĕн сывлăхлă малашлăх эпир сиенлĕ йăла-йĕркене сивлесен кăна пулĕ. Çавăнпа паянхи урокра япала ячĕсем çинчен аса илнĕ май сывлăх пирки те сăмах хускатăпăр.

3.Ыйтусемпе ĕçлени.

-Пĕлтерĕшне кура япала ячĕсене миçе ушкăна уйăраççĕ? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

-Ачасен хуравĕ.

-Панă текстра япала ячĕсене тупмалла, вĕсем мĕне пĕлтернине каламалла. (ИКТ)па.

 

 

 

Таня Петрова – спортсменка.

Таня Петрова Карăк Çырми ялĕнче çуралса уснĕ. Пысăк Енкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă. Малтан Вăрмарта, Шупашкарта иртекен çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче хутшăннă. Часах я Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш хут Кисловодск хулинче ăмăртса 3 –мĕш вырăн йышăннă. Вăл 1500 тата 3000 метрлă дистанцисенче ытларах чупнă. Унтан Раççей, Латвии, Литва, Белоруç, Украина, Эстонии спортсменĕсемпе пĕрле Киевра ирттернĕ ăмăртура 1500, 3000 метрлă дистанцинче 3-4- мĕш вырăн йышăннă.

Татьяна Валерьяновна Грецире, Францире, Англире тата ытти çĕр-шывра иртекен ăмăртусене хутшăннă. Грецире «Ылтăн шиповка» хрустальпарнене тивĕçнĕ.

Таня Петрова – Тĕнче класлă спорт мастерĕ.

 

- Чăваш чĕлхинче япала нумаййине палăртма мĕнле мелсемпе усă кураççĕ? Тĕслĕх тупса парăр.

-Ачасен хуравĕ.

-Нумайлă хисепре пулман мĕнле сăмахсем пĕлетĕр? Çак предложенисенче йăнăшсене турлетĕр.

1.Каникулсем çитсен йĕлтĕрпе тата çунапа ярăнма тухатпăр.

2.Сăрт çамкисем, уй-хирсем юрсемпе витĕнчĕç.

3.Çуçсем пăспа шуралчĕç.

4.Çуркунне шывсем юхма тытăнчĕç.

5.Ачасем-пăчасем кимĕсем туса яраççĕ.

 

4. Кану саманчĕ.

-Атьăр тăрăр, ачасем,

Кукамай патне васкар.

Хир-хир урлă та каçар, çырма урлă та сикер.

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек çуллĕ пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек лутра пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек сарчăк пул,

Кукамайăн икерчи ак çакăн пек пĕрĕнчĕк пул.

 

 

5.Ачасем компьютер патĕнче «сывлăх» тата «укроп» сăмаха кирлĕ падежа лартаççĕ.

1.                Сывлăх… пулсан пуринчен пуян.

2.                Укроп… уссине пурте пĕлеççĕ.

3.                Сывлăх…сутăн илеймĕн

4.                Укроп…витамин нумай.

5.                Сывлăх… хакли нимĕн те çук.

6.                Укроп… салат, соус хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ.

7.                Кали, фосфор, кальци этем сывлăхĕ… питĕ кирлĕ.

8.                Сывлăх… малашлăх çук.

 

Ачасемпе кластер тумалла

6. Текстпа ĕçлемелле «Хăнăхма çăмăл пăрахма йывăр». Япала ячĕсене тупмалла, вĕсем предложенин мĕнле членĕ пулнине пĕлмелле. (сиенлетет)

Кун хыççăн плакатпа усă курса пирус туртнин сиенĕ çинчен ăнлантармалла.

 

7. «Стадионта» укерчĕкпе усă курса калав çырасси. Усă курмалли сăмахсем:

Вĕрентекен, спорт, стадион, сывлăш, хĕвел, упке, сывлăх, ăмăрту, хусканусем.

1 ĕçĕпе паллашни. (çирĕплетет)

 

 

8. Пĕтĕмлету.

-Сывлăхлă пулас тесен сиенлĕ пулăмсене сивлеме тăрăшмалла.

-Сывлăха упраса хăварас тесен спортпа туслă пулмалла.

9. Сăвă.

                  Спортпа туслашăр.

Хамăн аслă пиччерен

Эпĕ ыйтрăм пĕринче.

Спортпа туслă пурăнан?

Спортсмена тухасшăн тен?

Хуравларĕ манн пичче:

Уçă свылăшра пулсан,

Хусканусем эс тусан,

Хĕвелтен пытанмасан,

Эс шывран хăрамасан,

çителĕклĕ çывăрсан,

вăхăтра апатлансан,

пĕчĕк йăмăк ăнлансам.

Чир-чĕр кайĕ сан çумран.

Спортпа туслă эс пулсан,

Сывлăх пулĕ сан ялан.

Пулăн эс пĕрмай патвар.

10.Ачасен ĕçне хаклани.

11.Киле ĕç парасси. Калава çырса пĕтермелле.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                      

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "План-конспекта урока "Япала яче""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Директор по маркетингу

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Урокра япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси. Панă хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, вĕсен грамматика уйрăмлăхĕсене палăртма вĕрентесси. Ачасене илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси .Шухăшлавне тĕрĕс йĕркелеме вĕрентесси.

Сывлăха упрама, спортпа туслă пулма кирлине чун – чĕрепе туйса илме пулăшасси.

Урок мелĕсем:

-ыйту-хурав;

-илемлĕ вулав;

-кроссворд туни;

-ÿкерчĕкпе ĕçлени;

-сывлăх çинчен калаçу ирттерни;

-карточкăсемпе усă курни;

-компьютерпа усă курса падеж аффиксĕсене лартни.

Пуплеве аталантармалли хăнăхусем:

-ыйтусем çине хурав пани;

-«сывлăх» сăмахпа кластер туни;

-ÿкерчĕкпе «Стадионта» калав йĕркелени.


Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 672 086 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 08.10.2018 717
    • DOCX 53 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Филимонова Ираида Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Филимонова Ираида Николаевна
    Филимонова Ираида Николаевна
    • На сайте: 5 лет и 7 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7876
    • Всего материалов: 14

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Методист-разработчик онлайн-курсов

Методист-разработчик онлайн-курсов

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 188 человек из 49 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 499 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 336 человек

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 290 человек из 67 регионов
  • Этот курс уже прошли 852 человека

Мини-курс

Развитие и воспитание: ключевые навыки для родителей маленьких детей

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Организация и планирование воспитательной работы в СПО

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Инструменты и операции на финансовом рынке

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе