Добавить материал и получить бесплатное свидетельство о публикации в СМИ
Эл. №ФС77-60625 от 20.01.2015
Инфоурок / Другое / Конспекты / Урок по чувашской литературе "Лидия Сарине "Кукамай"

Урок по чувашской литературе "Лидия Сарине "Кукамай"


  • Другое

Поделитесь материалом с коллегами:

1 слайд: Урок теми: Л.Сарине»Кукамай»калавĕ.

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли урок

Сапăрлăх тĕллевĕ: калаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене

ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси

Пĕлÿ тĕллевĕ: калавăн содержанине калама, цитатăллă план тума хăнăхтарасси

Аталантару тĕллевĕ: калаври ĕçсен йĕркине ăнланма, сюжет çыхăнăвне

палăртма, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси; сăнарсен

хăтланăвĕсене, вĕсен шухăш-туйăмĕсене тарăнрах ăнланма

пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: тĕпчев,шырав, калаçу, ыйту-хурав, илемлĕ вуласа

тишкерни, цитатăллă план туни, пĕтĕмлетÿ туни,

илемлĕх мелĕсене тупса палăртни.

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вулав,тĕрĕс ыйту пама тата туллин хуравлама

хăнăхтарасси, ыйтусене хуравланă май шырав ĕçĕсем

тума вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: сентре, сăлăп, шăрттан, арча, çÿпçе, чыс, тупра,

Литература теорийĕ: цитатăллă план.

Кирлĕ хатĕрсем: PowerPoint урок презентацийĕ, компьютер, проектор, тест

Урок эпиграфĕ: «Чыс – тупра, ảна мĕн виличчен упра.»

Ваттисен сảмахĕ

1. Тапхăр - Ачасене темăпа касăклантарса ярасси

Кристина Софронова «Кукамай» юрри янăрать

Учитель сăмахĕ: Ырă кун пултăр, ачасем! Паянхи урокра калаçу мĕн çинчен пуласса ăнлантăр пулĕ

2 слайд (урок эпиграфĕпе паллашаççĕ)

Чыс – 1. честь, слава

2. почет, уважение

3. угощение

Тупра -1. имущество, добро, богатство

2. одежда

3. приданое


3 слайд Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Ачасем, паянхи урокра эпир Л.Саринен «Кукамай» калавне тишкерĕпĕр. Сăнарсене хак пама вĕренĕпĕр. Чĕлхемĕре çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатăпăр, цитатăллă план тума вĕренĕпĕр, çывăх çынсене хисеплеме, вĕсене упрама кирлине тепĕр хутчен аса илсе ăша хывса хăварăпăр

4-5 слайд

Килти ĕçе тĕрĕслени

Тест ыйтăвĕсем:

1. Толя хảш яла вĕренме çÿренĕ?

1. Кураккасси

2. Метикасси

3. Нискасси

2. Толя пĕррехинче шкултан таврảннả чухне кам патне кĕрет?

1. амảшĕ

2. аслашшĕ

3. кукамảшĕ

3. Асảннả йảнảшсенчен хảшне тумасть Толя?

1. улмуççи хуçать

2. кукамảшĕн шушкине ыйтмасảрах çисе ярать

3. кукашшĕ тунả çĕççе çухатать

4. Анатолий Михайлович инçетри Çĕпĕртен кукамảшĕ патне мĕнле транспортпа çитет?

1. самолетпа

2. теплоходпа

3. пуйăспа

5. Мảнукĕ кукамảшĕ валли асảннả япаласенчен хảшне илсе килмен?

1. Пальто

2. Ãш тутảр

3. Çмран çыхнả кофта

6. Анатолий Михайлович чĕринчи «йывảр çĕклем» хảçан çмлланать?

1. ашшĕ-амảшне курнả хыççн

2. кукамảшне курса калаçсан

3. Çĕпĕрти пĕр хулана каялла таврảнсан


I.Тапхăр - Текста ăнланасси, ăса хывасси

6 слайд Сире киле ĕç калава пĕтĕмĕшле вуласа тухма хушнăччĕ. Калав содержанине ыйтусем тăрăх аса илетпĕр

-Калав камăн асаилĕвĕпе пуçланать? Мĕншĕн Анатолий Михайлович чĕрине

йывăр туйăм пусса тăрать?

- Хайлавăн тĕп сăнарĕ мĕншĕн яла васкать?

-Тольăн ача чухнехи йăнăшĕсем çинчен каласа парăр

- Мĕншĕн кукамăш Тольăна вăрçмасть?

- Мĕншĕн Анатолий Михайловича ача чухне тунă йăнăшсем канăç памаççĕ?

План

1. Анатолий Михайлович Метикассине çитни.

2. Савảнảçлả тĕлпулу.

3. Хаклả парнесем.

4. Ял хыпарĕсем.

5. Пулни – иртнине аса илни.

6. Мảнукĕ кукамảшĕнчен каçару ыйтни

7 слайд Мен-ши вăл цитата Цитатăллă план:

1. «Пуйăс тăван Чăваш çĕршывнелле çывхарса пынă май Анатолий Михайлович хаш та хаш сывларĕ»

2. «Хăвăртрах кукамая çитсе курасчĕ, хăвăртрах».

3. « Пурăнать-ши вăл,вилсе кайман-ши, килтех-ши?»

4. «Кукамай, - пăшăлтатрĕ вăл куççулĕ витĕр.- Юратнă кукамай…»

5. «Пурăнатăп çапла»

6. «Астăватăн-и, кукамай?»

7. «Э-э,ачам, ялан вăрçнипе юрамасть çав пурнăçра.»

- Ачасем, кино ÿкерес пулсан мĕнле ÿкерчĕксем кĕртнĕ пулăттăр?

Маттур. Ыйтусем çине тĕрĕс хуравларăр. Ыйтусем çине хуравланă хыççăн хайлавăн сăнарлă чĕлхипе ĕçлĕпĕр.

Лидия Сарине чылай калавĕнче хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ ĕçсемпе пулăмсем çинчен калать. Çынсен хутшăнăвĕ, этем шăпи кăсăклантарать автора. хăйне евĕрлĕ сăнарлă чĕлхепе, психологиллĕ тарăнлăхпа тата лирикăллă туйăмпа кĕскен те витĕмлĕн çырать вăл.


8 слайд Ăна икĕ енлĕ дневнике çырса палăртăпăр

Йывăр туйăм пусса тăрать (77 стр.)

Ăш вăркать (77 стр)

Куçĕпе сĕтел çине хыпашларĕ (78 стр.)

Ун патĕнчен тухса шăвăнчĕ (79 стр)

Сивĕ сăмах (79стр)

Чĕлхи çыхланса ларчĕ (80)

Йĕп çинчи евĕр ларчĕ (80)

Пичĕ кăвар пек çунчĕ(81 )

Чĕлхи турпас татки пек хытса ларчĕ (81)

Сехри хăпса тухрĕ (84)


Ăшра лăпкă мар

Сĕтел çине пăхрĕ, шырарĕ

Тухса тарчĕ

Кÿренмелли сăмах

Калаçайми пулчĕ

Ниçта кайса кĕреймерĕ

Пăлханнипе пичĕ хĕрелсе кайрĕ

Калаçайми пулчĕ


Хăрарĕ



слайд çыравçăсем тĕп сăнарсене е персонажсем çинчен каласа е çырса панă чухне яланах сăнлав мелĕпе усă кураççĕ. Ку мелпе ытларах персонажсем мĕнле те пулин лару-тăрура хăйсене еплерех тыткаланине (утнине, калаçнине, мĕнле тумтир тăхăннине) сăнланă чухне усă кураççĕ. Мĕншĕн тесен персонаж хăйне мĕнле кăтартни тăрăх унăн сăн-сăпатне тата характерне пĕлме пулать

Пĕркеленчĕк питĕнчен… (85 стр.)

Темле пĕчĕкленсе , лутраланса кайнă пек туйăнчĕ...(85 стр.)


Сасси, калаçăвĕ

Сасси те ун ăн вăйсăррăн çеç тухать…( 85 стр.)

Епле тасалса кайнă эсĕ.,мăнукăм.. ( 85стр)


Утти

Ĕçĕ-хĕлĕ

Çын çине пăхни

Кукамăшĕ картлашкапа аран-аран хăпарчĕ...ах чăннипех те пĕтсе кайнă иккен вăл…(85 стр.)

тарават пуласшăн хăй ханана..(85)

сăра ăсса тухрĕ чăлантан…, …шăрттанне касса хучĕ…(85)

Кукамăшĕ ун çине ăшшăн пăхса илчĕ те йăл кулса ячĕ..(86 стр)



слайд Вăйă саманчĕ. Ваттисен сăмахĕсене çырса вĕçлĕр те ăнлантарăр

Ача – пảчан пĕр шухảш, ватả çыннảн ( çĕр шухảш;

Ват çын –( тảват çын;

Ватảран кулма( хушман;

Ватта сума сảвакан ( хảй те ватả пулакан;

Ултавпа инçе (каяймảн;

Суя чупать çĕр çулпа, чảнни утать пĕр çулпа

Хускану саманчĕ (физкультминутка)

слайд Эпир пурте юрататпăр

Физкультура минутне.

Халь вара тума пуcлатпăр

Тĕрлĕ хусканусене.

3 тапхăр - текстри пулăмсем пирки шухăшласси, сăнарсене хакласси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси

слайд Кластерсем тăвасси (пĕр-пĕр ăнлава графикăпа, ÿкерчĕк мелĕсемпе уçса панине кластер теççĕ)









Толя: шушкă çисе ярать, ун хыççăн кукамăш патĕнчен тухса тарать, турăх тăкса ярать, кукашшĕн çĕççине çухатать, пулса çитеймен кишĕре тăпăлтарать, кĕлетре çакăнса тăракан мăйăра вăрттăн çиет, кукамăшĕнчен хăраса аванмарланса çÿрет, айăпне туять,анчах каçару ыйтмасть.

слайд Анатолий Михайлович: Çĕпĕрте пурăнать, çемьеллĕ, кукамăшĕ умĕнче хăйне халĕ те айăплă туять, çулсем иртсен каçару ыйтма яла килет




слайд Синквейн - (5 йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă)

Япала ячĕ (кам?мĕн?)

Икĕ паллă ячĕ (мĕнле?)

Виçĕ глагол (мĕн тăвать?)

Предложени

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ (кам вăл?, мĕн вăл?)



Кукамăшĕ

Ватă, ăслă ( ырă, тавçăруллă)

Ĕçлет, пăшăрханать, кĕтет

Ялан хăйĕн мăнукĕшĕн(ачисемшĕн) тăрăшать

Хаклă çын



- Ачасем, каçару ыйтмалли сăмахсене пĕлетĕр-и?

* Каçар мана тархасшảн …

* Ўкĕнетĕп

* Мана хытах ан кÿренсем

* Чĕререн каçару ыйтатảп

* Тархасшảн мана ан айảплảр

* Эпĕ Сирĕн умảрта айảплả, мĕншĕн тесен …

* Каçарма ыйтатảп: мĕншĕн тесен …

* Сирĕнтен каçару ыйтма ирĕк парсамảр

* Эпĕ хам сảмахсемшĕн каçару ыйтатảп

Ачасем, Толя (Анатолий Михайлович) юратнă кукамăшĕ умĕнче ача чухне тунă йăнăшсене, паллах, эпир те тума пултаратпăр. Анчах та чи кирли – хăвăн айăпна ăнланса илсе уншăн вăхăтра каçару ыйтма пултарни. Çакăн çинчен вĕрентсе калать пире Лидия Сарине.

слайд ачасен ĕçне хаклани. Киле ĕç:«Манăн кукамай (асанне)» калав çырмалла







Йывăр туйăм пусса тăрать (77 стр.)

Ăш вăркать (77 стр)

Куçĕпе сĕтел çине хыпашларĕ (78 стр.)

Ун патĕнчен тухса шăвăнчĕ (79 стр)

Сивĕ сăмах (79стр)

Чĕлхи çыхланса ларчĕ (80)

Йĕп çинчи евĕр ларчĕ (80)

Пичĕ кăвар пек çунчĕ(81 )

Чĕлхи турпас татки пек хытса ларчĕ (81)

Сехри хăпса тухрĕ (84)


Текстран илнĕ сăмахсем

Эпĕ вĕсене мĕнле ăнланатăп

Йывăр туйăм пусса тăрать (77 стр.)

Ăш вăркать (77 стр)

Куçĕпе сĕтел çине хыпашларĕ (78 стр.)

Ун патĕнчен тухса шăвăнчĕ (79 стр)

Сивĕ сăмах (79стр)

Чĕлхи çыхланса ларчĕ (80)

Йĕп çинчи евĕр ларчĕ (80)

Пичĕ кăвар пек çунчĕ(81 )

Чĕлхи турпас татки пек хытса ларчĕ (81)

Сехри хăпса тухрĕ (84)



Йывăр туйăм пусса тăрать (77 стр.)

Ăш вăркать (77 стр)

Куçĕпе сĕтел çине хыпашларĕ (78 стр.)

Ун патĕнчен тухса шăвăнчĕ (79 стр)

Сивĕ сăмах (79стр)

Чĕлхи çыхланса ларчĕ (80)

Йĕп çинчи евĕр ларчĕ (80)

Пичĕ кăвар пек çунчĕ(81 )

Чĕлхи турпас татки пек хытса ларчĕ (81)

Сехри хăпса тухрĕ (84)






Йывăр туйăм пусса тăрать (77 стр.)

Ăш вăркать (77 стр)

Куçĕпе сĕтел çине хыпашларĕ (78 стр.)

Ун патĕнчен тухса шăвăнчĕ (79 стр)

Сивĕ сăмах (79стр)

Чĕлхи çыхланса ларчĕ (80)

Йĕп çинчи евĕр ларчĕ (80)

Пичĕ кăвар пек çунчĕ(81 )

Чĕлхи турпас татки пек хытса ларчĕ (81)

Сехри хăпса тухрĕ (84)


Ача – пảчан пĕр шухảш, ватả çыннảн…шухăш

Ват çын – … çын;

Ватảран кулма …;

Ватта сума сảвакан хảй те … пулакан;

Ултавпа инçе …;

Суя чупать çĕр çулпа, чảнни утать … çулпа



Ача – пảчан пĕр шухảш, ватả çыннảн…шухăш

Ват çын – … çын;

Ватảран кулма …;

Ватта сума сảвакан хảй те … пулакан;

Ултавпа инçе …;

Суя чупать çĕр çулпа, чảнни утать … çулпа


Ача – пảчан пĕр шухảш, ватả çыннảн…шухăш

Ват çын – … çын;

Ватảран кулма …;

Ватта сума сảвакан хảй те … пулакан;

Ултавпа инçе …;

Суя чупать çĕр çулпа, чảнни утать … çулпа



Ача – пảчан пĕр шухảш, ватả çыннảн…шухăш

Ват çын – … çын;

Ватảран кулма …;

Ватта сума сảвакан хảй те … пулакан;

Ултавпа инçе …;

Суя чупать çĕр çулпа, чảнни утать … çулпа



1 Слайд :Тема: Глаголăн сăпатлă формисем çинчен аса илсе çирĕплетесси.

Тěллевĕсем:

1.Глаголан сапатла формисем çинчен вěренсе пěтернě май ачасен пěлěвне тěрěслесси, пурнăçра глаголсемпе тěрěс те вырăнлă усă курма вěрентесси;
2. Тӑван таврал
ӑха сӑнама, юратма хӑнӑхтарасси.

3. Тĕрĕс те илемлĕ калаçма вĕрентесси.

Урок тěсě: Çул çÿрев урокě

Урокра усă курмалли материал: компьютер, мультимедийлă презентаци, карта-схема, дидактика материалěсем


2 Слайд Урок юхăмě:

Ачасем, иртнě уроксенче эпир «Глаголăн» сăпатлă формисем çинчен вĕрентĕмĕр. Паян эпир сирěнпе «Глагол» çěр-шывě тăрăх çул çÿреве кайса килěпěр, тěрлě вырăнсенче пулса нумай ěçсем тăвăпăр. Чи малтан манӑн сире акӑ мĕн сĕнес килет: ку çĕршывра питĕ илемлĕ те хитре, сирĕн çав илеме курма, туйма пĕлес пулать. Паянхи ĕçсем пирĕн пурте глаголпа çыхӑннӑ. Паянхи тĕп тĕллев пирĕн глагол уçланкине çитесси. Анчах та çул çинче тĕрлĕ чăрмавсем, йыварлăхсем пулĕç, сире кашни чаранурах тĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ, çав ĕçсене пурнăçламасар малалла кайма май çук. Тимлĕ пулӑр! Пурте хатěр-и? Халě маршрутпа паллашăпăр. Сирěн умра схема-карта. Çак чарăнусенче пулма тивет паян пире. Паянхи тĕп тĕллев пирĕн глагол уçланкине çитесси

3-4слайд: Пирěн пěрремěш чарăну – ТЕОРИ (Тест ыйтăвĕсем)

1. Глагол мĕне пĕлтерет?

а) япалана

ă) хисепе

б) ĕç тунине

2. Глаголăн сăпатлă форми предложенире мĕнле член пулать?

а) подлежащи

ă )сказуемăй

б) дополнени

3. Çак глаголсенчен хăшĕ пурлă формăра?

а) калаçатăп

ă) ан калаç

б) калаçмарĕ

4. Пулас вăхăтри глагола туп

а) чечекленет

ă) юрлăпăр

б) савăнаççĕ

5.Темиçе иртнĕ вăхăтри глагола тĕрĕс палăрт

а) ырлатăп

ă) пахаларĕç

б) килĕштеретчĕ

6. Хăш наклонени вăхăт тăрăх улшăнать?

а) кăтарту

ă) хушу

б) ĕмĕт

в) килĕшÿ

7. Мĕнле çырсан тĕрĕс?

а) каиччен

ă) каййиччен

б )кайиччен

5 Слайд Панă сăмахсенчен иккĕмĕшле глаголсем тумалла: апатлан, тĕрĕсле, йĕпен, юр(ă)ла, туслаш, хурал, нумайлат, пĕлтер, савăнтар.

-Иккĕмĕшле глаголсем мĕнле пулаççĕ?

-Мĕнле пуплев пайĕнчи сăмахсенчен?

6 слайд Иккěмěш чарăну – ПРАКТИКА.

  1. Çуклă формăри глаголсене пурлă формăра лартмалла: тухаймасть, курмасть, каймăттăн, калаçмăп, пăшăлтатмарĕ, утмăп, ан выля

  2. Çак глаголсене çуклă формăна лартăр: сивĕнчĕ, утрĕ, пушанать, вĕрентейĕп, вăранăттăм, ăшăхлатрĕ

Пĕр ĕçне вырăнта, 2 ĕçе 1 ача доска умĕнче пурнăçлать.

3) кил, пурăн сăмахсене сăпатламалла


7 слайд Виççĕмĕш чарăну – Вăрманта

Вăрмана çитрĕмĕр. çут çанталăкăн хуть те хăш вăхăчĕ те илемлĕ. Кĕрхи вăрман та авă мĕнлерех хитре. Вăрманта кăмпа нумай. Халĕ кăмпа пуçтарма кĕрер-ха. Тен, кăмпа нумай татсан кăмпа яшки те çийĕпĕр.

8 слайд - Сирĕн кăмпаçă кăмпана кайсан мĕнле-мĕнле ĕç тунине çырмалла (хальхи вăхăтра, 3с.,пĕр.хис.) / Татать, касать, шырать, пăхать, тĕрĕслет, хурать, тасатать, утать, çавăркалать, тĕлĕнет, курать, тултарать./

9 слайд -Кашни ача умĕнче текст. Текстри сăпатлă глаголсене тупса вăхăт тăрăх пайласа çырмалла.

Эпĕ кăмпа татма вĕренни.

Пĕрре анне пире, Çерукпа иксĕмĕре, кăмпана ячĕ. Эпир кунтăксене илтĕмĕр те тухса кайрăмăр.

Вăрманта кăмпа питĕ нумай. Чи хитрисене пуçтарам- ха тесе эпĕ юри хĕрлĕ кăмпа шыраса çÿретĕп. Ытла та чечен вĕсем, ачаш, тунисем шурă, çиелте шурă- шурă пăнчăсем палăраççĕ.

- Эх, анне савăнать те ĕнтĕ,- тесе васкаса пуçтаратăп. Пуçтартăм- пуçтартăм та, кунтăкăм тулсах кайрĕ. Çерук та тăрăшса пуçтарчĕ. Анчах унăн кăмписем вĕтĕ.

- Эсĕ питĕ пĕчĕккисене пуçтарнă- çке, - хĕрхентĕм шăллăма.

- Эпĕ хам та пысăк мар, - тавăрчĕ вăл.

Кăнтăрла çитеспе киле таврăнтăмăр.Анне пире хĕпĕртесе кĕтсе илчĕ.

- Ах, епле лайăх кăмпасем тупнă эсир, - мухтарĕ вăл Çерук кăмписене курсан.

- Ман тата лайăхрах! – мухтасса кĕтетĕп хайхи кунтăка уçса.

- Ку тата мĕскерле япала? – тĕлĕнчĕ анне.

- Питĕ хитре вĕт, - терĕм эпĕ савăнса.

- Хитрине хитре те, шăна кăмпи вăл, çиме юрăхсăр,- ăнлантарчĕ анне.

(Текст тăрăх ĕçлесси, словарь ĕçĕ, ячĕ сăмаха çырассин правилине аса илесси)

10 слайд - Ачасем, эсир мĕнле кăмпа ячĕсене пĕлетĕр?( пĕлекен кăмпа ячĕсене çыраççĕ)

-Мĕнле шутлатăр пур кăмпана та çиме юрать-и?

Кăмпа çимелли çимĕç кăна мар, унпа медицинăра та анлăн усă кураççĕ

11-14 слайд Шурă тислĕк кăмпине тĕслĕхрен холерăран сыватма усă кураççĕ. Шăна кăмпинчен рак чирне сыватмалли эмел хатĕрлеççĕ. Чака кăмпине вар-хырăм чирĕнчен сипленме пулăшать, шыçăсене ирттерсе ярать. Вăрçа вăхăтĕнче вата вырăнне ăвă кăмпипе усă курнă.

15 слайд Каска кăмпи – вешенка. Ку каска кăмпи. Вăл тутлă кăмпа. Каска кăмпи вăрманта ÿсет. Ăна теплицăра та ÿстереççĕ. ăна çынсем çиеççĕ. Каска кăмпи 30 ытла тĕслĕ, 10 кăна теплицăра ÿстерме пулать.

16 -слайд Чи хаклă кăмпа мĕнли-ши? Трюфель ятлă кăмпа. Çĕр айĕнче, пĕр 20 сантиметр тарăнăшĕнче, трюфель ятлă питĕ паха кăмпа ÿсет. Çынсем çав кăмпана сысна тата йытă пулăшнипе шыраса тупаççĕ иккен. (Сыснана этем пĕр 5 пин çул каярах алла вĕрентнĕ теççĕ.) Франци, Итали, Украина, Белорусси вăрманĕсенче тĕл пулать. Трюфеле варринчен кассан вăл мрамора аса илтерет. Раççейре унăн пĕр тĕсĕ кăна тĕл пулать (çуллахи трюфель)

Кашни çыннăн юратнă кăмпа пур, т-рен манна уплюнкка килĕшет,сире мĕнле кăмпасем килĕшеççĕ?

17 слайд Кластер тăватпăр./ уплюнккаран мĕн-мĕн тăваççĕ? /

(Тăварлаççĕ, пĕçереççĕ, ăшалаççĕ, çăваççĕ, тасатаççĕ, çиеççĕ, типĕтеççĕ, маринадлаççĕ, пуçтараççĕ

Кăмпара çÿресе ывăнтăр пулĕ, пĕртак канса илер-ха.

18 слайд Утатăп, утатăп

Кăмпа тупатăп.

Пĕр кăмпа, ик кăмпа, виç кăмпа…

Карçинккана тултаратăп.

Физкультминутка.

Канса илтĕмĕр, малалла кайма та юрать. Уçланка çитесси нумаях юлмарĕ.

19 слайд Пирĕн тепĕр чарăну –çĕр айĕнчи шăтăк ятлă. Кунта пире валли çакăн пек ĕçсем хатĕрлесе хунă.( Йăнăшсем тÿрлетесси ) кам йăнăшсене тÿрлетеймест, çавăнтах юлма пултарать.

20 слайд 1)Чирлеть, курат, каяçĕ, утаççĕ, вилеть, сĕрлеть, вулат, пĕлейет, тейейеть, ÿстеретьпĕр, хумасть, вĕренеть, тупаçĕ, сăнаççе, кĕтĕр, кĕттĕрь, тултарат

21 слайд 2) 1.Эпě мěн ачаранпах вěрентекен пулма ěмěтленетěм. 2.Çакă учительсемпе ашě-амăшне кăна-и, ачасене хăйсене те савăнтарачě.3. Эпě пынă вăхăтра Николай Кондратьевич пахчара чакаланачě. 4. Савăнса ěçлеччě вăл ачасем хушинче. Ĕçрен пушанă вăхăтсенче кěнекесем вулаччě, кино кураччě.

-Ĕмĕт наклоненийĕнчи глаголсене темиçе иртнĕ вăхăтри глаголсенсен уйăрасси (7л дискĕнчи-ĕмет накл ĕçсем б).

-панă глаголсене кирлĕ формăра лартмалла:

22 слайд Кай: хушу накл., 2с., нум.хис., çуклă форма (ан кайăр)

Пуçтар: пĕрре иртнĕ вăхăт, 3с.,нум. хис.,çуклă форма (пуçтармарĕç)

Итле: килĕшÿ накл., 1с., пĕр.хис.,пурлă форма (итлĕпин)

Кас: темиçе иртнĕ вăхăт, 3с., нум.хис., пурлă форма (касатчĕç)

Хуп : ĕмĕт накл.,3с., пĕр.хис., пурлă ф. (хупĕччĕ)

23 слайд Ачасем, эпир сирĕнпе пур чарӑну вырӑнĕсенче те пултӑмӑр. Ĕçсене пурне те пурнӑçларӑмӑр. Пурте эпир «глагол» уçланкине тухрӑмӑр. Мĕн тери хитре уçланкăра! Сывлӑш уçӑ. Уçланкă пире телей те сывлӑх сунать, хӑйĕн илемĕпе илĕртет.

































Тема: А.Николаевăн «Юрик асламăшĕ» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ.

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ҫемьери ҫынсен чун-чĕрине ăнланма, кирлĕ чухне вĕсене пулăшма,ватăсене хисеплеме вĕрентесси.

Пĕлӳ тĕллевĕ: хайлав темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ҫыннăн тата сăнарăн ырă тата япăх енĕсене курма, ыррине йышăнса, усаллине сивлеме хăнăхтарасси; хайлавриĕҫ-пулăма паянхи пурнăҫпа ҫыхăнтарса пурнăҫа ăнланма вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; тишкерӳллĕ вулав; вуланă май план туса пыни; илемлĕ сăмах ҫаврăнăшĕсен синонимĕсене тупса палăртни; тĕп сăнарсене хак пани. Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вуласси, илемлĕх мелĕсене тупасси; текст хыҫҫăнхи ыйтусене хуравласси; ачасемпе хайлавăн тĕп шухăшĕ пирки калаҫасси; «Манăн асанне (кукамай, асатте, кукаҫи) хайлав ҫырмахатĕрленесси, план тăвасси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлесси.

Словарь ĕҫĕ: ват-супнă, ҫан-ҫурăм, сăвап.

Кирлĕ хатĕрсем: А.Николаевăн сăнĕ, презентации

Урок эпиграфĕ: «Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан»

Урок юхăмĕ.

1 Урок пуҫламăшĕнче «Асанне» юрă янăрать. Мĕн ҫинчен эпир итленĕ юрă? Асаннесĕр пурнăҫ чухăн пулнине мĕнле сăмахсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ? Камăн асламăшĕ пĕрле пурăнать? Мĕнле шутлатăр, кам телейлĕрех: камăн асламăшĕ пур е камăн ҫук?

2. Урок темине палăртатпăр. Тĕллевĕсене калатпăр. Урок эпиграфне вулатпăр, ăнлантаратпăр.

3. Презентаци тăрах кĕскен Антип Николаев ҫинчен пĕлетпĕр..

4. Тишкерӳллĕ вулав. Вуланă май план тăватпăр.

  1. Юрăн ирхи йывăр ĕҫĕ.

  2. Юрăпа асламăшĕ.(асламăшĕн пăшăрханăвĕ)

  3. Асламăшĕн ҫемьери вырăнĕ.

  4. Асламăшĕ шкулта.

  5. Тĕлĕнмелле урок.

  6. Намăс.

  7. Урок хыҫҫăн.

Кластер тăватпăр. Ачасем мăшăрăн ĕҫлеҫҫĕ.

хистет

пăшăрханать

ассăн сывласа ярать

чиксе яма хăтланать

ир тарать, каҫ выртать

выльăх-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕҫерет, кĕпе ҫăвать, урай сĕрет, хаш сывласа ярать

ҫӳреме пуҫларĕ, хирĕҫлемест,кĕрсе ларать, ăнланма тăрăшать, тархасласа ыйтать

ҫӳҫенет, тӳсме пултараймасть,

хыпашлать, хырăмне мăкартать,

пухма пуҫлать

харкашать, ҫаврăнса та пăхмасть

чупса анать, шутлать,

хăлхисене тăратрĕ, нимле марланса каять, нимĕн калама та пĕлеймест, айăплăн туйса пăхса ҫаврăнать, вирхĕнсе тухать, урам тăрăх вĕҫтерет,

вĕҫсе кĕрет, хурлăхлăн пăхать,, ыткăнать, йĕрсе ярать


Кластер тăрăх пĕрмĕш ушкăн Юрăна сăнласа парать, иккĕмĕш - асламăшне.

Текстри илемлĕх мелĕсене тупни: кĕнекери 3.1,3.2 ĕҫсем.

Синквейн

Асанне

Ырă кăмăллă, ĕҫчен

Пăшăрханать, ăнланма тăрăшать, хирĕҫлемест

Асанне пупиншĕн те пăшăрханать, пурне те ăнланма тăрăшать, килтисене хирĕҫлемест.

пирĕшти

Словарьпе ĕҫлетпĕр: ватсупнă, ҫан-ҫурăм, сăвап

Ваттисен сăмахĕсене пĕрлештер

Ваттисем калани вырăнлă.

Ватăран кулакан ват хыпнă.

Ватăпа ватă пул, ҫаирăкпа ҫамрăк пул.




5. Вĕреннине аса илни

Пĕрремĕш вăйăРифма тăрăх сăввине туп!

…………………………………çын-çынах,

………………………………… пулмĕ ют.

………………………………….çав-çавах:

……………………………............. ан сут!

Иккĕмĕш вăйăГлаголсемпе çеç!

  1. Хайлав содержанийĕнчи глаголсене çеç, сирĕн хайлава палласа илмелле, жанрне, авторне каламалла:

пырса, каять, йăтса, курах каять, çĕклет, чĕнет, сехĕрленсе ÿкет, чĕтресе, ан пĕтер, ан пĕлтер.


  1. (Хурав: «Хăравçă Мулкач» юптару, авторĕ Александр Кăлкан).

Юптарăвăн пĕлтерĕшĕ – халăх пурлăхне çаратакан çынсемпе хăрамасăр кĕрешме чĕнет.

6. Киле ĕç пани. Суйласа илмелли килти ĕç:

  1. Ватă ҫынсен асаилĕвĕсене ҫырса килмелле

  2. Калав содержанине туллин каласа пама вĕренмелле.

  3. «Манăн асанне (кукамай, асатте, кукаҫи) хайлав ҫырмалла

  4. Сюжетлă ÿкерчĕк тăвасси (начартарах вĕренекенсем валли)

7.Рефлекси:

а) Ачасем, эпир паян урокра мĕнле тема пăхса тухрăмăр?

ă) Мĕнле ĕçсем туса ирттертĕмĕр ?

Учитель сăмахĕ: Ачасем, паянхи урока оценкăсем лартса хаклар-ха. Сирĕн умăрта «3» , «4», «5» паллăсем выртаççĕ.

Сире урок питĕ килĕшрĕ пулсан - «5» паллăсене çĕклеме ыйтатăп.

Сире урок килĕшрĕ пулсан -« 4» паллăсене çĕклемелле .

Сире урок вуçех килĕшмерĕ пулсан - «3» паллăсене çĕклĕр











































Тема: Пирĕн йǎла-йĕрке, сǎвǎ-юрǎ.

Эпиграф вырǎнне çак сǎмахсене илес килет.

Чǎваш ялне пырсан çамрǎксен вǎййине ǎнсǎртран курса киленнĕ вырǎс çыравçи Н.Г.Гарин-Михайловский çак уявпа питĕ интересленсе кйнǎ. Чукун çул тунǎ çĕрте ĕçленĕ инженер чǎваш халǎхĕн йǎли-йĕркипе, фольклорĕпе, пурнǎçĕпе паллашнǎ. Унǎн «В сутолоке провинциальной жизни» ятлǎ очеркĕнче вǎйǎ çинчен чунтан хавхаланса çырни пур, «Патнерех пырсан хĕрсем алла-аллǎн тытǎнчĕç те çаврака вǎйǎ картине тǎчĕç, юрлама пуçларĕç. Эпĕ çакǎн пеккине нихǎçан та курман. Сцена çинче, балетра, оперǎра курнǎ-ха. Анчах ку вǎл балет та,опера та мар, ку-пурнǎç». Емĕр-ĕмĕр тав тумалла çав çыравçа çамрǎксен вǎййинче чǎвашсен иксĕлми пултарулǎхне курнишĕн, пысǎка хурса хакланǎшǎн.

Урок тĕсĕ: хутǎш урок

Пĕлу тĕллевĕ: «Фольклор» темǎпа мĕн вĕреннине пĕтĕмлетесси. Хамǎр тǎрǎхри çǎварни уявĕпе паллаштарасси.

Сапǎрлǎх тĕллĕвĕ: çитĕнекен ǎрǎва ǎслǎ-тǎнлǎ, ырǎ та турĕ кǎмǎллǎ пулма, ĕçе хǎнǎхма, ваттисене хисеплеме, тǎван халǎхпа çĕр-шыва юратма, тǎван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене çын умĕнче тухса калаçма хǎнǎхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сǎмахĕ, сǎвǎсене илемлĕ вуласси, юрǎ юрласси, ташласси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тестсем, ачсем çинче чǎваш кĕписем, кĕнекесен выставки.

Урок юхǎмĕ

Урока йĕркелесе ярасси; унǎн тĕллевĕпе паллаштарни.

Ачасем, урок пуçлатпǎр, Паян пирĕн ĕç питĕ нумай,Чǎваш халǎхĕ ĕлĕкрен пыракан йǎла-йĕрки, сǎвви-юрри çинчен вуланине пĕтĕмлетĕпĕр.

5-мĕш класра эпир ача-пǎча сǎмахлǎхĕпе паллашнǎ. 6-7-мĕш классенче халǎх, литература тата истории юррисемпе паллашрǎмǎр, 8- мĕш класра ǎрǎмлǎ сǎмахлǎхпа туй йǎли-йĕркине пǎхса тухрǎмǎр.

Сĕр çинче кирек хǎш халǎхǎн та сǎмах вĕççĕн аталаннǎ пуянлǎх пур. Вǎл сĕм авалтан тымарланса килет. Ламран-лама, йǎхран- йǎха çамрǎк ǎру вали сǎмах урлǎ ваттисем вĕрентсе пыни куçса пырать. Чǎваш халǎхĕн те историри çул-йĕрĕ çыруллǎ документсенче çеç мар, сǎмахлǎхра, чĕлхе тĕнĕнче, кил-тĕрĕшри япаласемпе тĕрĕ-эрешре , ялсен ячĕсенче укерĕнсе юлнǎ. Фольклорǎн тĕп паллисем: фольклор сǎмах искусстви. Вǎл халǎх йǎли-йĕркипе, искусствǎн ытти тĕсĕсемпе –музыкǎпа, ташǎпа, вǎйǎсемпе, литературǎпа тачǎ çыхǎнса тǎрать.

___ Ачасем, хǎçан пуçланнǎ-ши халǎх сǎмахлǎхне тĕпчеме?

17-19 ĕмĕрсенче ытти халǎхсен вĕреннĕ çыннисем чǎвашсен пурнǎçĕпе, Йǎли-ĕркипе кǎсǎкланма пуçланǎ.Раççей тата ют çĕршыв историк-этнографĕсем Филипп Страленберг, Гергард Фридриф-Миллер, Иван Лепехин чǎваш халǎхĕн сǎмахлǎхне пухас тата тишкерес ĕçе хутшǎннǎ. 19 ĕмĕрĕн20-50-мĕш çулĕсенче вырǎс этнографĕсем Д.П.Ознобишин, А.А.Фукс чǎваш юррисемпе интересленеççĕ. 19-ĕмĕрĕ варринчен пуçласа фольклор тĕслĕхĕсене пухса ĕçе чǎваш интеллигенчĕсем хутшǎнаççĕ. С.М.Михайлов-чǎвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнографĕ тата

фольклорисчĕ. Кабинетра.Золотницкий, Ашмарин, И,Я.Яковлев порт. пур, вĕсем те халǎх сǎмахлǎхне тĕпченĕ. Хальхи вǎхǎтра та тĕпчеççĕ.

Малалла аса илер-ха фольклор речĕсене, жанрĕсене. Фольклорǎн миçе реет? 3рет (эпика, драма,лирика).

- Эпика ретне мĕнле жанрсем кĕреççĕ? (миф, легенда, халап, баллада, юмах, кĕске каланǎш).- Драма ретне мĕнле жанрсем кĕреççĕ? (вǎйǎри, тйури, уяври, выляну сǎмахлǎхĕ (театр элеменчĕсем). –Лирика ретне мĕнле жанрсем кĕреççĕ? (ǎрǎмлǎ сǎмахлǎх, кун тǎрǎм йǎлисен сǎмахлǎхĕ, (календарные обряды), кулленхи сǎвǎ-юрǎ, кулленхи такмак-шут).

-Ачасем, халĕ тест тǎрǎх ĕçлĕпĕр.

1. Пирĕн халǎхǎн çĕр пин сǎмах, çĕр пин тĕрĕ тесе кам каланǎ?

а) К.В.Иванов

ǎ) И.Я.Яковлев

б) П.П.Хусанкай.

2. «Алран кайми аки-сухи» мĕнле юрǎ шутланать?

а) салтак юрри

ǎ) кĕреке юрри

б)ниме юрри

3. Халǎх юррисем мĕншĕн çǎмǎллǎнах асра юлаççĕ?

а) эпитетсемпе тата танлаштарусемпе пуян пулнǎран.

ǎ) халǎх юрри пулнǎран.

б) халǎх хǎй хывнǎран.

4. «Уй варринче» салтак юрринче юман, çǎка, хурǎн йывǎççисене камсемпе танлаштарнǎ?

а) атте, аппа, йǎмǎк

ǎ) пичче, анне, аппа

б)атте, анне, савни

5. «Пирĕ урам анаталла» тата «Линкка-линкка» халǎх юррисене кам илемлетнĕ?

а) Василий Воробьев

ǎ) Герман Лебедев

б) Федор Павлов

6. «Юрǎ» картинǎна кам укернĕ?

а) Петр Гаврилович Кипарисов

ǎ) Никита Кузьмич Сверчков

б) Юрий Антонович Зайцев

7. Сурхури уявĕ мĕнле выльǎх ячĕпе çыхǎннǎ?

а) ĕне

ǎ) лаша

б) сурǎх

8. Хǎш уявра чǎвашсем лашапа катаччи чупнǎ?

а) сурхури уявĕнче

ǎ) çǎварни уявĕнче

б) акатуйра

9. Сǎварнинче çынсем пĕр-пĕрне ытларах мĕнпе хǎналанǎ?

а) шǎрттанпа

ǎ) какай шурпипе

б) икерчĕпе

10. Туй йĕркин пуçламǎшĕ:

а) вǎй кил уйǎрни

ǎ) хĕр пǎхни

б) евчĕ яни

11. Чǎваш туйĕн режиссерĕ:

а) хǎйматлǎх

ǎ) мǎн кĕру

б) таянчǎк ача

12. Мǎн кĕру сǎмахĕн халǎха, çĕр-шыва, харкам çынсене саламласа каланǎ пайне мĕн теççĕ?

а) пуçтай

ǎ) саламалик

б) тупкǎч шахвǎртни

13. Туй арамĕсем юррисене миçе ушкǎна уйǎраççĕ?

а) 2

ǎ) 3

б) 4

14. Туй веçленнĕ хыççǎнхи ĕç:

а) милĕк сутни

ǎ) хут уйǎрни

б) парне салатни

Халǎх хушшинче пер йала та, пĕр еç те сǎвǎ-юрǎсар, камит шутсер иртмен. Улахри халап-юмах, вǎйǎра юрǎ-ташǎ хуçаланнǎ.Уявра сǎвǎ-такмак янǎранǎ.сурхури-и, çǎврни-и, мǎнкун-и, - сǎвǎ-кулǎсǎр, ташǎ-кĕвĕсĕр иртмен.

Вǎхǎт çуркунне енне кайсан çǎварни çитет, ача-пǎчашǎн савǎнǎç илсе килет.

Сǎварни уявĕ çинчен Чǎваш Республикин Тава тивĕçлĕ учителĕ Иванова Анна Александровна çапла каласа парать

Туй йǎли-йĕркине пǎхса тухнǎ хыççǎн «Мĕншĕн халап сǎмахлǎхĕ кивелмест?» темǎпа сочинени çыртǎмǎр. Чи лайаххи Ваньǎн, ǎна сǎмах паратпǎр.

Ачасем фольклор çинчен калаçрǎмǎр. Малалла хамǎр ташласа, юрласа пǎхар-ха.

Урока пĕтĕмлетесси: Ачасем, пирĕн хамǎрǎн ĕлĕкхи илемле йǎла-йĕркене манмалла маар, тытса пымалла. Сǎвви-юррине вĕрентекенсем пур чух вĕренсе юлмалла. Йǎли-йĕркине пирĕн аннесемпеаттесем, асаннесемпе асаттесем туса пынǎ. Вĕсем ырǎ пулма, туслǎ пурǎнма, çынна хисеплеме вĕрентеççĕ. Ватǎ çынсенчен ыйтса пĕлĕр, вĕренĕр.




























Пурнăçпа кĕрешÿ юрăçи.

(Алексей Александрович Воробьев-поэт çуралнăранпа 90 сул тултарнă ятпа ирттерекен уяв сценарийĕ)



(Х ăнасене кĕтсе илесси.

Ачасем ик енĕпе тăрса тухнă.Чаваш тумĕ тăхăннă хĕрачапа арçын ача кĕтсе илеççĕ алăк умĕнче)


А.а. Хисеп туса, ыр сунса

Чун чĕререн юратса

Мăн Явăш çĕрĕ çинче

Сире хапăл тăватпăр.


Х.а. Çĕн çăкăр мĕлльюнлă ытарлăх

Пуян кĕр тимлерĕ парне

Савса хăналать манăн халăх

Тутанăр чăваш çăкăрне.


Ырă кун пултăр хисеплĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, хаклă хăнасем, сумлă ял-йыш. Паян эпир Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ поэтăмăр Алексей Александрович Воробьевăн 90 сулхи юбилейне паллă тăватпăр.


(«Алран кайм аки-сухи» юрă янăрать.)


Ача пекех эп хĕпĕртетĕп

Тăнлав çине çусан та юр

Пилот картти çинче пĕлетĕп

Мăн Явăш тенĕ вырăн пур.


Çак мăнаçлă сăвă йĕркисен авторĕ А.А.Воробьев….(биографине кĕскен каласа кăтартать.)

Алексей Александровича чыслама унăн çывăх тăванĕсем………..тус-юлташĕсем, ĕçтешĕсем…..килчĕç.


/Килнĕ хăнасене ачасем юрăпа е ташăпа саламлаççĕ/



А. Воробьевăн поэзийĕнче тăван уй-хире, çĕре, тырă пучахне халалласа çырнă сăвăсем чылай.

Çăрал та ÿс ыраш калчи:

Пучахлă хум сулмаклă чуп

Эп таврăнтăм хресчен ачи:

Тăван уй-хирĕм сан ачу.

Сан сывлăшу пылак та уçă:

Вăл маншăн сиплĕ ĕлĕкрен.

Хумхан, ыраш,

Хуш тепĕр çулçă-

Тек уйрăлмастăп эп çĕртен.

Хиртен хакли çук маншăн урăх.

Эп хамшăн хак шырамăп тин-

Кунта пуçланнă манăн юрă

Кунтах янратăр вăл туллин.


«Хиртех ман чун» Казакова Е.

«Çурхи хирте» Федорова В.

«Çурхи» Шарикрв М.

«Салам уй-хирĕм» Бычкова А



Вăрçă теми те А. Воробьевăн пĕтĕм пултарулăхĕ витĕр тухать. Поэт вутра пиçĕхнĕ çын ĕç хĕлне, унăн кăмăл туртăмĕсене сăнлать. Çак темăпа çырнă кашни сăвви-поэминчех гражданла туйăмпа каланă хĕрÿ шухăш палăрать «Кирлĕ мар тек вăрçă!» Поэт пĕтĕм чунĕ-юнĕпе вăрçа кураймасть, ăна питлет, ылханать.

«Алса» Макарова К.

«Çăкăр» Казакова Е.

«Вăрçă ачисене» Леонтьев Н.

«Ман манифест» Бычкова А.

«Вăрçă чарăннă кун» Макарова Н.


Хресчен телей. Хресченĕн çăкăрлă ыраншăн ыйхă çĕтернĕ телейĕ. А. Воробьев хресчене, çĕр ĕçлекене çĕр чăмăрĕн чи тĕп çыннине сума сунă пек хисеплеме чĕнет.


«Ан ÿкĕн эс никам та маршăн.

Эс –çын.

Унран хакли те çук»,-тет поэт.


«Çăкăр» Кошкин Э.

«Çĕмел» Гордеева А.

«Урпа» Шариков М.

«Çавал хăви» Леонтьев Н.

«Çулçă» Федорова Е.


Ташă саламĕ.

Ентешĕмĕрĕн поэзийĕнче тăван тавралăха сăнаса кăтартакан сăвă-поэма та чылай. Мĕншĕн тесен поэт хăй çуралса ÿснĕ вырăнсем: Йăмра, Кипенек вăрманĕ, Çавал шывĕ унăн поэзийĕнче тарăн йĕр хăварнă.


«Йăмра» Семенова А.

«Кипенек» Никифорова М.

«Ватă йăмрасем» Федорова Е.

«Тăван ялăм» Петрова Ю.


Мĕн çинчен кăна ан çыртăр Алексей Воробьев, мле темёна кёна ан хускаттёр – вёл т.р.с п.лтер.шне тупать?


«Пирӗншӗн, ҫыракан ҫамрӑксемшӗн, Алексеё Александрович тӑван пиччерен те пичче вырӑнне пулчӗ. Ҫамрӑксене юрататчӗ, пӗтӗм чунне паратчӗ вӑл вӗсемшӗн»,- аса илет Чӑваш Патшалӑх Университечӗн профессорӗ Виталий Родионов.

Паллӑ чӑваш поэчӗ Алексей Воробьев пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑранпа чылай ҫул иртрӗ. Ҫапах та халӑх ун ятне манмасть, тӑван поэзие кӑмӑллакансем унӑн ҫепӗҫ те ӑшӑ туйӑмлӗ, тарӑн шухӑшлӗ, пурнӑҫ ҫути ачашшӑн та илемлӗн тапса тӑракан пултарулӑхне пӗтӗм чун ӑшшипе юратаҫҫӗ. А Воробьев поэзийӗнче пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн мӗн те пулин кирлине, мӗн те пулин ҫӗннине, кӑмӑл-туйӑма ачашлаканнине тупать. Унӑн лирикӑлла геройӗсем пире илем тени хамӑр ҫывӑхрах, юнашарах пулнине туйтарса ӗнентереҫҫӗ, ӑна уйӑрса илме, курма тата хаклама пӗлме те вӗрентеҫҫӗ.



А. Воробьев сӑввипе Юрий Кудаков кӗвӗленӗ «Хурлӑхан» юрӑ янӑрать.(Уяв вӗҫленет)



Класс тулашӗнчи уяв сценарийӗ

«Театр – халӑх чунӗ, халӑх чапӗ» (Чӑваш поэзийӗн классикӗ К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа)


Тӗллевсем: 1) Чӑваш академии драма театрӗ ҫинчен пӗлесси.

2)К. В. Иванов поэт пултарулӑхӗ ҫинчен пӗлесси.

3) Ачасен ҫыхӑнуллӑ пуплевне аталантарасси.


Кирлӗ хатӗрсем: компьютер, мультимедиа проекторӗ, спектакльте вылямалли костюмсем.


Ачасем «Илемлӗ, илемлӗ…» юрӑпа ташласа тухаҫҫӗ.

1ача: Эпир ватӑ тӗрӗш йӑлипе, ӑшӑ кӑмӑлпа, ҫу пек ҫемҫе, пыл пек тутлӑ чӗлхемӗрпе пӗтӗм чӗре ӑшшине парнелесе сире хӗрӱллӗн саламлатпӑр.


2 ача: Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ!

Авлтан эпир юратнӑ

Пархатарлӑ Атӑла,

Ун шывне нумай хумхатнӑ

Тӑвалла, анаталла.


3 ача: Пирӗн халӑх ӗмӗтленнӗ

Кун курасшӑн малашне.

Сӗм вӑрман пире пилленӗ

Сиплӗ, уҫӑ сывлӑшне.


4 ача: Ӗмӗр хыҫҫӑн ӗмӗр иртрӗ,

Шухӑш вӗҫрӗ аякка.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫитрӗ:

Пирӗн ҫул-йӗр сарлака.


5 ача: Пурӑнах эс ӗмӗр сывӑ

Халӑхсен кил-йышӗнче,

Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ,

Аслӑ Атӑл хӗрринче!


1 ача: Сенкер тӱпере, таҫта-таҫта ҫӱлте пӗлӗт айӗнче тӑри юрри илтӗннӗ чух, ытти кайӑксем юрра шӑрантарнӑ чух, пирӗн мӗншӗн юрлас мар, пирӗн мӗншӗн савнас мар?

«Шурӑ Шупашкарӑм» юрӑ юрлаҫҫӗ, Атӑл хӗрринчи театр патӗнче чарӑнаҫҫӗ. ( Экран ҫинче Шупашкар ҫинчен слайдсем)


1 ертсе пыракан: Театр… Мӗнле вырӑн йышӑнать вӑл пирӗн пурнӑҫра? Мӗншӗн килте кунӗн-ҫӗрӗн телевизор курма май пур пулсан та ҫил-тӑманран, шартлама сивӗрен, инҫе ҫулран хӑрамасӑр театра ҫул тытатпӑр? (Экран ҫинче Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗ)


2 ертсе пыракан: Театр – вӑл ӑрӑм, маги пекех. Вӑл ялан хӑйӗн патне туртать. Кунта этем артиста куҫран тинкерме, унӑн кашни хусканӑвне, каларӑшне ӑша хывса кӑмӑл туличчен киленме пултарать. Театр – туйӑм тӗнчи. Спектакль курнӑ чух е ахӑлтатса кулатӑн, е куҫҫульпех макӑратӑн. Артистсем ҫав тери лайӑх выляма пӗлеҫҫӗ.


1 ача: Эс халӑх тӗкӗрӗ, илемӗ

Чӑвашсен халӑх театрӗ –

Тӑван культурӑмӑр вучахӗ!

Сана эп чӗререн юратрӑм.


2 ача: Эс халӑх чунӗ, халӑх чапӗ.

Эс ҫӑлтӑрсем чылай ҫуратрӑн,

Пурне те уҫлӑхран илмерӗн, -

Эс ху ҫӱл тӱпере ҫутатрӑн

Ӗҫчен ӑстасене чиперрӗн.


3 ача: Сана кашни чӑваш иленнӗ,

Эс вӗсен тусӗ те юлташӗ,

Эс халӑх тӗкӗрӗ, илемӗ,

Ҫунатлӑ шухӑшӗ, малашӗ.


4 ача:Эс ӱлӗмрен те сывӑ пурӑн,

Санра хам ӗмӗте куратӑп.

Манра хӑв хӗлхемне эс курӑн,

Сана ӗмӗрӗпех юратӑп.


1 ертсе пыракан: Театр этемлӗхшӗн яланах асамлӑх пулӗ, ҫаплах юлӗ. Артист пулма мӗн пӗчӗкрен вӗренмелле. Эпӗ шкулта ачасен театрне йӗкелерӗм, тӗрлӗ сценкӑсем лартма вӗренетпӗр. Халӗ эпир сире «Чечеклӗ кӑмпа» пьеса-юмах пӑхма сӗнетпӗр. (Ачасем юмаха выляса параҫҫӗ.)


2 ертсе пыракан: Чӑваш театрӗ 1918 ҫулта Хусанта йӗркеленнӗ. 1920 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. 1921 ҫулта Чӑваш патшалӑх театрӗ пулса тӑнӑ. 1959 ҫулта вара чӑваш театрӗ К. В. Иванов ячӗпе палӑрса тӑма пуҫлать.


1 ертсе пыракан: К. В. Иванов – чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Мӗн пӗчӗкрен вӑл тӑмран, йывӑҫран тӗрлӗ теттесем касса ӑсталаса урамри ачасемпе выляма юратнӑ. Кӗҫӗннисене ялан пулӑшма тӑрӑшнӑ. Ҫав тери сӑпайлӑ та сисӗмлӗ, ырӑ чунлӑ ача пулнӑ. Кирек хӑш ӗҫре те алли ҫыпӑҫнӑ. Ҫут ҫанталӑка сӑнама пӗлнӗ. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхне туйма вӗреннӗ. Ӱнер ӑсталӑхне вара ӗмӗр тӑршшӗпех чӗререн юраьнӑ. Ҫакӑ вӑл ҫав тери пуян та аслӑ чӗреллӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе парать. (Экран ҫинче К. Иванов ҫинчен кӑтартакан слайдсем)


2 ертсе пыракан: К. В. Иванов Пушкӑрт Республикин Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Василий Николаевичпа Евдокия Васильевна хӑйсен ывӑлне вӗрентме тӑрӑшнӑ. Константина 8 ҫултах ялти пуҫламӑш шкула янӑ. Унта 3 ҫул пӗлӱ пухнӑҫҫӑн Пелепейри хула училищинче вӗренет. Тӑрӑшуллӑ та ӑнкаруллӑ Кӗҫтук 1903 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн вӗренекенӗ пулса тӑрать. Константин тӑван ялне таврӑнса хресчен ӗҫне кӱлӗннӗ, май килнӗ таран халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. К. Иванов – нумай енлӗ талант. Вӑл пултаруллӑ куҫаруҫӑ, художник-иллюстратор, декоратор, фотограф, фольклорист, поэт. 1913 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗнекенсем «Иван Сусанин» оперӑна сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. К. Иванов ӑна вали паха декорацисем ӑсталать. (Экран ҫинче поэт пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ слайдсем)


1 ертсе пыракан: Ӗмӗрсен историне К. Иванов «Нарспи» поэмӑпа яланлӑхах кӗрсе вырнаҫрӗ. Ҫак поэмӑна чи малтан пӗтӗмӗшле итлесе хак параканӗ И. Я. Яковлев пулнӑ. Калама ҫук савӑннӑ вӑл Чӗмпӗр шкулӗнче пултаруллӑ поэт ҫуралнӑшӑн. Поэмӑна хӑй шкулти ачасене вула-вула панӑ. Ун хастарлӑхне кура 1908 ҫулта К. В. Иванов хайлавӗсем пӗрремӗш хут «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере пчетленсе тухаҫҫӗ. Ҫак кӗнекери «Нарспи» поэма вулакансене каҫӑхтарсах ярать. Хутла пӗлменнисем сӑмах вӗҫҫӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӑхмасӑр калама вӗреннӗ. (Экран ҫнче «Нарспи» хайлав тӑрӑх тунӑ иллюстрацисем)


1ача: Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче

Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса,

Силпи чӑваш ялӗнче

Юр ирӗлчӗ васкаса.


2 ача: Тусем, сӑртсем хуп-хура,

Юрӗ кайса пӗтнӗрен.

Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра,

Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен.


3 ача: Сивӗ, хаяр хӗл иртет,

Каять йӗрсе, хурланса.

Сивӗ куҫҫульпе йӗрет

Иртнӗ куншӑн хуйхӑрса.

4 ача: Путӑксемпе, варсемпе

Ҫӗмӗрӗлсе шыв кӗлет.

Анчах мӗнле йӗрсен те,

Хӗвель хӗртнӗҫем хӗртет.


5 ача: Хӗл куҫҫулӗ шавласа

Юхса кайрӗ ҫырмара.

Ачи-пӑчи выляса

Чупса ҫӱрет урамра.


6 ача: Шӑнкӑртатса шыв юхать

Ҫӱллӗ валак пуҫӗнче,

Кӗмӗл пекех ялтӑрать

Шывӗ хӗвел ҫутинче. (Сӑвӑ каланӑ май экран ҫине ҫурхи ӱкерчӗксем тухса пыраҫҫӗ)


2 ертсе пыракан: «Нарспи» поэма К. Иванов пултарулӑхӗнче пӗртен-пӗр юрату, пӗртен-пӗр чун янравӗ пек тӑрса юлать. (Экран ҫинче Нарспипе Сетнер валак пуҫӗнче тӗл пулнӑ ӱкерчӗк. Сцена ҫине Нарспипе Сетнер тухаҫҫӗ, тӗлпулӑва выляса параҫҫӗ.)


Нарспипе Сетнер шӑпи паянхи ҫамрӑксемшӗн те ют мар. Пӗр-рӗринчен вӑйпа туртса уйӑрнӑ хӗрпе каччӑ этем чысне, тивӗҫне, телейне нӗрсӗррӗн таптакан пусмӑр тӗнчине, ашшӗ-амӑшне, ҫӱлти вӑйсене те хирӗҫ тӑраҫҫӗ, тискерлӗхе тиркеҫҫӗ, чуралла йӑла-йӗркене, ҫын харкамлӑхне таптанине уҫса параҫҫӗ.(Экран ҫинче «Нарспи» оперӑран илнӗ фрагментсем)


1 ача: Ӗмӗрсем иртсе пыраҫҫӗ

Ӱстерсе ӑс-хал мулне.

«Нарспие» халӗ выляҫҫӗ

Кивӗлле мар – ҫӗнӗлле.

Тинкеретпӗр малалла

Кайрине те халь куратпӑр.

Хусанкайла каласан,

Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!


1 ертсе пыракан: Чӑваш поэчӗн ятне аякри ҫӗршывсен тӗрлӗ чӗлхеллӗ энциклопедийӗсене кӗртнӗ. «Нарспи» поэмӑна тӗнче классикин шедеврӗсемпе пӗрле пичетленӗ. Вӑхӑтсӑр сӱнет поэтӑн пурнӑҫӗ. Анчах ҫулсем иртсен те унӑн ячӗ ҫӑлтӑр евӗр литература тӱпинче ялкӑшса тӑрӗ.


2 ача: Поэт пурнать: ҫук, вӑл вилмен!

Тытатпӑрах ӑна асра.

Сиксе тӑмалӑх ҫӗнӗрен

Вӑй пачӗ аслӑ самана.

Нарспи, Сетнер сӑнарсемпе

Вӑл юлчӗ халӑх асӗнче.

Театрта та, халӑхра

Чӗррисемпе утать пӗрле.

(Илемлӗ чӑваш ташшипе уяв вӗҫленет)











Автор
Дата добавления 21.09.2016
Раздел Другое
Подраздел Конспекты
Просмотров174
Номер материала ДБ-206291
Получить свидетельство о публикации


Включите уведомления прямо сейчас и мы сразу сообщим Вам о важных новостях. Не волнуйтесь, мы будем отправлять только самое главное.
Специальное предложение
Вверх