Инфоурок Родной язык КонспектыУрок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ"

Урок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ"

Скачать материал

Вĕрентекен: Николаева Галина Леонидовна

Класс: 7-мĕш класс.

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

ВМК (УМК) Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли/Г.В.Абрамова. -  Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014

Шкул: Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш вăтам шкулĕ

Тĕп тема (блок- модуль):

Урок теми: Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ. 

Харкамлăх результачĕсем:

·         Вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;

·         Вĕренÿ пултарулăхне аталантарни;

·         Тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме вĕрентни

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

Ĕç йĕркелÿ результачĕсем: харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни;

Хутшăну результачĕсем: çыхăнуллă  ăнланмалла каласа пама пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;

Информаци тĕпчев результачĕсем: вĕренÿ моделĕпе ĕçлеме хăнăхни; сасăллă тата çыруллă пуплеве ăслани; схема тăрăх калăпсем туни

Предмет результачĕсем: аудировани: тăнлама вĕрентни; хăлхама итлеме хăнăхтарни; вулав: ăшри вулав хăнăхăвне аталантарни; сăмах йышне пуянлатни; калаçу: предложенисем тĕрĕс йĕркелени; çыхăнуллă каласа пама вĕрентни; пухнă пĕлÿпе пуплевре усă курма вĕрентни

Урок тĕсĕ: темăна тата çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок

Усă курнă технологисем: критикăллă-тĕпчев технологийĕ, ушкăнра хутшăнса ĕçлени, сывлăха çирĕплетес технологи

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ауди дискпа усă курса илемлĕ вулав ирттерни, учитель вулавĕ, вырăсла куçарни, ыйту-хурав, калаçу, илемлĕ юра итлени, видеосюжет пăхни, çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни, кĕнекери текстпа ĕçлени, çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени, кану саманчĕ(куçсене кантарни, хул  çурăма кантарни), шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, слайдсемпе ĕçлени, схемăпа усă курса хаçат кăларни, чĕлхе сăмахпа синквейн çырни, «Пирĕн кăмăлăмăр çаранĕ» («Луг нашего настроения») рефлекси мелĕ, культурăсен çыхăнăвĕ

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни

Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, POWER POINT программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик, дидактика материалĕ

Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:

1.Абрамова Г.В., Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова, С.А.Разумова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. -271 стр.

2.Г.В.Абрамова, Н.А.Краснова, О.И.Печников, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева. Примерная программа по чувашскому языку для русскоязычных школ (5-9 классы) / Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2015 год.

3.Иванова Н.Г. Пĕтĕмлетÿ тĕрĕслев-хаклав ĕçĕсем: 5  класс валли / Н.Г Иванова., О.А.  Вишнева. –  Шупашкар, 2016.

4.Слайдсен аннотацийĕ

 

Урок юхăмē:

I. Кăсăклантарса яни.

1.Класа йĕркелени, сывлăх сунни. (чăвашла  юрă хуллен янăрать)       (1слайд)

- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Сире пурне те ăнăçу сунатăп.

          2.а) Дежурнăй калаçни: ачасене паянхи кунпа паллаштарни, эрнери кун ячĕсемпе

          ыйтусем пани   дежурнăй  ---- ачасем    (Петрова Настя)

          ă) Тепĕр хутчен паянхи куна аса илни. Паян пуш уйăхĕн миçемĕшĕ? 21 хисеппе усă курса

           предложенисем йĕркелени.

           Тĕслĕх: Манăн юлташ 21-мĕш çуртра пурăнать..

3. Пуплев зарядки. Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.

                                                                                                  Чăвашла эп калаçатăп,

Куллен çыратăп та вулатăп.

Çак чĕлхепе эп мухтанатăп

Куллен-кунах ăса туптатăп.

1)      учитель вулать;

2)      вырăсла куçарни;

3)      учитель хыççăн ачасем вулани;

4)      хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.

II. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.         (2слайд)

1. Урок темине палăртма та вăхăт. Мĕне халаллăпăр-ши ăна паян? Унăн тупсăмне çак пуç ватмăшра пытаннă сăмахсене тупса пĕлĕпĕр.

 

Л

Ĕ

Ч

Ă

Х

Х

Е

 

Л

Ĕ

Х

 

-

Н

 

А

Х

 

Я

 

Л

Ă

П

У

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Урок теми:

Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ

Урок эпиграфĕ: Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс.       И.Яковлев

                                                                                                                                          (3слайд)

Паянхи урокăн теми «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ».  Таблицăра аяларахри йĕркесенче пытаннă предложени - «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс». (И.Я.Яковлев)

- Ачасем, урок темине тата çак предложенине  вырăсла мĕнле калатпăр?

 

2. Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне ăнланнине тĕрĕслени (проблемăна уçса памалли ыйтусене палăртни)

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? И.Яковлев каланă сăмахсем  урок эпиграфĕ валли вырăнлă пулĕç.   Вырăс халăхĕн те çакăн евĕрлĕ ваттисен сăмахĕ пур:

Знание ста языков – сто умов

 Бер галим йөз наданны җиңәр (тутар халăхĕн ваттисен сăмахĕ).    (3 слайд -анимаци)

 

        III. Пуплев хăнăхтарăвĕ. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене çирĕплетни.

       - Халě вара  сирĕнпе  иртнĕ уроксенче вĕреннĕ материала аса илме пĕр-пĕрне чĕлхе пĕлтерĕшĕсемпе  çыхăннă     ыйтусем парса хуравлăпăр  (учитель - ача - ача) (4 слайд)

     - Çĕр çинче миçе пине яхăн чĕлхе? (çĕр çинче ултă пине яхăн чĕлхе)

     - Тĕнчере чи анлă сарăлнă чĕлхе хăшĕ? (китай чĕлхи. Унпа пĕр миллиард та  виç çĕр пин çын калаçать).

     - Акăлчан чĕлхипе миçе çын калаçать? (пĕр миллиард та  çĕр пине яхăн çын калаçать) 

     - Раççей территорийĕнче миçе республика? (çирĕм икĕ республика)

    - Вырăсла калаçакансен шучĕ мĕн чухлĕ-ши? (вырăсла виç çĕр миллион çын калаçать)

    - Республикăсенче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе мĕнле чĕлхепе  усă курса хутшăнаççĕ? (вырăс чĕлхипе усă кураççĕ)

    - Тăван чĕлхе кунне хăçан уявлаççĕ? (нарăсăн çирĕм пĕрремĕшĕнче уявлаççĕ)

     - Чăваш Республикинче миçе патшалăх чĕлхи шутланать? (икĕ патшалăх чĕлхи шутланать)

     - Чăваш чĕлхипе миçе çын калаçать? (пĕр миллион та виç çĕр пин çын калаçать)

     - Эсир шкулта миçе чĕлхе вĕренетĕр? (виçĕ чĕлхе вĕренетпĕр)

     - Ачасем, сире чăваш чĕлхине  вĕренме килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет? (Килĕшет. Чăваш чĕлхи – илемлĕ чĕлхе. Ку чĕлхепе манăн атте-анне, кукамай-кукаçи калаçать.)

 

      IV.1.Урок тěллевěсемпе паллашни.  Ачасем, эпир сирĕнпе çак ыйтусемпе ахальтен кăна ĕçлемерĕмĕр. Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ Çĕр чăмăрĕ çинче? Ăсчахсем шутланă тăрăх, пирĕн планетăра  3 пин тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсем  6 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Пин-пин чĕлхе хушшинче пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи те.  Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янăравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ. Тăван çĕр-шыв анне пекех – пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăшĕ чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-сăвви хаклă. Çакна тĕпе хурса паянхи урока эпир хамăр тăван чĕлхене - чăваш чĕлхине халаллăпăр. «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» темăна татах та анлăлатăпăр, хаçат кăларăпăр, синквейн  йĕркелĕпĕр, сăвăсем итлĕпĕр.

 

     2.« Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» текстпа ěçлени. Словарь ĕçĕ. Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни (урок материалне тĕрĕс ăнланма) (5 слайд)

       Сарăлнă – распространился, аталантарма - развивать, паллă тăваççĕ – отмечают,  кулленхи калаçу чĕлхи- язык повседневного общения, кăларăм – передача, ют мар – не чужой,  упрар – будем беречь.

        1) учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

        2) мăшăрсенче;

        3) сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

Вулас умĕнхи тĕллев:    – Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама хатĕрленĕр.

Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ

1.Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи. Вĕсем - вырăс тата чăваш чĕлхисем.

Чăваш чĕлхи Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсенче сарăлнă. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхине кашни вĕренÿ заведенийĕнче вĕрентеççĕ.

2.Чăваш чĕлхи – Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн тăван чĕлхи. Çак чĕлхепе Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай  поэтсем калаçнă. Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова Олимп чемпионĕсен тăван чĕлхи те – чăваш чĕлхи.

Кашни çул ака уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Чăваш Республикинче  Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Вăл чăваш чĕлхине аталантарма  нумай тăрăшнă. Çирĕм çултах Чĕмпĕрте чăваш ачисем валли шкул уçнă. Чăваш алфавитне тунă, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларнă.

3.Чăваш  чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Ку чĕлхепе пĕр миллион та 300 çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар. Чăваш чĕлхи – хаçат-журнал, телевидени, наука, патшалăх ĕçĕн чĕлхи те. Çак чĕлхепе пирĕн республикăра 100 çул ытла «Хыпар» хаçат пичетленет. «Çамрăксен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ» тата ытти  хаçатсем, «Самант», «Тăван Атăл» журналсем те чăвашла тухса тăраççĕ. Пушкăртпа Тутар Республикисенче, Ульяновск облаçĕнче те  чăваш хаçачĕсем пичетленеççĕ. Телевиденипе чăвашла йĕркеленĕ кăларăмсемпе паллашма,  Чăваш наци радиовне  вара талăкĕпех итлеме пулать.

Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх пуянлăхĕ», - тенĕ Раççейри пĕрремĕш этнопедагог Геннадий Волков.

Çак пуянлăха упрар, татах та ÿсме пулăшар.

 

3.Кăтартуллă вулав;

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

ă) сăнчăр мелěпе вулани;

б) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

4 Кану саманчě.   (куç гимнастики). (6 слайд)

5. Ушкăнсенче ĕçлени    (7-мĕш слайд)

Текста мĕнле ăнланнине сирěнпе ушкăнсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

а) текст тăрăх ушкăнсенче ěçсем йěркелени:  

1) 1-мěш ушкăн:  консультант ытти ачасене ыйтусем парать:

1. Эпир мĕнле республикăра пурăнатпăр? 

2.Чăваш Республикинче миçе патшалăх чĕлхи? Вĕсем мĕнле чĕлхесем?

3. Чăваш чĕлхи хăш республикăсемпе облаçсенче сарăлнă?

2) 2-мěш ушкăн:  консультанта ачасем ыйтусем параççě:

 1. Андриян Николаев космонавтшăн мĕнле чĕлхе тăван чĕлхе шутланать?

 2. Çак чĕлхепе мĕнле паллă  поэтсем калаçнă?

3. Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова Олимп  чемпионĕсемшĕн чăваш чĕлхи  тăван чĕлхе-и?

4.И.Я.Яковлев чăваш чĕлхине аталантарма мĕнле ĕçсем тунă?

3) 3-мěш ушкăн: ачасем пěр-пěрне ыйтусем параççě:

1. Чăваш чĕлхипе миçе çын калаçать?

 2.Вăл калаçу чĕлхи кăна шутланать-и?

3.Мĕнле хаçат-журнал чăвашла тухса тăрать?

4. Телевиденипе тата радиопа чăвашла кăларăмсем курма е итлеме пулать-и?

- Маттурсем. Эсир тăван чĕлхе  çинчен нумай пĕлетĕр,  ăна  чăннипех хисеплетĕр, юрататăр. – Калăр-ха, тархасшăн чăвашлăха упрас тесе эсир мĕнле ĕçсем тăватăр?

         VI.1. Проект мелĕ «Хаçат кăларатпăр». (8 слайд)

 (Инструктаж. Кашни ачан хăйĕн парти çумне çыпăçтарса хунă стикер тĕсĕпе  килĕшсе тăракан ыйту çине çеç тата экран çинчи ыйтусемпе усă курса хуравламалли çинчен асăрхаттарса хăварни)

 

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин  министерстви

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш номерлĕ шкул

Тĕп сăмах

Ыйту

Стикер тĕсĕ

Хуравсен тĕслĕхĕ

1.

Эпир пурăнакан Республика  

Мĕн ятлă?

Шупка сарă

Чăваш Республики

2.

Патшалăх чĕлхисем

Миçе?

Çутă симĕс

Иккĕ: чăваш тата вырăс

3.

Чăваш халăхĕн тăван чĕлхи

Хăшĕ?

Кăвак

Чăваш чĕлхи

4.

Республикăсемпе облаçсенче сарăлнă

Мĕнле?

Кĕрен

Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар,Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсенче

5.

Паллă çынсен тăван чĕлхи

Камсен?

Çутă кăвак

Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн

6.

Çак чĕлхепе калаçнă сăвăçсем

Камсем?

Хĕрлĕ сарă

Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай,

7.

Олимп  чемпионĕсен тăван чĕлхи - чăваш чĕлхи  

Камсен?

Тĕттĕм симĕс

Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова

8.

Чăваш чĕлхи кунĕ

Хăçан?

Шупка кĕрен

Ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче

9.

И.Я.Яковлев чăваш чĕлхине  аталантарма тунă ырă ĕçсем

Мĕн тунă?

Сарă

Чăваш алфавитне тунă, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларнă.

10.

И.Я.Яковлев шкул уçнă

Миçе çулта?

Шупка симĕс

Çирĕм çултах Чĕмпĕрте чăваш ачисем валли шкул уçнă.

11.

Чăваш Республикинче чăвашла тухса тăракан хаçатсемпе журналсем

Мĕн ятлă?

Лимон тĕсĕ

«Хыпар»,  «Çамрăксен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ»

12.

Геннадий Волков этнопедагог сăмахĕ

Мĕн каланă?

Хĕрлĕ

Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх пуянлăхĕ

13.

Чăваш чĕлхин пуянлăхне  упраса хăварма

Мĕн тумалла?

Тĕттĕм кĕрен

Чăвашла калаçмалла, хисеплемелле, аталантармалла

 

VII.  Ушкăнпа ĕçлени.

Тăван чĕлхе çинчен пĕтĕмлетсе çыхăнуллă калав туни.

2. Тăван чĕлхе çинчен пĕтĕмлетсе синквейн  туни. (Мĕн-ши вăл тăван чĕлхе?)

   Тăван чĕлхе

илемлĕ, хаклă

ăшăтать, çунатлантарать, янăрать

Пирĕншĕн тăван чĕлхе чи хакли шутланать

анне чĕлхи

 

VIII. 1.Урока пĕтĕмлетни.

-Ачасем,  урок пуçламăшĕнче палăртнă эпиграфа тепĕр хут аса илер-ха. (Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс»).

Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлу туянма пулăшать. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Пурнӑҫ илемне те эпир хамӑр тӑван чӗлхерен курма-туйма пуҫлатпӑр. Вӑл пире хамӑр несӗлсен историйӗпе, йӑли-йӗркипе, пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӑван чӗлхе витӗр эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн пуян та илемлӗ культурӑна юратма вӗренетпӗр.

Нумай сăвăçпа çыравçă хайĕн тăван чĕлхине асра тытса  сăвăсем, калавсем  çырнă, çырать те. Итлесе пăхар-ха ачасем паянхи урок темипе хатĕрленĕ сăвăсене.

Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

Тăван чĕлхе – хĕвел  шевли.

Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

Куллен кунах пире валли.

Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ,

Тăван чĕлхе – атте  сасси.

Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ,

 Тăван чĕлхе вăл – пуласси.  

                    Николай Ытарай.

Тăван чĕлхем – анне чĕлхи! Маншăн  эсĕ хĕвел, сывлăш. Маншăн эсĕ – анне чысĕ, тăван халăх чысĕ, юратнă чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи!

                               Валем Ахун.

 

2. - Паян урокра мěн çěнни тата интересли пěлтĕр?

3. Рефлекси. (9 слайд)

 Ачасем хăйсен кăмăлне тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе палăртни (тĕссен пĕлтерĕшне ăнлантаракан таблицăпа усă курса конвертсенчен кирлĕ чечеке суйласа илеççĕ).

–Эсĕ паян мĕнле кăмăллă?

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\оранж5.pngхĕрлĕ сарă

савăнăçлă, хаваслă

(радостное, восторженное настроение)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\желтый5.pngсарă

кăмăллă, лăпкă

(приятное, спокойное настроение)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\зеленый5.pngсимĕс

активлă, хастар

(активное состояние)

Описание: C:\Users\Admin\Desktop\Открытый урок_Озера_3 класс\синий5.pngкăвак

кичем, ывăнчăк

(грустное настроение,

усталое состояние)

 

Ачасем чечексене ÿкерчĕк никĕсĕ çине çыпăçтарни, динамикăллă картина туни, урок вĕçĕнче хăйсен мĕнле кăмăл пулнине калани.

IX.1.  Киле ĕç пани. (Килте тумалли ĕç суйлавлă) (10слайд)

1) тăван чĕлхепе  çыхăннă 10 ваттисен сăмахĕ тупса çырмалла;

2) тăван чĕлхепе  çыхăннă ÿкерчĕк ÿкермелле;

3) чĕлхесем çинчен интереслĕ информаци тупмалла

2. Ачасен ĕçне хаклани. . (11слайд)

 

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.

 

 

 

 

«5»

 

 

«4

 

«3»

«2

 

Учитель лартнă паллă: _____

 

X. Урока вĕçлени. (12слайд)

Тăван чĕлхене упрасси – пирĕн тивĕç. Епле хитре вăл! Тăванран тăван!..  Калаçар унпа, упраса хăварар! Чи хитре чĕлхе ĕмĕр пурăнтăр!

        Çутă хĕвел пек ялкăшса тăрар!

        Чăваш чĕлхипе мухтанса тăрар!

        Упрар тăван чĕлхемĕре!

       Ăна усрар чыс-хисепре!

 

 

                    

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок по теме "Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Бренд-менеджер

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 506 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 26.10.2020 182
    • DOCX 90.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Галина Леонидовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Галина Леонидовна
    Николаева Галина Леонидовна
    • На сайте: 8 лет и 4 месяца
    • Подписчики: 1
    • Всего просмотров: 39537
    • Всего материалов: 32

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Русский язык: теория и методика преподавания в профессиональном образовании

Преподаватель русского языка

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 19 человек

Курс повышения квалификации

Родной (русский) язык: теория и методика преподавания в образовательной организации

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 40 человек

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к сдаче ЕГЭ по русскому языку в условиях реализации ФГОС СОО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 233 человека из 60 регионов
  • Этот курс уже прошли 1 770 человек

Мини-курс

Управление коммуникациями в кризисных ситуациях

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Психологические аспекты родительства и развития ребёнка

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Финансовые ключи экспертного успеха

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе