Инфоурок Другое СтатьиЯЗЫКОВЫЕ ИГРЫ КАК ЭФФЕКТИВНОЕ СРЕДСТВО ПО РАЗВИТИЮ РЕЧИ (1-4 классы)

ЯЗЫКОВЫЕ ИГРЫ КАК ЭФФЕКТИВНОЕ СРЕДСТВО ПО РАЗВИТИЮ РЕЧИ (1-4 классы)

Скачать материал

Абрамова Галина Васильевна,

Шупашкарти 59-мӗш шкул

 

Чĕлхе вăййисем  –  пуплеве аталантармалли тухăçлă вĕренӳ хатĕрĕ

 

Кӗçӗн классенчи чăваш чӗлхи урокӗсене вăйăсемпе усă курса йĕркелени ачасен пуплевне аталантарма, вĕсен вĕренес кăмăлне ӳстерме пулăшать. Чĕлхе вăййисем шутне фонетика, лексика, грамматика вăййисем кĕреççĕ. Вĕсене физкультура саманчĕсенче анлă усă курма пулать. Физкультура саманчӗсем ирттересси урок йӗркин чи пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗсенчен пӗри шутланать.

Физкультура саманчӗсем урокра  тӗрлӗ тӗллевсене пурнăçлама май параççӗ:

1) вӗренекенсене тӗрлӗ хусканусем тутарса парта хушшинче ларассине кӗскетме;

2) ывăннине сирме;

3) вӗренес кăмăла çӗклеме;

4) сăмахсене тӗрӗс калама, вӗсен йышне ăса хывса асра тытма;

5) вӗреннӗ  лексикăпа хутшăнура усă курма.

Физкультура саманчӗсене вăйă мелĕпе ирттерсе 1, 2, 3, 4 классенче эпир çакăн пек паллă ячӗсене тата глаголсене ачасен пуплевне кӗртетпӗр.

1-мӗш класс, паллă   ячӗсем: пӗчӗк, пысăк, лайăх, ырă, маттур, хитре, тутлă, пылак, усăллă, ӗçчен, ăшă, сивӗ, пуян, вăйлă, усал, вăрăм, чее, савăнăçлă, ăслă, капăр, тирпейлĕ.

Глаголсем: лар, тăр, алă çуп, выля, чуп, ташла, вӗç, вула, вӗрен, ӳкер, шутла, пурăн, тух, кала, çи, юрат, савăн, çыр, пуçтар, тăхăн, юрла, ĕçле.

2-мӗш класс, паллă   ячӗсем: хĕвеллĕ, çиллĕ, хăвăрт, çӳллӗ, кăпăшка, йăрă, таса, капăр, ӗçчен, кĕске, çаврака.

Глаголсем: ярăн, шăвар, пăх, итле, кан, саламла, савăн, тăхăн, пар, çăвăн, çывăр.

3-мӗш класс, паллă   ячӗсем: нумай, тимлĕ, çирĕп, çутă, хăтлă.

Глаголсем: кĕт, парнеле, васка, саламла, хăнала, кăлар, пĕçер, пăх, хĕртĕн, туян, çĕле, çак, ларт,  вырт.

4-мӗш класс, паллă   ячӗсем: çемçе, хаклă, йĕплĕ, çăмламас, шанчăклă, çамрăк, шултра, яка.

Глаголсем: пуçтар, тасат, кăтарт, пĕл, ăшала, шурат, пулăш, кăлар, шăлăн, шăл, тыт, хур.

Физкультура саманчӗсем валли сăмахсен йышне суйласа илнӗ чух çакна асра тытма тăрăшатпăр:

1) списокра куллен усă курмалли сăмахсем пулмалла;

2) вӗсене  вӗренӳ кӗнекинче тупса палăртмалла;

3) суйласа илнӗ лексикăна маларах вӗренсе пымалла, çакă çитес урок материалӗпе тухăçлă ӗçлеме, йывăрлăхсене сирме, ачасен вĕренес кăмăлне ӳстерме  май парать.

Вӗрентекен кашни класс валли карточкăсем туса хатӗрлет, унта физкультура самантне ирттермелли сăмахсене çырать. Çакăн пек йĕрке кашни класра мӗнле сăмахсемпе усă курмаллине кăтартса тăрать, вӗрентекене пулăшу парать, ӗçне çăмăллатать. Мӗншӗн тесен хăш класс валли мӗнле сăмахсене суйласа илнине яланах пуçра тытса тăма çук.

Физкультура саманчӗсене сăмах шайӗнче çеç мар, предложени шайӗнче те ирттеретпӗр. Кун пек чух предметлă ӳкерчӗксемпе усă куратпăр, ыйту-хурав хăнăхăвӗсене çирӗплететпӗр, хальхи вăхăтри глагол ыйтăвӗсене хуравлама вӗренсе пыратпăр. Малтанах кӗске хуравсем паратпăр, вăхăт иртнӗçемӗн ыйтусене туллин хуравлатпăр.

Акă вӗрентекен аллинче пулă ӳкерчӗкӗ. Вăл ачасене ыйту парать: Пулă мӗн тăвать? Ачасем алллисене икӗ еннелле сарса пулă ишнӗ пек туса кăтартаççӗ те ыйтăва хуравлаççӗ: Пулă ишет.

1-мӗш класс материалӗпе паллашатпăр.

Хӗр ача мӗн тăвать? Çырать.

(Хӗр ача çырать.)

Арçын ача мӗн тăвать? Вулать.

(Арçын ача вулать.)

Кушак мӗн тăвать? Сикет.

(Кушак сикет.)

Упа мӗн тăвать? Ташлать.

(Упа ташлать.)

Йытă мӗн тăвать? Чупать.

(Йытă чупать) тата ыт.те.

Çавăн пекех физкультура саманчӗсемпе усă курса пахча çимӗçсем, вăрман пурлăхӗ çинчен ыйтусемпе хуравсем йӗркелетпӗр, ăçта ыйтăва хуравлама вӗренетпӗр.

1-мӗш класс материалӗ.

Кишӗр ăçта ӳсет? Пахчара.

(Кишӗр пахчара ӳсет.)

Çарăк ăçта ӳсет? Пахчара.

(Çарăк пахчара ӳсет.)

Сухан ăçта ӳсет? Пахчара.

(Сухан пахчара ӳсет.)

Хăяр ăçта ӳсет?  Пахчара.

(Хăяр пахчара ӳсет.)

Ыхра ăçта ӳсет?  Пахчара.

(Ыхра пахчара ӳсет.)

Купăста ăçта ӳсет?  Пахчара.

(Купăста пахчара ӳсет.)

Çырла ăçта ӳсет? Вăрманта.

(Çырла вăрманта ӳсет.)

Кăмпа ăçта ӳсет? Вăрманта.

(Кăмпа вăрманта ӳсет.)

Чечек ăçта ӳсет? Вăрманта.

(Чечек вăрманта ӳсет.)

Çак майпа çанталăк çинчен калакан предложенисене те пуплеве çăмăллăнах кӗртетпӗр. Алăсемпе çумăр çунă пек кăтартатпăр та Çумăр çăвать тетпӗр. Малтан сулахаялла, унтан сылтăмалла тайăлатпăр та Çил вӗрет тетпӗр. Алăсене çӳле тытса хӗвел пайăркисене ӳкерни Хӗвел пăхать тенине пĕлтерет, пӳрнесемпе сывлăшра юр пӗрчисем ӳкерни Юр çăвать тенине.

Физкультура саманчӗсенче ыйтуллă сăмахсемпе те ĕçлеме май пур. Сăмахран, паллă ячӗсен ыйтăвне ăса хывас тӗллевпе вӗрентекен çакăн пек ӗç туса ирттерет. Вăл вӗреннӗ япала тата паллă ячӗсене калать. Мӗнле? ыйтури сăмахсене илтсен ачасем алă çупаççӗ, мӗн? ыйтури сăмахсемшӗн алăсене çӳлелле çӗклеççӗ.

1-мӗш класс материалӗ: вĕреннĕ лексика.

Вăййа йӗркелемелли сăмахсем: упа, хăяр, пӗчӗк, кишӗр, ялав, кушак, пысăк, лайăх, ырă, маттур, хитре, мулкач, тутлă, мечӗк, чечек, пылак, усăллă, ӗçчен, витре, хаваслă, ӗне,  ăшă, сивӗ, лаша, йытă, пуян, вăйлă, усал, чее тата ыт.те.

Хăшпӗр япала ячӗсене те физкультура саманчӗсем урлă пуплеве кӗртме пулать, тӗслӗхрен, ӳт-пӳ пайӗсене пӗлтерекен сăмахсене. 1-мӗш класра çак темăпа çыхăннă темиçе сăмахпа (куç, пуç, сăмса, хăлха, алă, ура, чӗлхе) паллашатпăр, вĕсене физкультура саманчĕсем урлă урокран урока çирĕплетсе пыратпăр. 2-4-мӗш классенче те çак сăмахсене час-часах аса илсе тăратпăр, çӗннисене те пуплеве кӗртетпӗр (çӳç, хырăм, çурăм, мăй, пӳрне, тута, çăвар, шăл).

Мӗн каланине çирӗплетсе çапла калама пултаратпăр: физкультура саманчӗсем урлă вăйăсем йĕркелени шкул ачисен пуплевне аталантарма май парать.

 

Библиографи

 

Абрамова Г.В. Здоровьесберегающие технологии на уроках чувашского языка в русскоязычной школе/ Г.В. Абрамова, Е.А. Андреева. – Чебоксары: Чуваш. гос. пед. университет. – Чебоксары, 2007.

Абрамова Г.В. Физкультминутки на уроках чувашского языка: Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие/ Г.В. Абрамова. – Чебоксары: «Новое время», 2009.

Абрамова Г.В. Здоровьесберегающие технологии на уроках чувашского языка: Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие/ Г.В. Абрамова, Е.А. Андреева. – Чебоксары: «Новое время», 2009.

Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебное пособие по чувашскому языку для общеобразовательных организаций   с обучением на русском языке. 1 класс/Г.В. Абрамова. – 3-е издание. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020.

Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебное пособие по чувашскому языку для общеобразовательных организаций   с обучением на русском языке. 2 класс/Г.В. Абрамова. – 3-е издание. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020.

Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебное пособие по чувашскому языку для общеобразовательных организаций   с обучением на русском языке. 3 класс/Г.В. Абрамова. – 3-е издание. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020.

Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебное пособие по чувашскому языку для общеобразовательных организаций   с обучением на русском языке. 4 класс/Г.В. Абрамова. – 3-е издание. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020.

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "ЯЗЫКОВЫЕ ИГРЫ КАК ЭФФЕКТИВНОЕ СРЕДСТВО ПО РАЗВИТИЮ РЕЧИ (1-4 классы)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Старший рекрутер

Получите профессию

Экскурсовод (гид)

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 667 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 09.06.2023 93
    • DOCX 29.3 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Абрамова Галина Васильевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Абрамова Галина Васильевна
    Абрамова Галина Васильевна
    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 11720
    • Всего материалов: 21

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 25 человек из 18 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 283 человека из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 850 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 490 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 329 человек

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Мини-курс

Методика образовательных игр с детьми раннего возраста

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 28 человек из 18 регионов
  • Этот курс уже прошли 36 человек

Мини-курс

Литература и культура

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 11 человек

Мини-курс

Налог на прибыль и учет доходов/расходов

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе