Инфоурок Родной язык КонспектыКлассный час на тему "Чувашский Улып И. Я. Яковлев"!"

Классный час на тему "Чувашский Улып И. Я. Яковлев"!"

Скачать материал

Класс сехечĕн сценарийĕ»

 

ТЕМА

Чăвашăн Улăп паттăрĕ -  Иван Яковлевич Яковлев.

 

Мероприятие _8-10_ çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ:      И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан,. Çапла майпа эпир те класра ҫакӑн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев ҫинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чӑваш юрри-ташшисемпе ытларах паллашатпӑр.

 

 

 

Сценарин авторĕ: 

Петрова Татьяна Гербертовна,

Красноармейски районĕн Упи вăтам шкулĕн

пуçламăш классене вĕрентекенĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Класс сехечĕ Чăвашăн Улăп паттăрĕ -  Иван Яковлевич Яковлев.

 

 

Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.

Вĕренӱ тĕллевĕ: И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тивĕçлĕ таланчĕпе тĕплĕн паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем:  ачасен пĕлĕвне, пултарулăхне аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем:  Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, кĕнекесен выставки.

Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: Иван Яковлевич Яковлевӑн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа  паракан кӗнекесен выставкине, И. Я. Яковлев произведениĕсем тарăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен выставкине йĕркелени.

Ачасемпе уйрӑм ӗҫлени: сӑвӑсене янӑравлӑ калама, юрăсене юрлама. ташӑ хусканӑвӗсене тума вӗрентни, И. Я. Яковлев çырнă хăшпĕр калавсене пăхмасăр илемлĕ вулама, хусканусемпе кăтартма хăнăхтарасси.      

Класс сехетне  хутшӑнакансем: 4-мĕш класс ачисем

 

Класс сехечĕн йĕрки:

Класс ертÿçи: Ачасем, хăнасем! Эпир паян пысăк  уяв  ирттерме  пуçтарăнтăмăр. Мĕн пур тĕнче уςлăхĕнче чăвашăн та пур Улăп паттăр, вăл -  Иван Яковлевич Яковлев.

1- мĕш ача:  Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр.

2 - мĕш ача: Чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ;

3 - мĕш ача: Библие чăвашла куçараканĕ ;

4 - мĕш ача: Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă;

5 - мĕш ача: Чвашсен «Букварьне» çырса хатĕрленĕ;

6 - мĕш ача: Ачасем валли калавсем çырнă;,

7 - мĕш ача: Чĕмпĕрти чваш шкулне уçн;

8 - мĕш ача: Чаваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ.

9 - мĕш ача: Çав тери нумай енлĕ аталаннă ςын пулнă:

1 - мĕш ача: педагог та психолог,

2 - мĕш ача: писатель те критик,

3 - мĕш ача:  редактор та издатель,

4- мĕш ача: куςаруςă та кĕнеке саракан,

5 - мĕш ача:  фольклор тĕпчевςи те этнограф,

6 - мĕш ача: историк та ÿнер пĕлÿςи,

7 - мĕш ача: общество ĕςченĕ те философ!

Пурте: Чăн – чăн энциклопедист!

 

Класс ертÿçи:Тĕплĕнрех  Иван Яковлевич Яковлев çинчен __________ паллаштарать.

(И. Я. Яковлев çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарни)

 

1 - мĕш ача: Халăхшăн вăл тунă сас палли,

               Ачасем валли букварь кăларнă.

               Пирěншĕн, пулас ăру валли,

               Ялсенче шкулсем уçса хăварнă.

2 - мĕш ача: Илер-ха ак чăваш алфавитнех.

                Ặна та асатте хайларĕ мар-и?!

                Кĕнекене хěвел шевли витнех –

                Çук, çухалмарě Яковлев букварĕ!

3- мĕш ача: Паллашар-ха çак аслă кĕнекепе. «А» - автан.

 (Ачасем «Автан», «Чакак», «Чăлха çыхни», «Хураçка» калавсене палăртуллă пăхмасăр каласа кăтартни.).

 

Класс ертÿçи: Иван Яковлевич Яковлев ачасем валли калăпăшĕпе пысаках мар калавсемпе юмахсем çырнă. Вĕсем пурте мĕне те пулин вĕрентеççĕ. Пĕрисем - чăнлăха, теприсем - ĕçе юратма, çынна хисеплеме т.ыт.те.

( Ачасем «Йăлăнтарни», «Лаша шырани» калавсене выляса кăтартса пани.)

 

Класс ертÿçи: Иван Яковлевичăн  пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ  пире  пурăнма,  ырă  тума,   пур халăха та хисеплеме вĕрентеççĕ. Вăл чăваш халăхĕшĕн тунă тепĕр пысăк ĕç –«Чăваш халăхне панă ХАЛАЛ.»      И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парать.

Эй,тусăмсем: хамăн тăван çыннăмсем: чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ: халĕ те акă манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах татах сире каласа хӑварас тетӗп.

1- мĕш ача: Вырӑс халӑхӗ пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ. Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулĕ.
            
2- мĕш ача: Тӑван халӑхӑмӑртан ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле.

3  - мĕш ача: Ан манӑр, ҫакна астуса тӑрӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине хирӗҫ тӑмасан халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр.
            
4 - мĕш ача: Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр. Ҫемье вӑл — халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ.

5 - мĕш ача:  Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякра тӑрӑр.
           
6 - мĕш ача: Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан хыҫалти унран юлмасть.

7 - мĕш ача:  Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать. Ҫакна хытӑ шанса тӑрӑр.
           
8 - мĕш ача: Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ. Юратса тусан чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять.

9 - мĕш ача: Кукӑр ҫулпа ҫӳресрен, ултавпа тӑвас ӗҫрен хӑраса тӑрӑр: тӳрӗлӗхсӗр курнӑ усӑ, ултавпа тупнӑ телей тӗреклӗ мар, вăл вӑраха пымасть.

Класс ертÿçи: Малалла, ачасем, икĕ ушкăна уйрăлăпăр. Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетĕпĕр ( Тĕрĕс хуравлакансем пĕрер çаврашка илеççĕ)

1-мĕш ĕç - «И.Я. Яковлев çинчен пĕлетĕр-и?» викторина

1. И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă? ? ( 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Тутар Республикинчи Кăнна-Кушки ялĕ ).

2. Тăлăх Иван кам çемйинче ÿснĕ? (Пахом хресчен çемйи усрава илнĕ))

3. И.Я. Яковлев мĕнле хулари гимназире вĕреннĕ? (867-1870 çулсенче Чĕмпĕрти гимназире вĕреннĕ, ăна ылтăн медальпе пĕтернĕ).

4. Яковлев алфавитĕнче миçе сас палли пулнă? (25).

5. Яковлев миçе çул пурăннă, хăçан çĕре кĕнĕ? (82 çул, 1930-мĕш çул).

6. Чăваш Республикинче Иван Яковлевича мĕнле чысласа астăваççĕ? (Шупашкарта палăк, Яковлев проспекчĕ пур, Педагогика университечĕ, шкулсем  И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ, музейсем пур).

 

              2-мĕш ĕç –«Хăш калавран?» конкурс. (Кашни тĕрĕс хуравшăн –– 1 çаврашка).

Çак йĕркесене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕнчен илнĕ?

1- мĕш ушкăн

1. – Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вал кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.

(«Йăлăнтарни» калавран)

2. - Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çыхма тытăнтăм.( «Чăлха çыхни» калавран)

3. Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вăрă камне пĕлчĕç тет вара.

(«Çухалнă укçа тупăнни» калавран)…

2- мĕш ушкăн

1. -Ан йĕр, ачам, ан йĕр, кашкăра памăп сана; килтĕр халĕ кашкăр кунта, чукмарпа çапса вĕлерĕп ăна!(Кашкăрпа Карчăк» калавран)…

2. - Мĕн тумаллине пĕлместĕн пулсан, пырса ан çыпçăн!(«Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавран)

3.- Чăвашсем сĕрсе кăлармассерен: -Çук та çук! – тесе калаççĕ тет. («Пулă сĕрни»калавран)

 

             3-мĕш ĕç –«Ваттисен сăмахĕсем?» конкурс

Çак ваттисен самахĕсене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ? . (Кашни тĕрĕс хуравшăн –– 1 çаврашка).

1- мĕш ушкăн

1. Шывăн турачĕ çук. («Çуркунне» калавран)

2. Нумая хапсăнсассăн нимĕнсĕрех тăрса юлăн. («Йытăпа унăн мĕлки» калавран)

3. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. («Тилĕпе тăрна» калавран)

2- мĕш ушкăн

1. Ĕçлесе çисен сăкăр та тутлă. тăрансан пыл та йÿçĕ («Кулачă» калавран)

2. Пырна пула пуçна çийĕн («Шăши» калавран)

3. Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн.( «Суеçĕ» калавран)

 

             4-мĕш ĕç –«Япалана пĕл» конкурс.

(Ачасене япаласен ÿкерчĕкĕсене кăтартмалла. Вĕсен ку япала хăш калавран тата хăш геройăн пулнине пĕлмелле. Тĕрĕс пĕлсен – 2 çаврашка)

1- мĕш ушкăн :1. Автан хÿри («Автан»)                     

                           2. Пан улми («Кахалпа юлхав»)         

                           3. Çăмарта («Чакак»)

2- мĕш ушкăн  1. Çунашка («Хураçка»)                     

                           2. Лаша («Лаша шырани»)

                           3. Кашкăр («Суеçĕ».  «Карчăкпа Кашкăр»)

 

(Конкурса пĕтĕмлетни. Çаврашкасене шутласа хăш ушкăн çĕнтернине палăртасси. Тав хучĕсем парасси.)

   Класс ертÿçи: И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан  халăх нихăçан та пĕтмĕ.

 (Юрă «Чăваш ачи чăваш пулса ӱсет…»)

 

Класс ертÿçи:   И. Я. Яковлев ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун-чĕринче упранаççĕ.

(Ачасем хăйсем çырнă сăвăсене вулаççĕ.)

Иван Яковлевич Яковлев

Тутарстанра çуралнă,

Чĕмпĕр шкулне уçнă.

Чăваша çутта кăларнă.              Якимов Клим, 4 класс

 

Иван Яковлев çуралнă

Кăнна Кушки ялĕнче.

Мĕн ачаранах юратнă

Ĕçлеме  те вĕренме.

 

Халăха çутта кăларнă.

Уçнă вăл  Чĕмпĕр шкулне.

Алфавит туса хăварнă

Вĕренме чăвашсене.      Димитриев Дмитрий , 4 класс

 

Пирĕн чăваш халăхĕ

Пулнă ĕлĕк тĕттĕмрех.

Иван Яковлев вара

Парнеленĕ букварьне.

 

Çавăнпа та халь эпир

Вулатпăр та çыратпăр.

Сăвăсем хайлатпăр,

Яковлевпа мухтанатпăр.      Кириллова Марина, 4 класс

 

Чăвашсемшĕн шанчăк пултăн

Яковлев Иван .

Ĕмĕр –ĕмĕр асра пулăн,

Чыс сана,  мухтав!                     Александрова Люда, 4 класс

 

Пурте:Яковлев вăл – эсĕ, эпĕ:

Пархатар та халăхăн хисепĕ.

Унăн ячĕпе тĕнче умне

Кăларать чăваш  ăс-хакăлне.

(Юрă «Тăван енре туссем юрлаḉḉĕ…» Ачасем юрласа уявран тухаççĕ.)

 

Тупмалли

  1. Ача-пăча сăмахлăхĕ Хрестомати, пуçламăш шкулсем валли, Г.Ф.Трофимовпа Р.Н.Петров пухса хатĕрленĕ, Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1993ç. И.Я.Яковлев хатĕрленĕ «Чăваш кĕнекинчен» 77-91-мĕш страницăсем.
  2. Яковлев, И. Я. Ача-пăча калавĕсем = Детские рассказы / И. Я. Яковлев. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2001. – 48 с. : ил. - На чуваш. и рус. языках.
  3. Яковлев, И. Я. Детские рассказы / И. Я. Яковлев. – Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1968. - 80 с. : ил.
  4. Электронный источник - Источник Чувашская республиканская детско-юношеская библиотека

 

Интернет ресурсĕсем:

1.       kopilkaurokov.ru

2.       nkot-kanash.edu21.cap.ru

3.    21420s23.edusite.rup134aa1/p5aa1.html

4.       infourok.ru

5.      znanio.ru

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Классный час на тему "Чувашский Улып И. Я. Яковлев"!""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Специалист по экологии

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 120 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 01.02.2021 792
    • DOCX 109 кбайт
    • 19 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Петрова Татьяна Гербертовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Петрова Татьяна Гербертовна
    Петрова Татьяна Гербертовна
    • На сайте: 8 лет и 1 месяц
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 3972
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (предмет "Русский язык")

Учитель русского языка

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Психолого-педагогические аспекты развития мотивации учебной деятельности на уроках по русскому языку у младших школьников в рамках реализации ФГОС НОО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 42 человека из 24 регионов
  • Этот курс уже прошли 484 человека

Курс повышения квалификации

Речевое развитие школьников на уроках родного (русского) языка в условиях реализации обновленного ФГОС НОО

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 38 человек из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 215 человек

Мини-курс

Особенности психологической коррекции детей с различными нарушениями психического развития

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 387 человек из 70 регионов
  • Этот курс уже прошли 287 человек

Мини-курс

Психологические концепции и практики

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 24 человека из 16 регионов

Мини-курс

Маркетинг и продажи: стратегии и инструменты для успешного бизнеса

7 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе