Инфоурок Иностранные языки КонспектыКонспект урока по чувашскому языку на тему "Осень и зима" (6 класс)

Конспект урока по чувашскому языку на тему "Осень и зима" (6 класс)

Скачать материал

УÇĂ урокăн тулли конспекчĔ

(6 класс)

Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле

Урок тĕллевĕсем:  – ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе  киленме, ăна упрама вĕрентесси. 

 – глаголăн  -сан(-сен) аффикссемлĕ  формисемпе пуплевре усă курма  хăнăхтарасси.

                             – вĕренекенсене «кĕркуннепе хĕлле» темăпа калаçу хăнăхăвĕсене алла илме пулăшасси;

Урокра  усă курнă технологисем  – пултарулăхпа тĕпчев технологийĕ.

Словарь ĕçĕ: тÿпе, çулçă, пăр, пĕлĕт, йĕлтĕр, тăвайкки, çунашка, юр пĕрчи, пахча, çĕр улми, йăтаççĕ, кăлараççĕ, шăнаççĕ, ярăнаççĕ, юр пĕрчи.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, интерактивлă доска, «Çулталăк вăхăчĕсем» слайдсем, П.Чайковскийĕн  «Çулталăк вăхăчĕсем» диск, ватман, стикер, тестомаркер.

 Урок юхăмĕ

1.     Класа йĕркелени, сывлăх сунни, дежурнăй отчёчĕ.

2.     Урок йĕркипе паллаштарни

–  Паянхи урокра тĕрлĕ ĕç тăватпăр: ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, ÿкерчĕксем тăрăх калавсем  тăвăпăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăпăр.

I.  Вĕреннине аса илни

а) Фонозарядка.                   Кĕрхи, кĕрхи, кĕрхи кунсем

         Килсе çитрĕç васкаса.

            Туслă, туслă ачасем

         Вĕренеççĕ пĕр класра.

*******

         Шурă-шурă, шурă юр.

                                        Таврана вăл шуратать.

         Шурă-шурă, шурă юр.

                   Ачана савăнтарать.

ă) Тупмалли юмахсен тупсăмне каласси (слайдсем тăрăх);

Шурă юр ирĕлет,

Çеçен хир чĕрĕлет,

Ешĕл курăк ÿсет…

Вăл хăçан пулать-ши ? (Çуркунне)

 

Хĕвел хытă хĕртет,

Ăшă çил вĕркелет,

Сар ыраш çитĕнет…

Вăл хăçан пулать-ши? (Çулла)

 

Хирсенче юр анчах,

Çырмара пăр анчах,

Сивĕтет аванах…

Вăл хăçан пулать-ши ? (Хĕлле)

 

Хир илемĕ каять,

Сĕм вăрман çаралать,

Пĕрмай çумăр çăвать…

Вăл хăçан пулать-ши ? (Кĕркунне)

 

б)  Килти ĕçе тĕрĕслесси (71 стр., 4-мĕш хăнăхтару);

Тĕрĕс хуравсем:

1-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Пĕчĕккисем çунашкапа ярăнаççĕ.

                                     2) Йывăçсем çара.

2-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Ачасем урамра юр кĕлетке тăваççĕ.

                                     2) Çулçăсем саралчĕç, хĕрелчĕç.

3-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Çулçăсем йывăç çинчен ÿкеççĕ.

 4-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Хĕр ачасем коньки илчĕç та каток çине ярăнма кайрĕç.

 

II. Çĕнĕ материалпа  ĕçлени.

1.     Ребус тупсăмне тупмалла (72 стр).

Вĕрентекен:

– Ӳкерчĕк çине пăхар-ха, мĕнле сăмахсем пытаннă-ши кунта?  Кам мĕнле шутлать?

–  Настя, сан шутпа, мĕн çырнă?

– Кирилл, сан шутпа, мĕн çырнă?

 Хуравĕ: кĕркуннепе хĕлле (çĕнĕ тема ячĕ).

Вĕрентекен:

 Паянхи урок теми: «Кĕркуннепе хĕлле».  «Çулталăкăн пур  вăхăчĕ те илемлĕ» пая малалла тăсăпăр. Тетрадьсене уçăр, паянхи числона, темăна çырса хурăр.

Чÿк уйăхĕн çирĕм пĕрмĕшĕ

Класри ĕç

Кĕркуннепе хĕлле

2.     Лексика материалне аталантарни.  Çĕнĕ сăмахсем, 4-мĕш хăнăхтару.

  Вĕрентекен:

–  Урокра  усă курмалли сăмахсем:

 Тÿпе – небо, çулçă – лист, пăр – лёд, пĕлĕт – туча, йĕлтĕр – лыжи, тăвайкки –горка, çунашка – санки, юр пĕрчи – снежинка, пахча – огород, çĕр улми  – картошка, йăтаççĕ  – таскают, кăлараççĕ  – выкапывают, шăнаççĕ  – мёрзнут, ярăнаççĕ  – катаются.

Вĕрентекен:

–  Кашни сăмахне пурте пĕрле вулăпăр,  кашни сăмахĕпех предложени тăвăпăр.

4-мĕш хăнăхтару

Юр – шыв, хĕлле  –  юр пĕрчи, сад – улмуççи, йывăç  – çулçă, йĕлтĕр – ача, вăрман – çеçпĕл, тÿпе – пĕлĕт, юхан шыв – пулă, тавайкки  – çунашка.

 

3.     Ыйту-хурав  хăнăхăвĕсене  аталантарни .  7-мĕш  хăнăхтарупа ĕçлени.

Вĕрентекен:

– Ачасем, ку хăнăхтарăва  эсир пĕр-пĕрне ыйту парса пурнăçлатăр (5 минут).

Тĕрĕс  е тĕрĕс мар хуравланине доска умне тухса пĕр мăшăр  туса кăтартать.

 

7-мĕш хăнăхтару

– Çулçăсем хăçан тăкăнаççĕ?

– Çулçăсем кĕркунне тăкăнаççĕ.

– Çуллапа хĕлле хушшинче мĕнле çулталăк вăхăчĕ пулать?

– Çуллапа хĕлле хушшинче кĕркунне  пулать.

– Кайăксем хăçан кăнтăра вĕçсе каяççĕ?

– Кайăксем кĕркунне кăнтăра вĕçсе каяççĕ.

– Çынсем хăçан çĕр улми кăлараççĕ?

– Çынсем кĕркунне çĕр улми кăлараççĕ.

– Ачасем хăçан вĕренме пуçлаççĕ?

– Ачасем  кĕркунне вĕренме пуçлаççĕ.

 – Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ-и?

– Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлармаççĕ.

–  Сентябрьте шкул ачисем канаççĕ-и, вĕренеççĕ-и?

–  Сентябрьте шкул ачисем вĕренеççĕ.

– Кĕрхи каникул хăçан пуçланать?

– Кĕрхи каникул  ноябрьте пуçланать.

– Кĕрхи каникулта ачасем мĕн тăваççĕ?

– Кĕрхи каникулта ачасем канаççĕ.

4.     Грамматика материалĕ:  -сан(-сен) аффикссемлĕ глаголсем.

5.     Кану саманчĕ. Учитель хыççăн  каласа хусканусем тăваççĕ

Ушкăн- ушкăн ачасем

Шкулалла утаççĕ.

Ушкăн-ушкăн кайăксем

Кăнтăра вĕçеççĕ.

Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем

Çĕрелле ÿкеççĕ.

6.     Монолог хăнăхăвĕсене аталантарни. Ачасем килтен ÿкерсе килнĕ ÿкерчĕксем çинчен каласа параççĕ (3 ача).

III. Çирĕплетни. Хаçат кăлараççĕ. Пĕр ушкăнĕ  –  кĕркунне, тепĕр ушкăнĕ  хĕлле  çинчен. Консультантсем те,  корректорсем те пулаççĕ. Çав вăхăтра  Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» кĕвĕ янăрать.

IV. Пĕтĕмлетни.  «Кĕркуннепе хĕлле паллисем» кластер тăвасси.

V. Киле ĕç пани.  Ĕç  тетрадĕнчи 33- мĕш урокри  2- мĕш хăнăхтару.

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока по чувашскому языку на тему "Осень и зима" (6 класс)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Маркетолог

Получите профессию

Интернет-маркетолог

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 664 367 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 11.08.2016 607
    • DOCX 26.5 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Надежда Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Николаева Надежда Михайловна
    Николаева Надежда Михайловна
    • На сайте: 7 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 3081
    • Всего материалов: 8

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Основы билингвального обучения иностранным языкам

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 59 человек

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к проведению ВПР в рамках мониторинга качества образования обучающихся по учебному предмету "Английский язык" в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО

36 ч.

1700 руб. 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 134 человека из 44 регионов
  • Этот курс уже прошли 913 человек

Курс профессиональной переподготовки

Итальянский язык: теория и методика преподавания в профессиональном образовании

Преподаватель итальянского языка

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Стартап: от идеи к успеху

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 29 человек из 18 регионов

Мини-курс

Электронный архив: нормативно-правовые требования и основы оцифровки

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

ИТ-инструменты в управлении документооборотом

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе