Инфоурок Литература КонспектыКонспект урока по сказке К.В. Иванова "Тимер тыла"

Конспект урока по сказке К.В. Иванова "Тимер тыла"

Скачать материал

Урок теми: К.В. Ивановăн «Тимĕр тылă» юмахне вуласа ăнланни. Халăх юмахĕпе литература юмахĕн пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене тишкерни.

Урок тĕсĕ: Хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.

Харкамлăх результачĕсем: вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш литератури ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарасси; тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни,  ушкăнпа ĕçленĕ май ачасене пĕр-пĕрне тимлеме, уяма, хисеплеме тата юлташа пулăшма вĕрентсе пырасси; ĕçре хастар, тăрăшуллă пулмаллине ăша хывасси.

Предмет результачĕсем: учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни; каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни; монолог туса каласа пама хăнăхтарни; çыхăнуллă пуплеве аталантарасси; юмах  темипе тĕп шухăшне ĕçсен йĕркинче палăртма хăнăхтарасси, çырса кăтартнă ĕçсене хак пама, пĕтемлетÿ тума вĕрентесси; ачасене; вуланă хайлав шухăшне витĕмлĕ, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума, çирĕплетме пулăшасси

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

Йĕркелÿ:  ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни; ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни; тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.

Хутшăну: хутшăнура пĕр-пĕрне итлеме хăнăхтарни; ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни; харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.

Информаци: пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе ĕçлеме хăнăхтарни, кĕнекери материалпа ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхтарни, урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентни, япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлеу тума вĕрентни.

Усă курнă технологисем: критикăллă шухăшлав, информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; калаçу; ыйту-хурав, шырав-тĕпчев, проблемăллă ыйтăва хуравлани,  ушкăнпа ĕçлесси, презентаципе усă курни, кластер, синквейн, словарь ĕçĕ, блум чечекĕ.

Литература теорийĕ: литература юмахĕ, халăх юмахĕ

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ презентаци,  валеçÿ карточкисем,  А4 хутсем, фломастерсем, чăвашла-вырăсла словарь.

Словарь ĕçĕ: аçтаха, пăт, хăлаç, юсман, тимĕр тылă.

Урок эпиграфĕ: Ырри усала çĕнтерет.

Урок юхăмĕ:

Вĕрентекен: Сывлăх сунатăп, ачасем!  Пĕр –пĕрин çине ăшă кăмăлпа пăхса йăл! кулăпăр та ĕçе пуçăнăпăр. Пурте тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан урока пуçлар. Пурте ман хыççăн çак сăвва калатпăр.

Эпир маттур ачасем,

Эпир хастар ачасем

Ĕçлер пĕрле тăрăшса,

Пĕрне-пĕри пулăшса

Кирлĕ чухне тупăшса

 

I.      Ачасене кăсăклантарса яни.

Вĕрентекен: Ачасем, паянхи урок темине пĕлес тесен сирĕн эпĕ панă ыйтусем çине хуравламалла.

1.     Ăна пире пĕчĕк чух аннесем, асаннесем, кукамайсем çывăрас умĕн вуласа параççĕ.

2.     Ăна эпир ачаранах вулама юрататпăр.

3.     Унта яланах ырри усала çĕнтерет.

4.     Мĕн çинчен пырать-ши сăмах?

Вĕрентекен: Çапла, паянхи урок теми юмах çинчен. Ăçта вĕренсе çитнĕ эпир?

- К. В. Иванов çырнă «Тимĕр тылă» литература юмахĕ.

Вĕрентекен: Тата юмахсем мĕнлисем пулаççĕ-ши.

- Халăх юмахĕ.

Вĕрентекен:  Урокăн тĕллевĕ мĕнле –ши? Мĕн çĕнни пĕлмелле паян пирĕн? (Ачасем хуравлаççĕ).

1 слайд

К.В. Иванов портречĕ.

2 слайд

К.Ивановăн ашшĕпе амăшĕн портречĕсем. Ку ÿкерчĕксене поэт хăй ÿкернине каласа хăварни.

Пĕр ачи К.Иванов амăшĕн аса илĕвне каласа парать.

Вĕрентекен: К.Иванов епле ача пулнă? (Ачасем хуравлаççĕ).

3 слайд

Иванов ăсталанă япаласем

4 слайд

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. Чĕмпĕрте тухнă «Чăваш халапĕсем» кĕнеке.

Халĕ «Тимĕр тылă» юмахпа  паллашар-ха. 

5 слайд

Словарь ĕçĕ:

Тимĕр тылă- йĕтĕн е кантăр тылламалли хатĕр, пир çемçетмелли машина

Йĕтĕн-ÿсен-тăран, лен

Кантăр- ÿсен-тăран,конопля

Хăлаç- виçе тăршшĕ, сарса тытнă пÿрнесен вĕçĕсем хушши, маховая сажень

Пăт- йывăрăш виçи, пуд (16кг)

Юсман-чÿк тунă чух йÿçĕтмен чустаран пĕçернĕ пашалу, лепешка

(Ăнланман сăмахсене тетрадь çине çырса хураççĕ)

II Ăнланса илни.

1. Хайлавпа ĕçлени. Юмах тăрăх ыйтусемпе ĕçлени

Вĕрентекен: «Тимĕр тылă» литература юмахĕнче миçе сăнар? Халĕ 1 ушкăнрисем сарă кине  сăнлакан паллă ячĕсене тупса «Хĕвел» кластере çырăр. 2 ушкăнрисем  тухатмăш карчăка сăнлакан паллă ячĕсене тупса «Хĕвел» кластере çырăр.

(А4  хутсем çине çыраççĕ,кашни ушкăнран пĕрер ача тухса кластере доска çине çыпăçтарать, каласа парать.)

 

6 слайд

1 ушкăн тунă кластер:

ырă кăмăллă                                    сарă кин                              çепĕç чунлă

ĕçчен                                               (мĕнле)                                йăваш

сăпайлă                                                                                        хăюсăр

7 слайд

2 ушкăн тунă кластер:

пурне те хăратса тăраканскер          тухатмăш                         суккăр

куштан                                               карчăк                               хаяр

кăра çилĕллĕ                                      (мĕнле)                             усал

Кану саманчĕ.

Вĕрентекен: Эпĕ сире ыйтусем паратăп. Енчен эпĕ тĕрĕс калатăп пулсан – эсир ларатăр, тĕрĕс мар пулсан-тăратăр.

1.Чĕкеç ялĕ Акăр ятлă. Тĕрĕс. Ачасем лараççĕ.

2.Тылла йывăçран тунă. Тĕрĕс мар. Ачасем тăраççĕ.

3.Тимĕр тылă ăшĕнче хура шуйттан ларать. Тĕрĕс мар. Ачасем тăраççĕ.

4. Карчăкăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, тăманасем пулнă. Тĕрĕс. Ачасем лараççĕ.

5. Чĕкеç çула тухнă чух 4 юсман илет. Тĕрĕс мар. Ачасем тăраççĕ.

6. Сарă кинĕн икĕ аппăшĕ, пиччĕшĕ пур. Тĕрĕс. Ачасем лараççĕ.

 

Вĕрентекен: Ыйтусемпе малалла ĕçлетпĕр.

- Карчăк мĕнле майпа тухатмăш пулса тăрать?

-Хайлаври хăш сăнарсене автор асăнса çеç хăварать?

-Сарă кин мĕн ятлă?

-Чĕкеç кин хунямăшне миçе кун тăванĕсем патне яма ыйтать?

- Карчăк ĕслетсе янă тимĕр тылă Чĕкеçе мĕншĕн тивеймест?

- Чĕкеçе тăван ялне çитсен кам-кам киле кĕртмест? Вăл ăçта пытанать?

- Тимĕр тылă хуçин пуçне мĕншĕн татса каять? Вăл тата мĕнле усал ĕç тăвать?

Пурте пĕрле синквейн çыратпăр.

8 слайд

Тухатмăш карчăк

Суккăр, хаяр

Асаплантарать, нушалантарать, вĕлерттерет

Суккăр, хаяр карчăк кинне асаплантарать, нушалантарать, вĕлерттерет

Усал хуняма

2. Юмахăн темине, тĕп шухăшне палăртни.

Теми: тухатмăш карчăк кинне асаплантарать, тимĕр тыллине ĕслетсе ярса Чĕкеçе вĕлерттерет, тимĕр тылă карчăкне хайне те вĕлерет. Кил-йышри пăтăрмаха кăтартать.

Тĕп шухăшĕ: Пĕр килти çынсен килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне ăнланмалла. Ырă ĕç, тÿрĕ кăмăл усала çĕнтерни çинчен калать.

 

Вĕрентекен:Вырăс çыравçисенчен кам сăвăласа литература юмахĕсем çырнă? Унăн мĕнле юмахĕсене эсир вуланă? Çак юмахсенчи тĕп шухăш мĕнле?

9 слайд

3. Литература теорийĕ.

Вĕрентекен: Мĕн-ши вăл литература юмахĕ?

Халăх юмахĕпе литература юмахĕн пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене тишкеретпĕр.

                                                      10 слайд

Киле ĕç.

1.«Тимĕр тылă» юмаха калавласа çырăр, хăвăр сăмахпа каласа парăр.

2. «Тимĕр тылă» юмах тăрăх комикс ÿкерĕр.

3.Килти вулав кĕнекинчи В.Бараевăн «Этиканпа Утикан» литература юмахне вуласа тухăр, каласа парăр.

 

Илнĕ пĕлĕве çирĕплетни.  

Вĕрентекен: Урока пĕтĕмлетсе блум чечекĕ тăватпăр.11 слайд

                                                                                        Мĕнпе килĕшместĕп?

                                              Пиччĕшĕпе аппăшĕсем

                                   Мĕн пулĕччĕ?                                чунсăр пулнипе

Овал: «Тимĕр тылă» хайлав

х
хайлав
                               Тăванĕсем кĕртнĕ  пулсан

                                   вилмесен те пултаратчĕ

                                                                                                          Мĕн?

                                         

                                                                                                          Литература юмахĕ

                                       Мĕн ăнлантăм?                             

                                 Ырри усала çĕнтерет                                             Мĕнле?

                                                                                                                  кăсăклă

Мĕн пĕлтĕм?

Тимĕр тылă Чĕкеçе те,

карчăка та вĕлерет

 

III. Рефлекси.

Урок

Кăсăклă, усăллă.

Кăсăклантарать, шухăшлаттарать, ăс парать.

Урок пĕлÿ патне çул уçать.

Пĕлÿ.

 

12 слайд

 

Мĕн вĕрентĕмĕр? Мĕн асра юлчĕ?

Урокри кăмăл-туйăма хакламалли анкета.

 

Кирлине палăртăр

 

Урокра эпĕ ĕçлерĕм

активлă

пассивлă

 Хамăн ĕçпе

 кăмăллă

 кăмăлсăр

 

 Маншăн урок

кĕске

 вăрăм

 

 Урокра

ывăнмарăм

 ывăнтăм

 

 Урок

ăнланмалла

 усăллă

 кăсăклă

 ăнланмалла мар

 усăсăр

 кичем

 Килти ĕç

 çăмăл

интереслĕ

 йывăр

интереслĕ мар

 

IV.Ачасен ĕçне хаклани.

 

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.

 

 

 

 

«5»

 

 

«4

 

«3»

«2

 

Учитель лартнă паллă: _____

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока по сказке К.В. Иванова "Тимер тыла""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Ландшафтный архитектор

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 670 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 11.10.2017 2382
    • DOCX 81.5 кбайт
    • 11 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Степанова Марина Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Степанова Марина Михайловна
    Степанова Марина Михайловна
    • На сайте: 6 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 3524
    • Всего материалов: 4

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы теории и методики преподавания классического танца в учреждениях дополнительного образования детей

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 31 человек из 22 регионов
  • Этот курс уже прошли 122 человека

Курс профессиональной переподготовки

Организация системы менеджмента транспортных услуг в туризме

Специалист по организации и предоставлению туристских (транспортных) услуг

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Методика обучения игре детей с особенностями развития в рамках реализации ФГОС

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 203 человека

Мини-курс

Теоретические аспекты трекинга и менторства

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Мозг и психотерапия: влияние, методы и направления

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 66 человек из 30 регионов
  • Этот курс уже прошли 30 человек

Мини-курс

Профессиональное развитие педагога: успехи и карьера в образовании

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 11 человек